Комментари хушас

15 Ака, 2022

«Хыпар» 40-41 (27919-27920) № 15.04.2022

Паттăрсен çемйисене республика та пулăшĕ

Министрсен Кабинечĕ юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура Правительствăн маларах кăларнă йышăнăвĕсене, аатшалăхăн темиçе программине улшăнусем кĕртессине, виçĕ саккун проектне ырларĕ. Çав шутра - Донецк, Луганск халăх республикисенчи, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă ентешсен çемйисене пулăшассипе çыхăннă саккун проекчĕ.

Ÿсĕмлĕ бюджет

Финанс министрĕ Михаил Ноздряков республикăн 2021 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен калакан саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, 2020 çулта пандемие пула вак суту-илÿ, общество апатланăвĕн, экономикăн ытти хăш-пĕр секторĕн кăтартăвĕсем палăрмаллах чакнă, анчах 2021 çулта вĕсем хăйсен позицийĕсене тавăрма пултарнă, çакă, паллах, республика бюджетне пурнăçлассине те ырă витĕм к(нĕ. Бюджет тупăшĕ 77,4 миллиард тенкĕпе танлашнă - умĕнхи çулталăкринчен чылай пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăш та (сĕмлĕ пулнине палăртма кăмăллă. Çынсен вăтам ĕç укçи те хушăннă. Наци проекчĕсем валли пысăк укçа уйăрнă. Хăрушлăхсăр паха çулсем тăвассипе, экологипе, демографипе çыхăннă проектсем валли уйăрнă укçапа тухăçлă усă курнă, сывлăх сыхлавне, вĕрентĕве, туризма аталантармалли проектсем тĕлĕшпе вара укçана туллин ĕçе кĕртеймен. Медицина, Шупашкар заливĕн реконструкцийĕ, Ишлейри ФСК строительстви, ача сачĕсем валли уйăрнă укçан пĕр пайĕ юлнă, анчах Мускав вĕсене пирех парĕ - çав объектсемпе çыхăннă ĕçсем кăçал малалла тăсăлĕç.
Михаил Геннадьевич пĕлтĕр муниципалитетсене пулăшас енĕпе тăкаксем пысăк пулнине палăртрĕ. Хуласемпе районсене панă трансфертсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 10% хушăнса 28,7 миллиард тенкĕрен иртнĕ. Республика пĕлтĕр патшалăх тупăшне 918 миллион тенкĕ чухлĕ чакарма пултарнă, халĕ вăл 7,97 миллиард тенке яхăн. Парăм пĕтĕмпех тенĕ пекех - бюджет кредичĕн шучĕпе капланнăскер. Унăн виçи пысăк пулманни Мускав пулăшăвĕпе малашне те усă курма май парĕ. Олег Николаев ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май малалли ĕçре пĕлтĕрхи çитменлĕхсемпе пĕрлех паянхи çĕнĕ условисене те шута илмеллине палăртрĕ, мĕн пур ресурспа тухăçлă усă курмалли çинчен асăрхаттарчĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


«Мариуполь пирĕншĕн текех тăван хула пулмĕ»

Донбасран тарса килнисен çĕнĕрен пурăнма хăнăхмашкăн тивет. Чăваш Ен вĕсене вăхăтлăх хÿтлĕх кÿчĕ. Ĕç тупса парас енĕпе те пулăшма хатĕр. Тунтикун вĕсем валли вакансисен ярмăрккине йĕркелерĕç.

Шупашкарти «Эткер» центрăн общежитине вырнаçнă Мариуполь çыннисемпе «Трактор завочĕсем» концерн, «Химпром», Çĕрпÿри алăк кăларакан «Эстет» компани представителĕсем тĕл пулчĕç. Асăннă предприятисенче ваканси нумаййине пĕлтерчĕç. Тарса килнисен чылайăшĕн ĕç кĕнеки, специальноç илни пирки калакан документ çук - вĕсене пуçтарса тухма та май килмен. Ку енĕпе те пулăшма шантарчĕç. Ĕçлеме пултарнине кăтартсан документ предприятирех парĕç. Çĕнĕ специальноç илме те май пулĕ - вăй хунă вăхăтрах вĕрентеççĕ. Стипенди те, шалу та тÿлеççĕ. 
Тарса килнисене пăшăрхантаракан тепĕр ыйту - ăçта пурăнмалла? Трактор завочĕ хваттер тара тытмашкăн укçа хушса тÿлеме шантарать. «Химпром» студентсен общежитийĕнче пÿлĕмсем уйăрасшăн.  Кириещенкăсем ĕç сĕнекенсене итлеме çемйипех тухнă. Пурте лайăх ăнланаççĕ: ĕçлемесĕр пурăнма çук. Çемье пуçĕ Ильич ячĕллĕ комбинатра слесарь-ремонтникре тăрăшнă. «Унта ĕçе кĕнĕренпе кăçалхи чÿк уйăхĕнче 25 çул çитмеллеччĕ. Эпĕ çак специальноçпа Чăвашра та хаваспах тăрăшăттăм», - терĕ арçын. Унăн мăшăрĕ - парикмахерта, хĕрĕ воспитательте ĕçленĕ. Ку профессисемпе, кăмăл пулсан, кирек ăçта та ĕç тупма пулать. Шупашкарти садиксенче те воспитательсем кирлĕ, сăмахран.
«Хĕрарăмсем валли ĕç пур-и?» - кăсăкланчĕç ярмăрккăна пынисем. «Çапла, пирĕн заводсене хĕрарăмсене те хаваспах илеççĕ», - пĕлтерчĕ «Трактор завочĕ» концерн представителĕ. Новицкисем шухăша кайса итлерĕç. «Эпĕ гуманитари тытăмĕнче тăрăшнă, 30 çул ытла библиотекарьте вăй хунă. Производствăра нихăçан та ĕçлесе курман. 60 çула çывхаратăп ĕнтĕ. Ниçта ĕç тупаймасан, тен, çимелĕх çăкăр та пулмасан, пуçа çавăнта пырса чикме тивĕ-и?» - терĕ арăмĕ. Унăн мăшăрĕ металлурги заводĕнче штамповщикра вăй хунă. Ярмăрккăра сĕннĕ вакансисем - ун валлиех. Чăваш Ене Новицкисем ватă амăшĕпе, хĕрĕпе, мăнукĕпе килнĕ. Хĕрĕ социаллă педагог профессине илнĕ, Мариупольте садикре ĕçленĕ. Çемье пуçĕ 57-ре, сиенлĕ ĕçре тăрăшнине кура тивĕçлĕ канăва маларах тухнă. Анчах пенсионер удостоверенийĕ çумĕнче çук-мĕн. Çавăнпа пенси илеймесрен пăшăрханать. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦    ♦    


Журналистăн кашни кунĕ хăйне евĕрлĕ

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Зайцева хăйĕн кун-çулне хаçат ĕçĕпе çыхăнтарнă. Ку тытăмра 42 çул тăрăшать, анчах вăл ача чухне журналист профессийĕ пирки шухăшламан.

- Вĕрентекен пулма ĕмĕтленеттĕм. Пирĕн шкулта лайăх учительсем ĕçлетчĕç, вĕсем пек пулас килетчĕ, - терĕ Елена Алексеевна. Вăл Таджикистан патшалăх университечĕн вырăс чĕлхипе литературин факультетĕнче вĕреннĕ. Муркаш районĕнчи Нискассинче çуралса ÿснĕ хĕр ют çĕршыва епле лекнĕ-ха? Унта унăн аслашшĕпе асламăшĕ пурăннă. Революци хыççăн вĕсене унта ĕçлеме янă. «Ача чухне пĕрмай чирлеттĕм те тухтăрсем пурăнмалли вырăна улăштарма, кăнтăр енне кайма хушрĕç. Çавăнпа шкул хыççăн Таджикистана çул тытрăм», - каласа кăтартрĕ пултаруллă журналист.
Диплом илсен çамрăк специалист Чăваш Ене таврăннă, анчах шкулсенче ун валли ĕç вырăнĕ тупăнман. «Аппа «Вестник недели» хаçата корректор кирлине пĕлтерчĕ. Çапла майпа 1980 çулта Пичет çуртне килсе кĕтĕм»,- иртнине хумханса аса илчĕ ĕçтешĕмĕр. Çав тапхăртах вăл ЧР Журналистсен союзĕ çумĕнчи журналистсен курсĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. 1987 çулта Елена Зайцевăна «Вестник недели» хаçатăн тĕп редакторне çирĕплетнĕ. Яваплă ĕçре вăл 17 çул тăрăшнă. 2004 çултанпа «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕнче ĕçлет. Вăл «Пенсионная среда» хаçатăн яваплă редакторĕ те пулнă.

- Шкулта вĕреннĕ чухнех район хаçачĕ валли заметкăсем çыраттăм. Студент çулĕсенче «Комсомолец Таджикистана» хаçатпа çыхăну тытрăм. Пичет çуртĕнче ĕçлеме пуçласан «Советская Чувашия" хаçата çырма тытăнтăм, - пĕлтерчĕ Елена Алексеевна. Сăмах май, унăн статйисем «Хыпар» хаçатра та пичетленнĕ.<...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Ертÿçи те, инженерĕ те, зоотехникĕ те хăех

«Питĕ маттур, ĕçчен çемье, кĕске хушăрах тем пысăкăш ферма хăпартса лартрĕç», - теççĕ Кĕçĕн Шетмĕри Игнатьевсем пирки Красноармейски тăрăхĕнче пурăнакансем. Темиçе çул каялла «Çемье ферми» патшалăх программипе грант çĕнсе илнĕ ХФХ тыр-пул туса илессипе, мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессипе ăнăçлă ĕçлесе пырать. Çак кунсенче çемье пуçĕпе Анатолий Николаевичпа курса калаçма тÿр килчĕ.

