«Хресчен сасси» 14 № /2902/ 13.04.2022
Хăмла ылтăнпа танах
Юлашки вăхăтра çĕршывра, республикăра хăмла отрасльне аталантарасси çивĕч тăрать. Çакă рынокра «симĕс ылтăн» çителĕксĕррипе, ăна тупса илме йывăрланнипе те çыхăннă. Чĕр тавар сахалли сăра завочĕсене те йывăрлăха кĕртсе ÿкерет. Аркатма çур кун та çителĕклĕ.
Чăвашсем хăмла авалтан туса илнĕ. Вăрманта хăй тĕллĕн ÿсекен «симĕс ылтăна» татса сăра вĕретнĕ. 1870 çулта çĕршывра чикĕ леш енчен юриех хунавсем туянса лартма тытăннă. Асăннă культура пирĕн тăрăхра та тымар янă. 19-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче вăл 1,5 пин гектар йышăннă. 1980-мĕш çулсенче «симĕс ылтăн» 3,5 пин гектара çитнĕ. Çĕршывра чĕр тавар туса илнĕ çĕрте чăваш хăмлин тÿпи 75-80% пулнă. Рынок тапхăрне кĕнĕ май хăмла пахчисем пушанма тытăннă. Продукци япăх сутăннăран хуçалăхсем тупăшлăрах культура акма-лартма ирĕксĕрех пуçăннă. 2020 çул тĕлне республикăра «симĕс ылтăн» лаптăкĕ 200 гектар кăна юлнă. Гектар тухăçлăхĕ 18,5 центнерпа танлашнă. Хальхи вăхăтра хăмла пахчисем Етĕрне, Вăрмар, Вăрнар, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче кăна упранса юлнă темелле. Хăмла лаптăкĕ 99,8-тан 107,8 гектара çитнĕ.
Импорта хамăрăн таварпа улăштарасси çивĕчленнĕ май хăмла отрасльне аталантарасси те тĕп вырăнта. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, çĕршыва çулсерен 9 пин тонна хăмла кирлĕ, хальлĕхе вара 200 тонна кăна туса илеççĕ-ха. Культурăна Чăваш Енре, Мари Республикинче, Воронеж, Белгород облаçĕсемпе Алтай крайĕнче çитĕнтереççĕ. Санкци кĕртни, чикĕсем хупăнни рынокра хăмла çителĕксĕррине систерме тытăнчĕ. Раççейри сăра завочĕсем хăмлаçăсене пулăшма, отрасле аталантарма программа йышăнма сĕнеççĕ. Чĕр тавар пулмасан продукци мĕнле хатĕрлесе кăлармалла вĕсен?
Пăтрашуллă лару-тăрăва пăхмасăр Чăваш Енре культурăна пăрахăçа кăларманни шанăç кÿрет. Республикăра хăмлан çĕнĕ сорчĕсене тĕпчессипе, селекципе Çĕрпÿри Ял хуçалăхĕн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ те ĕçлет. Унта 250 ытла сорт упранать. Ытларах «московский ранний», «подвязный», «фаворит» сортсене çитĕнтереççĕ. Анчах пушанса юлнă хăмла пахчине тепĕр хут йĕркене кĕртме çăмăл пулмĕ. Çитменнине, вăрах вăхăт усă курманран техника, оборудовани, управсем те юрăхсăра тухнă. Чĕр тавара типĕтмешкĕн оборудование Раççейре те хатĕрлесе кăлараççĕ. Анчах татса пуçтарма комбайн çукки йывăрлăх кăларса тăратать. Ютран туянма вара хаклă. Министр палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра хăмла туса илмелли, тирпейлемелли техникăпа оборудование вырăнтах хатĕрлессипе ыйтупа ĕçлеççĕ. Çакă отрасле тăкаксене саплаштарса тупăш çулĕ çине кăларассине 10-12-рен 5-6 çула чакарать. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Хастарсем пуртан ял пурăнать
Патăрьел районĕнчи Турханти врач офисĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов çинчен илтмен-пĕлмен çын çук пулĕ республикăра. Вăл тухтăр та, вырăнти медик-волонтерсен ертÿçи те. Турханти вăтам шкулта вĕренекенсемпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Унсăр пуçне унăн кил тĕрĕшре ĕçлемелли те чылай-çке. Ял тухтăрĕ пур çĕре те епле ĕлкĕрет-ши?
