Комментари хушас

18 Авăн, 2014

«Салампи» авторне хисеплесе

К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă ас тăвăм каçĕ иртрĕ.

1998 çулхи çурла уйăхĕнче пурнăçран уйрăлнă çыравçăна сума суса йĕркеленĕ каçа ĕçтешĕсем, калем ăстисем чылайăн килнĕ. Денис Гордеев, Порфирий Афанасьев, Иван Вутлан, Василий Сипет, Любовь Федорова, Арсений Тарасов, Василий Кошкин-Кервен çыравçăсем Александр Артемьевпа пĕрле ĕçленĕ вăхăтсене, пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне аса илчĕç.

Литература каçне музей ĕçченĕ Галина Еливанова уçрĕ. Вăл хăнасене «Ах, пĕлесчĕ» куравпа паллаштарчĕ. Унта писателĕн кĕнекисем, ал çырăвĕсем, сăн ÿкерчĕкĕсем вырăн тупнă. Вĕсене пăхнăçемĕн çыравçăн кун-çулĕ яри уçăлать. А.Артемьев 1947 çулта «Пĕчĕк Лийăн пысăк савăнăçĕ» калавĕ пичетленнĕ хыççăн писатель пек палăрнă. 1954 çулта «Салампи» повеçĕ кун çути курнă. Каярахпа хайлавĕсем пĕрин хыççăн тепри пичетленнĕ. А.Артемьева ĕçри çитĕнÿсемшĕн «Хисеп Палли», Халăхсен туслăхĕ орденсемпе наградăланă.

Ас тăвăм каçĕнче çавăн пекех чăваш халăх артистки Валентина Музыкантова «Салампи» повеç тăрăх лартнă спектакль сыпăкне кăтартрĕ. Николай Рикмасов тата Марина Ильичева ертсе пыракан ансамбль унăн сăввисемпе çырнă юрăсене юрларĕ. Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ.

И.СЕРГЕЕВА

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.