Комментари хушас

7 Ака, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 13 (6412) № 07.04.2022

Шартлама сивĕре те тавралăха ӳкерет

— Катя, картинусемпе паллашнă хыççăн сана Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнчи кивĕ чукун çул кĕперне ӳкерме сĕнтĕм. Тем тесен те, художник художниках çав. Эсĕ картина ӳкернĕ чухне çутă ăçтан ӳкнине те шута илнĕ, хăш енчен кĕпер мăнаçлăхне лайăхрах палăртма май пуррине те асăрханă. Тем вăхăтран мана илемлĕ картина парнелерĕн. Вулакансене хăвăнпа çывăхрах паллаштар-ха.

— Эпĕ çуралса ӳснĕ Матикасси ялĕ илемлĕ вырăнта, Шупашкар районĕнче, вырнаçнă. Йĕри-тавра – тарăн çырмасем. Унта эпĕ мĕн ачаранах çулла кĕтӳпе çӳренĕ, çав вăхăтра ĕнесене, сурăхсене, пăрусене ӳкернĕ, çут çанталăка сăнанă. Хĕлле йĕлтĕрпе, çунашкапа ярăнаттăмăр. Çуркуннехи каникулта сурăхсене сăрт çине çитерме тухаттăмăр. Вăрманта хăрăк турат пуçтарса кăвайт чĕртеттĕмĕр, çавăнта кăнтăр апатне черетпе пĕçереттĕмĕр. Питĕ интереслĕ те савăнăçлă иртрĕ ачалăх. Шыва кĕме юрататтăмăр. Çарансене çĕр çырли пуçтарма каяттăмăр. Каç пулсан, кĕтӳ кĕртсен, ăшă кăпăклă сĕт ĕçсе йĕтем çине ĕнесене çитерме каяттăмăр. Эпир, Матикасси ачисем, кашни кун Ишлей шкулне ăс пухма 3 çухрăм утнă. Пирĕн çул çырма, вăрман витĕр, дачăсен çумĕпе иртнĕ. Вăрманта кайăксен юррине итлесе, çут çанталăк илемĕпе киленсе утаттăмăр. Уроксем хыççăн килелле васкамасăр таврăнаттăмăр: вăрманта кăмпа шыраттăмăр, улмуççи садĕнче кашни пан улмие тутанса пăхаттăмăр.

— Ӳкерес туртăм хăçан тата епле çуралчĕ?

— Эпĕ чĕр чунсене питĕ юрататăп, уйрăмах – лашана. Пĕчĕк чухне асанне мана лаша ӳкерме вĕрентетчĕ. Çавăнтанпа ӳкерес туртăм пуçланчĕ те. Вăл вăхăтра лаша çинчен интереслĕ киносем кăтартатчĕç: «Зена – королева воинов», «Зорро».... Çавăн пек урхамах çинчен ĕмĕтленеттĕм. «Эх, манăн та Зоррăнни пек лаша пулсан эпĕ шăхăрсанах вăл ман пата чупса пырĕччĕ те, шкул хыççăн тӳрех килелле вĕçтерĕттĕм», — теттĕм. Лаша сăнарĕ маншăн – вăй-хал, ирĕклĕх, малалла талпăнма хистекен хăват. Шкул пĕтерсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ӳнерпе графика факультетне вĕренме кĕтĕм. Унта художниксемпе, тĕнчипе паллă картинăсемпе паллашрăмăр, ӳнер тĕсĕсене тĕпчерĕмĕр, пленэрсене çӳрерĕмĕр. Çуллă сăрăпа пейзажсем калăплама юрататтăм. Хĕлле, йывăçсем шап-шурă тум тăхăнсан, 31 градус сивве пăхмасăрах урамра çак илеме ӳкертĕм.

— Хăш картина хăвна чи килĕшекенни?

— 2010 çулта Атăл леш енне йĕлтĕрпе каçрăмăр. Сип-симĕс хырсем хĕвелпе киленсе ларнине сăнларăм. Ун чухне вăл маншăн чи илемлĕ картина шутланнă, эпĕ ăна Ишлейре пурăнакан пĕлĕше парнелерĕм. Ăна халĕ те аса илетĕп.

— Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлеме пуçланă вăхăта аса ил-ха. Пĕрремĕш кĕнекене илемлетнине астăватăн-и?

