Хыпар 46-47 (27925-27926) 29.04.2022
«Вилĕмсĕр полка» Донбасран тарса килнисем те хутшăнĕç
Çĕнтерÿ кунне халалласа республикăра кăçал 2000 яхăн мероприяти ирттерме палăртнă. Кун çинчен культура министрĕ Светлана Каликова Çĕнтерÿ уявне йĕркелесе ирттерессипе ĕçлекен ушкăнăн ларăвĕнче пĕлтерчĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Георгий хăйăвĕ», «Астăвăм çурти», «Çĕнтерÿ вальсĕ», «Астăвăм вахти» йăлана кĕнĕ йĕркепе иртĕç. «Вилĕмсĕр полк» акцие кăçал урама тухса йĕркелеме йышăннă. Сăмах май, унта Донецкпа Луганскран тарса килнисем те хутшăнма кăмăл тунă. Çĕнтерÿ парадне çар техникипе çар колоннисĕр пуçне кадетсем те хутшăнĕç. Культурăпа кану учрежденийĕсен уяв программи те анлă пулĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче «Астăвăм юханшывĕ» акци йĕркелĕç, Пукане театрĕнче çĕнĕ спектакль лартĕç, Туслăх çуртĕнче «çавра сĕтел» пулĕ, Наци библиотекинче эссе конкурсне пуçарĕç, кинозалсенче фильмсем кăтартĕç. Çавăн пекех Сăрпа Хусан чиккисене тума хутшăннисене те аса илĕç.
Шупашкар та Çĕнтерÿ кунне хатĕрленет. Уяв умĕн, Денис Спирин сити-менеджер пĕлтернĕ тăрăх, урамсене баннерсемпе, ялавсемпе илемлетĕç, астăвăм комплексĕсене хăтлăлатĕç, «Таса чÿрече» акци вăхăтĕнче тыл ĕçченĕсемпе тăлăх арăмсен хваттерĕсене тирпейлеме пулăшĕç. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче Паттăрлăх урокĕсем, патриотизм акцийĕсем, конкурссем иртĕç, шкул музейĕсен экспозицийĕсене çĕнетĕç. Ача сачĕсенче те уява халалласа чылай мероприяти йĕркелĕç. Хĕрлĕ тÿремре шкул çулне çитменнисен парачĕ пулать. Ларура вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăксем çинчен те сăмах пуçарчĕç. Светлана Каликова министр каланă тăрăх, 2021 çулта Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Тăвай, Элĕк, Вăрмар, Канаш, Йĕпреç районĕсенче çĕнĕ 15 палăк лартнă. Кăçал та палăксене юсаса çĕнетĕç, ку ĕçсене пурнăçлама 8 миллион тенкĕ пăхса хунă. «Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунисене асра хăварасси» программăпа килĕшÿллĕн кăçал тĕрлĕ районта вырнаçнă салтаксен 7 вил тăприне тирпейлеме палăртнă. Чăваш Енри çар комиссарĕн çумĕ Сергей Сергеев пĕлтернĕ тăрăх, палăксен электрон паспорчĕсене хатĕрленĕ, çĕннисене кашни çулах шута илеççĕ.
Вăрçă ветеранĕсене, вĕсен тăлăх арăмĕсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе тата пурăнмалли условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусем те кун йĕркинчен тухмаççĕ. Владимир Степанов вице-премьер пĕлтернĕ тăрăх, ветерансемпе тыл ĕçченĕсене медиксем куçран вĕçертмеççĕ, кашни çулах диспансеризаци кăлараççĕ. Кăçал медтĕрĕслев витĕр 2764 ветеран тухнă, 344 çын стационарта сипленнĕ, ыттисене амбулатори мелĕпе пулăшнă. 2022 çулта 54 ветерана санаторие кайма путевка панă. Республикăри ветерансен госпиталĕн специалисчĕсем кашни уйăхрах районсене /кăçал 17 районта пулнă/ кайса аслă ÿсĕмри пациентсене йышăнаççĕ.
Строительство министрĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Максимов каласа кăтартнă тăрăх, вăрçă ветеранĕсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе 2010 çултанпа 5,8 миллиард тенкĕ уйăрнă, кăçал çакăн валли 11,2 миллион тенкĕ пăхса хунă. Хальхи вăхăтра хваттер черетĕнче 2 çын тăрать. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Перекетленĕ укçа çулсене юсама кайĕ
Юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура Правительство патшалăхăн икĕ программине тата Министрсен Кабинечĕн теçетке ытла йышăнăвне улшăнусем кĕртессине ырларĕ.
Общество финансĕсемпе тата патшалăх парăмĕпе ĕçлемелли программăна улшăнусем кĕртесси нумаях пулмасть республика бюджетне тÿрлетнипе сăлтавланнă. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, программа валли уйăракан укçа виçи самаях, 1,9 миллиард тенкĕ, чакать. Ку чи малтанах резерв фончĕн укçи пĕчĕкленнипе çыхăннă — вăл 2 миллиардран 1,5 миллиард тенкĕ таран чакнă. Укçапа пĕлтĕрхи патшалăх контракчĕсене пурнăçлама, бюджет ĕçченĕсен шалăвне ÿстерме усă курнă. Çавăн пекех патшалăх парăмне тытса тăмалли тăкак сахалланнă, мĕншĕн тесен республика юлашки вăхăтра коммерци кредичĕсемпе усă курман.
Тепĕр программа — «Патшалăх управленийĕн майĕсене аталантарасси». Унта кĕртме сĕннĕ тÿрлетÿсем те бюджета «çĕнетнипе» çыхăннă. Правительство программăна муниципалитет службине йĕркелемелли мероприятисем ирттерессипе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен резервĕнче тăракан çынсене коллеги органĕсен ĕçне явăçтарассипе çыхăннă улшăнусем кĕртессине çирĕплетрĕ.
Чăваш Республикин ĕç ветеранĕн ятне памалли йĕркене кĕртме сĕннĕ улшăнусемпе ĕçлев министрĕ Алена Елизарова паллаштарчĕ. Хальччен тивĕçлĕ стаж пухнă граждансен ĕç ветеранĕн ятне илмешкĕн ĕçленине çирĕплетекен документсем тăратмалла пулнă. Федераци саккунĕнче палăртнă: граждансем çав сведенисене тăратман чухне Пенси фончĕ 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăнхи тапхăршăн хайхи кăтартусене ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăнăвĕн мелĕпе хăех илет. Çак йĕркене халĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе çирĕплетрĕç. Сăмах май, паян Чăваш Енре республикăн ĕç ветеранĕсен йышĕ 63,5 пин çынпа танлашать. Çак ята çуллен 5 пин çын патнелле илет.
Раççей, Луганск тата Донецк халăх республикисен гражданĕсене, гражданлăхсăр çынсене, Раççее ирĕксĕртен килме тивнĕскерсене, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйтупа сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов сăмах илчĕ. Пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕ вĕсемшĕн тÿлевсĕр. Çак шута эмелсемпе прививкăсем те, пысăк технологиллĕ пулăшу та кĕреççĕ. Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствин хушăвĕпе çак тăкаксене федераци бюджетĕнчен саплаштарĕç. Трансфертсем республика бюджетне килеççĕ, унтан вара медицина организацийĕсене каяççĕ — ларура çакна йĕркелемелли правилăсене тÿрлетÿсем кĕртрĕç.
Транспорт министрĕ Владимир Осипов çĕкленĕ тема та укçапах çыхăннă. Конкурс процедурисем йĕркеленĕ май укçа перекетленнĕ — унпа Шупашкар агломерацийĕн транспорт инфратытăмне аталантарма усă курĕç. Министр палăртнă тăрăх, перекетленнĕ 64,6 миллион тенкĕпе «Хăрушлăхсăр паха çулсем» нацпроектпа килĕшÿллĕн Шупашкарти виçĕ объекта юсама йышăннă. Вĕсем — Шупашкар йĕркеленнĕренпе 500 çул çитнине хисеплесе ят панă урамри, Коммуналлă слобода тата Пржевальский урамĕсенчи çулсен сыпăкĕсем. Çĕнĕ Шупашкарсемшĕн те кăмăллă хыпар пур: унта Силикат урамĕнчен Промышленноç урамне куçакан çул сыпăкне йĕркене кĕртме палăртнă.<...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çын паттăрлăхĕ тĕп вырăнта пулĕ
Çу уйăхĕнчи уяв кунĕсенче Пушкин карттипе ăçта усă курмалла? Кун пирки Çамрăксен театрĕнче иртнĕ пресс-конференцире республикăри культура учрежденийĕсен ертÿçисем каласа кăтартрĕç.
Культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, Пушкин карттипе Чăваш Енри 67 пин çамрăк /14-22 çулсенчисем/ усă курать. «Ку программăна патшалăх учрежденийĕсем кăна мар, уйрăм çын театрсемпе туркомпанисем те /пĕтĕмпе 71 организаци/ хутшăнаççĕ. Пирĕн республикăра Пушкин карттипе 256 пин билет сутнă. Ку енĕпе эпир çĕршыври рейтингра 7-мĕш вырăнта тăратпăр, çак проекта çамрăксене явăçтарса 2-мĕш вырăна тухрăмăр. Билет сутас енĕпе Вырăс драма тата Çамрăксен театрĕсем уйрăмах палăрнă», — терĕ Светлана Анатольевна.
Çамрăксен театрĕн спектаклĕсемпе кинозалти фильмсене курма 17 пин билет туяннине пĕлтерчĕ Елена Николаева директор. Яшсемпе хĕрсем «Метель», «Поллианна», «Алые паруса» тата «Куккук куççулĕ» спектакльсене кăмăллаççĕ-мĕн. Уяв кунĕсенче театрта вăрçăпа çыхăннă фильмсемпе спектакльсем кăтартĕç, артистсем çавăн пекех инçетри район-хулара пурăнакансем патне те çитсе килесшĕн. Вырăс драма театрĕ, Дмитрий Капустин директор пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне «Этих дней не смолкнет слава» литературăпа музыка композициĕ хатĕрленĕ. Ăна артистсем Шупашкар çыннисене кăна мар, Луганскпа Донецкран тарса килнисене те кăтартĕç. Чăваш академи драма театрĕ куракансем валли çĕнĕ спектакль лартать. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче Александр Пушкинăн «Барышня-крестьянка» пьеси тăрăх «Чунăм» камит /режиссерĕ — Наталия Сергеева/ кăтартĕç. Чăваш артисчĕсем те «Пушкин картти» программăпа килĕшÿллĕн чылай районта спектакльсем кăтартнă, ку йăлана малалла тăсĕç. Оперăпа балет театрĕнче Çĕнтерÿ кунне халалласа хăйне евĕр концерт лартĕç. Унта пурте пĕлекен «Катюша», «Смуглянка», «Синий платочек» тата ытти юрă çĕнĕлле янăрĕç, вĕсене балет ташшисемпе илемлетĕç. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Аталанма малтисенчен вĕренеççĕ
Çурхи ĕçсем ку эрнере Вăрмар районĕнче те пуçланчĕç. Вĕсене пурнăçлама епле хатĕрленнипе виçĕ хуçалăха çитсе паллашрăмăр.
Ытларах лартĕç
— Акан 27-мĕшĕ тĕлне пирĕн аграрисем минерал удобренийĕпе кĕрхи тĕш тырă культурисене — 1083 гектар, çав шутра В.Иванов хресчен-фермер хуçалăхĕнче — 25, Г.Ямуковпа Н.Ивановăн — 100-шер, О.Ивановăн — 160, В.Иваншкинăн — 20, А.Казаку уйрăм предпринимателĕн — 70, «Свебрата» тата «Каспий-Агро» обществăсенче 150 тата 233 гектар апатлантарчĕç, — çурхи ĕçсемпе паллаштарчĕ райадминистраци пуçлăхĕ Дмитрий Иванов. — Нумай çул çитĕнекен курăксене районĕпе — 380 гектар, вăл шутра «Средний Аниш» обществăра — 300, Н.Иванов хресчен-фермер хуçалăхĕнче 80 гектар апатлантарчĕç. Нÿрĕк тытассишĕн нумай çул ÿсекен 380 гектар курăка сÿрелерĕç, 570 тонна вăрлăха хими препарачĕпе им-çамларĕç, 230 тонна çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме уçă вырăна кăларчĕç. Хуçалăхсене удобрени 902,6 тонна турттарнă. Вĕсен пысăкрах пайĕ ЧР Апат-çимĕç фондĕнчен туянчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе ХФХсен кăçал акмалли-лартмалли лаптăкĕ 22 пин гектар, ку шутра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем — 17407, техника культурисем — 697, çĕр улми — 600, пахча çимĕç 2,28 гектар.
— Пĕлтĕр çанталăк шăрăх тăнăран тата вăрлăх шăтаймасран асăрханса кĕрхине 3411 гектар — планăн 66,7% çеç — акрăмăр, — калаçăва хутшăнчĕ райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ — АПК ыйтăвĕсемпе экономика аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Николай Николаев. — Вăл «Каспий-Агро» тата «Свебрата» обществăсен — 233 тата 600 гектар, В.Иванов хуçалăхĕн — 568, Г.Ямуковăн — 295, А.Казакун — 250, В.Яковлевăн — 213, Н.Ивановăн тата Н.Мартыновăн — 100-шер, В.Ванюковăн — 91, Н.Григорьевăн — 50, И.Семеновăн — 55, А.Захаровăн — 45, Г.Николаевăн — 25, А.Смирновăн 17 гектар. Районĕпе кĕрхи ыраш — 370, çав шутра «Средний Аниш» общество —220, В.Иванишкин фермер хуçалăхĕ 150 гектар варăнтарнă. Кĕрхисен 30% пахалăхĕ лайăх, 70% çырлахтарать. Акма тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ çителĕклĕ. Пысăк репродукциллĕ вăрлăх — 526,8, çав шутра çĕр улминне — 130, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсенне 396,8 тонна туяннă. Дизтопливо-бензин техникăна темиçе кун ĕçлеттермелĕх хатĕрлесе хунă, ăна куллен турттараççĕ.
Кăçал та туяннă
Ака-вырма пуçлансан райадминистраци пуçлăхĕн АПК енĕпе ĕçлекен çумĕ куллен уй-хире çитсе çаврăнать. Эпир районта пулнă кун та вăл хуçалăхсене çитме планланă. Малтан Владимир Иванов фермер хуçалăхне çитрĕмĕр. Техника паркне кĕрсенех куç умне пĕр рете тăратнă трактор-машина тухса тăчĕ. Акă, кăçал туяннă вĕр çĕнĕ погрузчик.
— Вăл хуçалăха силос, тислĕк, минерал удобренийĕ, ыттине тиеме кирлĕ, — палăртрĕ ХФХ пуçлăхĕ. — Унпа ĕçлеме опытлă механизатора шанса патăмăр. Çурхи ĕçсене акан 23-мĕшĕнче Александр Артемьев «Амазония» агрегатпа кĕрхи культурăна минерал удобренийĕпе апатлантарнинчен пуçларĕ. Пĕр уй хыççăн тепри кушăрханă май кĕрсе сирпĕтет. Кăçал туяннă КАМАЗ та паркрахчĕ. Çак кунсенче хуçалăха кустăрмаллă хăватлă «К-7 М» трактор çитмелле. Виçĕ техникăна 27 миллион тенкĕ тÿлесе туяннă. Пурне те Раççейре туса кăларнă. ХФХ пĕлтĕр тырă пухса кĕртмелли комбайн, трактор-погрузчик, ытти пĕчĕк агрегат илнĕ.
— Кăçал культурăсене удобрени мĕн чухлĕ паратăр?
— Пĕлтĕр кашни гектар пуçне вăтамран 40 килограмм хывнăччĕ, кăçал 60 килограмм таран тивĕ, — хуравларĕ фермер. — 2020 çулта сахалрах панăччĕ пулин те вегетаци тапхăрĕнче нÿрĕк çителĕклĕ ÿкнĕрен кашни гектартан 33 центнер тырă пухса кĕртрĕмĕр. 2022 çулта лайăхрах апатлантарасшăн — тухăç виçĕм çулхинчен пысăкрах пулмалла. Çапах вăл çанталăкран та нумай килет.