«Тăван чĕлхепе сиплеме çăмăлрах»
Тĕлĕнмелле çын вăл — Анатолий Валентинович. Ахальтен мар ăна ял-йыш Турă вырăнне хурса хаклать. «Унсăрăн эпир тахçанах леш тĕнчене ăсанмалла», — теççĕ вĕсем. Чăн та, хăйĕн ĕçне чунран юратать вăл. Ахальтен мар ачаранах тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. «Юля аппа медсестрара ĕçленĕ. Анне те вырăнти психикăпа неврологи интернатĕнче санитаркăра тăрăшнă. Таса, тирпейлĕ пуласси унран куçнă мана. Малтанах Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухрăм. Кайран — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен. Хамăн тĕллеве тÿрех пурнăçлаймарăм: аслă шкула виççĕмĕш хутĕнче вĕренме кĕтĕм-кĕтĕмех. Куçăн мар майпа психиатр, нарколог специальноçĕсене алла илтĕм. Мăшăрăм Алина та медсестрара тăрăшать. Телее, вăл мана ăнланать, пулăшать. Эпир унпа виçĕ ача çитĕнтеретпĕр», — кĕскен паллаштарчĕ хăйĕн кун-çулĕпе Анатолий Кольцов. Ун пирки ку тăрăхра ырласа калаçнине тахçанах илтнĕ. Ахальтен мар хăй вăхăтĕнче ăна усал чир çулăхсан сипленмешкĕн укçа-тенкĕ пуçтарнă ял халăхĕ. Юратакан, хисеплекен çынна çеç çапла сума сăвать ял-йыш. Çавăнпах пулĕ ырă тунине ырăпах тавăрма шухăшланă тухтăр. Ун патне участокри çынсем çеç мар, таврари ялсенчен те килеççĕ. Вăл вара хăть кама та йышăнать. Пулăшу ыйтса килнĕ çынна нихăçан та каялла кăларса ямасть. Ытти ĕçчене те сăпайлă, ырă кăмăллă пулма вĕрентет. «Вĕсем пирĕн пата сывлăх шыраса килеççĕ-çке. Кун пек чухне йышăнмасăр пултараймастпăр», — терĕ вăл.
Ял çыннине чир-чĕр çинчен лайăхрах ăнлантарас тĕллевпе чăвашла кĕнекесем кăларать Анатолий Валентинович. Вĕсене халăха салатса парать. «Чирлĕ çынна тăван чĕлхепе сиплеме çăмăл мана, — терĕ вăл. — Кун пек ăнлантарма та аванрах. Чир тесе пăшăрханма, алă усса ларма кирлĕ мар, унпа кĕрешмелле. Кун пек чухне мана психиатр профессине алла илни пулăшать. «Атя, санпа кăмăлтан калаçатпăр. Чир шала ан кайтăр тесе кĕнеке вуласа пăх, курăкпа сиплен», — тесе лăплантаратăп хам пата килекене. Çын хăйĕн чирĕ çинчен ытларах пĕлсен мана сиплеме çăмăлрах», — малалла сÿтĕлчĕ сăмах çăмхи. Çакна та асăнма кăмăллă: Анатолий Кольцов хăйĕн ĕçне çамрăк ăрăва та явăçтарать. Вĕсемпе занятисем ирттерет, тĕрлĕ акци йĕркелет. Ял халăхĕн сывлăхне тĕрĕслеме те пулăшаççĕ вĕсем. «Эпĕ çак çĕр çине ĕмĕрлĕх килмен. Хам вырăна хатĕрлетĕп вĕсене», — терĕ кăмăллăн. Чăн та, хăйсен кун-çулне медицинăпа çыхăнтаракан çамрăксем ку тăрăхра сахал мар. Акă Анна Нестеровăпа Кристина Егорова — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетĕнче, Александр Шайдуков Шупашкарти медицина колледжĕнче вĕренеççĕ. Анатолий Валентиновичăн ывăлĕ Андрей та çак тĕллевпех пурăнать. Вăл кăçал 11-мĕш класра ăс пухать. Тепĕр ырă тĕслĕхпе те паллаштарас килет вулакана: ял тухтăрĕ врач амбулаторине ăста специалистсене, профессорсене чĕнсе илет. Медицина училищисенче, колледжсенче вĕренекенсене практика ирттерме майсем туса парать.