— Кунта 2008 çултанпа компьютер графикин специалисчĕ пулса ĕçлетĕп. Ун чухне мана издательствăн илемлĕх редакторĕсем пĕр хулăнах мар ал çырăвне илемлетме сĕнчĕç. Вăл – Борис Борленăн «Пирĕн çулталăк» ятлă сăвăсен пуххи. Хам илемлетнĕ пĕрремĕш кĕнекене курсан питĕ савăнтăм, çапла вара ача-пăча кăларăмĕсен художникĕ пулса тăтăм.

— Пĕтĕмпе миçе кĕнеке илемлетнĕ эсĕ? Хăшĕ уйрăмах кăмăла каять?

— Эпĕ илемлетнĕ кăларăмсем — тĕрлĕ çулти ачасем валли. Николай Карайăн «Мучи пĕви», Левтина Марьен «Çыран чĕкеçĕ», Ольга Васильевăн «Юхать çăлкуç…», Елена Мустаевăн «Уй варринче çинçе хăва», Василий Сухомлинскин «Наян минтер», «Кĕтмен юрату» хайлавсен пуххисем, Александр Михайловăн «Уланкăсем çула тухсан»… Петĕр Хусанкайăн «Йăпатмăшсем» – питĕ хăйне евĕр кĕнеке, унти халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене чи пĕчĕккисене вуласа пама тата ятарлă пенал çинчи кнопкăсене пусса итлеме пулать. Аудиоматериала Пукане театрĕн артисчĕсем Ольга Тарасовăпа Юрий Теренин хатĕрленĕ. Кун пекки Чăваш кĕнеке издательствинче пĕрремĕш хут тухрĕ. Çакă мана чи кăмăла каяканни пуль. <...>

Дарья МОРОЗОВА.

♦   ♦   ♦


«Нушаллă икĕ тăлăх çемье пĕрлешрĕмĕр»

Патăрьел районĕнчи Çĕньялта пурăнакан Вазюковсем патне пынă вăхăтра арăмĕпе упăшки кӳршĕ яла волейболла выляма кайма хатĕрленетчĕç. «Сирĕн волейбола выляма та вăхăт пур-и?» — çапла ыйтсан кулса ячĕç. «Нумай ачаллă çемьере нимĕн тума та вăхăт çук пек туйăнать-и?» — хуравларĕç вĕсем.

Вазюковсен 9 ача: тăватă хĕр те пилĕк ывăл. Нумай ачаллă çемьене патшалăх программипе çурт çĕклесе панă. Çемье пуçĕ Михаил Николаевич хĕлле Çĕньялти шкулта газооператорта ĕçлет, мăшăрĕ Инна Михайловна çак пĕлӳ çуртĕнче — аслă вожатăй, рисовани урокĕсене те ертсе пырать. Вазюковсем 4 ĕне, пăрусем усраççĕ. Унсăр пуçне çулла утă хатĕрлеççĕ, тыр-пул туса илеççĕ. Хăйсен трактор, комбайн пур.

Çамрăк çемье 9 ача çуратма мĕнле хăраманни çинчен ыйтсан вĕсем çапла хуравларĕç: «Нушаллă икĕ тăлăх çемье пĕрлешсе çавăн чухлĕн пултăмăр эпир». Михаилпа Инна пĕр шкулта вĕреннĕ, пĕр вăхăт туслă та пулнă. Анчах шкул пĕтерсен вĕсен çулĕсем уйрăлнă. Инна Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжне вĕренме кайнă.

«Пĕлӳ илсен хамăр ял каччипе çемье çавăртăм. Анчах Турă пире яланах пĕрле пулма çырмарĕ пуль. Икĕ хĕр çуратнă хыççăн уйрăлтăмăр. Эпĕ Шупашкара куçса кайрăм. Унта пĕр çамрăк арçынпа паллашрăм. Пĕрле пурăнтăмăр, виçĕ ывăл çуралчĕ. Çак мăшăрпа та пĕрле пулма пӳрмерĕ. 5 ачапа яла куçса килтĕм. Юрать, аттепе анне те, пĕртăвансем те ялтах, вĕсем ура çине тăма пулăшрĕç, мана йывăрлăхсене парăнма памарĕç», — каласа кăтартрĕ кил ăшшин управçи.

