Комментари хушас

5 Çу, 2022

«Чăваш хĕрарăмĕ» 17 (1245) № 05.05.2022

Пурăнас шанăçа çухатман

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Николай Пискун, 98 çула çитнине пăхмасăр, пĕчченех пурăнать. «Малтан кĕнеке нумай вулаттăм. Вăхăт иртнĕçемĕн куç çивĕчлĕхĕ чакрĕ. Халĕ радио итлетĕп», — ăнлантарать арçын тĕпеле иртме чĕннĕ май. Кил хуçи хĕлĕпех урама тухман. Çавăнпах çанталăк ăшăтсанах уçă сывлăшра уçăлса çӳреме ĕмĕтленет вăл.

Николай Ивановича иккĕмĕш арăмĕн ывăлĕ пăхса тăрать. Вăлах апат-çимĕç илсе килет. «Яшка та, пăтă та, макарон та хамах пĕçерме пултаратăп», — хушса калать ветеран. Сăмах май, унăн тăван ывăлĕ çут тĕнчерен уйрăлнă. Мăнукĕсем Шупашкарта, Мускавра тĕпленнĕ.

Çăпатапа çула тухнă

Николай Пискун Украинăри Гордовка салинче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра вун çичĕ çулта пулнă вăл. Ашшĕне тӳрех фронта илсе кайнă. Çул çитмен çамрăка ыттисемпе пĕрле мобилизациленĕ. Воронеж облаçĕнче тимĕрçĕ лаççине ĕçе илнĕ ăна. Анчах тăшман çарĕсем хуласене, ялсене аркатса Мускав еннелле талпăннă. Фашистсем Воронеж патне çитсен халăх колхоз пурлăхне çăлас тĕллевпе транспорта тиесе çула тухнă. Николай Пискуна трактор рулĕ умне лартнă. Колоннăна тăшман самолечĕсем хăваласа çитнĕ, бомба хыççăн бомба пăрахнă. Ун чухне нумайăшĕн кун-çулĕ татăлнă. Чĕрĕ юлнисем Дон хĕррине çитнĕ. Суранланнă çынсене, выльăха, япаласене юхан шыв урлă каçарнă вăхăтра та фашистсем бомба пăрахма ча-рăнман. «Халăх нумай пухăннăччĕ. Тахăш самантра кимĕсем курăнчĕç. Выльăх кăна шыва кĕресшĕн пулмарĕ. Юрать, ватă çын майне тупрĕ. Унăн сĕнĕвĕпе вăкăра икĕ лашапа туртса шыва кĕртрĕç. Вĕсем хыççăн пĕтĕм кĕтӳ ишсе каçрĕ», — аса илет Николай Иванович.

Çула тухнăскер Пенза облаçне çитнĕ, Тимирязев ячĕллĕ совхоза конюха вырнаçнă. «Хуçалăхри 50-а яхăн лашапа пĕтĕм ĕçе пурнăçлаттăмăр. 1942 çулхи чӳк уйăхĕнче Хĕрлĕ çар йышне тăма повестка пачĕç. Тумтир те, пушмак та çĕтĕлсе пĕтнĕччĕ. Тăхăнмалли пулманран çулла çара уран çӳрерĕм. Хваттере янă хĕрарăм мана вăрçа ăсатма хатĕрленнĕ май кӳрше каçрĕ. Вăл ыйтнипе ватă çын икĕ мăшăр çăпата хуçса пачĕ», — калаçăва тăсать çитмен пурнăç тутине ас тивнĕскер. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Ура утнă таран…»

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрне культура ĕçченĕсем, халăх пултарулăхĕн хастарĕсем, театра юратакансем кăна мар, сумлă хăнасем те йышлăн пухăнчĕç. Чăваш Енрен кăна та мар. Йăхташăмăрсем Пушкăрт Республикинчен те çитнĕ. Сăлтавĕ те пĕчĕк мар — Чăваш халăх артистки Елена Хорькова /Шурту/ 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çапла, сумлă ят уявăн чи хаклă парни вырăнĕнчех темелле. Çакна çирĕплетекен хушăва ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Елена Владимировна çуралнă кунĕ умĕн, алă пуснă-çке.

— Пукане театрĕ — тĕп театр тесен те юрать. Пирĕн ачасем пултарулăх çак лапамне юратасси, çитĕнсен ытти артиста курма çӳремешкĕн пуçласси пĕтĕмпех сирĕнтен килет. Театр искусствине хаклама вĕренĕç-и вĕсем — çакна вăхăт палăртать. Çак пархатарлă ĕçре Елена Владимировна тӳпи те пур паллах, — палăртрĕ ЧР культура министрĕ Светлана Каликова.