Вăрлăх пахалăхĕ пĕлтерĕшлине аван ăнланаççĕ: элита 50% йышăнать, ытти 1-мĕш репродукци. Вăрлăха сăтăрçăсемпе чир-чĕртен хÿтĕлессишĕн наркăмăшланă, биологи препарачĕсем хывнăран вăл лайăх шăтать, парка ÿсет. Пысăк тухăç паракан туллăн «Ликамеро», «Тризо», урпан «Маргарет», «Нур» сорчĕсене те варăнтараççĕ. Тăпра самай нÿрĕ чухне акса хăварма трактор-машина çителĕклĕ. 2021 çулта çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче акса пĕтернĕ. Кăçал та тăпра типиччен варăнтарасшăн. ХФХ коллективĕ пысăк мар. Çур аки ирттерме тата 10 çынна явăçтараççĕ. Иртнĕ çул кашни ĕçчен пуçне 3 миллион тенкĕ тупăш илнĕ. Хуçалăх кредит илмесĕрех çĕнĕ техника туянать. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ахаль библиотека кăна мар...
«Хамăн ĕçпе улттăмĕш çул ĕнтĕ Йĕпреçе час-часах килсе çÿреме тивет. Çынсене кĕтмелли самантсем те пулаççĕ. Çавăн пек чухне кашнинчех районти тĕп библиотекăна кĕрсе ларатăп. Хаçат-журнал, кĕнеке вулама юратнăран вăхăта сая ямастăп. Тепĕр чухне аслă шкулта вĕренекен хĕрĕм валли те кирлĕ литература тупатăп. Вулавăш, малтанхипе танлаштарсан, палламалла мар улшăнчĕ. Вăл — хăтлă, илемлĕ, çап-çутă, хальхи йышши хатĕрсемпе, çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланнă. Питĕ пысăк ĕç пурнăçланă библиотека ĕçченĕсем. Хуласенче те кунашкалли сахал пулĕ. Йĕпреçре пурăнакансене ырăпа ăмсанатăп», — терĕ Канашра пурăнакан çар пенсионерĕ Виталий Александров.
Вуласа тухать, шухăшне пĕлтерет
Виталий Юрьевичăн шухăшĕпе, библиотекăна пынă ытти вулакан та килĕшрĕ. Сăмахран, Евдокия Малышева, Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнелĕнче çуралса ÿснĕскер, бухгалтер профессине алла илсен направленипе Йĕпреç тăрăхне ĕçлеме килнĕ. 7 çулта вулама вĕренсен хăйĕн пурнăçне кĕнекепе çыхăнтарнă. Çемье çавăрса виçĕ ача çуратсан та сивĕнмен. Пепкисене те кĕнекепе туслаштарнă, вулавăша пĕрле çÿренĕ. Халĕ вĕсем çитĕннĕ ĕнтĕ. Евдокия Николаевна вара çав-çавах библиотекăна утать. «Чăваш литературине юрататăп. Библиотекăна килмессерен çĕнĕ кĕнекесем ыйтатăп. Улькка Эльменĕн хайлавĕсене питĕ килĕштеретĕп. Унăн пур кĕнекине те вуласа тухнă. Çак эрнере Лидия Саринен «Шур пĕркенчĕкне» вуларăм. Çав хайлавсем хăйсем патне пурнăçа уçăмлăн, тĕрĕс сăнласа панипе илĕртеççĕ. Библиотека вара çĕнĕ сăнĕпе, илемĕпе илĕртет, унта ĕçлекенĕсем — ырă, уçă кăмăлĕпе. Хаçатсем те, журналсем те çителĕклех. Чунра лайăх чухне те, уявра та, пăшăрханнă, куляннă вăхăтра та библиотекăна чун туртать. Эпĕ вĕт вуласа тухнипех лăпланакан çын мар, хамăн шухăша та пĕлтерме вăтанмастăп. Библиотекарьсемпе калаçма май килмесен вара: «Эх, пĕр библиотекарь те пушă мар паян. Ма тухакан çук-ха вулав залне? — тесе шухăшласа килелле утатăп, — чунне уçса калаçрĕ ĕç ветеранĕ. — Вуланă кĕнекесене килте аппапа сÿтсе яватпăр. Вăл та вулама юратать».
Ирина Поляковăпа та паллашрăмăр. Вырăнти интернат шкулăн воспитателĕ вăл. «Эпĕ те юратсах çÿретĕп библиотекăна, ачасене те илсе килетĕп. Вулавăшра вĕренекенсен куравĕсене те ирттеретпĕр. Шупашкара та, Мускава та çитнĕ. Çĕнтерÿçĕсем те пулнă. Библиотекăна чун туртать, ура хăех илсе çитерет унта. Паян та, авă, ĕçе кайма тухрăм та çула май кĕтĕм. «Вокруг света», «Наука и жизнь» журналсен çĕнĕ номерĕсем килнĕ, çавсене илтĕм. Асăннă кăларăмсене нумай çул юратса вулатăп», — терĕ вăл.
Пĕтĕмпех халăх валли
Темиçе çул каялла эпир те пулса курнăччĕ Йĕпреç районĕн тĕп библиотекинче. Ун чухне те типтерлĕ те тасаччĕ кунnа. Ĕçлекенĕсем те вашават та ырă кăмăллăччĕ. Паян вара вĕсем пирки пачах урăх çынсем тенĕ пулăттăм. Чунĕпе тата çуталнăн туйăнаççĕ.
Тĕпрен çĕнелнĕ, хальхи йышши технологисемпе, хатĕрсемпе, кĕнекесемпе пуянланнă вулавăшпа унăн ертÿçи Надежда Шибалова паллаштарчĕ.
— 2020 çул «Культура» наци проекчĕн муниципалитетăн тĕслĕх библиотекине тăвас енĕпе ирттернĕ конкурсĕнче çĕнтертĕмĕр. Çак ĕçе пурнăçлама 2021 çулта федераци бюджетĕнчен 10 миллион тенкĕ уйăрса пачĕç. Нухратăн пысăк пайĕ çуртăн ăш-чикне тĕпрен çĕнетме кайрĕ. Вулавăша çÿрекенсем валли хăтлă условисем турăмăр. Сăмахран, куçса çÿреме мелсĕр çынсем карлăксемпе, тыткăчсемпе усă кураççĕ, куç курманнисем валли Брайль шрифчĕпе çырнă таблицăсем вырнаçтарнă тата ытти те. Фонд паллă издательствăсен çĕнĕ 10305 экземпляр кĕнекипе пуянланчĕ. Халĕ пурĕ 54 пин экземпляра çитрĕ, — терĕ Надежда Васильевна вулавăшра экскурси ирттернĕ май. — Çапла майпа фонд çурри ытла çĕнелчĕ. Çав шутра чăваш литератури те. Иртнĕ çул Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă чăвашла кĕнекесем пурте пур. Темиçешер экземпляр. Апла пулин те юратнă хайлавсене илсе вулас тесе черет тăракансем те çук мар-ха. Библиотекăра тĕрлĕ зона чăмăртанчĕ. Сăмахран, вулакансем валли «Кофе-журналсем» ятли пур. Кунтах кофемашинăпа техĕмлĕ шĕвек хатĕрлесе ĕçме пулать. Çакăнта вара — çамрăксен кĕтесĕ. Унта йĕркеленĕ куравсем, паллах, çамрăксен пурнăçĕпе çыхăннă. Журналсем те, буклетсем те, кĕнекесем те вĕсен кăсăкланăвĕпе пĕр килекенсем — фантастика, комикссем тата ытти те. Ахаль калаçса ларма та, пĕр-пĕринпе хутшăнма та кунтах килеççĕ. Эпир вĕсене чармастпăр. Вулавăш вулавăшах, урамри кĕтес мар.
Надежда СМИРНОВА.
Апат çитмест: ытларах акма тивет
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Андрей Григорьевăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче çурхи ĕçсене ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче пуçăнчĕç.
— Малтан нумай çул çитĕнекен курăк лаптăкне сÿрелесе нÿрĕк тытрăмăр, — каласа кăтартрĕ ХФХ пуçлăхĕ Андрей Григорьев эпир фермерпа пĕр кун ирттерме çитсен.
