Комментари хушас

31 Пуш, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 12 (6411) № 31.03.2022

60 çулта та юрату хĕмленет

Валентинăпа Юрий Руссковсем пĕлтĕр çемье çавăрнă

60 çула çывхарнă май пурнăçа тĕпрен улăштарма пулать-и? Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче мăшăрлану керменне çитнĕ Валентинăпа Юрий Руссковсем ку ыйтăвăн хуравне тупма пулăшрĕç.

Усал шыççа пула пурнăçран уйрăлнă

Юрий Николаевич çемьере чи кĕçĕн ывăл пулнă. Шкулта 10 класс пĕтерсен вăл тӳрех салтака кайнă. Кайран пĕр вăхăт колхозра ĕçленĕ. Унăн яланах тăван тăрăхшăн усăллă çын пулас килнĕ. Юрий Руссков каменщик пулас тĕллевпе Шупашкарти 18-мĕш училищĕне вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах спортра çитĕнӳсем тунă: йĕлтĕрпе чупнă, бокспа кăсăкланнă. Пĕлӳ илнĕ хыççăн каччă каменщикре ĕçленĕ.

Вăхăт иртсен вăл тăван яла, Йĕпреç районĕнчи Эконома, таврăннă. Юрий Николаевич комсомол организацийĕнче те, лесникре те, Мускавра строительство енĕпе те ĕçлесе курнă. Çамрăкранпах общество ĕçне хастар хутшăнаканскер яланах халăхшăн тăрăшнă. Çакна кура пурăна киле ăна ял старости пулма шаннă.

Шăпах комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă чухне вăл пĕрремĕш мăшăрне Маргарита Алексеевнăна тĕл пулнă. Фельдшера вĕренсе тухнă Комсомольски районĕн хĕрĕ вĕсен ялне направленипе ĕçлеме пынă. Комсомола кĕнĕ çамрăксем клубра мероприятисем ирттернĕ. Юрласа ташланă хыççăн ялти ватăсене пулăшма çӳренĕ. Юрий Николаевич çамрăк фельдшер ӳркенменнине тӳрех асăрханă. Паллашса хĕрпе каччăлла çӳренĕ хыççăн вĕсем çемье çавăрнă.

Руссковсем 33 çул пĕрле пурăннă, Евгенипе Владимира çуратса ура çине тăратнă, ывăлĕсем валли çурт çĕкленĕ. Çемье ялта кану бази йĕркеленĕ. Маргарита Алексеевна усал шыçăпа чирли пуриншĕн те кĕтмен хыпар пулнă. Çывăх çыннисем ăна сыватассишĕн нумай тăрăшнă пулин те çăлма май килмен. Вăл 2 çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Каламасăрах паллă: кил вучахне тытса тăракан хĕрарăмсăр йывăр. Юрий Николаевича çывăх çыннисемпе тăванĕсем малалла пурăнма хавхалантарнă.

Икĕ çул каялла Юрий Николаевич Валентина Ивановнăпа паллашнă. Унтанпа вĕсем пĕрле. Пысăк хуçалăх тытса пыраççĕ. Мăшăр каланă тăрăх, чи кирли — кашни ĕçе пĕр-пĕрне ăнланса, канашласа тăваççĕ. Пĕр шухăшлă пулни вăй-хал панине палăртаççĕ Руссковсем. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


Раççее маларах куçса килменшĕн ӳкĕнет

«Эсир хăть те мĕн тăвăр. Эпĕ вара мăнуксене илĕп те Чăваш Ене таврăнăп», — тенĕ Юлия Ионова. Нарăс уйăхĕн варринче Луганск халăх республикинчи Свердловск хулинче шкулсене, садиксене хупнă. Юлия Петровна тăватă мăнукне çавăтнă та пуйăса ларнă, нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ене çитнĕ. Вĕсем — Донбасран Чăваш Республикине тарса килнĕ пĕрремĕш çемье. Юлия Ионова мăнукĕсемпе Çĕмĕрлери пĕр пӳлĕмлĕ хваттерĕнче тĕпленнĕ.