Михаил Николаевич шкул пĕтерсен салтака кайнă, кайран çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 2 хĕрпе 1 ывăл çуратнă. Анчах виççĕмĕш ачине кун çути кăтартнă хыççăн Михаилăн арăмĕ чирлесе ӳкнĕ. Хĕрарăм йывăр чире парăнтарайман, ачисене тăлăха хăварнă. Пĕччен арçынна виçĕ ачана пăхма çăмăл мар. Ăна тăванĕсем пулăшнă. Çапах ачисем валли амăшĕ кирлине лайăх ăнланнă ашшĕ. Çапла Иннăпа çемье чăмăртама шухăшланă. Туй туса пĕрлешсен тӳрех сакăр ачаллă пулса тăнă.

2016 çулта тăххăрмĕшĕ, Глеб, çуралнă. Вазюковсен тăватă хĕрĕ ялти шкула пĕтернĕ, халĕ Шупашкарта пĕлӳ илеççĕ. Тăваттăшĕ те лайăх вĕреннĕ. Настя шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренекенскер кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

Инна — ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ. Вăл ялти мĕн пур мероприятие хастар хутшăнать. Хăйсем пурăнакан урамра тирпей-илем кĕртсе тăраканни те вăлах. Кил умĕнчи пахчара чечексем ӳстерет, алă ĕçĕн конкурсĕсене хутшăнать. Михаил — ял тăрăхĕн депутачĕ, ашшĕсен шкулти канашĕн председателĕ. Вăл тĕрлĕ спорт ăмăртăвне хутшăнать. Ӳркенсе тăмасть, хăйĕн тракторĕпе ялти субботникре те пулăшать. Вазюковсен ачисем пĕр-пĕрне мĕнле йышăннă-ши? Тӳрех пĕр чĕлхе тупса туслашнă-ши?

«Вĕсем пĕр-пĕрне малтанах палланă. Пĕр ялта пурăнатпăр-çке. Çавăнпа ачасем пĕр-пĕрне ăнланманнине туйман эпир. Килте кашнин хăйĕн ĕçĕ пур. Хĕрсем хулана тухса кайнă хыççăн, мана шута илмесен, арçынсем кăна юлчĕç.

Мана пурте хĕрхенеççĕ, — йăл кулса калаçрĕ Инна. — Вĕсем эрне пуçламăшĕнче камăн мĕн тумаллине расписанире çырса çакаççĕ. Ашшĕпе пĕрле выльăх пăхаççĕ, апат пĕçереççĕ, чашăк-тирĕк, урай çăваççĕ… Асли Тимур 8-мĕш класа каять. Кĕçĕннисем ăна итлеççĕ. Ильяпа Никита 5-мĕш класа çӳреççĕ. Илюш апат пĕçерме юратать. Икерчĕ тутлă пулать унăн. Ирхине эпир выльăх пăхса кĕнĕ çĕре ăна пĕçерсе хурать. Марат 3-мĕш класра вĕренет. Чи кĕçĕнни Глеб 6-ра кăна, шкула каймасть-ха. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Çара уран чупса финиша пĕрремĕш çитнĕ

«Шăрăх çанталăк кăна пултăр, эпĕ вара пăшăрханмăп, Шура вăл чăтăмлă, çĕнтеретех», — çапла каланă Геннадий Семенов тренер Александра Деверинская дистанцие тухиччен. Çамрăк спортсменка, чăн та, шăрăхра ăмăртма кăмăлланă. Йывăр условисенче тупăшсан та вăл чылайăшне хыçа хăварса финиша пĕрремĕш кĕме пултарнă. Тĕнче рекордне 3 хут çĕнетнĕ, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, хăвăрт утассипе темиçе хут СССР тата Пĕтĕм тĕнче Универсиадин чемпионки ачалăхĕпе çамрăклăхне аса илчĕ.