«Эпĕ вăл — эпĕ»

Паллах, уявра кашни хăна ырă та ăшă сăмахсем калать. Ăнăçу сунать, нумай пурăнма, сывлăхлă пулма пиллет. Кунпа пĕрлех Елена Хорьковăшăн пысăк тепĕр парне — Ольга Туркай новеллисем тăрăх хатĕрленĕ моноспектакль. «Санăн йыхравна эпĕ илтрĕм» ĕçе ЧР Пуçлăхĕн гранчĕпе хатĕрленĕ. Ывăлĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнăран пĕчченех пурăнать амăшĕ. Вилнĕ-и ывăлĕ? Тен, чĕрех? Пĕр-пĕр çĕре тарçа лекнĕ пулсан… Мĕн ватăличченех иккĕленсе пурăнать хĕрарăм. Çак шухăш канăç памасть ăна. Пĕчченскер кашни япалипе калаçать. Час-часах аса илĕве путать. Амăшне хĕрхенсе ывăлĕн чунĕ килет. Паттăрла пуç хунине каласа парать. Лăпкăн тухать чунĕ амăшĕн.

«Валак пуçĕнчен юхакан çăл шывне хăть те мĕне тултар: чашăк, витре е ылтăн курка — уншăн шыв пахалăхĕ пĕрех чакмасть. Хăть те кам ĕçтĕр ăна: патша, ыйткалакан, паттăр е нишлĕ чун — уншăн шыв тути пĕрех улшăнмасть. Эсĕ ман çинчен хăть те мĕн кала, хăть те мĕн шухăшла — уншăн эпĕ пĕрех улшăнмастăп. Эпĕ вăл — эпĕ», — тет спектакльти тĕп сăнар.

— Çак сăмахсем хам çинчен каланă пекех. Кашни йĕрки чунран тухать, — тет Елена Владимировна чунне уçса калаçнă май.

Чăвашлăха упракан

60 çул. Нумай-и вăл? Сахал-и? Çапах та утса иртнĕ çула çаврăнса пăхса пĕтĕмлетӳ тумалăх пурах.

— Мĕн тăвас пеккине май килнĕ таран пурнăçланă пек туйăнать. Чăваш халăхĕ умĕнче хам пултарнине турăм. Чунпа таса пулма тăрăшрăм. Фольклор пухрăм, юрăсене халăх çине кăлартăм. Халĕ акă тата хам валли тепĕр киленĕç тупрăм — чунăма пырса тивекен сăвăсене халăх умне тухса калатăп. Май килнĕ таран татах та ĕçлĕп-ха, ура утнă таран утăп, — тет Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ, Театр ĕçченĕсен союзĕн правлени членĕ, Пукане театрĕн профсоюз комитечĕн ертӳçин çумĕ Елена Хорькова.

Чăвашлăха упрас, аталантарас ĕçе вăл, чăн та, хăйĕн пысăк тӳпине хывать. Çак тĕллевпе ăçта кăна çитмен пуль? Халăх вара ăна илемлĕ те пуян юрăсене сцена çине кăларнăшăн уйрăмах юратать. Елена Владимировна «чĕртсе тăратнă» юрăсене ахальтен мар халĕ Пушкăртра кăна мар, чăвашсем пурăнакан мĕн пур тăрăхра илтме пулать.
Пушкăрт Республикинчи Пишпӳлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ӳснĕскер тăван тăрăхĕнчи юрăсене кăна шăрантарать-çке.

— Эпĕ юрăç мар. Хамăр тăрăхри фольклора халăх çине кăларасси пулнă тĕп тĕллевĕм. Çак ĕçе пурнăçларăм та. Михаил Кондратьевпа калаçса ларнă май пĕррехинче сăмах фольклор патне çитрĕ. «Халăх сăмахлăхне пуçтараççĕ-ха, анчах та çакă кăна сахал. Архива кайса никам та чакаланса лармасть-çке. Юрăсене халăха юрласа кăтартмалла», — терĕ. Çавăнпах сцена çине тухрăм та. Пушкăрт фольклорĕ анлă та сарлака, пуян — çакна кăтартас килчĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне нумай çул ертсе пынă Юрий Васильев та: «Пушкăрт Республикинчи юрăсене сан пек чун витĕр никам та кăлараймасть», — тесе хавхалантарчĕ, — каласа кăтартать Елена Шурту.

