Комментари хушас

14 Ака, 2022

«Чăваш хĕрарăмĕ» 14 (1242) № 14.04.2022

Космонавтика тăван çĕршывĕ

1961 çул. Ака уйăхĕн 12-мĕшĕ. Çак кун Раççей, тĕнче историйĕнче капашсăр пысăк вырăн йышăнать. Юрий Гагарин уçлăха вĕçсе хăпарни пурнăçăн хăйне май çĕнĕ тапхăрне пуçлать.

Мăнаçлану, хăпартлану, çĕкленӳллĕ кăмăл, савăнăç куççулĕ — совет çыннисен чĕрисем çак кун телейпе тулнă паллах. Кун хыççăн мĕн чухлĕ Юрий çуралман-ши çĕршывра? Ашшĕ-амăшĕ çут тĕнчене килнĕ ывăлĕсене ырлăхпа сывлăх сунса çăлтăрсем патне вĕçме пилленĕ. Пĕрремĕш космонавт тĕслĕхĕпе хавхалантарса ачисене çĕршывшăн юрăхлă çитĕнтерме талпăннă.

Чăвашра та сахал мар Гагарина сума суса унпа пĕр ятпа çӳрекенсем. Паллă ентешĕмĕрсемпе те мухтанатпăр эпир. Пĕчĕк чăваш çĕрĕнче те уçлăха хăпарма тивĕç пулнă виçĕ космонавт вăй илсе çитĕннĕ-çке. Çавăнпах çак уяв уйрăмах çывăх пире. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ял каччи Андриян Николаев чăваш ятне ĕмĕрлĕх тĕнче шайне çĕкленĕ. Карапран вĕçерĕнсе уçлăхра ирĕклĕ ишеве пуçласа тухнипе те паллă вăл. Çĕршыв кăна мар, тĕнче сывламасăр тенĕ пек итленĕ çак хыпара. Чăваш халăхĕ — уйрăмах. Мухтавлă ентешĕмĕр «Восток-3» караппа çӳлтен-çӳле вĕçнĕренпе кăçалхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче шăп та лăп 60 çул пулать.

Улатăр районĕнчи Кире поселокĕнчен тухнă Раççей Геройĕпе Николай Бударинпа та, ачалăхĕпе çамрăклăхне Улатăр хулинче ирттернĕ Совет Союзĕн Геройĕпе Муса Манаровпа та мăнаçланатпăр эпир. Çапах та космонавтика пирки калаçма пуçласассăн ытларах Андриян Григорьевича аса илетпĕр. Ун ячĕпе лартнă палăксем те, парксемпе скверсем те мăнаçлăх туйăмне çĕклеççĕ. Ентешĕсем пушшех те асра тытаççĕ ăна. Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ ячĕпе час-часах тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Мĕнле-ха унсăрăн? Космонавтика кунне анлăн палăртаççĕ Шуршăлсем. Сумлă хăнасем те йышлăн пухăнаççĕ кунта.

Шуршăлсем кăна-и, республикăри кашни хулапа районта кăна та мар, кашни ялта мероприяти йĕркелерĕç çак кун. Вулавăшсем, культура çурчĕсем тĕрлĕ конкурс-викторина ирттерчĕç. Космонавтсене халалласа республикăра вырнаçтарнă палăксем умне чĕрĕ чечексем хурса пуç тайрĕç, этемлĕх тĕнче уçлăхне хăпарнине уяв вырăнне хурса концертсем йĕркелерĕç. Андриян Николаев космонавт-летчикăн Шупашкарти палăкĕ умĕнче йĕркеленĕ мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Паллă ентешĕмĕре сума суса чĕрĕ чечексем хучĕ. Наци библиотеки «Çăлтăрлă çул паттăрĕсем» литература куравĕ йĕркеленĕ. Космонавтика историйĕпе, пурнăçĕсене тĕнче уçлăхĕпе çыхăнтарнă инженерсемпе ăсчахсен кун-çулĕпе паллаштарать кĕнеке-журнал.