Ача чухнех ĕне сунă

– Эпир ачаранах ĕçре пиçĕхсе çитĕннĕ. Пирĕн килте яланах выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Аттепе анне иккĕшĕ те фермăра вăй хунă, эпир те, ачасем, унтан тухма пĕлмен. 9-мĕш класран тытăнса çуллахи каникулта ĕне сунă. Çулла фермăри дояркăсем отпуска кайсан шăллăмпа Андрейпа иксĕмĕр вĕсем вырăнне юлаттăмăр. Пире, 14-15-ри ачасене, пĕрер ушкăн ĕне шанса паратчĕç. Андрей 50 ĕне сăватчĕ, эпĕ тепĕр çавăн чухлĕ. Нихăçан та: «Ывăнтăм, фермăна урăх каймастăп», - темен. Ун чухне хальхи пек сĕт пăрăхсем тăрăх куçман. Аппаратпа сунă, бидонсене алăпа йăтнă. Кĕркуннепе, шкула каяс умĕн хамăр ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе çывăх çынсем спорт тумĕ, велосипед туянса паратчĕç. Мĕн тери савăнаттăмăр! Ĕçе явăçтарса ÿстернĕшĕн аттепе аннене тав тумалла. Вĕсемех çĕре, ял пурнăçне юратма хăнăхтарчĕç, - сăмахне пуçларĕ хуçалăх ертÿçи.
Хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеличчен Анатолий Николаевич тĕрлĕ вырăнта вăй хунă. Пысăк хуласене шапаша çÿренĕ, Красноармейски салинчи предприятире ĕçленĕ. Ун чухнех Игнатьевсем хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх самай тытнă, сăвакан ĕнесен шутне вун икке те çитернĕ.
- Мăшăрпа Олесьăпа канашларăмăр та 2008 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕмĕр. Ĕçе 20 гектар çĕр лаптăкĕнчен тытăнтăмăр. Харпăрлăхра МТЗ тата Т-40 тракторсем, акмалли агрегат пурччĕ. Малтанах тыр-пул ÿстертĕмĕр. Пусă çаврăнăшне пăхăнас тесен нумай çул ÿсекен курăк акма сĕнеççĕ. Çитменнине, ÿсен-тăран ÿстерессипе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн укçа пухса техника паркне çĕнетрĕмĕр, выльăх-чĕрлĕх шутне ÿстертĕмĕр, - аталану çул-йĕрĕн пĕрремĕш утăмĕсене куç умне кăларчĕ хуçалăх ертÿçи.

Грант укçипе ферма хăпартнă

Ферма тăвас шухăш Игнатьевсен ăнсăртран çуралман. «Çемье ферми» патшалăх программи вăя кĕни ĕçчен çемьешĕн аталанма хистекен хăйне евĕрлĕ сăлтав пулнă. Ваттисем çиччĕ виç те пĕрре кас тенине шута илсе Игнатьевсем тĕплĕн шухăшланă.
- Малтанах вăй, укçа-тенкĕ çитерĕпĕр-ши тесе иккĕлентĕмĕр. Пĕрре тытăннă тăк ĕçе вĕçне çитермеллех. Документсем пухса Ял хуçалăх министерствине ыйту тăратрăмăр. Вăхăт нумай та иртмерĕ - ырă хыпар пĕлтерчĕç. Патшалăх пире «Çемье ферми» программăпа грант пачĕ. Ку 2017 çулта пулчĕ. Хавхалануллă кăмăлпа ĕçе тытăнтăмăр, вырăнти хуçалăхăн юхăннă сысна фермине сутăн илтĕмĕр. Вите теме те çукчĕ унти çурта, тăрри çĕрĕшсе аннăччĕ, стенисем арканнăччĕ. 7 гектара яхăн лаптăк çинче Америка вĕрени, вĕлтĕрен, мăян ашкăратчĕç. Йывăçсене касса çунтартăмăр, юхăннă витене пăсса çÿп-çапран тасатрăмăр, бульдозерпа тĕксе çĕре тикĕслерĕмĕр. Нумай ĕçлерĕмĕр, грант укçипе 100 ĕне вырнаçмалăх ферма çĕклесе лартрăмăр, Элĕк районĕнчи пĕр хуçалăхран ăратлă 20 ĕне туянса килтĕмĕр, - палăртрĕ Анатолий Игнатьев. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   


«Кăйкăрсем» хоккейла выляççĕ

РФ спорт мастерĕшĕн Юрий Долговшăн хоккей пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. 35 çул каялла спорт карьерине пуçланăскер паян та алла клюшка тытса пăр çине тухать.

