Комментари хушас

17 Авăн, 2014

Ĕмĕрлĕхех ял-йыш асĕнче

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕнче ялти паллă пахчаçăсемпе паллашма тÿр килчĕ. Вĕсен ĕç-хĕлне, кун-çулне туллин çутатнă кунта. Маттур çынсем çинчен вулакана та каласа кăтартма кăмăл турăм. Сăмахран, Виталий Владимиров çитĕнтернĕ çимĕçсем, улма-çырларан хатĕрленĕ варенисем (1995 çулта вĕретнисем), пахча çимĕç вăррисем паянхи кунчченех упранаççĕ музейре.

Виталий Владимирович Тăвай тăрăхĕнче çеç мар, республикипех паллă пахчаçă пулнă. Вунă сотка çĕр çинче 400-е яхăн тĕрлĕ йывăç-тĕм ÿстернĕ. Вĕсен шутĕнчех женьшень, Китай лимонникĕ, Маньчжури мăйăрĕ, Япони айви, Камчаткăри кашкăр çырли (жимолость), мунчалаллă кавăн (тыква мочалка), Китайри çĕр мăйăрĕ, чилим-кода (тыква бутылочная), ылтăн тымар (золотой корень лекарственный) тата ытти те. Кил хуçи вĕсен вăррисене почтăпа çырăнса илнĕ. Унăн пахчинче çĕр улми валли вырăн юлман та темелле. Ăна 5-6 кас çеç лартнă.

Виталий Владимиров ку тĕлĕшпе ятарлă пĕлÿ илмен. 7 класс хыççăн урăх вĕренеймен вăл. Мĕншĕн тесен май килмен: ашшĕ вăрçă хирĕнче вилнĕ. 14 çулти Виталий колхоз ĕçне хутшăнма тытăннă. Салтакран тав-рăнсан «Красная Чувашия» хуçалăхра трактористра, каярахпа ялти газ участокĕн операторĕнче ĕçленĕ. Вăл общество ĕçне те хастар хутшăннă. 2000 çулта пур-нăçран уйрăлса кайнă. Шел те, Виталий Владимировичăн пахчи халĕ хуçасăр. Унăн ĕçне малалла тăсакансем тупăнман.

Тимофей Васильев вара 30-мĕш çулсенчех арпус, ытти пахча çимĕç ÿстернипе палăрнă. Унсăр пуçне вăлах ăста ÿнерçĕ, юрăç пулнă. Апла пулсан сăмаха йĕркипе пуçлар-ха.

Тимофей Васильевич тăлăх ÿснĕ. Пилĕк çулта чухне ăна ашшĕн пиччĕшĕ Лука Трофимович, Чĕмпĕрте ĕçлекен пачăшкă, хăй патне илсе кайнă. Арçын ача пĕр вăхăт Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çумĕнчи хатĕрленÿ класне çÿренĕ, каярахпа учитель пулма вĕреннĕ. Пĕлÿ илнĕ вăхăтрах шкул хорĕнче юрланă, кĕвĕ-çемĕ хатĕрĕсемпе каланă. Ӳкерес тĕлĕшпе те ăста пулнă. 1905 çулта Чĕмпĕр шкулĕнчен вĕренсе тухсан пĕр вăхăт çакăнтах ĕçленĕ, ачасене рисовани предметне алла илме пулăшнă. Каярахпа тĕрлĕ кĕпĕрнери шкулсенче вăй хунă. Анчах ÿнер енĕпе малалла вĕренес ĕмĕтне пăрахман вăл. 1910 çулта Питĕрти ÿнере пулăшакан общество шкулне вĕренме кĕнĕ. 1914 çулхи тĕнчен пĕрремĕш вăрçи унăн пурнăçне улăштарнă. Тимофей Васильевич хулари шкулсенче ĕçлеме тытăннă. Çуллахи вăхăтра пĕр ял каччисемпе, пулас ÿнерçĕсемпе М.Спиридоновпа тата Н.Сверчковпа (вĕсем ун чухне Питĕрти Художество академийĕн аслă училищинче вĕреннĕ), Самар кĕпĕрнинчи тата Атăлçин ытти тăрăхĕнчи чиркÿсене илемлетнĕ.

Вăл уçă сассипе те палăрнă. Ахальтен мар чăваш каччине Питĕрти Мариинский театрти хорта юрлама явăçтарнă. Сăмахран, «Жизнь за царя», «Борис Годунов», «Аида» оперăсене хутшăннă. «Борис Годунов» оперăри тĕп партие Федор Шаляпин юрланă.

Революци хыççăн Тимофей Васильевич Ӳнер академийĕн мастерскойĕнче пĕр çул вĕренме май тупнă.

