Комментари хушас

21 Ака, 2022

«Чăваш хĕрарăмĕ» 15 (1243) № 21.04.2022

Юрă юхрĕ ян! та ян!
Элĕк савăнчĕ паян

«…Çӳл тӳпере çăлтăр вылять…» — халăха уява пуçтарăнма йыхравласа чаршав уçăличченех янăрать Чăваш халăх писателĕн Александр Артемьевăн калемĕ-нчен шăранса тухнă Салампи юрри. Ун çумне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕн Владимир Григорьевăн çĕр кисренмелле сасси хушăнать:

Мăнаçлă та аслă манми тăван ен,
Вăрманлă, çаранлă хитре Элĕк ен.
Мухтавлă та чаплă çынпа эс пуян,
Хăватлăн сассу сан кĕрлетĕр ян! ян!
Ачу пултаруллă, ĕçчен те хастар,
Туссем, Элĕксем, ушкăнпа кар тăрар.
Пĕрле чухне — вăйлă, пĕрлех пурăнар,
Пĕрле Элĕке мухтаса халь юрлар.

Чăваш Республикин гимнĕ янăранă май зал ура çине тăрать.

— «Элĕк ачи» ентешлĕхĕн черетлĕ уявне ахальтен мар Чăваш Республикин гимнĕнчен пуçларăмăр. Унăн сăмахĕсен авторĕ, пирĕн мухтавлă ентеш Илле Тукташ çуралнăранпа кăçал 115 çул çитет, — пуçлать уява Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Ильина. — Герман Лебедев композитор хайланă «Тăван çĕршыв» юрă пĕрремĕш хут 1945 çулта янăранă. Аслă Çĕнтерӳ умĕн унăн пĕлтерĕшĕ пушшех те хăватлă пулнă. Шăп 30 çул каялла вара Чăваш Республикин Аслă Канашĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн ăна Гимн кĕвви тесе çирĕплетнĕ.

«Элĕк ачи» ентешлĕхĕн кунне Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн, Чăваш Республикинче иртекен Паллă ентешсен çулталăкĕсене, çавăн пекех Элĕк районĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул, «Элĕк ачи» ентешлĕхе пуçарнăранпа 30 çул çитнине халалланă.

«Элĕк ен — çуралнă ен» ташăпа районти культура тытăмĕн ĕçченĕсем çуралнă тăрăхăн историне сăнларĕç. Çак вырăнти чăтлăха, упасем хуçаланакан вырăна, чи малтан Элĕк ятлă тĕне кĕмен чăваш килсе вырнаçнă-мĕн. Унăн вара Улăпран пĕрре те кая мар 12 ывăл пулнă. 12 ывăл, 12 хĕр йăх тымарĕ татăлманнине, Элĕкре пурнăç çирĕп аталаннине ташă урлă кăтартрĕç.

Мĕнле уяв — саламсăр, чыслав саманчĕсĕр? Ĕçре тата общество пурнăçĕнче палăрнисене РФ Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн, ЧР Патшалăх Канашĕн Тав, Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. ЧР ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова ентешĕсене уявпа саламларĕ. Культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова Хисеп хучĕпе чысларĕ. Çавăн пекех Шупашкар, район администрацийĕпе ентешлĕх, общество организацийĕсен наградисене тивĕçрĕç Элĕксем. Республикăри ентешлĕхсен ертӳçисем те çитрĕç уява. <...>

Рита АРТИ.

♦   ♦   ♦


Тутă кĕртекен хутăш тутлă-ши?

«Тĕтĕмĕ çăра та тутлă пултăр», — вейп /электрон сигарет/ саракансен интернетри страницинче çакнашкал çырни шухăша ячĕ. Сывлăх сунас вырăнне çапла каламалла-и? Организма лекекен тĕтĕм çынна сиен кӳни паллă. Юлашки вăхăтра усă куракан электрон пирус сывлăха хавшатмасть теççĕ-ши? Йăнăшаççĕ.

Вейп туртакансем валли социаллă сетьсенче выляв ирттереççĕ. Çĕнтерӳçĕсене шăпах электрон пируспа, ятарлă хутăшпа хавхалантараççĕ. Парнене тивĕçнисем йĕркелӳçĕсене чунран тав туса ырă сăмахсем çыраççĕ. Ахăртнех, чир-чĕр пуçаракан серепене лекнине илтесшĕн те, пĕлесшĕн те мар вĕсем. Çитменнине, çав хатĕр формипе те, тĕсĕпе те илĕртет. Тен, çавăнпах çул çитмен çамрăксем те электрон пирус тутине ас тивесшĕн. Чылайăшĕ пĕрре туртса пăхнипе çырлахасшăн мар. Вейп тыткăнне лекнине вăхăт иртсен тин ăнланать яш-кĕрĕм.