Ирхи 4 сехетре — тренировка

«Пирĕн асатте-асанне питĕ ĕçчен пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче вĕсене кулак тесе айăпласа Свердловск облаçне ăсатнă. «Çĕрле тырă вырса килнĕ кăначчĕ. Ирхи 4 сехетре пырса кĕчĕç, йытă ан вĕртĕр тесе ăна персе пăрахрĕç», — аса илсе каласа кăтартнăччĕ. Ссылкăна кайнă чухне ватă асанне те, ăна ялтах хăварма шухăшланă пулин те, пĕрле пынă. «Вилес пулсан та çемьепе юнашар пуласчĕ», — тенĕ вăл. Свердловск облаçĕнче тифа пула аттен 2 йăмăкĕпе шăллĕ вилнĕ. Йăх тăсакан юлтăр тесе манăн аттене пуйăса вăрттăн лартса Чăваш Ене ăсатнă. Пĕр станцире ăна ашшĕ-амăшĕсĕр тесе вакунран кăларса ярасшăн пулнă. Шукăль тăхăннă арçынпа хĕрарăм унăн хӳттине кĕнĕ. Галстуклă арçын удостоверени кăларса: «Вăл пирĕнпе», — тенĕ. Аттен телейĕ пулнă. Вăл хăйне тытса ан кайччăр тесе тăван ялне, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçа, таврăнман. Асаннен тăванĕсем патĕнче, Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăсра, пурăннă. Амăшĕ ун пирки 3 çул нимĕн те пĕлмен. Ссылкăран таврăнсан ăна ытала-ытала йĕнĕ.

Пирĕн ялта крахмал завочĕ пурччĕ. Атте çавăнта виçĕ сменăпа ĕçлетчĕ, 40 çул ырми-канми тăрăшрĕ. Анне колхозра вăй хуратчĕ. Эпир 7-ĕн пĕртăван пулнă. Коля 7 уйăхра чухне вилнĕ. Эпĕ çемьере — чи кĕçĕнни. Асаттепе асаннен — юратнă мăнукĕ, аттен юратнă хĕрĕ пулнă. Асанне ватлăхра 5 çул вырăнпа выртрĕ. Ăна эпĕ пăхрăм. Эпир асатте-асаннене питĕ хисепленĕ. «Лайăх пăхатăр мана, эпĕ телейлĕ карчăк», — çапла каласа мана яланах пиллетчĕ. Унăн вăрăм çӳçне турамассерен: «Ыраттармасть-и?» — тесе ыйтаттăм. «Эпĕ вилсен те, хăрамасан, манăн çӳçе тура-ха», — тетчĕ. Эпĕ 14-ра чухне вăл пурнăçран уйрăлчĕ. Ку маншăн пысăк çухату пулчĕ. Вăл манăн çитĕнӳсене курса юлаймарĕ. Çавах эпĕ 6-мĕш класра çĕнсе илнĕ дипломшăн савăннăччĕ. Ун чухне шкулта 6-8-мĕш классен хушшинче çăмăл атлетика енĕпе ăмăрту иртнĕччĕ. Унта 1-мĕш вырăн йышăнтăм.

Асанне вилсен эпĕ зарядка тума, ăмăртусене хутшăнма тытăнтăм. Йĕлтĕрпе те чупса курнă. Пĕрре район чысне хӳтĕлеме Йĕпреç районне кайрăмăр. Трасса тарăн çырма урлă выртатчĕ. Кашни çул кукăрĕнче ӳкнĕ хыççăн йĕлтĕр спорчĕ ман валли маррине ăнлантăм. Пĕррехинче кӳршĕри Эльза Смирнова зарядкăна тухма сĕнчĕ. Анне ирхи 4 сехетре кăмака хутма тăратчĕ. Вăл витресемпе шăнкăртаттарма тытăнсан вăранса каяттăм та урама тухаттăм. Тепĕр чухне Эльза ирхине хăй чӳречерен пырса шаккатчĕ. «Ан тăр, ку хĕрача валли мар», — тетчĕ анне, чарасшăн пулнă вăл. Эльзăпа мĕншĕн ирех тренировка тунă-ха эпир? Çынсем эпир трикопа пулнине ан курччăр тенĕ. Хĕрача çапла çӳрени килĕшӳллĕ марччĕ. Пĕррехинче тренировкăран таврăннă чухне пире физкультура учителĕ Мевлет Хабибуллович Зейнетдинов асăрхарĕ.