Юрий Геннадьевич Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Ун чухне хулара хоккея нумайăшĕ кăмăлланă, çавăнпа ытти яш пекех 9 çул тултарсан Юра «Сокол» спорт шкулне кайнă. Вăл тĕрлĕ турнирта палăрса командăри чи лайăх вылякан пулса тăнă. 16-ри яша Чулхулари «Торпедо» командăна чĕннĕ. Тепĕр çулах Чулхула хоккеисчĕсем юниорсен Европа чемпионатĕнче çĕнтернĕ. Пирĕн ентеш Волжскри, Саратоври, Самарти, ытти хулари тата Казахстанри командăсен чысне хÿтĕленĕ. 2003-2004 çулсенче Киров-Чепецкри «Олимпия» команда капитанĕ пулнă. Хоккеист 16 çулта 600 вăйăра вылянă, Аслă лига ăмăртăвĕсенче 53 гол çапса кĕртнĕ. 2003 тата 2005 çулсенче Юрий Долгов ( ун чухне вăл Чулхулари «Торпедо» тата Тверьти «МВД» командăсенче пулнă ) Аслă лига чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра спорт ветеранĕ Елчĕк командишĕн вылять. 2011 çулта вăл Чăваш Ене таврăнса тренер ĕçне пуçăннă. Пĕр тапхăр Етĕрне районĕнчи спорт шкулĕнчи яшсене хоккей вăрттăнлăхĕсене вĕрентнĕ. Халĕ Шупашкарти хоккей аталанăвĕн центрĕнче ĕçлет. Ку кермене 2019 çулта «Спорт - пурнăç йĕрки» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн тунă. «Сокол» командăсăр пуçне ку керменте аслă ÿсĕмри хоккеистсем тренировка ирттереççĕ, фигуристсем пултарулăха аталантараççĕ, хула çыннисем конькипе ярăнма пыраççĕ. Юрий Геннадьевича «Сокол-2007» командăна шанса панă. Коллектив 2015 çулта чăмăртаннă. Йышра - 27 яш. Вĕсем - Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Етĕрне, Канаш, Вăрнар ачисем. Ял ачисем тăрăшуллăрах, яваплăрах пулнине палăртрĕ тренер. «Ялта ĕçлесе ÿсни тÿрех курăнать», - терĕ вăл. Акă 14-ри Антон Дмитриев Канаш хулинче çуралнă, пĕчĕклех ытти яшпа пĕрле картишре футболла выляма юратнă. Телевизорпа хоккей матчĕсене пăхнă май хăйĕн те каток çине тухас килнĕ. 7-ре хоккейпа туслашнă, Вăрнарти пăр керменĕнче пĕрремĕш утăмсене тунă. 2015 çулта Шупашкарти «Сокол-2007» команда йышне лекнĕ, Канашран тĕп хулана тăватă çул тренировкăна çÿренĕ. 2019 çулта унăн çемйи тĕп хулана пурăнма куçнă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Шăварса ÿстерсен çĕр улми икĕ хут ытларах тухăç парать

«Комсомольски пахча çимĕçĕ» агрофирма коллективĕ çур акине тухма хатĕрленет. Вăрлăх, дизтопливо-бензин çителĕклĕ турттарнă, трактор-машинăна юсанă. Хатĕрленÿ тапхăрĕ малалла пырать. Пуласлăх шухăшлаттарать
Комсомольски районĕнчи «Çĕр улмине мухтав» компанисен ушкăнне «Çĕр улмине мухтав», «Çĕр улмине мухтав- Елчĕк», «Çĕр улмине мухтав - Канаш», «Комсомольски пахча çимĕçĕ» агрофирмăсем кĕреççĕ. Вĕсене «Çĕр улмине мухтав» агрофирма» тулли мар яваплă общество пуçарнă. «Комсомольски пахча çимĕçне» Чăваш Енри пахчаçăсемпе потребительсем лайăх пĕлекен Хасиятулла Идиатуллин, «Çĕр улмине мухтав» компанисен ушкăнĕн гендиректорĕ, ертсе пырать.
«Комсомольски пахча çимĕçĕ» 2021 çулта çĕр улми 120 гектар лартнă, кишĕр - 23, купăста - 10, хĕрлĕ кăшман 20 гектар акнă. Купăста - 459, кишĕр - 1942, хĕрлĕ кăшман - 940, çĕр улми 3859 тонна пуçтарса илнĕ ( ăна компанисен ушкăнĕ мĕн чухлĕ туса илни пирки ку материалта каламăпăр). Кашни гектартан купăста вăтам тухăç - 450,9, хĕрлĕ кăшман - 470, кишĕр - 840,4, çĕр улми 320 центнер панă. Танлаштарма: пĕлтĕр республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче уçă çĕрте пахча çимĕç кашни гектартан вăтамран - 310,1, çĕр улми 183,8 центнер пухса кĕртнĕ. «Комсомольски пахча çимĕçĕн» кăтартăвĕсем чылай пысăкрах.
- Вăл ÿлĕмрен продукци ытларах та туса илесшĕн: кашни гектартан кишĕр - 1000, купăста - 700, хĕрлĕ кăшман 600 центнер таран, - терĕ «Çĕр улмине мухтав» агрофирмăн гендиректорĕн çумĕ Юрий Емельянов. - Мĕнле майпа? Тухăçа пысăклатса. Иртнĕ çул акнă-лартнă пĕтĕм лаптăка, вăл 173 гектар йышăнчĕ, çăвĕпех шăварчĕç, кăçал та шăварĕç. Культурăсене удобрени палăртнă тухăçа илме кирлĕ чухлĕ парасшăн. Продукци калăпăшне пысăклатассишĕн, тен, лаптăка та ÿстерĕпĕр. Ÿсен-тăрана вегетаци тапхăрĕнче Сауд Аравийĕнче шухăшласа кăларнă технологипе куллен шăвараççĕ. 2021 çулта Кĕтне çумĕнчи пĕверен 363 пин кубла метр шыва уçласа пăрăхпа пĕрĕхтермелли хатĕрсем патне çитернĕ. Çапах шăрăхра культурăсене нÿрĕк çитмест, - палăртрĕ директор çумĕ Василий Андреев. - Мĕншĕн тесен хĕвел пайăркисем тата вĕри çил тăпрари нÿрĕке хăвăрт пăслантараççĕ. Шыв ытларах кирлĕ. Çавăнпа Эткер ялĕнчи пĕвене тарăнлатмалли, 45 гектар лаптăкри çĕр улмине шăвармалли проект хатĕрлерĕмĕр. Çĕнĕ оборудованипе 2023 çулта усă курма пуçлăпăр.