— Унăн лаптăкне кăçал 100 гектар пысăклатăпăр, мĕншĕн тесен 400 пуç ĕне выльăха апат нумай кирлĕ. Пĕлтĕр хатĕрлени çитмерĕ. Вегетаци тапхăрĕнче çанталăк шăрăх тăнăран курăк лайăх ÿсеймерĕ, сенажпа утă çителĕклĕ янтăлаймарăмăр. Çавна пулах тырă та виçĕм çулхинчен япăхрах тухрĕ. Фуражпа сенаж туянма тиврĕ. Кăçалтан патшалăх вĕсемшĕн те субсиди парать-ха.
Çавăнпа фермер 2022 çулта силос та пĕлтĕрхинчен ытларах хатĕрлеме тĕллев лартнă. Иртнĕ çул куккурус 40 гектар çеç йышăннă, кăçал 150 гектар акасшăн. Вăрлăх çитет.
— Викăпа сĕлĕ лаптăкне те пысăклатма палăртрăмăр, — терĕ Андрей Вячеславович фермăна кăтартса çÿренĕ май. — 2021 çулта Алина Преснякова, Тамарăпа Ольга Ивановăсем, Алена Геронтьева операторсем кашни ĕнерен вăтамран 6900 килограмм сĕт сурĕç. Çак кăтарту патне çитессишĕн 2015 çултанпа зоотехнипе ветеринарие тĕпе хурса ĕçлерĕмĕр, ăратлă ĕнесен шутне çуллен пысăклатрăмăр. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче 20 пуç пĕтĕ тына туянтăмăр — çу уйăхĕнче пăрулĕç. Патшалăх кашнишĕн 50 пин тенкĕ субсиди пачĕ. Кăçал ĕнесен продуктивлăхĕпе производствăна тата ÿстерĕпĕр.
Фермер хуçалăхĕ пĕлтĕр 200 гектара тара илсе ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пысăклатнă. Çапла майпа тырă пĕлтĕрхинчен нумайрах туса илесшĕн. Ытларах пайне фураж хатĕрлеме ярĕç. Пăрусемпе çамрăк тынасене Зинаида Гавриловăпа Надежда Иванова пăхаççĕ. Фермăсенче пĕтĕм ĕçе механизациленĕ: сĕт танкера пухăнса сивĕнет, выльăх каяшĕ витерен транспортерпа тухать, ĕнесен умне хутăш апат техникăпа кĕртсе тăкаççĕ. Ферма ĕçченĕсен ĕç условийĕ /канмалли, апат пĕçермелли, çăвăнса тасалмалли тата выртса канмалли пÿлĕмсем/ лайăх. Андрей Григорьев «Ĕç пуçаракан фермер» тата «Çемье ферми» программăсемпе грант илсе производствăна явăçтарнă. Вĕсемпе усă курма май тунăшăн патшалăха тав тăвать, фермерсене кăçал та çав гранта пама конкурс ирттернине ырлать.
— Ĕçтеш фермерпа пĕрле 10 тонна дизтопливо хатĕрлерĕмĕр, çур аки ирттерме çитет, — тулли цистернăна тĕллесе кăтартрĕ фермер. — Вăрлăха чир-чĕрпе çум курăкран хÿтĕлеме им-çампа наркăмăшлатпăр, минерал удобренийĕпе пĕрле акатпăр. Трактор-машинăна юсарăмăр.
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Маяк Кулибинĕ
Канаш районĕнчи Маяк ялĕнчи Александр Владимиров — ял хуçалăхĕ валли машина шухăшласа кăларакан механик.
Чăн та, хăйне çапла хак панипе килĕшмерĕ вăл. «Тивĕçсĕртен ытлашши пысăклатса калатăн, эпир кил хуçалăхĕнче усă курма çеç тăватпăр», — терĕ. Тĕрĕссипе вара алли чăннипех ылтăн. Ял-йыш 1990 çулсенче, ăшталансах çĕр пайĕсемпе усă курма тытăннă чухне, çерем çĕтме фреза ăсталанă. Сарлакăшне 1,5 метр тунăран ĕç тухăçлăхĕ пысăк. Унпа çереме ватса тухнă хыççăн плугпа сухалама чылай çăмăлрах. «Фрезана çынсем черет тăрсах туянчĕç, — аса илчĕ ХФХ пуçлăхĕ. — Малтанах саккассене пурнăçласа ĕлкĕреймерĕм, черет вăрăмланса кайрĕ. Икĕ сменăпа ĕçлеме тиврĕ. Фрезапа çерем уçма çăмăлраххине çынсем хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç».
Ĕçне кура хисепĕ. Маяк «Кулибинĕн» ячĕ Сиккасси ял тăрăхĕнче çеç мар, Канаш районĕнче те сарăлнă. «1990 çулсенче ĕç укçи памастчĕç, пурнăç начарччĕ. Фреза сутса тунă укçа çемьене тăрантарма самаях пулăшрĕ», — аса илчĕ фермер.
Тепрехинче вăл тимĕр тăрăхĕнчен виç кĕтеслĕх туса трактортан прицепа, ял хуçалăхĕн ытти машинине меллĕ кăкармалли хатĕр ăсталанă. Ывăлĕ университетран программиста вĕренсе тăван яла пурăнма таврăнсан иккĕшĕ трактор пухнă. Двигателĕ автомашинăн. Хуçалăха халĕ те усă кÿрет. «Кулибин» ăна мăнаçлансах кăтартрĕ. Чăн та, эпĕ, техникăна пит чухламанскер, вăл заводра туса кăларнинчен мĕнпе уйрăлса тăнине тĕшмĕртмерĕм те.
Ашшĕпе ывăлĕ ял хĕрринчи çырмара выртнă бетон çăрмалли хатĕрĕн «çăпалине» илсе килнĕ те çавăрттармалли оборудованипе пĕрле трактор хыçне вырнаçтарнă. «Нуша кулач çитерет», — теççĕ пирĕн ялсем. Кил хуçалăхĕнче строительство пуçламаллаччĕ. Çав «çăпалара» раствор çăртăмăр, кирпĕч хурса хăпартрăмăр. Вăл ĕçе хăвăртлатма питĕ пулăшрĕ. Унпа усă курма кайран ял çыннисене те патăмăр. Тав турĕç. Пирĕн мĕн пур прицеп — хамăр туни. Заводра туса кăларнине хаклă тÿлесе туянмастпăр. Каярахпа культиватор /сарлакăшĕ 6 метр/, ытти машина ăсталарăмăр. Шучĕ миçене çитнине калаймастăп», — аса илчĕ маçтăр.
Техника паркĕ Шупашкарти трактор музейне аса илтерет: тĕрлĕ çулсенче заводран колхоза илсе килнĕ «Беларус», «Т-40», гусеницăллă «ДТ-54» тракторсем, чылай çул каялла туса кăларнă машина. Çĕнĕрех техникăран 2008 çулта тата пĕлтĕр туяннисĕр пуçне пурте кивĕ. Апла пулин те фермер пĕрре те пăшăрханмасть — кил хуçалăхĕнчен катăк пуртта та кăларса пăрахма хушман. ХФХна пурте усă кÿреççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Эсĕ ăна ан пăрах, нихăçан та ан йĕрт»
Çапла каланă чăваш хĕрарăмĕ ывăлĕ казах хĕрнепаллаштарма илсе пырсан
Владимир Усанов Елчĕк районĕнчи Шăмалак ялĕнче çуралса ÿснĕ. Амăшĕ кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Начар Упирен пулнă. «Эпĕ унта час-часах кайнă. Тутар ачисемпе выляса ÿснĕ. Пирĕн кукамайсенчен çырма урлă тутар урамĕ пуçланатчĕ. Çавăнпа маншăн çынсене нацие кура уйăрасси çук. Пурте тан, пĕр пек. Ĕлĕкрен чăваш ирçепе, тутарпа, çармăспа юнашар пурăннă, пĕр-пĕрне пулăшса пынă», — терĕ Владимир Иванович.