«Ăçтан килетĕр?» — кăсăкланчĕ. Кайран вăл шкулта çăмăл атлетика секцийĕ уçрĕ. Унта вăтанмасăрах çӳреме тытăнтăмăр. Патăрьелте иртнĕ ăмăртура çĕнтернĕ хыççăн Эльзăпа иксĕмĕре район чысне хӳтĕлеме Шупашкара шкул ачисен спартакиадине ячĕç. Малтанхи кун — 400, тепĕр кунхине 800 метр чупмаллаччĕ. Хайхи стадионта сак çинче ларатпăр. Ачасем унталла-кунталла чупаççĕ. «Эх, старта тухиччен вăйне пĕтереççĕ», — юлташпа çапла калаçрăмăр вĕсене сăнанă май. Эпир вара сак çинче хускалмасăр, вăя перекетлесе лартăмăр. Ачасем разминка тунине ăнланман. Çавăн чухне çынсем ши повкăпа, шортăпа чупнине пĕрремĕш хут куртăмăр. Эльзăпа иксĕмĕр — трикопа. Çынсене кура яла таврăнсан шортă çĕлеме шухăшларăмăр. Халĕ те астăватăп: тĕттĕм симĕс тĕслĕччĕ вăл, икĕ енчен — хĕрлĕ йĕр. Çав ăмăртура, пĕрремĕш кунхине, эпĕ финиша 1-мĕш çитрĕм. «Ку ăнсăртран пулчĕ», — шухăшларăм. Тепĕр кунхине 800 метра та чи малтан парăнтартăм. Шупашкара республика кросне килтĕмĕр. Унта пирĕн ялти Гена Фролов та, ял хуçалăх институчĕн студенчĕ, хутшăннăччĕ. Пире курсан вăл ман валли шиповка йăтса килчĕ. Тăхăнса пăхрăм та: ура пӳрнисем — çӳлелле, тупанĕ — аялалла. «Кунпа мĕнле чупмалла?» — тесе тавăрса патăм та трикона чĕркуççи таран тавăрса, çара уран чупса финиша 1-мĕш çитрĕм. Кун хыççăн мана тренерсем асăрхарĕç. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


«Мускава вĕренме кĕтĕм, анчах Çĕпĕре тухса кайрăм»

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн артистки Татьяна ЗАЙЦЕВА-ИЛЬИНА калăплакан сăнарсем питĕ хăйне евĕрлĕ: чĕрĕ, чуна витереççĕ. Вăл илемлĕ сассипе сцена çинче юрăсем те шăрантарать. Сăнĕпе те, чунĕпе те илемлĕ Татьяна паян — пирĕн тĕпелĕн сумлă хăни.

Куракансем сисмеççĕ

— Эх, кун-çул урапи пĕр чарăнми малалла вĕçтерет. Тепĕр чухне çаврăнса пăхма та ерçейместпĕр. Атя-ха, Татьяна, самантлăха ĕç пирки манса чуна уçса калаçар. Хальччен санăн каласа кăтартмалли пайтах пухăннă пуль. Ара, çак çĕр çинче 50 çул пурăнса 27-шне сцена çинче ирттертĕн.

— Чăнах та, шăпа тĕрлĕрен килет: пурнăç картлашкипе çӳлелле те хăпаратпăр, аялалла та анатпăр. Пĕр хушă тĕрлĕ спектакльте тĕп рольсене çине-çинех калăпларăм. Халĕ ытларах юмахсенчи пĕчĕк сăнарсене вылятăп. Пĕр пек рольсене калăплама юратмастăп. Режиссер шанса панă кашни роле яваплăха туйса йышăнатăп. Пĕлтĕр тата кăçал эпĕ пĕтĕмпе 5 сăнар калăпларăм. Кăçал Юхма Мишшин хайлавĕ тăрăх лартнă «Куккук куççулĕ» спектакльте массовкăра вылятăп.

— Куракансем эсĕ калăплакан сăнара йышăнччăр тесен сцена çинче унăн шăпипе пурăнни çеç çителĕксĕр пуль…

— Шанса панă рольпе паллашнă чухне ăна вылясси ним те мар пек туйăнать. Анчах кайран унăн тарăн тĕшшине ăнланатăн. Хăш-пĕр роль хăех пулса пырать. Мĕнрен килет-ши çакă? Ума тĕрĕс тĕллев лартнинчен-ши е режиссерпа пĕр йĕрпе утнинчен-ши? Роле «шăратса» çитернĕ хыççăн та вăл аталанма пăрахмасть, ăна вылямассерен пуянланса, çĕнелсе пырать. Пĕр спектакле 10 хут лартсан вăл 10 тĕрлĕ пулать. Куракансем çакна, паллах, сисмеççĕ, артистсем çеç туяççĕ. Спектакль мĕнле пуласси, ман шутпа, куракансен энергетикинчен те килет.