Агротехнологи - малта

Лайăх тухăç сăлтавĕсене хуçалăхсен чи малтан ăçта шырамалла?
- Пахча çимĕç акса-лартса çитĕнтермелли, пуçтарса кĕртмелли агротехнологире, - пытармарĕ çамрăк агроном, 2007-2012 çулсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ хыççăн агрофирмăра ĕçлеме пуçланăскер. - Сывă та пысăк продуктивлă вăрлăх кăна акатпăр-лартатпăр. Иртнĕ çул «иккĕмĕш çăкăр» вăрлăхне «Çĕр улмине мухтав - Елчĕкрен», пахча çимĕç вăрлăхне Анăç Европăран туяннăччĕ. Пĕтĕм пахча çимĕç вăрлăхне малашне Раççейре хатĕрлесси çинчен РФ Ял хуçалăх министерстви пĕлтерчĕ ĕнтĕ. Ăна туса илме пултаракан ăслăлăх учрежденийĕ, акса çитĕнтерекен ятарлă хуçалăх тата ÿстерме тĕллев лартнă кадрсем патшалăхра çителĕклех. Çитĕнĕвĕсемпе кăçалах савăнтарасса кĕтетпĕр. «Комсомольски пахча çимĕçĕ» хăйсен ĕçне вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлакан, ял хуçалăх техникине витĕр курса тăракан, вăхăтра юсакан механизаторсене пĕрлештерет. Акмалли-лартмалли, пăхса çитĕнтермелли агротехнологие пăхăнса ÿстереççĕ.
- Чылай çĕнĕлĕхе вĕсенчен вĕрентĕм, - каласа кăтартрĕ директор çумĕ. - Кишĕре тăпрара ăшă 7 градус чухне варăнтаратпăр. «Беларус» трактортан кăкарнă сеялка 15 миллиметр тарăнăшĕнче йăрансем туса пынипе пĕрлех вĕсен тĕпне хытарса, кишĕр вăрлăхне тикĕс акса, çĕрпе хупласа, ăна якатса-хытарса пырать. Тарăнрах варăнтарсан хăвăрт шăтаймасть е вăрлăх çиелерех выртса юлсан шăрăхра тăпрапа пĕрле типет. Асăннă сеялкăнах урăх секцисем вырнаçтарса хĕрлĕ кăшман акатпăр. Ун валли кĕркунне çĕртме тунă чухне тĕрене (плуг) 35-40 сантиметр тарăнăша ярса сухалатпăр, лаптăка удобрени хыватпăр. Çуркунне сÿрелесе нÿрĕк тытнă хыççăн культивацилесе кăпкалататпăр. Купăста калчине тата ăна лартмалли ятарлă сеялкăна пире Куславкка районĕнчи Василий Семеновăн хресчен-фермер хуçалăхĕ парать. Вăл сывă, парка, сăтăрçăсене парăнмасть, лайăх çитĕнет. Хими им-çамĕпе усă курса çум курăкпа, чир-чĕрпе çийĕнчех кĕрешетпĕр.<...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   

 


Кĕреçепе ĕçлеме пăрахмалла

«Эпĕ пĕр вырăнта ларма юратмастăп. Пăчă офис ман валли мар. Ялта пурăнма кăмăллатăп. Хĕллехи вăхăтра стройкăра та ĕçлетĕп. Мускавра юлташсемпе пĕрле йывăç çуртсем хăпартатпăр. Манăн шухăшпа, çĕр ĕçне пĕр пикенсен каялла чакмалла мар. Парăнмалла мар. Çав вăхăтрах хăвна пултарнинчен ытла тиемелле мар», - çапла пуçларĕ калаçăва Элĕк районĕнчи хресчен- фермер хуçалăхĕн ертÿçи Николай Денисов хăйĕн çинчен каласа кăтартма ыйтсан.