«Эпĕ Çĕмĕрле районĕнчи Атăл поселокĕнче çуралса ӳснĕ. Хамăр районти Анат Кăмаша ялĕнчи каччăпа çемье çавăртăм. Çамрăк чухне пире шăпа Украинăна илсе çитерчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, Совет Союзĕ аркансан, çемьене каялла таврăнма сĕнтĕм. Чулхула облаçĕнче çурт та уйăрса пама шантарнăччĕ. Анчах пĕр хăнăхнă вырăнтан каяс килмерĕ. Ун чухне пирĕн унта виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерччĕ. 2000 çулсен пуçламăшĕнче укçа çитсе пыманнипе стройкăна, çав шутра — Мускава та, шапаша çӳреме пуçларăм. Шупашкарта хваттер туянасшăнччĕ — каллех май килмерĕ. 2014 çулта Украинăра хирĕç тăру пуçлансан шăпа мана Чăваш Ене куçса кайма виççĕмĕш шанчăк панине ăнлантăм. Манăн пенси çукчĕ. Кунта çитсен Çĕмĕрле мэрĕ Любовь Дмитриева патне кайрăм.

«Май килнĕ таран пулăшăпăр», — терĕ. Тепĕртакран мăнуксене шкула ăсатма тесе Киева кайрăм. Унтан таврăннă çĕре мана Çĕмĕрлери ветерансен çуртĕнче хваттер уйăрса панă. Çак кĕтес манрах юлчĕ. Мансăр пуçне çак çуртра Украинăран килнĕ тепĕр икĕ çемье тĕпленнĕ. Хĕрĕмпе мăнукăмсем лерех юлчĕç. Вĕсем патне кайса çӳреттĕм, унтах пурăннă тесен те юрать. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче Донбасра лару-тăру çивĕчленсен пĕр тăхтамасăр мăнуксемпе Чăваш Ене таврăнма шухăшларăм. Питĕ лайăх кĕтсе илчĕç, пулăшрĕç. Кĕçĕннисене — садике, аслисене шкула вырнаçтартăм. Ачасем питĕ кăмăллă, — каласа кăтартрĕ Юлия Петровна. Унтан Свердловск хулинче мĕнле пурăннине аса илчĕ: — Совет Союзĕ арканнăранпа Свердловскра пĕр çĕнĕ çурт та хăпартмарĕç. Çамрăксем кивĕ хваттер туянаççĕ. Çапла пурăнаттăмăр. Чăннипе, унта пысăк малашлăх халĕ те çукчĕ, унччен те пулман. Свердловск Луганск хулинчен 90 çухрăмра вырнаçнă. Кашни кун, уйрăмах 2014-2015 çулсенче, пенĕ сасă илтĕнетчĕ. Танксемпе те çӳрерĕç. Шахтерсен автобусне персе пĕтерчĕç. Хĕрӳ вырăнсенчен инçех мар пурăнакансен нумай нуша курма тиврĕ. Пирĕн хулара ун пекех марччĕ. Юрать, хальхинче те çар операцийĕ пуçлансан пирĕн хулара перкелешӳ пулмарĕ. 2016 çултанпа, Чăваш Енре вăхăтлăх прописка илсен, Раççей пенсине илме пуçларăм. Ăна илме Ростов облаçне каяттăм. Украинăра пĕтĕм çыннăн пенсине пĕр пек шайра туса хучĕç. Эпĕ, стройкăра ĕçленĕ çын, 750 гривна илеттĕм. Упăшкин хӳттинче ĕçлемесĕр пурăннă хĕрарăма та çавăн чухлĕ паратчĕç. Мăшăра пытарсан манăн пурнăç тата йывăрланчĕ. Анчах мана хамăн алă пулăшатчĕ. Сывлăх май панă таран ĕçлеттĕм».