— Пĕр рольтен теприне куçма йывăр мар-и?

— Тахçанах хăнăхнă, маншăн ку йывăр мар. Кăнтăрла — ачасем валли, каçхине аслисем валли вылятпăр. Тумтире тăхăнсанах роль чуна кĕрет.

— 27 çулта эсĕ миçе тум улăштарса миçе сăнар калăпланă-ха?

— Тĕрĕссипе, ятарласа шутламан. 150 ытла та пуль.

— Вĕсен йышĕнче чи юратни пурах пуль?

— Маншăн вĕсем пурте пĕр пек. Кашни роль хăйне евĕрлĕ. Пур сăнара та чунран юрататăп. Сăмахран, Мулкач рольне 1998 çултанпа вылятăп, сцена çинче сиккелесе çӳретĕп. Çак сăнара паянхи кун та килĕштеретĕп. Масленок ролĕ те кăсăклă. Ăна сăнарланă чухне селĕп калаçатăп. «Пĕр роле кăмăллатăп, теприне вара çук», — теейместĕп.

Ленинграда — вĕренме

— Артист пулас ĕмĕт чунра хăçан амаланнине манса кайман-и?

— Ача чухне артист пулас тесе шухăшламан эпĕ. Çак çул çине шăпа хăй илсе çитерчĕ. Тен, аттен, Алексей Зайцевăн, витĕмĕ те пур кунта. Вăл сăвăсем, пьесăсем çыратчĕ. Çамрăксен театрĕ валли те 3 пьеса хайласа пачĕ. Паянхи кун эпĕ тĕрĕс çул суйланă тесе шухăшлатăп. Хăш чухне хама ыйту паратăп: театрта ĕçлемен тĕк ăçта вăй хурăттăмччĕ-ши? Хама пĕр ĕçре те курмастăп. Театр — манăн юнра, чунра. Шкулта спектакльсенче выляттăм. Шкул хыççăн Мусквари М.С.Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищине вĕренме кĕтĕм, анчах хĕр туссем хыççăн Çĕпĕре ĕçлеме тухса кайрăм. «Вĕренме кĕреймерĕм», — тесе суйрăм аттене. Кайран вăл тĕрĕссине çавах пĕлнĕ. Анчах ӳпкелесе пĕр сăмах та каламарĕ. Çĕпĕртен таврăнсан хаçатра Юхма Мишши ертсе пыракан Чăвашсен общество культурин центрĕ çумĕнчи «Термен» театра çын кирли пирки вуласа унта çул тытрăм. Унта пулас мăшăрпа Слава Ильинпа паллашрăм. Надя Кузьмина артисткăпа общежитире пĕр пӳлĕмре пурăнаттăмăр. Унтан Пукане театрĕнче комисси артиста вĕренес текен çамрăксене суйланине пĕлтĕм. Кайса пăхас терĕм. Комисси умĕнче сарă хĕвеле сăнарларăм. Çапла Ленинграда вĕренме 4 çуллăха тухса кайрăм.

— Телейлĕ эсĕ, сана Раççей шайĕнчи пултаруллă педагогсем вĕрентнĕ.

— Çав вăхăт нихăçан та манăçмĕ. Ленинградри культура пачах урăхлаччĕ. Тепĕр тĕнчене лекрĕм тесен те юрать. Çур çултан тăван тăрăха килсе кайрăм. Кунти вокзалта халăх хĕвĕшни, пырса çапăнсан та каçару ыйтманни тĕлĕнтерсех ячĕ. Унччен çакна эпĕ асăрхаман та вĕт. Педагогсем чăнах та вăйлăччĕ. Эпĕ фехтовани мĕнне те пĕлмен. Пире, студентсене, Ленинград курма илсе каятчĕç. Ирхи 9 сехетрен пуçласа каçхи 9-чченех ăс пухаттăмăр. Общежитире пурăнаттăмăр. Апат-çимĕç енчен иртĕхмен эпир. Атте хăйĕн ĕç укçине ярса тăратчĕ, стипенди илеттĕм тата стадиона урай çума çӳреттĕм. Профкомран кролик тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕксем илеттĕмĕр те вырсарникун пасара сутма тухаттăмăр. Çавăнпа эпĕ укçасăр ларман. Ленинграда 22-ĕн вĕренме кайса 16-ăн дипломпа таврăнтăмăр. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   