Сывлăхĕсене тĕплĕнрех тĕрĕслеттерес тĕллевпе ялти кинемейсемпе мучисене маларах Шупашкара поликлиникăсене хăех машинăпа илсе çÿренĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынна тухтăр яланах алă тăсса парать.<...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Çырла çитĕнтерме, ăратлă выльăх ĕрчетме
ЧР Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Алина Семенова, Марина Васильева пай пуçлăхĕ 2022 çулта АПКна паракан патшалăх пулăшăвĕпе «тÿрĕ эфир» ирттерчĕç.
Алина Витальевна палăртнă тăрăх, кăçал АПКна 69 енĕпе патшалăх пулăшăвĕ памалла, çав шутра федерацирен — 40, регионтан — 29. Юлашки виçĕ çулта агропромышленноç комплексне республикăран тĕревлесси те пысăкланнă. Отраслĕн тухăçлăхĕ ÿссех пырать, çулталăк пуçламăшĕнче вăл 12,7% танлашнă. Кăçал ÿсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх отраслĕсене те курăмлă пулăшу пама пăхнă. Ял хуçалăх техники, оборудовани илсен те тăкаксен 40% яхăн тавăрма май пур. Çакă хуçалăхсене чĕр таварăн хăй хаклăхне чакарма пулăшать, тухăçлăха ÿстерет. Пĕчĕк формăллă хуçалăхсен те «Агростартап», «Çемье ферми», «Перспектива» программăсемпе усă курса ĕç-хĕле аталантарма пулать. Ял хуçалăх кооперативĕсене грант тата субсиди уйăраççĕ. Ял территорийĕсене аталантарма 2022 çулта 1,3 млрд тенкĕ тăкаклама пăхнă. Укçа ялсенче социаллă культура обћекчĕсем, ФАП, çул-йĕр тума, юсама, шывпа тивĕçтерме кайĕ. Çавăн пекех ялта пурăнакансен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма çăмăллăх ипотеки уйăрĕç. Яла комплекслă аталантарма, хăтлăлатма, халăх пуçарăвĕпе проектсем, документсем хатĕрлеме, компактлă çурт-йĕр тума та патшалăх енчен тĕрев пулĕ.
Алина Семенова 2022 çултан аграрисене пулăшассине анлăлатнине палăртрĕ. Кăçалтан сад çырлипе ĕçлекенсем те патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарĕç. Чăваш Енре çырла туса илнин малашлăхĕ пысăк. Çак енĕпе ĕçлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Муркаш, Шупашкар районĕсенче пурăнакансем унпа уйрăмах кăсăкланаççĕ, сиплĕ çимĕçе туса илсе сутаççĕ. Иртнĕ çул республикăри 10 фермер сад çырли çитĕнтерме «Агростартап», «Перспектива» программăсемпе грантсем тивĕçнĕ. Хунав, удобрени, тумласа шăварма оборудовани, ытти материал туянма, агротехнологи ĕçĕсене ирттерме кайнă тăкаксене саплаштараççĕ /80% ытла мар/. Грант илмешкĕн хунав сортлă пулнине çирĕплетекен сертификат, çĕр лаптăкĕ харпăрлăхра е арендăра /2 çултан кая мар/ пулнин докуменчĕ кирлĕ. Конкурса хутшăнас текенсен çырла лаптăкĕ 1 гектартан сахал мар йышăнмалла, гранта тивĕçсен ăна 5 гектар лартмалла, агротехника ĕçĕсене пурнăçламалла. Республикăра çырла лаптăкĕ çулсерен 20 гектар пысăкланмалла. Çак тĕллевпе кăçал бюджетран 24,8 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Ентешсемпе мăнаçланатпăр
Ĕнер республикăра Космонавтика кунне паллă тунă. Юрий Гагарин тата Андриян Николаев тĕнче уçлăхĕн паттăрĕсен палăкĕсен умне ентешсем чылаййăн пуçтарăннă. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă.