Темиçе кун каялла Юлия Петровна ӳксе аллине хуçнă. Капла ăна мăнукĕсене пăхма йывăртарах, çавăнпа хĕрне Вальăна килме ыйтнă. Вăл кĕç-вĕç Чăваш Ене çитмелле. Ачасем, уйрăмах кĕçĕннисем, амăшĕшĕн питĕ тунсăхланă. Хальлĕхе Валентина Чăваш Ене пуçĕпех куçса килме хатĕр мар. Лере, Свердловск хулинче, унăн та, амăшĕн те виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер пур. Вĕсене унта йӳнĕпе çеç сутайăн, ку укçапа вара кунта пурăнмалли кĕтес туянаймăн. Анчах Юлия Петровна мăнукĕсене вĕренӳ çулĕ варринче, халĕ Свердловск хулинче шкулсемпе садиксем ĕçлеме пуçланă пулин те, ниçта та ярасшăн мар, ачасем юлашки чĕрĕке кунтах вĕçлĕç. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Хăть мĕнле пулсан та ачи хамăрăн»

«Хĕрӳ чирлĕ. Ытти ачапа тан аталанаймĕ, каярах юлса пырĕ», — тухтăрсем çапла калани ашшĕ-амăшĕшĕн уяр çанталăкра аçа çапнă евĕрех пулнă. Ара, вĕсен Марина чирлĕ çуралнă теме сăлтав та пулман-çке-ха. Анчах, шел те, тухтăр сăмахĕ тӳрре тухнă.

Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче пурăнакан Иринăпа Михаил Васильевсем ялти ытти çемьерен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ темелле. Хăйсем пирки ытлашши калаçма юратмаççĕ. Вĕсем — питĕ туслă, тăрăшуллă, ĕçчен çемье. Ял çинче ырă ятлă. Кил хуçи «Труд» колхозра трактористра ĕçленĕ. Анчах юлашки çулĕсенче йывăр чирленĕрен тивĕçлĕ канăва кайнă. Мăшăрĕ те упăшки пекех ĕмĕр тăршшĕпех колхозра вăй хунă, ĕне ферминче дояркăра ĕçленĕ, пăру та пăхнă. Вăл та халĕ пенсире. Васильевсем тивĕçлĕ канура та ахаль лармаççĕ: пахчара тăрмашаççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ.

Михаилпа Ирина виçĕ ача çуратса ӳстернĕ: икĕ хĕр те пĕр ывăл. Ачисем пурте ӳссе çитĕннĕ, иккĕшĕ çемьеленнĕ. Вăталăх хĕрĕ Марина хăйсемпе пĕрле пурăнать. Сывлăхĕ енчен вăл ыттисенчен уйрăлса тăрать. Ирина Владимировна нихăш ачине те йывăррăн çуратман. Декрета тухиччен ĕçе çӳренĕ. Аслă ывăлĕ çуралсан килте нумай та ларман — ĕçе тухнă. 1984 çулта иккĕмĕш ача, хĕр, çуралнă. Марина малтанах ытти ача пекех аван ӳснĕ, 7-8 уйăха çитиччен чирлесе те курман. Пĕрре больницăна кайсан тухтăр амăшне хĕрĕ чирли пирки пĕлтернĕ. «Епле? Йĕркеллех çитĕнет-çке!» — ĕненмен Ирина Васильева. Çапах чунĕнче иккĕленӳ çуралнă.

Чăнах та, каярахпа ашшĕ-амăшĕ пĕчĕк хĕрĕ ыттисемпе тан аталанманнине, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен юлса пынине сисме тытăннă. «Хăть мĕнле пулсан та ачи хамăрăн. Ăна тата ытларах юратăпăр», — тенĕ вĕсем.