Сăмах май, Владимир Иванович питĕ хăйне евĕрлĕ йăхран тухнă. Унăн куккăшĕ Иван Сироткин геолог пулнă, Монголие виçĕ хутчен экспедицие кайса килнĕ. Начар Упи ялне Красный Май ят параканни те вăлах пулнă, Патăрьел районне йĕркелекенсенчен пĕри. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Ленинграда хÿтĕлеме хутшăннă. 1942 çулта, шел те, йывăр чире кайса вилнĕ. Кукамăшне Чăваш Енре чи пĕрремĕшсен шутĕнче «Амăшĕ Героиня» ят панă. 13 ача çуратса ÿстернĕ вăл. 104 çула кайса çут тĕнчерен уйрăлнă. Ачисем те унăн вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă.
«Тиркемелле мар: чăваш-и эс, тутар-и. Пĕр-пĕрне сума сумалла. Манăн арăм акă казах хĕрĕ», — калаçăва тăсрĕ Владимир Иванович. Икĕ халăх ывăлĕ-хĕрне шăпа 1974 çулта Волгоградра тĕл пултарнă. Каччă унта милици шкулне пĕлĕвне ÿстерме кайнă.
Сапия Волгоград облаçĕнчи Красный Октябрь салинче çуралса ÿснĕ. 10 класс пĕтерсен экономика техникумне пĕлÿ илме кĕнĕ. Сакăр ача ÿстерекен ашшĕ-амăшне хĕрне вĕрентме йывăр пулнă. Çавăнпа Сапия кăнтăрла Трактор заводĕнче сверловщицăра ĕçленĕ, каçхине вĕренме çÿренĕ.
«Пире, милици ĕçченĕсене, Трактор завочĕн общежитине вырнаçтарчĕç. Эпир Желудев урамĕнчи 16-мĕш çуртра пурăнаттăмăр, хĕрсем — 18-мĕшĕнче, — аса илчĕ Владимир Иванович. — Нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕ. Совет Союзĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен уявĕ. Çав кун арçынсен общежитийĕнче ташă каçĕ йĕркелерĕм. Çамрăксем чылаййăн пухăнчĕç. Вăт пулас мăшăрăмпа çавăн чухне тĕл пултăмăр, паллашрăмăр, пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр. Вăл мăсăльман тĕнĕллĕ казах хĕрĕ, эпĕ христиан тĕнĕллĕ чăваш каччи пулнине пăхман — юратнă. Ун чухне эпир ун пекки çинчен шухăшламан. Совет Союзĕ арканнă хыççăн халăхсене уйăрма пуçларĕç».
Паллашнă хыççăн нумай та вăхăт иртмен — Владимир Иванович савнине ашшĕ-амăшĕпе паллаштарма тăван ялне илсе кайнă. «Манăн çывăх çынсене куртăр, чăвашсем мĕнле пурăннине пĕлтĕр терĕм. Ун чухне Патăрьелтен Начар Упине автобус çÿретчĕ, — аса илчĕ кил хуçи. — Лартăмăр, пыратпăр. Çынсем пирĕн çине тинкереççĕ те пăшăл-пăшăл тăваççĕ: «Пăх-ха, пăх! Японка! Японка!» Сапияна калатăп та — йăл кулать. Вăл яппун мар, казах. Чăнах та, тухăç çыннисем сăнран пĕрешкелрех çав».
Ашшĕпе амăшĕ çамрăксене хапăл туса кĕтсе илнĕ. Хĕре — пулас кинне ĕнтĕ — вĕсем тÿрех килĕштернĕ. «Пирĕн анне, ялтан ниçта та тухса курманскер, вырăсла каланине кăшт- кашт ăнланкалать-ха, анчах калаçма пĕлмест. Сапия вара чăвашла пĕр сăмах та ăнкармасть, — аса илчĕ Владимир Иванович. — Тĕпелте иккĕшĕ апат пĕçереççĕ. Вăрттăн сăнаса тăратăп. «Кин, кашăк пар-ха», — тет анне. Манăн арăм тăрать пăхса, нимĕн те ăнланмасть». Пирĕн калаçăва Сапия та хутшăнать: «Тăватă-пилĕк кунран пĕр-пĕрне ăнланма пуçларăмăр вĕт». Ăнланма кăна-и? Чăвашла та калаçма вĕреннĕ вăл. Халĕ казахла кăна мар, чăвашла та шакăртаттарса калаçать.
Икĕ-виçĕ эрне Шăмалакра хăналаннă хыççăн Сапия Волгограда таврăннă. «Патăрьеле çитиччен ăсатрăм та киле килтĕм, — каласа кăтартрĕ Владимир Иванович. — Анне алăк умĕнче кĕтсе илчĕ. Пăлханчăк хăй. «Ывăлăм, ял хушшинче калаçаççĕ», — тет. «Мĕн сÿпĕлтетеççĕ-ха?» — ыйтатăп. «Эй, Вова çак хĕре качча илет-ши?» — теççĕ. Эпир ку хĕре килĕштертĕмĕр, юратрăмăр. Ĕçчен, ырă кăмăллă. Калаçма та пĕлет. Эсĕ, Вова, ăна ан пăрах, нихăçан та ан йĕрт», — терĕ анне пăшăрханса». Ывăлĕ вара ăна хирĕç çирĕппĕн хуравланă: «Анне, ун пек пĕрре те шухăшламан. Пĕрлешетпĕр. Пирĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ».
Çапла пулнă та. Владимир Иванович амăшĕ умĕнче пушă сăмах каламан. Паян Усановсен çемйи çирĕп кăна мар, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх те. Анчах Сапияпа Владимир тÿрех туй туса пĕрлешмен-ха, унччен икĕ çул туслă çÿренĕ: пĕр- пĕрин патне кайнă, çыру çырнă, сăнанă, пăхнă… <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Пирĕн 60 литр сĕт паракан ĕнесем те пур
Унта кашнинчех çĕнĕлĕхсемпе паллашатăн. Пĕр вырăнта тăмаççĕ, аталанма тăрăшаççĕ. «Çавăн пек ĕçлемелле», — çапла калас килет вĕсем пирки. Сăмахăм Елчĕк районĕнчи «Победа» хуçалăх çинчен. Аслă Пăла Тимешсенчен вĕренмелли пурах. Хуçалăх ертÿçинчен Николай Головинран хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартма ыйтрăмăр.
Шалăва 20 процент ÿстернĕ
Николай Александровичăн ĕç кунĕ ирхине тăваттăрах пуçланать. Фермăна чи малтан çитет вăл. Дояркăсем тăваттă çурă валли пыраççĕ. «Кашни витине кĕрсе тухатăп. Выльăх апата мĕнле çинине сăнатăп. Улшăнусем çук-и? Çĕрле ĕнесем мĕнле пăруланă? Хуралçăсемпе тĕл пулса калаçатăп. Унтан компьютер умне ларатăп. Унта камера пур. Ĕнесене епле сунине, вĕсем сĕт мĕн чухлĕ антарнине… йăлт кăтартать. Ятарлă программăпа усă курса ĕнер тата паян сĕт мĕн чухлĕ сунине танлаштарма пулать. Сăвăм ÿсет-и, чакать-и — тÿрех курăнать. Вăл е ку ĕне сĕтне чакарчĕ тĕк: «Сăлтавĕ мĕнре-ши?» — тесе шухăшлатăн. Кун пек чухне малтан выльăха епле апат çитернине пăхатăп, унтан фермăри специалистсене кĕтсе илетĕп. Ыйтусене пĕрле сÿтсе яватпăр. Ун хыççăн парка куçатăп. Мана инженерпа агроном, заправщик кĕтсе илеççĕ. Техникăна ăçта ямаллине, мĕн тумаллине пĕрле палăртатпăр. Ĕç пÿлĕмне çитсен бухгалтерсене чĕнсе илетĕп, документсем çине алă пусатăп», — ĕç кунĕ мĕнрен пуçланни çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ ертÿçĕ.
Аслă Пăла Тимешсем икĕ эрне каяллах акана тухма хатĕрччĕ. Эпир шăпах çав вăхăталла пулнăччĕ унта. «Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче сÿрелеме тухрăмăр. Тепĕр кунхине сĕлĕ, урпа акма пуçларăмăр. Ĕçсем кал-кал пыраççĕ», — терĕ телофонпа шăнкăравласан Николай Александрович. Техникăна хĕллехи вăхăтрах пăхса тухнă вĕсем. Тĕрлĕ им-çам, çунтармалли- сĕрмелли материалсем туяннă. Сăмах май, мĕн пур техника çĕнĕ вĕсен. 2021 çулта — 30, 2022 çулта 15 миллион тенкĕлĕх илнĕ. Пĕлтĕр парк икĕ сеялкăпа, икĕ суха пуçĕпе, хăватлă «хурçă утпа» пуянланнă. Ку çеç-и? Николай Головин пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр пăру вити тунă. Ăна хăтлама 22 миллион тенкĕ тăкакланă. «Халĕ 8 миллион та 800 тенкĕ тăракан К-700 трактор илсе килмелле. Тырă типĕтмелли хатĕр те туянтăмăр. Кăçал тараса тăвасшăн. Унта пысăк «фурăсене» кĕрсе виçме пултарччăр. 7 пин тонна вырнаçмалăх сенаж шăтăкĕсем хатĕрлесшĕн. Выльăх-чĕрлĕх шутне ÿстерсе пырасшăн. Мăйракаллă шултра выльăх хальлĕхе — 1300 пуç. Сăвăнаканни — 355 пуç. Вĕсене 600-е çитересшĕн. Паян пĕр ĕне пуçне 28 литр сĕт сăватпăр», — паллаштарчĕ Николай Александрович. Ку кăтарту Елчĕк тăрăхĕнче чи лайăххи шутланать. Республикăра та — малтисен ретĕнче.
Николай Головин хăй вăхăтĕнче ферма заведующийĕнче ĕçленĕ. Унти «кухньăна» лайăх чухлать вăл. Опычĕ пысăк. Фермăна йăлт çĕнетнĕ. Халăх халĕ урăхла ĕçлет. Сăвăм залĕ пур, выльăха техника пулăшнипе апат параççĕ, тислĕкне те алăпа кăлармаççĕ. Специалистсемпе пĕрле кунта 34 çын ĕçлет.
«Эпир пĕлтĕр çамрăк специалистсене — ветеринарсене — çурт илсе патăмăр. Анчах Чăваш патшалăх аграри университетĕнчен пĕрне каялла чĕнсе илчĕç. Халĕ вăл аслă шкулта преподавательте ĕçлет. Анна Смирнова малалла вĕренме кăмăл турĕ. Ĕнесене УЗИ тума 300 пин тенкĕлĕх оборудовани туянтăмăр. Çак ĕçе Анна Смирнова ертсе пыратчĕ. Халь унпа калаçса татăлтăмăр: икĕ эрнере пĕрре килсе ĕнесене УЗИ пăхĕ. Уншăн шалу тÿлетĕп. Статистика кăтартăвĕ тăрăх, Елчĕк тăрăхĕнче ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен шалăвĕ чи пысăкки. Паян сĕт нумай суса илетпĕр. Ун чухлĕ пулассине ĕмĕтленмен те. Какай хакĕ те ÿсрĕ. Продукци хакланнипе укçа аванах кĕрет. Çавна шута илсе вăй хуракансен шалăвне 20 процент ÿстерес терĕмĕр. Хуçалăхра ĕçлекенсем уйăхне 31-32 пин тенкĕ илеççĕ. Механизаторсен сезон вăхăтĕнче 60 пин тенке яхăн кĕсьене кĕретчĕ. Халĕ ытларах та тухать. Дояркăсен çемье бюджечĕ уйăхсерен 40 пин тенкĕрен кая мар пуянланать. Вĕсен шалăвĕ епле пуласси сĕт мĕн чухлĕ сунинчен килет», — калаçăва сыпăнтарчĕ ертÿçĕ.
«Рациона çырса пама пултаратăп»
Паян «Победа» хуçалăхра талăкне 10 тонна ытла сĕт суса илеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ăратне лайăхлатас енĕпе аван ĕçлеççĕ. Аслă Пăла Тимеш ферминче 50-60 литр сĕт паракан хура- шурă ĕнесем те пур. «Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче», — тенĕ ватăсем. Çапах асăннă хуçалăхра хăйсен вăрттăнлăхĕ пур-тăр…
«Вăрттăнни нимĕн те çук, рациона çырса пама та пултаратăп. Çын пирĕнтен иртрĕ тĕк савăнатăп кăна. Эпĕ ăмсанакан çын мар. «Мĕн туса çитереймерĕмĕр-ши?» — тейĕп пире хыçа хăваракан тупăнсан. Сенаж хывма çу уйăхĕн вĕçĕнче тухатпăр. Çынсем малтан утă тăваççĕ. Эпир утă та хатĕрлетпĕр, сенаж та хуратпăр. Курăк чечеке ларсан /çав вăхăтра вăл питĕ сĕтеклĕ/ ĕçе пикенетпĕр. Чăн та, ун чухне утти сахалрах тухать. Вăл чечеке ларсан тата ÿсет-çке. Туни те хулăнланать. Пире ку кирлĕ мар. Чи пĕлтерĕшли — витамин нумайрах пултăр. Сенаж «пиçсе» çитсен Мускав облаçне анализ тума паратпăр. Юлашки вăхăтра куккурус вăрлăхне çапса илме пуçларăмăр. «Уй-хир патши» выльăха вăй парать, сĕт антарма пулăшать. Çамрăк выльăхсене ÿт хуштарать. Курăка иккĕмĕш хут çулсан та сенаж тăватпăр. Утă та хатĕрлетпĕр. Виççĕмĕшне вырса, усăллă ытти апатпа хутăштарса çитеретпĕр. Çемçе утта сенажпа, куккуруспа çитерсен лайăхрах. Çапла туни выльăха кÿпĕнме памасть. 7-8 миллион тенкĕлĕх ытти апат та туянатпăр. Çав шутра хĕвел çаврăнăш хывăхĕ /жмых/, витаминсем, урпа хывăхĕ, сахăр кăшманĕн хывăхĕ / жом/ илетпĕр, управа хуратпăр. 10-15 тĕрлĕ апат хатĕрлетпĕр. Унсăрăн сĕт нумай сума çук. Эпĕ выльăх рационне çырса йĕркелетĕп. Ăна ылмаштарсах тăмалла. Сĕт нумай параканнисем валли уйрăм рацион, вăтам тата сахал параканнисем валли тата раснарах хатĕрлемелле. Пушмак пăрусене тата тепĕр тĕрлĕ апатлантаратпăр. Çаксене йăлтах хам йĕркелесе, сăнаса пыратăп. Хăй вăхăтĕнче эпĕ зоотехника вĕреннĕ», — каласа кăтартрĕ Николай Александрович. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Ирина ШОРКИНА: Кашни концертах чăваш юррине кĕртетĕп
Ирина Шоркина хăйĕн пултарулăхĕпе çĕршыв шайĕнче палăрма ĕлкĕрчĕ. Вăл — «Москонцерт» солистки, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки. Чăваш ятне Раççей шайĕнче çĕкленĕскер — çар ветеранĕ те. Ялтăра иртнĕ «Вместе» телекинофорумра ăна «Мисс Очарование» ятпа чысланă. Ирина Шоркина Етĕрне районĕнчи Хурамалăх ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вокал ăсталăхне туптанă. Унтан Чулхулари Глинка ячĕллĕ консерваторире пĕлĕвне тарăнлатнă. Пĕтĕм тĕнчери «Bella voce» конкурсра Мускаври Макс Андриахин композитор сĕннипе романссем шăрантарма тытăннă. Халĕ артисткăна тĕрлĕ региона йыхравлаççĕ.