Фермăна çĕнетесшĕн, вăкăрсем самăртасшăн

Николай Геннадьевич 1988 çулта Элĕк тăрăхĕнчи Чăрăшкассинче çуралнă. Юнтапа Сурăм шкулĕнчен вĕренсе тухсан Мускав çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕнче экономиста вĕреннĕ. «Мĕн пĕчĕкренех аттепе пĕрле машинăпа ларса çÿреттĕм. Каярахпа, ăна «Звезда» хуçалăх ертÿçине суйласан, каникул вăхăтĕнче колхозра та ĕçлерĕм. 2006 çулта çĕнĕ хуçалăх йĕркелерĕ те ял хуçалăхĕпе тата ытларах интересленме тытăнтăм. Аслă шкулта вĕреннĕ чухне çуллахи вăхăтра тракторпа ĕçлеттĕм. Профессие суйланă вăхăталла техникăпа ç(реме хăнăхнăччĕ ĕнтĕ. Агроном ĕçне те чухлаттăм. Экономист профессине пĕлни кирек хăш ĕçре те, ялта та, хулара та кирлĕ пулĕ терĕм. Кун-çула ялпах çыхăнтарма тĕв турăм. Çемьере пирĕн икĕ хĕрпе пĕр ывăл. Апла тăк манăн тĕпкĕч пулмалла. Аттепе аннене пăхмалла. Атте ĕçне малалла тăсмалла», - калаçăва сыпăнтарчĕ çамрăк фермер.
Çĕр ĕçне пуçăниччен вăл пĕр вăхăт маршруткăпа пассажирсене илсе çÿренĕ. Анчах кĕçех çакă ун валли маррине ăнланса илнĕ. 2019 çулта хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Субсидипе техника туяннă та ĕçе пикеннĕ. Николай Денисовăн - 160 гектар çĕр. Урпа, тулă акать. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк малашлăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесшĕн, вăкăрсем самăртасшăн. Çак ĕçе пуçлама ферма çурчĕ пур. Ăна çĕнетмелле кăна: тăррине улăштармалла, урайне сармалла.

Кивĕ трактор çине ларасшăн мар

«Тĕрĕссипе, çынна хăйĕн укçипе хресчен-фермер хуçалăхĕ уçма йывăртарах. Аттен хуçалăх пур та мана пулăшса пырать. Çавăнпа çăмăлрах. Пулăшу пулмасан ĕç пуçлама йывăр. Пĕлтĕр патшалăх панă субсидипе 4 миллион та 500 пин тенкĕ тăракан «Беларус» трактор туянтăм. Паян унăн хакĕ 7 миллион тенкĕ ытла ĕнтĕ. Çур аки тумалли ытти агрегат та пур. Хальхи вăхăтра нумай ĕçе техникăпа пурнăçлатпăр. Çавăнпа фермер хуçалăхĕнче нумай çын ĕçлемест. Пире ытларах чухне операторсемпе трактористсем кирлĕ. Йĕтем çинче те çынсем йывăр ĕç тумаççĕ. Тырă миххисем йăтмаççĕ. Пурăна киле йĕтеме те çĕнетес килет. Кĕреçепе ĕçлессине хыçа хăвармалла. Тунмастăп: фермер ĕçĕ çăмăл мар. 5 çултан кăна тупăш кĕме тытăнать. Малтан вара кредит тÿлесе вăхăт иртет», - кăмăл-туйăмĕпе паллаштарчĕ Николай Геннадьевич.
Ĕçре ăна ашшĕ пулăшса, хавхалантарса пырать. Геннадий Денисов - инженер- механик. Маларах «Звезда» хуçалăха ертсе пынă. 2006 çултанпа - «Алмаз» пĕрлĕх ертÿçи. Асăннă хуçалăхра ытларах тыр-пул, нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтереççĕ.
«Ĕçлетĕн, ĕçлетĕн, техника хакланса пырать. Пуррисем кивелеççĕ. Çамрăксем кивĕ машина-трактор çине ларасшăн мар. Паянхи кун хуçалăхра пĕр пĕрчĕ удобрени те çук. Заявкине пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнчех панăччĕ. Тем тесен те, çамрăк фермерсене ĕçе ăнтарма, малалла талпăнма йывăр. Çĕнĕ техника илетĕн те кредит тÿлессишĕн ĕçлетĕн. Яшсемпе хĕрсен кредитпа анчах пурăнмалла мар-çке. Ирĕклĕ укçа та кирлĕ. Эпĕ те ав паянхи кунчченех кредитран тухса пĕтейместĕп. Пирĕн те техникăна çĕнетес килет. Манăн шухăшпа, çамрăксене ĕçлеме тытăнсанах 5-шер миллион тенкĕ памалла. Трактор, сеялкăсем, ытти агрегат туянччăр. 3-5 çултан çав нухрата пĕчĕккĕн тавăрса пама тытăнччăр. Хамăр тăрăхри хăш-пĕр фермера пăхатăп та - тракторĕсем кивĕ. Çавсемпех ĕçлеççĕ», - чунне уçрĕ Денисов-асли. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Тĕне кĕмен ашшĕ-амăшĕ те ачине ят хума илсе пырать

Асанне-кукамай калани асрах-ха: «Турăран иртме хушман», «Тăрăшакана Турă пулăшать»... Çак сăмахсем тарăн пĕлтерĕшлине вăхăт иртнĕ май лайăхрах ăнланатăн. Паян эпир хамăрăн ТОПа пурнăçне чиркÿпе çыхăнтарнă çынсене кĕртес терĕмĕр. Священник çул-йĕрĕ çине тăрасси мĕнпе çыхăннă-ши? Çак ыйтупа республикăри чиркÿсенче чи нумай çул ĕçлекен пачăшкăсене чăрмантартăмăр.