Çывăх çыннисен юратăвне туйса ӳснĕ Маринăна йывăр пурнăç хуçайман. Ан тив, тантăшĕсемпе пĕрле парта хушшине ларайман, ытти ача пек анлă тавра курăмлă пулайман. Анчах çак çутă тĕнчене ахальтен килмен вăл. Унăн кунта хăйĕн тивĕçĕ пур. Маринăна Çĕрпӳри ятарлă шкула та ярса пăхнă. Аякра пурăнни ачан чунне хуçнине кура ашшĕ-амăшĕ ăна каялла илсе килнĕ. Çапла хĕр пĕрчи юратнă çыннисен çумĕнчех пурăннă. Хĕрача амăшĕ тăвакан ĕçсене пĕчĕккĕн пурнăçлама хăнăхнă. Ытларах кил-çуртри ĕçсене тума кăмăлланă вăл: тирпейленĕ, çунă. Амăшĕ алсиш-нуски çыхма ларсан ун çумне пырса тăнă. Каярахпа ку ĕçе хăй тĕллĕнех пурнăçлама тытăннă. Алсиш-нуски, диван çи виттийĕ, минтер пичĕ, тапочка, кашма, кофта… Çыхать те çыхать. Ĕçĕ вара ансат мар, ӳкерчĕк те туса кăлармалла вĕт. Çакна Марина çăмăллăнах тума пултарать. Кăшт канма тесе амăшне пулăшмашкăн выльăх-чĕрлĕх пăхма тухать. Васильевсем халĕ пĕр ĕне кăна тытаççĕ. Унччен темиçе пуç усранă. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Егор ытти çын пекех илтме ĕмĕтленет

«Анне, çынсен мĕншĕн икĕ хăлха? Ма нăн вара пĕрре кăна?» — Егор Востров çапла ыйтсан амăшĕ вăл хăйне евĕр ача пулнине, часах вĕсем асамçă тухтăр патне каяссине пĕлтернĕ. Ача сулахай хăлхин çунатти аталанманнипе япăх илтет.

Укçа пухăнман

«Егор 7 çул каялла çуралчĕ. Вăл пирĕн çемьере — кĕтнĕ ача, — калаçăва пуçларĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Ольга Вострова. — Мăшăрпа Германпа пĕрлешнĕ хыççăн 2 çул йыш хушăнасса кĕтрĕмĕр. Ача варта йĕркеллех аталанчĕ, йывăрлăхсем пулмарĕç. Пĕр УЗИре те ывăлăн патологи пуррине каламарĕç. Егора Шупашкарти Перинаталь центрĕнче кесарево мелĕпе çуратрăм, мĕншĕн тесен ача кăвапипе явăннăччĕ. Ирхине çăмăллантăм, ывăла каçхине килсе кăтартрĕç. Кипкепе чĕркенĕскере уçса пăхма шухăш та пулман. Тепĕр кунхине тĕп тухтăрăн заместителĕ ачан патологи пулнине пĕлтерчĕ. Ура айĕнчи çĕр таçта çухалнăн туйăнчĕ. Тухтăрсем мĕн каланине йĕркеллĕ астумастăп та, веçех тĕтрери пек. Пуçра вун-вун ыйтуччĕ. Мĕншĕн çапла пулса тухрĕ? Çывăх çынсемпе тăвансене мĕнле пĕлтермелле? Ача садике, шкула мĕнле кайĕ? Тухтăрсем эпĕ ача кĕтнĕ вăхăтра чирлемен-и тесе ыйтрĕç, сиенлĕ йăласемпе туслипе туслă марри пирки кăсăкланчĕç. Кун пекки йăхра та пулман. Вĕсенчен ывăл мĕншĕн çапла çуралнине ыйтсан генетик патне кайма сĕнчĕç. Ятарлă анализ патăмăр. Тухтăр каланă тăрăх, ку сайра тĕл пулакан, ашшĕ-амăшĕн генĕсемпе çыхăннă чир.

Перинаталь центрĕнче выртнă вăхăтра пирĕн пата Республикăри ача-пăча клиника больницинче ĕçлекен Борис Харьков отоларинголог килсе кайрĕ. Вăл ывăлăнни пек диагнозлисене 5 çул тултарсан операци тунине каласа кăтартрĕ. Америкăра хăйне евĕр тухтăр пуррине пĕлтерчĕ. Çав специалист 8-12 сехете тăсăлакан операци вăхăтĕнче хăлха каналне уçса çук органсене вырнаçтарать, унтан ытти çыннăнни пек хăлха тăвать. Паллах, ку процедурăсене темиçе тапхăрпа та ирттерме пулать. Анчах тӳрех пĕр операци вăхăтĕнче те пурнăçлама май пур. Больницăран тухнă хыççăн çав тухтăра шырама тытăнтăм. Ывăлăн диагнозĕ пирки интернетра чылай вуларăм, пĕррехинче соцсетьре Егор пекех амакпа çуралнă ачасен амăшĕсем йĕркеленĕ ушкăна лекрĕм. Çав телеграм-каналта — Раççейри 400-е яхăн хĕрарăм. Вĕсен ачисен, хăшĕ-пĕрин, икĕ хăлхи çунатти /ушная раковина/ те аталанман. Нумайăшĕн пирĕнни пек лару-тăру. Ку ушкăнра 300 ытла хĕрарăм кăна-ха. Пĕлменнисем тата мĕн чухлĕ?