«Андриян Николаевăн кун-çулĕ Чăваш Енри арçын ачасемпе хĕрачасемшĕн — тĕслĕх вырăнĕнче. Ахальтен мар ăна пула чылайăшĕ вĕсенчен хăйсен пурнăçне космонавтикăпа тата авиаципе çыхăнтарнă», — тенĕ Олег Алексеевич. Иртнĕ çул СССР космонавт летчикĕн А.Г.Николаевăн Асăну комплексĕ ЧР Пуçлăхĕн 1 млн тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ. Унпа ятарлă проекта пурнăçламалла. Унсăр пуçне 2023-2024 çулсем тĕлне А.Г.Николаев ячĕллĕ сад-парка тата музее юсаса çĕнетме палăртнă.
«Эпир ентешсемпе мăнаçланатпăр. Паллă ентешсен çулталăкне шăпах вĕсене халалланă. Ятран асăнатпăр: Андриян Николаев, Николай Бударин, Муса Манаров тата хăйсен ĕçне, тĕллевĕсене пурнăçлама пултарнă, йывăрлăха çĕнтерсе, шанчăка çухатман ытти çын. Çакнашкал майпа çеç уçлăха парăнтарма пулать», — пĕтĕмлетнĕ хăйĕн сăмахне Олег Алексеевич. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Шахматла вылятчĕ, çĕре юрататчĕ»
Чăваш çыравçин, журналистăн, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕн Петĕр Çăлкуçăн Кузьминăн 70 çулхи юбилейне халалласа К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче асăну каçĕ иртрĕ. Унта унăн çемйи, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем, юлташĕсем, çыравçăсем хутшăнчĕç.
Петр Николаевич хăйĕн пурнăçĕнче ытларах Чăваш Енри ача-пăча хаçат-журналĕнче ĕçленĕ. ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров палăртнă тăрăх, чылай çамрăка литература çулĕ çине тăма пулăшнă. Шкул ачисемпе ирттернĕ конкурссене яланах хутшăннă вăл. Ачасене кăмăлланăранах редакцие экскурсие чĕннĕ, тĕлпулусем йĕркеленĕ. Ахальтен мар Петĕр Çăлкуç ача-пăча поэзине суйласа илнĕ те.
Виталий Родионов филологи наукисен докторĕ пĕлтернĕ тăрăх, малтан вăл спорт поэзине аталантарма шут тытнă. Хăй çапла каланă юлташĕсене. Каярахпа вара ачасем валли илĕртÿллĕ сăвăсем çырма тытăннă. Унăн хайлавĕсене пухса кĕнеке кăлармалли çинчен пĕлтерчĕ Виталий Григорьевич. Çак шухăша ыттисем те ырларĕç.
«Чăваш литературинче хальхи вăхăтра çамрăк çыравçăсем çукки пăшăрхантарать, — терĕ Василий Кервен поэт. — Ку вăл — халăх трагедийĕ. Марисен, тутарсен çамрăкĕсем хастар ку енĕпе. Ирçе халăхĕн те çыракан яшсем пур. Вырăс та ку тĕлĕшпе пуçаруллă. Шел те, чăвашсен çамрăк çыравçăсем çукпа пĕрех. Çакă халăх хавшанине пĕлтерет. Кун пирки пирĕн шухăшламаллах». Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче паллă сăвăçсем çамрăксемпе семинарсем ирттернине палăртрĕ Василий Гаврилович. Сăмахран, Петĕр Çăлкуç хăйĕн пултарулăхне Петĕр Хусанкай патĕнче туптанине аса илчĕ, хăй вара — Александр Алка патĕнче. «Çавăнпа ăсталăхĕ лайăх аталаннă унăн», — терĕç каçа хутшăннисем. Çакна та асăнма кăмăллă: Петĕр Çăлкуç С.Михалков, В.Высоцкий, Г.Тукай, М.Лермонтов, А.Барто сăввисене, Раççей халăхĕсен юмахĕсене чăвашла куçарнă. Чи паллă ĕçĕ — «Тăхăр уйăх» лирика-публицистика поэми.<...>
Валентина МАКСИМОВА.