Пĕр пĕлĕшĕм пирус туртас йăларан ниепле те хăпаймарĕ. «Каярах пăрахăп», — текелерĕ-ха малтан. Пур пĕрех сăмахне те, укçи-тенкине те çилпе вĕçтерчĕ. Тахăш самантра электрон сигаретпа усă курмашкăн пуçларĕ вăл. Çак мел сывлăха сиен кӳменнине шанчĕ-ĕненчĕ.

Вейп шĕвекĕнче глицерин, пропиленгликоль, тутă кĕртекен хутăш, никотин, хими япалисем... пуррине палăртнă специалистсем. Вĕсем иммунитета вăйсăрлатаççĕ, сывлăха хавшатаççĕ. Вейпинг чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне сиенленине ятарлă тĕпчевсем çирĕплетнĕ.

Электрон сигарет хутăшĕнчи никотин чĕре ĕçне усал витĕм кӳрет. Çавна май юн пусăмĕ выляни куç кĕрет. Вейп туртакансен атеросклероз аталанас хăрушлăх пур. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсене инсульт, инфаркт, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕ ураран ӳкерме пултарать. Вейпинг ӳпкене те сиенлет. Чир-чĕр çыпăçсан вара ӳслĕк аптăратать, кăкăр тĕлĕнчен ыратать, сывлăш аран тухать.

Электрон сигарет туртакансен хушшинче «Вейперсен чирĕ» сарăлма пуçланă ĕнтĕ. Унăн паллисем вирус чирне аса илтереççĕ. Çынна шăнтать, ӳсĕртет, унăн пуçĕ ыратать, çаврăнать, сывлăшĕ пӳлĕнет... Çĕнĕ йышши чирпе аптăракансене больницăра сиплеме тивет, мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕри хăй тĕллĕн сывлаймасть. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Абрикос шап-шурă çеçкере

«Эпир, чăвашсем, Волгоград облаçĕнчи Тури Балыклейре туслă пурăнатпăр. Уявсенче наци çи-пуçĕпе юрласа ташлатпăр, йăх-несĕлĕн апат-çимĕçне хатĕрлетпĕр, сăра вĕрететпĕр. Чăвашсене кирек хăш мероприятие йыхравлаççĕ. Ертӳçĕсен шанăçне яланах тӳрре кăларатпăр», — калаçу пуçларĕç йăхташăмăрсем.

Ку ялта «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата юратса вулаççĕ. Йăхташăмăрсем редакци ĕçченĕсемпе çыхăну тытни кăмăла çĕклет. Малтанах 83-ри Валентина Ивановăпа телефон урлă паллашрăмăр. Вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Услă Пукашра йышлă çемьере çуралнă. «Вырăнти корреспондент Анатолий Максимов тăван тăрăх хыпарĕсемпе паллаштарса тăрать. Чун савăнать çакăншăн. Вăл пире тăван лекет. Атте-анне хурăнташсемпе пĕрле ĕçсе çинине лайăх ас тăватăп», — хавхаланса калаçать чăваш хĕрарăмĕ. 1960 çулта икĕ ентешĕпе пĕрле Волгоград облаçне тухса кайнă вăл. «Ун чухне чăваш çĕрĕ çинче ĕçлекен халăх нумайччĕ. Çавна кура тыр-пул сахал лекетчĕ», — çамрăклăхне куçĕ умне кăларать Валентина Александровна. Волгоград облаçĕнче хĕр дояркăна вырнаçнă. Вăр-вар та çаврăнăçуллăскер çак ĕçре 26 çул вăй хунă. Кайран тирпейлӳçĕре тăрăшнă. Хăй каланă тăрăх, унăн ĕç стажĕ 40 çулпа танлашать.

Мăшăрĕпе иккĕшĕ 5 ача çуратса ӳстернĕ. Икĕ ывăлĕ, упăшки чирлесе вилнине хурланса аса илет хĕрарăм. Юрать, Чăваш Енри йăмăкĕсем, пĕр çемьери пек пурăнакан йăхташăмăрсем тунсăха сирме пулăшаççĕ ăна. Сăмах май, Валентина Ивановăн пĕр ывăлĕ Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Тепри хăйĕнпе пурăнать.

Валентина Иванова пахчара çĕр улми, редис, хăяр, петрушка, укроп, сухан... лартнине савăнса пĕлтерет. Çулсем иртнине пăхмасăр кил таврашĕнче тăрăшсах ĕçлет хĕрарăм. Пӳртре те тирпейлет, пӳлĕмсене çĕнĕ сăн кĕртет. «Чăваш Енри тăвансем çулленех хăнана килеççĕ. Арпус пиçнĕ вăхăтра çула тухаççĕ вĕсем», — тет йăхташăмăр. Тарават хуçа пире те хăнана чĕнчĕ.