Вăрçăра мăшăрне çухатсан Пăрачкав салинчи Владимир атте /Ильин/ кĕçех 80 çул тултарать. Çав тăрăхри чиркÿре тăрăшать. Мĕнле кăмăл-туйăм илсе çитернĕ-ха ăна Турă çуртне? Владимир атте Канаш районĕнчи Тăрмăшра 1942 çулта çуралнă. Ашшĕ Иван Ильин çар çынни пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан унăн алла пăшал тытма тивнĕ. Мăшăрĕ пĕчĕк ывăлĕпе юлнă. Иван Ильич çапăçура пуç хунă. Владимирăн амăшĕ Пелагея Матвеевна, ялта фельдшерта ĕçленĕскер, мăшăрĕ вилнине ĕненмен, ăна 10 çул кĕтнĕ. Хурлăха чиркĕве çÿресе пусарнă вăл, пĕчĕк ывăлне те пĕрле илсе кайнă. Кайран качча тухса тата виçĕ ача çуратнă. Ывăлне Владимира унăн чиркÿ енĕпе вĕрентес килнĕ. Владимир фельдшера вĕренсе тухсан салтак аттине тăхăннă. Таврăнсан 24 çулти яш çемье çавăрнă.

«Анне Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕ. 9-та тăлăха юлнăскер чиркĕве час-часах кайнă. Шăл тухтăрне вĕреннĕ чухне Шупашкарта Турра ĕненекен Анна Петровна патне ç(ренĕ. Хĕрарăм кĕлĕсем ирттернĕ. Пелагея Матвеевна та унта пынă. Вăл манăн аннене асăрханă. Унăн ывăлне Турра ĕненекен хĕре качча илтерес килнĕ. Çапла пĕррехинче Владимира та Анна Петровна патне илсе кайнă. Аттепе анне пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕ-ха, анчах анне качча тухасшăн пулман, мăнастирте юлма шухăшланă. Юрату пĕрех вăй илнĕ, вĕсем пĕрлешнĕ», - каласа кăтартрĕ Владимир аттен кĕçĕн хĕрĕ Нонна Владимировна. Мăшăрлансан пулас пачăшкă Сергиев Посадри лаврăра вĕреннĕ. Çемьере икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуралнă. Тĕпренчĕкĕсем ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайнă, виççĕшĕ те чиркÿ енĕпе вĕреннĕ. Владимир атте 1967 çултанпа пачăшкă ĕçне пурнăçлать. 25 çулта священник пулса тăнăскер Улатăр районĕнчи чиркÿре тăватă çул ĕçленĕ, ыттине, паянхи кунччен - 55 çул - Пăрачкав салинче. <...>

Лена ЛУКИНА.

♦   ♦   

 


Сунă хыççăн 10-12 сехетрен кăна сĕт сыр тума юрăхлă

Чăвашсем сыр юратаççĕ-и? Несĕлĕмĕрсен кухнинче кунашкал çиме пулнă-и? Ялта пурăнакансем паян сыр тăваççĕ-и? Çак ыйтусем тавра Чăваш патшалăх аграри университечĕн профессорĕпе, биологи наукисен докторĕпе Геннадий Ларионовпа калаçрăмăр.

Вĕренеççĕ те ĕне шутне ÿстереççĕ

- Чăваш кухнинче сыр питех анлă сарăлман. Йăхташăмăрсем чăкăт, тăпăрчă, турăх, анатрисем тăвараллă çу хатĕрленĕ. Кăмакана чÿлмекпе сĕт пĕçерме лартнă, - пирĕн пĕрремĕш ыйтăва хуравланă май палăртрĕ профессор. - Халĕ чăвашсем те сыра ытларах кăмăллама тытăннă - туянакан шучĕ ÿсет. Мĕншĕн тесен паян сырăн сиплĕхĕ тата унăн пахалăхĕ пирки çынсем ăнкараççĕ. Ялсенче хăшĕ-пĕри икшер- виçшер ĕне усрать. Кил хуçи арăмĕсем адыгей тата килти сырсене тăваççĕ. Чăваш патшалăх аграри университетĕнче сĕте тирпейлесе тĕрлĕ продукци кăларакан лабораторие 2018 çулта уçрăмăр. Вĕренме килекен нумайлансах пырать. Малтан хамăр студентсем интересленсе çÿрерĕç, каярахпа ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлекенсемпе хушма хуçалăх тытакансем те килме тытăнчĕç. Килти кухньăрах сыр тума вĕренес шухăшлă çынсем те çÿреме пуçларĕç. Икĕ программа пур пирĕн: «Сыр тăвакан ăста» тата «Сыр тата сĕт юр-варĕн технологĕ». Иккĕмĕшне кăçал хута ятăмăр. Виçĕ уйăхра виçĕ ушкăн вĕренчĕ. «Малтан икĕ ĕне усранă тăк халĕ виççĕмĕшне туянтăм», - теççĕ кил хуçалăх тытакансем кăшт вăхăтран тĕл пулсан. Пирĕн патра вĕреннĕ хыççăн вĕсем ĕне шутне ÿстереççĕ. Занятисене хамах ертсе пыратăп. Мана Эльвира Никишина пулăшса пырать. 15 тĕрлĕ сыр тăватпăр. Чи малтан «Академи» ятлине пĕçерме тытăнтăмăр. Вăл - çемçе сыр. Адыгей сырĕн «иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ» тетĕп ăна. Вĕсем пĕрешкелрех. Пирĕн унăн рецептне кăштах улăштарма тиврĕ. Сĕтпе, пирĕн оборудованипе ĕçлеме лайăхраххине шырарăмăр. Технологие пăртак ылмаштартăмăр. Тутипе адыгей сырне аса илтерет. Пĕçернĕ чухне сĕтпе, çĕве шывĕпе, лимон йÿçекĕпе усă куратпăр, тăвар яратпăр. Ун хыççăн ытти сыра тума пуçларăмăр. Тĕслĕхрен, пирĕн холодильникре «Имеретински» сыр пур. Унпа юнашарах - брынза. Тепĕр çÿлĕкĕ çинче - итальянсен сырĕ «Качотта». Аяларахра - хĕрли, «Университет» ятли. Унăн рецептне, технологине лайăхлататпăр. Ăна юпа уйăхĕнче тума тытăнтăмăр. Ун хыçĕнче сарă тĕслĕ сыра - «Канестратона» - куратпăр. Ăшаламалли сыр та «Халуми» пур. Кипр сырĕ вăл. Çавăн пекех - «Анари» - тăватпăр. «Рикотта» та янтăлатпăр. Вĕсем - пĕрешкелрех сырсем. Ĕнер «Сулугуни» турăмăр, халĕ сивĕтмĕшре вăл. Паян ăна тăварлă шывран кăлармалла. «Сулугуни» тунă чухне «Чечил» та, «Моцарелла» та хатĕрлетпĕр. Тата «Скаморца» турăмăр. Икĕ пайлă вăл. Ăна ĕлĕк лашаран çакса çÿренĕ. Тата - «Качокавалло». Швейцарецсен «Белпер Кнолле» сырне янтăларăмăр. 35-40 çул каялла тума тытăннă ăна. Çĕнĕ сыр шутланать. Ăна хура пăрăç, хмели-сунели, паприка çинче йăвалантаратпăр. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


«Агростартап» ĕç пуçлама май парать

Фермерсемпе уйрăм предпринимательсем 2022 çулта виçĕ тĕрлĕ гранта тивĕçессишĕн ЧР Ял хуçалăх министерстви ирттерекен конкурса хутшăнма пултараççĕ.

Паян, ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче, «Агростартап» гранта илес тĕлĕшпе комиссие документсем тăратмалли тапхăр пуçланчĕ. «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен ĕçне вăйлатасси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн çав категори патне патшалăхăн 120,8 миллион тенкĕлĕх пулăшăвне çитерме палăртнă. Хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелеме е аталантарма 30-тан сахал мар конкурсанта грант парас шанăç пур.

- Гранта налук инспекцийĕнче шута илтернĕ хресчен-фермер хуçалăхĕ те, уйрăм предприниматель те, конкурса хутшăннă хыççăн уйрăм предприниматель субъектне налук инспекцийĕнче 30 кунран кая юлмасăр регистрацилеттернĕ çын та тивĕçме пултарать, - конкурс условийĕсемпе паллаштарчĕ ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Инна Волкова. - Комисси ун умĕн, виçĕ çул маларах (2019-2022), предприниматель ĕçне хутшăнманнисенчен, грант илменнисенчен çеç заявлени йышăнать. Çак пулăшу пысăк мар ХФХсене кăна тивет. «Агростартаппа» маларах патшалăх пулăшăвне (социаллă тÿлевсĕр тата Ĕçлев министерстви урлă предприниматель ĕçĕн пирвайхи тапхăрне йĕркелеме уйăрнă тÿлевсĕр пуçне), субсиди е грант, çавăн пекех ĕç пуçаракан фермер программипе килĕш(ллĕн пулăшу илнисене памаççĕ.
Пайланман фонд çук пулсан грант виçи - 3 миллион, грантăн пĕр пайне ял хуçалăхĕнчи потребительсен кооперативĕн пайланман фондне куçарнă чухне вăл 4 миллион тенкĕпе танлашать. Кооператив фермертан пайланман фонда йышăннă укçана (ытларах чухне 1 миллион яхăн тенке) унта тăракансен нушипе çыхăнакан пурлăх, склад, производство çурт-йĕрĕ, трактор-машина, комбайн е ял хуçалăх продукцине тирпейлемелли, тĕркелемелли технологи оборудованийĕ тума е туянма ярать.

Грант укçипе бизнес проекчĕн хакĕн 90% ытла мар саплаштараççĕ, харпăр хăй укçине 10% сахал мар хывмалла. Гранта илсен укçине 18 уйăхра тĕллевлĕ тата усăллă тăкакласа пĕтермелле. Çав хушăра çĕнĕ икĕ ĕç вырăнĕ йĕркелемелле, икĕ çыннăн пилĕк çултан сахал мар ĕçлемелле. 2021 çултанпа хăйĕн валли пĕр ĕç вырăнĕ тата айккинчен илнĕ çын валли тепре тусан грант условие тивĕçтерет. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.