♦ ♦ ♦
Чи кирли - тăнăç пурнăç
Донбасран Чăваш Ене эвакуаципе 1075 çын килнĕ, вĕсенчен 253-шĕ ачасем. 846-шне вăхăтлăх пурăнмалли пунктсене вырнаçтарнă, 132 çын тăванĕсем патĕнче пурăнать. 55-шĕ Чăваш Енрен кайма та ĕлкĕрнĕ: 11-шĕ — ют çĕршывсене, 44 çын Раççейĕн урăх субъекчĕсене куçнă.
Тарса килнисене медицина тĕрĕслевĕ ирттернĕ, 43 çынна больницăна вырнаçтарнă, вĕсен йышĕнче коронавируспа чирлекенсем те пур. Унсăр пуçне вырăнпа выртакансемте. Нуша куракансене тухтăрсем сиплеме тăрăшаççĕ. Вăхăтлăх пурăнмалли пунктсенчи çынсене кунне виçĕ хутчен апат çитереççĕ, ачасемпе çамрăксене вара — тăватă хутчен. Çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерме те пултараççĕ вăй питтисене. Сăмахран, «Эткер» лагерьте шăпах çак ыйтăва сÿтсе явнă. Трактор, Сĕнтĕрвăрринчи кабель завочĕсем, «Химпром» предприяти вĕсене ĕçе йышăнма хатĕр. Трактор завочĕ ĕçе вырнаçсанах 10-шар пин тенкĕ парса пулăшма пултарнине палăртнă. Хваттер тара тытакансене те компенсаци парса пулăшасшăн. «Химпром» предприяти те хăйсем патне ĕçе вырнаçсан общежитипе тивĕçтерме пултарать.
Эвакуаципе килнĕ ачасем те пĕлÿ илмесĕр юлмĕç. Вĕсене Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Муркаш районĕсенчи шкулсене вырнаçтараççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, Чăваш Ен нуша куракансене мĕн пур тĕлĕшпе пулăшма хатĕр. Сăмахран, ыр кăмăллăх акцие хутшăнса кăна кĕске вăхăтра 11 млн тенкĕ пуçтарнă. Улатăрти ĕçпе тыл ветеранĕ Анатолий Подгорнов. Донбасс ачисене пулăшас тĕллевпе 400 пин тенкĕ панă. 94 çулти ветеран ырă ĕçрен пăрăнса юлман.
Анатолий Подгорнов Улатăр районĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вăл çула çитмен çамрăк пулнă. Малтанах вырăнти мастерскойра ĕçленĕ. Каярахпа салтака кайнă, Улатăрта машинист профессине алла илнĕ. Направленипе Свердловск тăрăхне лекнĕ, унта 22 çул ĕçленĕ. 1984 çултан пуçласа 2000 çулччен арçын Украинăри Никополь хулинче пурăннă. Халĕ, 2000 çултан пуçласа, Чăваш Енре кун кунлать. «Эпĕ ачасене шеллетĕп. Хамăр та нуша курса çитĕнтĕмĕр. Пире, виçĕ пĕртăвана, анне пĕччен ÿстернĕ. Çавăнпа та ачасене пулăшас килет. Чи кирли пурнăçра — тăнăç пурнăç», — тет вăл.<...>
Валентина НИКОЛАЕВА.
♦ ♦ ♦
Телейне ĕçре тупнă
Муркаш районĕнчи «Ударник» колхоз ячĕ-шывĕ хăй вăхăтĕнче кĕрлесе çеç тăнă. Раççейре малта пыракан вунă хуçалăхран пĕри пулнă вăл. Ăна Платон Давыдов ертсе пынă.