Хамăр хаçатра унăн сăн ӳкерчĕкне пичетлес килчĕ. «Ялти пĕр юлташ — чăваш хĕрарăмĕ — сĕт леçсе парать мана. Ăна пулăшма ыйтас», — çийĕнчех майне тупрĕ Валентина Александровна. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   


Темиçе талăк чупакан та пур

2020 çулта Элĕк район каччи Максим Егоров Санкт-Петербургран Владивостока çити чупма шухăш тытнине, 10 пин километра 1 çул та 2 уйăх та 18 кунра парăнтарнине вулакансене аса илтерес килет. Яш транспорта ларман, пачах утман, чупнă кăна. Çул çинче нумай çынпа паллашмашкăн тӳр килнĕ ăна. Хăш-пĕр регионри чăвашсем спортсмена ятарласах кĕтсе илнĕ. Сăмах май, вĕсемпе çыхăнăва татман йăхташăмăр. Çапах ку пулăм унăн пурнăçĕнче мĕнле йĕр хăварнă-ши?

«Унтанпа инçе çула урăх тухман. Хальхи вăхăтра чупни хамшăн кăна мар, ыттисемшĕн те усăллă пулнине курас-туяс килет. Тĕслĕхрен, «Чупу тата...» спортпа социаллă проект хатĕрлерĕм. Хальлĕхе çакна кăна калатăп: вăл çынсене татăклă утăм тумашкăн, çитĕнӳ патне ăнтăлмашкăн май парĕ.

Санкт-Петербургран Владивостока чупса çитни хамăн вăя шанма пулăшрĕ. Халĕ темле кăткăс ыйтăва та татма пултарасса ĕненетĕп. Хама лăпкă тытма пуçларăм. Малтан пин-пин километр инçĕше чупса парăнтарасси хăрататчĕ. Паян — çакă ним те мар маншăн. Чупса иртнĕ регионсене тепре çитес килет. Анчах хальхинче çăмăл машина рулĕ умне ларса çула тухмашкăн шухăш пур», — чунне уçать яш.

«Авланмалла санăн», — пĕлĕшĕсем çакнашкал калаçу пуçарнине пытармасть вăл. «Çемье çавăрма вăхăт çитмен- ха. Пурнăçра йăлтах хăйĕн майĕпе пулса пырать», — хурав хатĕр яшăн.

Максим Егоров Питĕрти пĕр компанире инженерта ĕçлет. Малтанхи пекех спортпа туслă вăл. «Алă усса лармалла мар. Ытларах хускалмалла. Шухăш- ĕмĕте пурнăçа кĕртнĕ май çыннăн хăйĕн вăйне шанмалла», — малтанхи утăм тума тăхтакансене сĕнет çамрăк.

Элĕк каччи Питĕрти чăвашсен культура обществин ĕçне хăйĕн тӳпине хывать. «Кевĕр» ансамбль йышĕнче ташланă вăл. Йăхташăмăрсем хăйсен пултарулăхне сцена çинче кăтартнă. Спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăннине палăртмасăр иртеймĕн. «Кунти чăвашсемпе калаçсан çуралнă тăрăха кайса килнĕнех туйăнать», — тăван чĕлхене мала хунине çирĕплетет вăл.

Максим Егоров юлташĕсемпе пĕрле спорт ăмăртăвĕсем йĕркелет. Çапла майпа Нева хĕрринчи хулара сывă пурнăç йĕркине сарать. Унсăр пуçне чупакансене хăй те ăмăртусене хатĕрлет.

Хăй калашле, ахаль ларма вăхăт çук унăн. Акă çитес вăхăтра спорт черетлĕ ăмăртăвĕнче хăйĕн вăйне тĕрĕслемешкĕн май пулĕ. Тупăшăвăн йĕрки çакнашкал: спортсменсен 1 сехетре 6 километр та 706 метр чупмашкăн тата сывлăш çавăрмашкăн ĕлкĕрмелле. Тепĕр сехетре çĕнĕ çаврăм пуçланать. Максим Егоров ăнлантарнă тăрăх, ăмăртăва хутшăнакансен йышĕнче темиçе талăк чупакан та пур. Юлашкинчен чи чăтăмли кăна юлĕ. Тĕрлĕ тăрăхри çĕнтерӳçĕсем Раççей чемпионатĕнче вăй виçĕç. Çакнашкал ăмăртусене пуçаруллă çамрăксем йĕркеленине каласа хăвармалла. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.