Çапла вăл 2007 çулта сцена çине артист пек кăна мар, юрăç пек тухнă. Унтанпа час- часах илтекен кĕвве хамăр тăрăхри юрă пекех йышăнма вĕренсе çитнĕ эпир. «Уяв» ансамбль шăрантаракан «Анкарти пĕр тулли» юрă шăпах Елена Хорькова тăван ялĕн юрри пулнине те çитĕнекен ăру тӳрех тавçăрса илес çук паян.

— Пушкăртсенчен, тутарсенчен кăштах илме пултарнă эпир, çавăнпах пирĕн тăрăхри юрăсем те хăйне евĕр. Халĕ вĕсене фольклор ушкăнĕсем те шăрантараççĕ. Çак юрăсене кашни ялта илтсе, ăнланса юлаççĕ, юрлаççĕ пулсан — эппин, ĕçлени пĕрре те харама кайман. Çакă паха, — палăртать Елена Владимировна. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Раççейшĕн, ырă пуласлăхшăн

Шупашкарта «Раççейшĕн» [«ZaРоссию» музыкăпа патриотизм марафонĕ тата «Çĕнĕ горизонтсем» форум иртрĕ. «Пĕлӳ» /«Знание»/ Раççей обществин эксперчĕсем И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тĕнче экономикинче пирĕн çĕршыв витĕмĕ тавра лекцисем вуларĕç. Тĕрлĕ тытăмри çитĕнӳсем çине пусăм турĕç. Çамрăксен пуласлăхри вырăнĕ пирки калаçрĕç.

Каçхине ЧПУн культура керменĕнче пысăк концерт пуçланчĕ. Артистсем сцена çине тухиччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов иртнĕ ĕмĕрĕн варринче нацизма пула вун-вун миллион çыннăн пурнăçĕ татăлнине аса илтерчĕ. Халĕ çакнашкал лару-тăруран сыхланнине, çавăнпах эпир Президентпа, хамăр çарсемпе пĕрле пулнине палăртрĕ.

Донецкра çуралнă Анна Ревякина синкерлĕ лару-тăрăва сăнлакан сăвă вуларĕ. Унăн кашни йĕрки чун хĕлĕхĕсене хускатрĕ.

Хăнасем — Раççей халăх артисчĕ Дмитрий Певцов, РФ тава тивĕçлĕ артистки Ольга Кормухина, Джанго — пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç. Кашни юрăра тăван çĕршыва юратни палăрчĕ. Куракансем çак концерта кĕтнине çирĕплетсе вĕсемпе пĕрле юрларĕç.

«Тăван çĕршыва юратни — ахаль туйăм мар. Апла тăк унăн аталанăвĕшĕн, пуласлăхĕшĕн ĕçлемелле. Хăвăнтан мĕн килнине пурнăçламалла. Йăлтах историрен пуçланать. Çамрăксен хăйсен йăх-несĕлне пĕлмелле, вĕсен паттăрлăхне кура çут тĕнчене килнине асра тытмалла. Шăпах çакă вĕсен чунĕнче мăнаçлăх туйăмĕ çуратĕ», — палăртрĕ Дмитрий Певцов журналистсемпе калаçнă май. Сăмах май, вăл, акцисене хастар хутшăнаканскер, юлашки вăхăтра Чăваш Ене çине-çинех килчĕ. «Мана кунта яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Çакăншăн республикăра пурăнакансене тав тăватăп. Чăваш Ене куçса килнисемпе те тĕл пултăм. Ку тăрăхра манăн чуна çывăх çынсем тĕпленнĕ», — пĕтĕмлетрĕ юрăç.

Ольга Кормухина Совет Союзĕнче çуралнине, тăван тăрăха чунран юратнине мăнаçланса палăртрĕ. Хăй вăхăтĕнче ăна ют çĕршыв продюсерĕсем пĕрле ĕçлеме чĕннĕ. Анчах юрăç килĕшмен. Халĕ çамрăксем валли хăпартлантаракан çĕнĕ юрă сахал çырни пăшăрхантарать ăна.

Джанго /Алексей Поддубный/ 2015 çултанпа Донбаса тăтăш çӳренине аса илчĕ. Çавăнпах унти лару-тăрăва никамран лайăх пĕлет вăл. «Çакнашкал тура чĕнни хавхалантарать. Çапла майпа пурнăçăн яваплă тапхăрне кĕнине кăтартас килет. Салтаксемпе пĕрле, пĕр шухăшлă пулнине палăртасси — пирĕн тивĕç», — терĕ хăна. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.