«ПРОFFстарт» профориентаци проекчӗ кӑҫал урӑхларах

Шупашкарти электромеханика колледжĕнче паян «ПРОFFстарт» профориентаци проектне халалланă пресс-конференци иртрĕ. Унта ЧР Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров, республикăри тĕрлĕ колледж-техникумсен представителĕсем хутшăнчĕç.
Республикăра «ПроFFстарт» профориентаци проекчĕ пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн республикăри колледж-техникумсенче тĕрлĕ ăсталăх класĕсем ирттереççĕ, шкул ачисем онлайн мелӗпе студентсен ĕç-хĕлĕпе паллашма пултараççĕ.
— «ПроFFстарт» республика проекчĕ ытти çулсемпе танлаштарсан чылай урăхларах. Кăçал çак проектпа килĕшÿллĕн эпир интерактива тимлĕх уйăрăпăр. Кун пек чухне ачасем ун урлă мастерскойра, лаборатори пÿлĕмĕсенче пулса курма пултараççĕ, хăйсене тĕрлĕ ĕçре тĕрĕслеççĕ, вăтам пĕлÿ паракан учрежденийĕсенчи специальноçсемпе те паллашаççĕ, - терĕ Дмитрий Анатольевич.
Хăнасем асăннă вĕренÿ учрежденийĕнче ирттернĕ ăсталăх класне те хутшăнчĕç. Кунта вĕсен KUKA тата FANUC фирмăн робочĕсемпе паллашма, вĕсем мĕнле ĕçленине курма май пулчĕ. Сăмахран, «FANUC» япун робочĕпе чылай предприятире усă кураççĕ. Вĕсен йышĕнче «Сеспель» хупă акционерлă общество та. Унпа тĕрлĕ цистерна тата пичке шăратма май пур.
Пресс-конференцире тĕрлĕ колледж-техникумсен представителĕсем хăйсен вĕренÿ учрежденийĕпе паллаштарчĕç, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Юлашкинчен çак тĕлпулăва килнĕ Шупашкарти 59-мĕш шкулта ăс пухакансем, пулас абитуриентсем, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравӗсене пӗлчĕç.
www.hypar.ru Татьяна ИШМУРАТОВА сăн ÿкерчĕкĕсем