ХИСЕПЛĔ ЯТ. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки» ята илессишĕн темиçе çул чупса çÿрерĕм. Анчах нимĕн те кĕтнĕ пек пулмарĕ. 2007 çултанпа 4 хутчен хирĕçлерĕç. Эпĕ шанма та пăрахрăм ĕнтĕ, анчах пурпĕрех малалла тăрăшса ĕçлерĕм. Хамăн концертсене ирттернĕ чухне чăвашла пĕр юрă та пулин кĕртетĕпех. Ытти республикăри лару-тăрăва пăхаттăм та вĕсем хăйсен Мускавра ĕçлесе пурăнакан пултаруллă юрăçĕсене сумлă ятпа чыслама тăрăшнине асăрхаттăм. Ку республика ятне те çĕршыв шайĕнче çĕклет-çке. Мускав сцени çине тухсан сана куракансемпе паллаштарнă чухне вăл е ку республикăн тава тивĕçлĕ артистки тенине илтме çав тери кăмăллă-çке. Олег Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнсан мана тепĕр хутчен документсем пуçтарма сĕнчĕ. Ун чухне питĕ тĕлĕнтĕм. Çапла майпа 2020 çулхи юпа уйăхĕнче «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки» ятпа чысларĕç. Ку сăн ÿкерчĕке çав çулхи чÿк уйăхĕнче «Созвездия Чувашии» фестивальте наградăпа чысланă самантра тунă. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Эрешсенче тарăн шухăш хывăннă»
Çĕр чăмăрĕ çинче Чăваш Ен ялавĕ çитмен вырăн сахал. Ку кăна-и? Республика символикине ракета çине ÿкерсе пĕлтĕр космоса та вĕçтерчĕç! Ку Андриян Николаев космонавт летчике хисеп тунине пĕлтерчĕ. Паян эпир сире чăваш ялавĕ пулса курнă кăсăклă вырăнсемпе паллаштарăпăр.
Эльбрус çине хăпартнă
Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăс каччи Сергей Петров Чăваш Ен ялавĕпе çул çÿреве тухассине студент чухнех йăлана кĕртнĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра вĕреннĕ вăхăтра ăмăртусене яланах Чăваш Ен тата педуниверситет ялавĕсене илсе кайнă. Çăмăл атлетикăпа кăсăкланнă вăл. 2013 çулта Иван Яковлев çуралнă вырăнтан, Тутарстанри Кăнна Кушкинчен, пуçласа Николай Никольский çуралнă ялĕ, Чăваш Енри Муркаш районĕнчи Купăрля, таран марафон чупса тухнă. Ун чухне спортсменсем пирĕн республика ялавне йăтнă. Сергей çавăн чухне шухăшланă: унăн хăйне ятăн ялав пулмалла. Саккас парса çĕлеттернĕ те мĕн пур мероприятие ăна илсе çÿреме тытăннă. Унăн архивĕнче Чăваш Ен ялавĕ вĕлкĕштернĕ сăн ÿкерчĕк нумай. 2017 çулта Крымри — Ай-Петри, Кăнтăр Уралти Иремель тăвĕсем çине хăпарнă вăл. 2019 çулта Европăри чи çÿллĕ тăва — Эльбруса /5642 метр/ — парăнтарнă. Шырав отрячĕн хастарĕ пулнă май Атăлçи тăрăхĕнчи шыравçăсен слетне хутшăннă. Карачай-Черкесри Архыз, Кăнтăр Уралти Таганай тăвĕсем, Таймыр çурма утрав/Путоран сăртлăхĕпе юнашаррине/ çине çитнĕ. Пĕлтĕр Эльбрус çине иккĕмĕш хут хăпарнă. Сăмах май, Эльбрус тăвĕ çинче Чăваш Ен ялавĕ пĕрре кăна мар вĕлкĕшнĕ. Чăваш альпинисчĕсен команди, «Гром» отряд боецĕсем, уйрăм çынсем те унта ялавпа хăпарнă.
Çыру çырса ыйтнипе
Шăп та лăп 2 çул каялла регион пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Ен ялавне Шотландие почта урлă посылкăпа янă. Сент-Эндрюсс университечĕн студенчĕ Николас Холл хăй çырса ыйтнипе пурнăçланă вăл ку ĕçе. Каччă тĕрлĕ çĕршыв ялавĕн коллекцине пуçтарать, халăхсен йăлисене тĕпчет. Вĕсем ун чухне скайп урлă çыхăннă. Олег Алексеевич ăна республикăн ялавĕпе гербĕ — пурнăç йывăççи, виçĕ хĕвел — çинчен каласа кăтартнă. «Сирĕн ялав тĕлĕнмелле илемлĕ те символсемпе пуян. Тĕссем пĕр-пĕринпе килĕшсе тăраççĕ, эрешсенче тарăн шухăш хывăннă», — тенĕ каччă. Ялав ун патне çитсен вăл тав туса видео ÿкернĕ. Кун хыççăн вăл чăвашсен историне тата ытларах кăсăкланса вĕренесси пирки пĕлтернĕ. Франци, Германи, Шотланди, Австри тата ытти çĕршыв ялавĕсемпе пĕрле Чăваш Ен ялавĕ те унăн коллекцийĕнче тивĕçлĕ вырăн тупнă. Çав кунхинех тепĕр ялава Америкăри Пенсильвани штатĕнчи Питтсбург хулине ăсатнă. Шкул ачи Тэтчер Монтгомери /сăнÿкерчĕкре/ те кун пирки ыйтса ЧР Правительство çуртне çыру çитернĕ. Тэтчер та ялавсем пуçтарать, вырăссен историйĕпе культурипе кăсăкланать. Ун чухне вăл Раççейри тĕрлĕ регион символĕсем пирки проект хатĕрленĕ. Пандемие пула ялав хуçи патне часах çитеймен — таможньăра карантинта пулнă. Икĕ уйăхран пирĕн Республика кунĕнче, çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, çитнĕ. Арçын ача куншăн питĕ савăннă. «Манăн туссем, çемье чăвашсен культурипе кăсăкланма тытăнчĕç. Халĕ эпир ăна пĕрле вĕренĕпĕр», — видео урлă пĕлтернĕ арçын ача. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Пуçри таракансем тăрсах алă çупрĕç...
Мăнкун пек мăнă салам пултăр! Мăнкун мухмăрĕсем тухса пĕтрĕç-и? Мана ав ТикТок чирĕ ерчĕ. Вçо, пĕтмеллипех пĕтрĕм. Унтан хăпаймастăп. Кăçал пахча акмасăр хăваратăп-и-ха ĕнтĕ?
Ирхине куçа уçнă-уçман телефон ярса тытатăп. Йăпăртлăха çеç кĕрес тетĕп. Телефона сирсе хунă тĕле кăнтăрла çитет. Ман пек карчăк-кĕрчĕк социаллă сетьре пайтах. Чылайăшĕ блогер пулса тăнă. Апат пĕçерме те, вăрăм та тачка кишĕр ÿстерме те, пылак хăяр-помидор тăварлама та вĕрентеççĕ. Вĕсене пин-пин çын курать. Телекуравсене чĕнеççĕ, хаçатра çыраççĕ. Хамăн та блогер пулса чапа тухма кăмăл çуралчĕ. Мĕн ÿкерсе халăха кăтартасси пирки чылай пуç ватрăм. Шухăшласа кăлартăм вĕт. Хăнаран хăнана çÿресе килĕрен экскурси ирттерес тетĕп: «рум-тур» теççĕ ăна. Халĕ вĕт ялта епле элес-мелес чаплă пурăнаççĕ. Пирĕнтен тăвалла виçĕ кил урлисен килĕ урамран пăхсан 2 хутлă пек курăнать. Хам кĕрсе курман. Çынсем каланă тăрăх, шалта вăл — 3 хутлă. Кил хуçи — фирма директорĕ, арăмĕ те Шупашкарта ĕçлет. Йĕри-тавралла çÿллĕ карта тытса çавăрчĕç те пахчинче мĕн ÿсни те курăнмасть иçмасса. Каллех çын каланă тăрăх çеç пĕлетĕп: йĕри-тавралла газон курăкĕ имĕш. Кайса калаçса пăхас шухăш пур-ха. «Рум-тур» тума ирĕк парĕç-и? Çырма урлă урамри тепĕр бизнесменсен килĕнче пÿрт ăш-чикне ăна мар, витине те кăтартма юрать. Мĕнле кăна кайăк-кĕшĕк усрамаççĕ: павлинсем, фазансем… Виçĕм çул вĕсем патне кĕрсе курнăччĕ. Музейри пек пăхса çÿрерĕмĕр. Пÿртĕнче попугай пур вĕсен. «Тамара, не ругайся», — теме пĕлет çав кайăк. Тамара вăрçăнма та пĕлет-ши вара? Питĕ уçă кăмăллă пек туйăнать те. Вĕсем кĕртмесĕр тăмĕçех. Ăслă шухăшсем пуçа хур кайăксем пек карталанса кĕреççĕ. Пуçри таракансем те тĕлĕннипе тăрсах алă çупаççĕ. Мимене ĕçлеттермелли вăрттăнлăха каланăччĕ ĕнтĕ — шăккалат пулăшать мана. Унăн хакĕ 3 хут хаклансан та туянмасăр тăмастăп. Çăкăр çиместĕп те ăна илетĕпех. Пуç мимин «шарикĕсем» ĕçлеме чарăнсан вара пĕтрĕмĕр! «Çулсем кайнă май ăс кĕмелле, ку карчăкăн тăнĕ мар, ухмахлăхĕ ÿссе пырать», — тесе калĕç тата. Çавăнпа халех йÿтес килмест. Анчах санкцисем ура хучĕç: ТикТока видео вырнаçтарма пулмасть халĕ. Манăн «Рум-тур» проект пăчланчĕ. Чим-ха, кулянма иртерех, халăхпа пĕрле эпĕ те телеграма куçатăп. Ăна алла илме кăшт вăхăт кирлĕ çеç. Вара эпĕ те унта хамăн канала уçăп.