«Ачу ирччен пурăнаймасть»

2017 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче ирхине Любовь Андриянова ывăлне çуратнă. 823 грамм таякан арçын ача çут тĕнчене килнĕ. Каçхине амăшĕпе неонатолог пырса калаçнă. «Сывлăхĕ питĕ йывăр. Ачу ирччен пурăнаймасть. Нимĕнле шанчăк та çук», — тенĕ. Халĕ çав ача амăшĕ çумне йăпшăнать, утать, йăл кулать… Ан тив, сусăр вăл, анчах чĕрĕ. Любовь Андриянова каланă тăрăх, ача варта малтан лайăхах аталаннă, анализсем те, узи те йĕркеллех пулнă. Кĕлетке йывăрăшĕ пысăкраххипе çеç гинеколог хырăм ӳкес хăрушлăх пуррине палăртнă. 21-мĕш эрнере кĕтмен çĕртен амалăх умĕ уçăлма пуçланă. Тухтăрсем ăна çĕлесе хунă.

Кун хыççăн Любовь больницăра вырăн çинчен тăмасăр выртнă, ларма та юраман. Ача кĕтекен хĕрарăмшăн ку хăрушă пулман, чи кирли — пепке вăхăтра тата сывă çуралтăр. Любовь малалла та вырăн çинчен тăмасăр выртма хатĕр пулнă. Анчах 4 эрнерен пĕчĕккĕн шыв кайма пуçланă. Ир-каç ăна кушетка çине хурса узи тума илсе çӳренĕ. «Пĕр кунхине çуратма пуçларăм. Хамах çăмăллантăм. Кун пек срокра, 25 эрнере, хырăм ӳкни шутланать. Ача тĕлĕнмелле майпа чĕрĕ юлчĕ», — çав саманта аса илсен Любовь халĕ те пăлханать. Вăл çăмăлланнă самантра реаниматологсем, неонатологсем юнашар тăнă. Ача çуралсанах шапа кваклатнă евĕр сасă панă. Пепкене амăшне кăтартмасăрах реанимацие илсе кайнă. Любовь унăн сассине илтнĕрен çеç вăл чĕрĕ пулнине пĕлнĕ. Çав кунах неонатолог ачан пурăнас шанчăк çуккине пĕлтернĕ.

«Тепĕр кун ирхине реанимацие чупрăм. Паллах, мана унта кĕртмерĕç. «Хальлĕхе чĕрĕ», — терĕç. Кăнтăрла çитеспе мана медсестра реанимацие илсе кайрĕ. Ача çине çур минут пăхма ирĕк пачĕç. Ун чухне пуçĕпе аллине çеç куртăм. Хама 3 талăкран киле кăларчĕç. Реанимацие кашни кун çӳрерĕм. Пĕр эрнерен кипкене уçса кăтартрĕç. Ӳчĕ пленка пек çеçчĕ, шалти органĕсем витĕр курăнатчĕç, хăй алă тупанĕ çине вырнаçать…» — аса илчĕ Любовь. Кунсем иртнĕ, анчах тухтăрсем нимĕн те шантарман. «Тавах Турра, чĕрĕ», — реанимацие пымассерен ун çине пăхса Любовь куççульне çăтнă. Çак йывăрлăха вĕсем мăшăрĕпе Иванпа, аслă хĕрĕпе Вероникăпа пĕрле чăтса ирттернĕ.

Коля реанимацире 3 уйăх выртнă. Любовь больницăна киле кайнă пек кашни кун çӳренĕ. Унти тухтăрсем уншăн тăван пек çывăх пулса тăнă. Ачан сывлăхĕ лайăхланма пуçланă çеç — пыршăлăхĕ çурăлнă, çăварĕнчен, сăмсинчен ват /желчь/ тухма пуçланă, ӳтне симĕс тĕс çапнă. «Ачăрпа сыв пуллашма килĕр, ирччен пурăнаймасть», — каçхине больницăран шăнкăравласа çапла калани пĕрре мар пулнă. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.