1919 çулхи кĕркунне вăл çемйипех Чăваш çĕр-шывне таврăннă. Арăмĕ Надежда Михайловна, Питĕрти консерваторире вĕреннĕскер, пианино та илсе килнĕ. Вăл дворян йăхĕнчен пулнă.

Кил хуçи Вăрнарти педтехникумра та, тĕрлĕ ялти шкулсенче те вăй хунă. Çавăн пекех ялти пултарулăх ĕçне те хастар хутшăннă. Вырăс, чăваш юррисене кăна мар, оперăсенчи арисене те шăрантарнă. Хăш-пĕр чухне арăмĕпе пĕрле юрланă. Надежда Михайловна пианинăпа каланă.

Яла таврăнсан шкул çумĕнчи участокра, каярах уйăрса панă çĕр çинче, питомник тунă. Унта вăл тĕрлĕрен сăнав ĕçĕсем ирттернĕ, çĕнĕ сортсем кăларнă. Ку колхоз йĕркеличченех пулнă. Вăлах ялта пуçласа арпус, дыня, иçĕм çырли, кăнтăр енчи ытти çимĕç çитĕнтернĕ. 1936 çулта «Чувашия» ятлă пысăк тухăçлă арпус сорчĕ кăларнă. Çĕнĕ сортăн калчине теплицăра е парникра шăтарма кирлĕ пулман, вăррине тÿрех йăран çине акма юранă.

Тимофей Васильевич ялта сахал пурăннă пулсан та пахча çимĕç ÿстерме те, опытсем тума та пĕлнĕ. Ку пĕлĕве вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтрах илнĕ. Пулас учительсене унта ял шкулĕсенче ĕçлеме хатĕрленĕ, вĕсене агрономи, улма-çырла тата пахча çимĕç çитĕнтерес ыйтусемпе паллаштарнă. Шкулăн ял хуçалăх участокĕнче тĕрлĕрен опыт тума вĕрентнĕ. 1936 çулта 0,6 гектар çĕр çинче 150 центнер арпус пухса илнĕ. Тепĕр çул вара пĕр гектар çĕр çинчен – 300 центнер. Акнă хыççăн виçĕ уйăх çитичченех арпус пиçсе çитнĕ.

Пултаруллă селекционер 1935 çултан – республикăри, 1938 çултан Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравĕсене хутшăнма тытăннă. 1939 çулта ăна ВДНХан кĕмĕл медалĕпе чысланă. Вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен «Арпус лартса ÿстересси» брошюрăра çырса кăтартнă. 1944 çулхи «Большевикла колхозшăн» хаçатра çапла çырнă: «Енĕш Нăрвашри Т.Васильев пахчаçă кашни гектартан 233 ц арпус, 250 ц помидор, 258 ц хăяр, 1126 ц сухан, 750 ц купăста туса илнĕ. Колхоз кассине 32000 тенкĕ укçа кĕнĕ».

Тимофей Васильевич чаплă пахчаçă, селекционер пулнине çĕр-шыв умĕнче кăтартнă. Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнĕ тĕле унăн опычĕпе паллаштаракан кинофильм ÿкернĕ.

Вăл çĕнĕ сортсене тĕрлĕ вырăнтан кÿрсе килнĕ. Хăшĕ-пĕрне почтăпа та çырăнса илнĕ. Икĕ хутчен Тамбов облаçĕнче пурăнакан И.Мичурин пахчаçă патĕнче пулнă. Ку тĕлĕшпе ĕçлекен Çĕрпÿри опыт пункчĕн директорĕпе Н.Етрухинпа çирĕп çыхăну тытнă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тимофей Васильев хăй ĕçлесе пухнă 17 пин тенке самолет туянма панă. Çавна май ăна И. Сталин çырупа тав тунă.

Мĕн ватăличченех пахчара ĕçленĕ вăл. Çавăн пекех темиçе çул хушши чăваш тĕррисемпе эрешĕсене пухнă. Вĕсене упраса хăварас тĕллевпе Шупашкарти халăх пултарулăх çуртне леçсе панă. Ăста пахчаçă 1961 çулта вилнĕ.

Тимофей Васильевичăн йăхне паян вунă мăнукĕ малалла тăсать. Хĕрĕсем Гальăпа Ирина та çĕре кĕнĕ. Иринăн хĕрĕ Екатерина Павловна Кузнецова халĕ Енĕш Нăрвашра пурăнать. Вăл каланă тăрăх – Тимофеевсен йăхне тăсакансем кукашшĕ пекех пурте пултаруллă. Вĕсен йышĕнчех юрлакансем те, пахчаçăсем те, вĕрентекенсем те пур. Апла пулсан пултарулăх, ăсталăх юнпа куçать тени тĕрĕсех.

 

Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.