Мăнкун эрнинче пирĕн ялти садике пачăшкă килсе кайнă. Киле çитсен пĕр ачи ыйтнă: «Вăл чăн-чăнни-и?» «Паллах, чăн-чăнни! Мĕнле урăхла пулайĕ тата?» — хуравланă амăшĕ. «Утренникре Хĕл Мучи чăн-чăнни марччĕ, воспитатель ун кĕрĕкне тăхăннăччĕ, сухалне çыпăçтарнăччĕ. Тен, хальхинче те Мария Александровна пачăшкă костюмне тăхăннă?» — иккĕленнĕ ача. Хальхи ачасем ăслă çав, тем те пĕлеççĕ. Мăнкунра яла чылай çын хуларан килчĕ. Кашни кил умĕнче 2-3-шер çăмăл машина ларчĕ. Хамăн та пÿрт тулли хăна пăхма тиврĕ. Матрÿн инке патне те мăнукĕ çитнĕ. Ватă хусах Шупашкарта хваттерте пĕчченех пурăнать. Кукамăшĕ ăна хăналас тесе кукăль пĕçернĕ. Хайхискере хĕретнĕ çăмарта астивме сĕннĕ тата. Хусахăн рационĕнче çăмарта — кулленхи çимĕç. Ăна çисе йăлăхнă та пуль. «Ăна курайми пултăм ĕнтĕ», — тенĕ. Кукамăшĕ шеллесе пуçĕпе сулнă çеç. Мăнукĕ: «Хырăм чăрмантарать, кукамай», — тесе хушса хурсан кинемей ахăлтатсах кулнă. Матрÿне инке пире те каласа парса кăмăла хăпартрĕ. Мăнкун умĕн çылăхсене каçарттартăм. Эпĕ те хăй вăхăтĕнче улталаса курнă. Чылай вăхăт «икĕ фронтпа» пурăннă. Тăтăшах чупкалаттăм пулин те мана пурпĕрех пĕрре те тытман. Килтен тухаттăм та асаннене: «Эпĕ выляма кайрăм», — тесе хăвараттăм. Хам вара кукамай патне танккаттăм. Вăл асаннесенчен аякрах пурăнмастчĕ. Иккĕшĕ вĕсем хутшăнсах кайман, мĕншĕн пĕр-пĕрне килĕштерменнине эпĕ ăнланман. Ача пулнă-ха та. Кукамай патĕнче вĕтĕ кукăль çиеттĕм. Вăл пĕçерни тутлăрахчĕ. Кайран тутă хырăмпа киле таврăнаттăм. Манăн ултав çак таранччен те çиеле тухмарĕ. Халĕ кукамай та, асанне те çук ĕнтĕ. Эпĕ 50 çул чун тĕпĕнче чул йăтса çÿрерĕм. Кăçал тин пачăшкăна каласа кăтартса, ÿкĕнсе, типĕ тытса унран хăтăлтăм. Ырă ĕçсем тума юрататăп. Анчах хамăн уçă кăмăла пула пĕрисене чутах инфаркт пулатчĕ. Урампа утнă чухне Никифорсен крыльци çинче кушак макăрса ларнине куртăм — пÿрте кĕресшĕн. Хуçисем илтмеççĕ пулас. Эпĕ нимĕн шутласа тăмасăр пытăм та алăк çумĕнчи шăнкăрав тÿмине пусрăм. Тÿрех хамăн çулпа уттартăм. Пралккана пăрăннăччĕ ĕнтĕ. Никифор сасси хăлхана кĕчĕ: «Света, пирĕн кушак шăнкăравлать!» — кăшкăрчĕ арăмне. Кун хыççăн тин хам мĕн тунине ăнлантăм — кил хуçисене ухмаха кăларатăп вĕт.<...>
Ялти ПРАСКИ
♦ ♦ ♦
Газ кĕртесси чăрмавлă мар
Газ кĕртнĕ ял-поселокра граждансен çĕр лаптăкĕсен чиккине газ илсе çитерессине хăвăртлатасси — Раççей Президенчĕ палăртнă тĕллев. Иртнĕ эрнери канашлура Правительство çуртĕнче палăртнă тăрăх, Чăваш Енре тата пин-пин кил хуçалăх çут çанталăк газĕпе усă курмасть.
Пирĕн республикăра — 1729 ял-хула, вĕсенчен 1626-шне газ илсе çитернĕ. 640 пине яхăн çуртпа хваттертен 501 яхăн пинĕшне газ кĕртнĕ. Тата 6,7 пин ытла çурта газ кĕртсе çитерессипе çыхăннă программăпа килĕшÿллĕн тивĕçтермелле. Çак программăпа газ кĕртмешкĕн республикăра 4 пине яхăн заявка панă. Газ кĕртме 2,7 пине яхăн килĕшÿ тунă, 1,1 пин ытла хуçалăх чикки патне газ пăрăхне илсе çитернĕ, 800 ытла киле газ сечĕпе çыхăнтарнă.
Шел те, канашлура палăртнă тăрăх, граждансенчен чылайăшĕ хăйсен килне газ кĕртес тĕлĕшпе пуçарулăх кăтартмасть. Тен, хăшĕсем çакă тÿлевсĕррине пĕлмеççĕ, чăрмавлă- тăкаклă тесе шухăшлаççĕ — сăлтавĕ çакăнта та пулма пултарать. Çавăнпа хăш-пĕр саманта уçăмлатни вырăнлă.
Республикăра газ кĕртме ыйтса çырнă заявкăсене 51 вырăнта йышăнаççĕ. Газ валеçекен организаци сайчĕ, «Госуслуги» портал урлă заявка пама пулать. Президент хушнипе килĕшÿллĕн газпа йăлари тĕллевсемпе усă курма палăртаççĕ тата кил хуçалăхĕ ял-поселокра вырнаçнă тăк газ пăрăхне граждансен çĕр лаптăкĕсен чиккине çити тÿлевсĕр хурса параççĕ. Шалти ĕçсемшĕн, газ оборудованийĕшĕн, паллах, çынсен хăйсен тÿлемелле. Чăваш Енре уйрăм категорисен газ кăмаки, плити, счетчик туянма хывнă тăкакĕсен пĕр пайне саплаштармалли çăмăллăх пур — 20 пин тенкĕрен ытла мар тавăрса параççĕ.
Эсир газ кĕртсе çитерессипе çыхăннă программăна кĕме пултаратăр-и? Çакна пĕлме кăткăс мар: сирĕн çĕр лаптăкĕн, уйрăм çуртăн харпăрлăх правине çирĕплетекен документсем пулсан, çурт газ кĕртнĕ ял-поселокра вырнаçнă тăк — эсир ку программăпа усă кураятăр. Заявка памашкăн çĕр лаптăкĕн тата çуртăн докуменчĕсем, ситуаци планĕ, паспорт, СНИЛС тата ИНН кирлĕ. Газ валеçекен организаци килĕшÿ проектне тата техника условийĕсене парать. Çак компаниех газ кĕртмелли проекта хатĕрлеме, монтаж ĕçĕсене пурнăçлама пултарать. Çын хăйĕн çĕр лаптăкĕнчи ĕçсене пурнăçлама айккинчи организаци пулăшăвĕпе усă курать тĕк, паллах, хака килĕшÿре палăртаççĕ.<...>
Николай ИВАНОВ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...