Çак куна спортпа сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем те хăйне май паллă тума хăнăхнă. Икĕ кустăрмаллă урхамаха — велосипеда — кăмăллакансем 70 çухрăм ярăнса ăмăртассине йăлана кĕртнĕ. «Спица çинчи хĕвел» велоюхăм Андриян Николаев ячĕллĕ Шуршăлти мемориал комплексĕпе пĕрле йĕркелекен чупу шăмат кун иртнĕ. Юрий Гагарин палăкĕ умне чечек хунинчен пуçланĕ вăл. Кун хыççăн педаль тапса — Шуршăла. Унта кăмăл тăвакансен пурин те хутшăнма юрать. Чи кирли — велосипед юсавлă пулмалла. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


«Турчка урам» илĕртрĕ

Пушкăртстан тăрăхĕнчи Суук-Чишма ял историйĕ 1923 çултанпа çырăнать. Ăна Сихун сала çыннисем никĕсленĕ. Вĕсем Успени тĕн уявĕнче, тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ хыççăн, çĕнĕ çĕре куçнă. Çурт хăпартмашкăн, хуралтă çавăрмашкăн пуçланă. Çĕнĕ ялта пӳртсене пĕр йĕрпе лартнă. Малтанхи вăхăтра урам ячĕсем пулман. Апла тăк вăл е ку вырăна мĕнле палăртнă-ха? Пĕрремĕшне «Пысăк урам» теме пуçланă. Иккĕмĕшĕ вăрман хĕррипе иртнĕ. Ĕç хатĕрне аса илтернĕрен чăвашсем «Турчка урам» ят панă ăна. Унтанпа пурнăç улшăннă, çĕнĕ ăру килнĕ. Халĕ хут çинче çав урам ячĕсем урăхла çырăнаççĕ паллах. Çапах ял-йыш халăхра сарăлнă малтанхи ятсене те манмасть.

Тăван чĕлхепе калаçасшăн

Ĕпхӳ çывăхĕнчи Суук-Чишма ялĕ пысăкланса-аталанса пырать. Вăй питтисем кермен пек çуртсем хăпартаççĕ. Ял-йыш тавралăха хăтлăх кӳрет. Пушкăрт Республикин Халăхсен туслăх çурчĕн филиалĕн — историпе культура центрĕн — ертӳçи Светлана Матвеева каланă тăрăх, иртнĕ ĕмĕрĕн 90- мĕш çулĕсем çитиччен çакăнта чăвашсем кăна тĕпленнĕ. Паян вара тĕрлĕ халăх çыннисем туслă пурăнаççĕ. «Аэропорт инçех мар вырнаçнă. Чăвашсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе унта ĕçлеме çӳреççĕ. Диспетчерта, бухгалтерта, стюардра, тирпейлӳçĕре... тăрăшаççĕ. Çăмăл машинăллисем Ĕпхӳ хулине каяççĕ, унта тĕрлĕ организацире вăй хураççĕ», — тет Светлана Семеновна.

Хальхи ăру, ытти çĕрти пекех, амăшĕн чĕлхине ăса хывайманни пăшăрхантарать ăна. Чи малтан, паллах, шкулта чăваш чĕлхи сехечĕсене кĕскетни ура хурать. Светлана Матвеева, сăмахран, центра çӳрекен ачасемпе тĕрлĕ ыйтупа калаçу йĕркелет. Программăна чăвашла сăвăсем, юрăсем кĕртет вăл. «Кайăксен кунне халалланă тĕл пулура, сăмахран, çунатлă туссен ячĕсене вырăсла та, чăвашла та каларăмăр», — пĕчĕккисен сăмах саппасне пысăклатмашкăн май тупнине çирĕплетет хĕрарăм.

«Шевле» фольклор ансамблĕнчи ачасем шкултан вĕренсе тухнă. Çавна май пуçламăш классенче пĕлӳ илекенсене çĕнĕ йыша илнĕ. «Чăвашла пĕлменнисемпе уйрăммăн ĕçлеме тивет. Вĕсене кашни сăмах пĕлтерĕшне ăнлантаратăп. Юрать, хăшĕ-пĕри аслашшĕ-асламăшĕпе чăвашла калаçать. Çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕпе вырăсла пуплет. Тĕпренчĕксем вара тăван чĕлхене манăçа кăларасшăн мар. Тĕслĕхрен, пĕр çемьере упăшки — чăваш, арăмĕ — пушкăрт. Фольклор ушкăнĕнче пултарулăхне аталантаракан хĕрĕсем чăвашла кăмăлтан вĕренеççĕ», — чунне уçать Светлана Матвеева.

Кăрмăскал районĕнче анатри чăвашсем тĕпленнĕ. Хальхи ăру йăх-несĕлĕн çи-пуçне типтерлĕ упрать. «Шевле» фольклор ушкăнĕ чăмăртаннăранпа кăçал 55 çул çитет. Ăна манăн анне Ольга Васильева йĕркеленĕ. Вырăнти артистсем тĕрлĕ тăрăха концертпа тухса кайнине ас тăватăп. Пултарулăх ушкăнне телекуравпа тăтăш кăтартатчĕç. Сцена ăстисен витĕмĕпе авалхи çи-пуç сых-ланса юлнă», — палăртать чăваш культурине аталантаракан хĕрарăм.

Малтанхи çулсенче ялта чăваш туйĕ йĕркеленине куç умне кăларать вăл. Халĕ наци йăли-йĕркине пăхăнса çемье çавăракан сахал. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, пĕр килте чăвашла тумланса-юрласа туй кĕрлеттернĕ. Кăçал кӳршĕ ялта пурăнакансем наци йăли-йĕркине тĕпе хурса мăшăрланасшăн. Вĕсем уява хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Туй арăмĕсем саркаланса ташланине курмашкăн, ахăртнех, халăх нумай пуçтарăнĕ.

«Ашшĕ-амăшĕнчен юлнă авалхи çи-пуçа ачисем чăвашсен историпе культура центрне параççĕ. Киввине йĕркене кĕртетĕп. Юрăхсăра тухнипе пукане тумтирĕ çĕлеме усă куратăп», — тăсăлать калаçу. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   


Чунра юрату пулмасан…

«…Чăн-чăн юратăва тĕнче уçлăхĕпе танлаштарма пулать. Хĕвел вучĕллĕн юратма кашни çын пултараймасть. Савнă çыншăн вутта кĕме те, шыва сикме те хатĕр пулмалла. Юрату хавхалантарать, чуна çунатлантарать. Юрату вутне лексе курмасăр пурнăç техĕмне туйма çук.

Юрату вăл — мăшăр çунат. Хĕвеллĕ тӳпере ыткăнтарать, аçа çапса çăвакан çумăр айне те пусарать, юрлă-пăрлă çил-тăманра аташтарать. Юрату пуш хире те чечеклентерет, çут çанталăк вара тĕлĕнмелле ачаш та хитре кĕвĕпе тулать. Кашни çын ырă пирĕшти пекех туйăнать. Пулма пултарайман чăнлăх вăл — юрату...»

Чи асамлă туйăм çинчен çакăн пек шухăшлать вăл — Чăваш наци библиотекин искусствăпа литература пайĕнче информаципе тивĕçтерекен тата массăллă ĕçшĕн яваплă тĕп специалист Вера Архипова. Наци библиотекин «Мерчен» юрă-кĕвĕ тĕпелĕн хуçи те вăлах — черчен те сăпайлă Вера Севастьяновна. Республика, хула шайĕнчи тĕрлĕ мероприяти пуçаруçи вăл. Чăваш наци конгресĕнче — культура комитечĕн ертӳçи. РФ Журналистсен союзĕн членĕ. Нестер Янкас, Алексей Талвир, Иван Яковлев ячĕллĕ чăваш наци премийĕсен лауреачĕ. Унăн пархатарлă ĕçĕсен списокне темĕн вăрăмăш тăсса кайма пулать. Çавăнпа тӳрех ыйту çуралать — мĕнле майпа пур çĕре те, пур ĕçе те ĕлкĕрет-ха вăл? Ăçтан вăй-хал çитерет? Статьяна ахальтен мар юрату çинчен пуçларăмăр. Ĕçе, пурнăçа, çынна юратни çав таран хавхалану кӳрет те ăна, чунĕ ырăлăхпа тапса тăраканскерне.

Чи малтанах «Мерчен» тĕпелĕн сăпайлă хуçи пек пĕлеççĕ ăна. Çавăнпах юрă-кĕвĕ тĕпелĕпе тĕплĕнрех паллашар-ха. «Мерчен» 2012 çулта ĕçлеме пуçланă. Ăна аталантарма ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ С.Макарова, музыка тĕпчевçи М.Кондратьев профессор, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Н.Казаков композитор пулăшнă. Халĕ «Мерчене» Раççей шайĕнче те лайăх пĕлеççĕ.

Маттур çак пике Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ашшĕ Севастиан Михайлович шкул директорĕнче ĕçленĕ, амăшĕ Ольга Александровна ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ.

«Анне шкулта фольклор ансамблĕ йĕркеленĕччĕ, унта ватти-вĕтти çӳретчĕ. Районти ялсене те концертпа каяттăмăр. Атте çыравçăсемпе, ӳнерçĕсемпе, артистсемпе, республикăри паллă çынсемпе туслăччĕ. Вĕсене шкула тĕл пулăва яланах чĕнетчĕ. Совет Союзĕн Геройĕ Федот Орлов хăнара пулни халĕ те асра. Паттăр летчик чăваш улăпĕ пекех туйăнчĕ мана. Герасим Харлампьев илĕртӳллĕ калаçма пĕлетчĕ, хаваслăхĕпе, ăшă куллипе тыткăнлатчĕ. Мĕн ачаранпах тăван культурăн чĕрĕ юхăмĕнче «ишнĕ» эпĕ», — каласа кăтартать хăй çинчен Вера Архипова.

Çак туртăм унăн ачисене те куçнă. Хĕрĕ Янина педагогика университечĕн ӳнерпе графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Кĕçĕнни Максимилиан журналистикăра калем çивĕчлĕхне тĕрĕслет. Вера Севастиановна хăй вара Хусанти культура институтĕнче ăс пухнă.

«1985 çулта институт дипломне алла илсен Шупашкарти Корней Чуковский ячĕллĕ ача-пăча библиотекинче ĕçлеме пуçларăм. Çынсемпе ĕçлес, мероприятисем ирттерес килетчĕ. Çĕнĕ кĕнекесен хăтлавĕсене йĕркелеме пуçларăм. Ачасем йышлăн пуçтарăнатчĕç. Çакна кура тĕрлĕ темăпа тĕл пулусем ирттерме тытăнтăм. «Вера Севастиановна килсен библиотека ĕçĕ уçăлсах кайрĕ», — тетчĕ Елена Васильева, методикăпа библиографи уйрăмĕн ертӳçи», — аса илет çамрăклăхне Вера Архипова.

Паян вăл тĕп ĕçĕнче вăй хунисĕр пуçне чăвашлăх юхăмне хастар хутшăнса вăйлă карап пек ишет малалла. Хăй хыççăн ыттисене те хăватлăн ертсе пырать. Хастар хĕрарăмăн пултарулăхне, хастарлăхне хак парса ăна нумай-нумай хисеп хучĕпе чысланă. Вера Севастиановна — Раççей, республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурс лауреачĕ. Çĕршыври ача-пăча çыравçисен пĕрлешĕвĕн «Светоч просвещения» орденне тивĕçнĕ вăл.

Çак кунсенче вара Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕшĕн тĕлĕнмелле хĕрӳ вăхăт — Шупашкарта ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче пĕтĕм чăвашăн «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсĕ иртет. Ăна çӳллĕ шайра йĕркелессишĕн яланхи пекех Вера Архипова ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ тăрăшать. Унăн лауреачĕсемпе, çĕнĕ ятсемпе вулакана каярахпа паллаштарăпăр-ха. Халĕ вара Архиповсен йăхĕ çинчен малалла вуласа пĕлер. <...>

Рита АРТИ хатĕрленĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.