Хуçалăх çĕр улми çитĕнтерес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленĕ. Унăн вăрлăхне ытти региона та сутнă. Унсăр пуçне хăмла та чылай ÿстернĕ. Выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Çапла майпа ĕç-хĕле йĕркелесе пынă. Платон Павловича ЧР тава тивĕçлĕ экономисчĕ Лилия Васильева ĕçре пулăшса пынă. Вăл унăн сылтăм алли вырăнĕнчех пулнă. Лилия Ивановна тĕп бухгалтерта 30 çул ытла тăрăшрĕ. Хăйĕн профессине чунтанах юратнă. Тĕрĕссипе, телейне, савăнăçне ĕçре тупнă хĕрарăм.
Лилия Васильева Кашмаш ялĕнче вĕрентекенсен çемйинче çуралнă. Ачалăхĕ Элĕк районĕнчи Анатри Хурасанта иртнĕ. Пĕчĕкренех колхозра ĕçленĕ: çурлапа тырă вырнă, утă çулнă, ытти ĕçе пурнăçланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи йывăр пурнăçа та чăтса ирттернĕ. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хулана кайнă, бухгалтера вĕренсе тухнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех юратнă ĕçĕнче тăрăшнă. Мăшăрĕ Василий Димитриевич питĕ пултаруллă механизатор пулнă. Çуллахи вăхăтра комбайн штурвалĕ умне ларнă. Темиçе хутчен те вырмара çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.<...>
Илья ЯКОВЛЕВ.
Муркаш районĕ
♦ ♦ ♦
Çĕр пин тĕрĕ…
Хĕрлĕ Чутай районĕнче аслă çултисем, ача-пăча хаваспах чăваш тĕррине алла илеççĕ, ăсталăха туптаççĕ.
«Мĕнле пуян чăваш тĕрри,
– Унта пин-пин çулсен йĕрри,
Унта хăват илет çĕнни,
Çынсем ĕмĕртенпе кĕтни...» — палăртнă чăваш халăх поэчĕ В. Давыдов-Анатри. Шурă пир çинчи хĕрлĕ-сарă, кăвак эрешсем куçа илĕртеççĕ, кăмăла çĕклеççĕ. Чăваш тĕрринче тăван халăхăн иксĕлми пуянлăхĕ, аннен ачаш юрри, тăван ял-йыш, ака-суха сасси, илемлĕ çутă çăлтăрсем…
Халăх пуянлăхне, историне манăçа мĕнле кăларăн? Хĕрлĕ Чутай районĕнче чăваш тĕррине чĕртсе тăратассишĕн, упраса хăварассишĕн тăрăшаççĕ. Малашлăх — çамрăксенче. Вĕсене тăван халăх йăли-йĕркипе, культурипе,тĕррипе паллаштараççĕ, илемлĕ тĕрĕ вăрттăнлăхне вĕрентеççĕ, пултаруллă ăстасене палăртаççĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Ача-пăча пултарулăх çуртĕнче Галина Артемьева педагог ертсе пынипе темиçе çул ĕнтĕ çамрăк ăру тĕрлес вăрттăнлăха алла илет. «Чăваш тĕрри» кружокра вăл ачасене чăваш тĕрри-çĕввипе паллаштарать, тĕрлеме вĕрентет. Пир, йĕп, тĕрлĕ тĕслĕ çип… — тĕп ĕç хатĕрĕсем ăстасен аллинче вылянса кăна тăраççĕ. Шап-шурă пир куç умĕнчех илемлĕ эрешпе тулма тытăнать. Хĕрлĕ тĕс ытларах. Вăл — пурнăç тĕсĕ. Наци эрешĕ — чăваш ÿнерĕн пĕлтерĕшĕ. Çак ĕçе тытăниччен чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, унăн историне, культурине аван пĕлмелле. Галина Артемьева ăсталăх класĕсем ирттерет, опычĕпе паллаштарать. Хăй те ăсталăхне республикăри семинарсенче ÿстерет. Пултаруллă педагог ертсе пынипе Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Ача-пăча пултарулăх çуртĕнче çултан-çул чăваш тĕррине тĕрлес енĕпе аталанаççĕ. Ăстасем районти, республикăри, Пĕтĕм Раççейри мероприятисене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.<...>
Валентина КОРАКОВА,
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Ача-пăча пултарулăх çурчĕн ертÿçи.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен…