«ЧЕБДОБРО» филиалĕ уçăлчĕ
Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Борис Клементьев «ЧЕБДОБРО» ыр кăмăллăх проекчĕсен организацийĕн ертӳçипе Роман Родионовпа тĕл пулнăччĕ. Ун чухне вĕсем Красноармейски ялĕнчи йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ çемьесене гуманитарии пулăшăвĕпе тивĕçтермелли пункт уçас ыйтăва та хускатнă.
Вăл сăмах шайĕнче кăна юлмарĕ. Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура «ЧЕБДОБРОн» Красноармейскинчи филиалĕ уçăлчĕ.
Трак енре: «Ыр кăмăллăх организацийĕ Трак енре хăйĕн филиалне уçать», — текен сăмах хăвăрт сарăлнă. Çав кун халăха социаллă пулăшу паракан центра нумай çын пухăнчĕ. Савăк мероприятие Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Борис Клементьев, Трак енри Халăха социаллă пулăшу паракан центр ертӳçи Станислав Григорьев, «ЧЕБДОБРО» ыр кăмăллăх проекчĕсен организацийĕн ертӳçи Роман Родионов хутшăнчĕç.
— «ЧЕБДОБРОн» ырă енĕсене Çĕрпӳре ĕçленĕ чухнех туйса илнĕччĕ, — терĕ Борис Валерьянович. — Унта та вĕсем хăйсен филиалне уçрĕç. Роман Родионовпа çавăн чухне паллашнăччĕ эпĕ. Трак енре вăй хума тытăнсан Роман Михайловичпа çыхăнтăм, пирĕн патра та организацин филиалне уçас шухăш пуррине пĕлтертĕм. Вăл хирĕçлемерĕ.
— РФ Миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Трак енри уйрăмĕ урăх çурта куçнă хыççăн «ЧЕБДОБРОн» япалисене валеçмелли ятарлă пункта кунта уçма питех те меллĕ пулчĕ. Паян чылай çыннăн пурнăçĕ çăмăлах мар. Нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесене ачисене çитĕнтерме ансат мар. «ЧЕБДОБРО» сĕнекен япаласем вĕсемшĕн чăннипех те пысăк пулăшу пулĕç. Мĕн кăна çук кунта: кăкăр ачин тумĕнчен пуçланать те... Çитĕннисем валли те темĕн те пур. Пункт Красноармейски ялĕнчи Ленин урамĕнчи 33-мĕш çуртра вырнаçнă. Хальлĕхе эрнере икĕ кун — ытларикунпа кĕçнерникун — кăнтăрлаччен ĕçлет. Трак тăрăхĕнчи çынсенчен те япаласем йышăнатпăр, — терĕ Станислав Федорович.
— Трак ен пире ăшшăн йышăнчĕ. Сирĕнпе ĕçлеме хавас, — сăмах илчĕ Роман Михайлович. — 2009 çултанпа «ЧЕБДОБРО» ыр кăмăллăх ĕçĕпе пурăнать, Чăваш Енри, Тутарстанри, Чулхулапа Чĕмпĕр облаçĕсенчи социаллă учрежденисене витĕмлĕ пулăшу кӳрет. Йывăрлăх тӳсекене пулăшу кӳме çĕрме пуянсен «FORBES» списокĕнче тăни кирлĕ мар. Чи малтанах тимлĕ тата ырă кăмăллă пулмалла. Пĕрле эпир чылай ĕç тума пултаратпăр. Эпир кирек хăçан та йывăрлăх тӳсекене алă тăсса пама хатĕр. Малашне заявкăсемпе те ĕçлеме пуçлатпăр.
…Гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтермелли пункта пĕрремĕш кунах çынсем йышлăн пухăнчĕç. Вĕсенчен кашниех хăйсене килĕшнĕ япаласене суйласа илеççĕ, районта çакăн евĕрлĕ ыр кăмăллăх ĕçне пуçарнисене чĕререн тав тăваççĕ. «Филиал уçăлать тенине илтсен Инна хĕрĕмпе иксĕмĕр кунта килтĕмĕр. Йышлă ача çитĕнтернĕрен, тен, хăшĕн валли те пулин япала тупăнĕ?» — терĕ Красноармейскинче пурăнакан ултă ача амăшĕ Лилия Иванова.
www.hypar.ru Автор сăн ӳкерчĕкĕ.