Комментари хушас

9 Çу, 2022

Санӑн ятупа, Ҫӗнтерӳҫӗ салтак!

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи кӗрлеме чарӑннӑранпа кӑҫал 77 ҫул ҫитрӗ. Ӑна халалласа, Ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ мӗн пур ветерана тав туса ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче  республикӑри районсемпе хуласенче мероприятисем иртеҫҫӗ.

Шупашкарта вӗсем "Ҫӗнтерӳ" асӑну комплексӗнче пуҫланчӗҫ. Пухӑннисем Мухтав монуменчӗ умне чечексем хучӗҫ.

Колоннӑпа пӗрле ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Алла Салаева, ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов, Шупашкар хулин Пуҫлӑхӗ Олег Кортунов, Шупашкар хула администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Денис Спирин, РФ Геройӗ Евгений Борисов, ҫавӑн пекех ытти сумлӑ ҫынсем, депутатсем, влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, ветерансемпе тыл ӗҫченӗсем, хула ҫыннисем утрӗҫ.

Августина АЛЕКСАНДРОВА:

- Манӑн атте саперта ӗҫленӗ, анчах эпӗ ӑна астумастӑп. Шел те, 1942 ҫулта Мускав ҫывӑхӗнче вӑл ӑнсӑртран мина ҫине пуснӑ та сирпӗннӗ, ҫавӑнтах вилнӗ. Кайран ун пирки вӑл хыпарсӑр ҫухалнӑ тесе пӗлтерчӗҫ. 1945 ҫулта эпӗ пилӗк ҫулта ҫеҫчӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пурте килӗсене таврӑнатчӗҫ. Эпӗ вара аттене кӗтеттӗмчӗ, анчах вӑл килмерӗ. Ҫак вӑрҫӑра  салтаксем пире тӑнӑҫ пурнӑҫ парнелес тесе тӑрӑшнӑ. Вӗсене тав туса ҫак мемориал умне кашни ҫулах ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче чечексем хуратӑп.

Римма КОМАРОВА:

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне эпӗ ҫиччӗреччӗ. Унта манӑн атте те хутшӑннӑ, анчах киле тӳрех таврӑнайман – ӑна Прибалтика тӑрӑхне янӑ, каялла 1946 ҫулта килнӗ. Ҫак ҫӗнтерӗве кашни ҫулах кӗтеттӗмӗр, халӗ те ҫаплах. Паянхи кун та ҫав вӑхӑтри пекех, ҫак ҫӗнтерӳшӗн савӑнатпӑр, мӑнаҫланатпӑр.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: