Комментари хушас

Кăмăлĕпе те, чун-чĕрипе те, ĕçĕпе те хăйсем хыççăн тарăн йĕр хăварнă нумай-нумай çынна пĕлетĕп. Йывăрлăхсене парăнтарса малалла хăюллăн талпăннă маттурсем ял хуçалăхĕнче те йышлă. Халĕ вĕсен ячĕсене районсен энциклопедийĕсенче куратпăр, çав çынсем паянхи саманара ÿссе çитĕнекен яш-кĕрĕмшĕн чăннипех çутă çăлтăр пулнине туйса савăнатпăр, вĕсемпе тивĕçлипех мухтанатпăр.

Аслă Çĕнтерÿ хыççăн яла таврăннă паттăрсем вăрçă юхăнтарса хăварнă ял хуçалăхне ура çине тăратнă: фермăсем, çуртсем, производство объекчĕсем çĕкленĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, тырă ÿстернĕ... Çав çулсенче ялсене малашлăхлисем тата малашлăхсăррисем çине пайланăччĕ. Халĕ çакă яр уççăн курăнать: тĕрĕс мар пулнă вăл. Ялăн малашлăхĕ пирки пыракан тавлашусенче тĕрĕс шухăшлав çиеле тухрĕ-тухрех. Малашлăхсăр ялсем çук! Акă мĕнле чĕнÿ янăрать паян.

Пĕчĕк ялсем патне те шанчăклă çулсем çитрĕç, кил хуçи хĕрарăмĕсем çут çанталăк газĕпе усă курма тытăннăранпа та вăхăт самаях иртрĕ. Çĕнĕ палăрăмсем чун-чĕрере савăк туйăм çуратаççĕ, анчах тарăн шухăша яракан сăнсем умĕнчен те куçа хупса иртме çук. Чылай çĕрте уйсенче тырă кашламанни, вĕсем мăян-пиçенпе, анра çарăкпа хупланни ассăн сывлаттарать. Пытармăпăр: ку тĕлĕшпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ те, Правительство та, Ял хуçалăх министерстви те усă курмасăр выртакан пушă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çыхăннă ыйтăва кун йĕркинче тытаççĕ кăна мар, вăл мĕнлерех пурнăçланнине те тăтăшах тĕрĕслесе тăраççĕ. Анчах чылай çул капланса пынă çитменлĕх-кăлтăкран тăруках хăтăлса тухма ниепле те май килмест çав.

Тăван ялăма - Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шуртана - ура ярса пуснă-пусманах кăкăрăма тем хĕстернĕн туйăнчĕ. Тарасаллă çăл патне васкамасăр çитсе тăтăм. Пусă шывĕ те пусараймарĕ ăш-чикĕм çуннине... Ара, тахçан путене вĕçсе тухайми тыр-пул ÿстернĕ хирсенче талккишпех çум курăксен «вăрманĕ» кашлать-çке. 40 киллĕ ялта çын сахал, вĕсем пурте тенĕ пекех - пенсионерсем. Çĕре вара вăй питти çынсен аллисем кирлĕ. Ăçтан илмелле вĕсене? Çамрăксем çук. Колхоз саланса кайнă хыççăн вĕсем пурте тăван тăрăха пăрахса Мускава е Çурçĕре, е Çĕпĕре тухса кайнă. Паян-ыран месерле яла кайма хатĕрленекен мучи-кинемейсем çĕр-аннемĕре пăхса, тирпейлесе тăма вăй-хал çитереймеççĕ. Акă мĕншĕн турă пилленĕ ытарми кĕтес /тăван ял çумĕнчех вăрман пур/ çын çитменнипе хавшама-юхăнма тытăнни куç кĕрет. Мана тĕрĕс ăнлантăрччĕ вулакан: эпĕ ялта çĕр ĕçне хисеплекен çынсем кăна пурăнмалла тесшĕн мар. Тĕрлĕ ĕç тума пĕлекен те, хальхи йышши хăватлă техникăпа кал-кал ĕçлекенсем те кирлĕ. Пур-ха вĕсем, анчах ялтан тухса каяççĕ-çке. Çак пулăма ниепле те чарса лартма май çук. Хуçасăр тăрса юлнă çĕрсен ыранхи шăпишĕн çамрăксен, ĕнерхи çĕр хуçисен ачисен яваплă пулмалла та. Темшĕн-çке çав туйăм сисĕнсе каймасть паянхи яш-кĕрĕмре.

Чăн та, статистика хатĕрлекен вăтам кăтарту хыçĕнче курма та çук ăна, темиçе çул сухаланмасăр-акăнмасăр выртакан çĕре. Кантăкран та лайăх курса илеймĕн çав пусăсене. Вĕсем тăрăх çуран утса тухмалла, кашни лапам-тĕмескене алăпа сĕртĕнсе пăхмалла, çавăн чухне кăна çĕр-аннемĕрĕн ыратăвне-тилмĕрĕвне чун-чĕрепе туллин туйса илме пултарăн.

Сăмах та çук, паянхи механизатор - уйри пĕртен пĕр ĕçчен. Шел, вĕсен йышĕ куç умĕнчех катăлса пырать. Чылай хуçалăхăн техника паркĕнче хуçасăр трактор-комбайн ларнине куратăн. Механизатор кадрĕсен ыйтăвĕ çивĕч. Хăй вăхăтĕнче МТС вĕрентсе кăларнă сухаçăсем çирĕп вăй шутланнă. Халĕ вĕсем çук ĕнтĕ. Çамрăксем хурçă ута çÿретесшĕн мар. Хăш хуçалăхра вăтăр çула çитмен механизаторсем пур-ши? Вĕсем пурте тенĕ пекех аллă çулран пуçласа утмăла çитсе пыракансем. Йĕпреç районĕнчи Ильич ячĕллĕ колхозра çитмĕл урлă каçнă тракторист суха тунине курнăччĕ.

Династисем те çукпа пĕрех. Ачине трактор рульне тыттарассишĕн хыпăнакансем кашни ялтах пурччĕ унччен.

Хурçă утта çÿретекенсен çемйисене чылайранпа сăнаса тăнă май вĕсенче çакăн пек уйрăмлăха асăрхатăп: темшĕн-çке çамрăксенче ашшĕ-аслашшĕне канăçсăрлантарнă туйăм çук. Çĕр-аннемĕре чăн-чăн хуçа кăмăлĕпе юратса хак параслăх çук вĕсенче. Шăпах çавăн йышшисем тухса каяççĕ те паянхи ялсенчен. Ветерансен чĕрисем питĕ ыратаççĕ, вĕсем уй-хире юхăнтарса ярасшăн мар, пурнăç тĕллевне хура тăпра тивлечĕпе пархатарне ÿстерсе пынинче курасшăн.

Халĕ пур çĕрте те çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ. Вĕсене тĕпе хуракан хуçа лăпланса лармасть, пурнăç опычĕ, ăсталăх çине таянса, çĕннине, усăллине çул парать. Паян ял чăннипех те çăмăл мар лару-тăрура. Вăл киввине хыçа хăварнă, çĕннине вара ниепле те хăйне кирлĕ пек хăнăхса çитеймест-ха. Ял хуçалăх производствине малалла аталантарас ĕç нумай специалист кирлине ас тутарать. Кадрсене ялта çирĕплетсе хăварас ыйту чăннипех пысăк тимлĕх тата яваплăх ыйтать. Çакна татса памасăр палăрăмлă çитĕнÿсем тăвасси пирки калаçни те кăлăхах. Хальлĕхе ыранхи çĕр хуçисем шкулсене пĕлÿ илме çÿреççĕ, пурнăçа кĕнеке тăрăх хаклама вĕренеççĕ. Пурăна киле çав çынсем тăван çĕр-аннемĕрĕн пуянлăхне ÿстерессине хăйсен тĕп тивĕçĕ туса хурасса шанас килет.

 

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Геннадий КУЗНЕЦОВ
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.