7,5 миллион тенкĕ кирлĕ

АПШри тухтăрпа калаçма тӳр килчĕ. Вăл вăхăтра операцишĕн 87 пин доллар тӳлемеллеччĕ. Эпир ывăл 5 çул тултарасса кĕтрĕмĕр. Унччен операци хакĕ ӳсрĕ, 99 пин доллара çитрĕ. Мĕншĕн тесен тухтăр патне килес текен пациент йышлă, вĕсем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитеççĕ. Пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче врачпа консультаци ирттертĕмĕр. Тĕрлĕ социаллă сетьре ушкăн йĕркелерĕм те укçа пухма тытăнтăмăр. Кунашкал пысăк укçана пуçтарма пач та çăмăл мар. Ыр кăмăллăх фончĕсенчен пулăшу ыйтрăмăр — алă паракан пулмарĕ. Шупашкарти тĕрлĕ чирпе нушаланакан ачасене пулăшакан «Сострадание» фондпа çыхăну йĕркелерĕм.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче операци тумаллаччĕ. Укçа пухса пĕтерейменнипе Америкăна вĕçеймерĕмĕр. Операцие утă уйăхне куçарма тиврĕ. Тăвансем, юлташсем, пĕлĕшсем, ĕçтешсем, соцсетьри ырă кăмăллă çынсем пулăшнипе 1,5 миллион тенкĕ пуçтартăмăр. Халĕ тĕнчери лару-тăрăва пула укçа-тенке мĕнле пухасси шухăшлаттарать. Телеграм-чатри амăшĕсем те ачисене сиплемешкĕн укçа пуçтарас ĕç йывăрланнине калаççĕ. Пире операци валли 7,5 миллион тенкĕ кирлĕ. Больницăра ĕçлекен куçаруçăпа çыхăнсан кирлĕ укçа хальлĕхе пухăнманнине пĕлтертĕм. Вăл эпир тӳленĕ депозит çухалманнине, пирĕн вырăн упранса юлассине каларĕ. Операцие кирек хăçан та тума пулать. Çынсем АПШри тухтăр ирттерекен операцие Раççейрех тума май пуррипе çукки пирки ыйтаççĕ. Паллах, пулать. Хамăр çĕршыврах операци тунисен опычĕпе паллашрăм, амăшĕсемпе калаçрăм. Шел те, процедура хыççăн лару-тăру лайăх енне улшăнман тĕслĕхсем пур. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


«Анне вилсен овчарка çурипе йăпанаттăм»

Хăйĕн тăван шкулĕнче 20 çул ытла шкул директорĕнче ĕçлекен Петр Шашкин пĕрре пăхсан хăйĕнчен те, ыттисенчен те питĕ çирĕп ыйтакан çын пек туйăнать. Анчах çывăхарах паллашсан вăл ырă кăмăллă, йывăр вăхăтра пурне те алă пама хатĕр çын пулнине ăнланатăн. Вăл пĕчĕк чухнех амăшĕнчен тăлăха юлнă, йывăрлăхне самай курнă. Анчах пурнăçра çитĕнӳ нумай тума пултарнă.

Яла таврăннă

«Ултă пĕртăванччĕ эпир: виçĕ хĕр те, виçĕ ывăл. Аттепе анне колхозра ĕçлетчĕç. Аннене севок, сухан пайĕсем паратчĕç. Çу каçипе çумлаттăмăр. Ирхине тул çутăлнă-çутăлман каяттăмăр та каçхи 10-11 сехетре тин киле аран-аран сĕтĕрĕнсе çитеттĕмĕр. Эх, мĕн тери ăмсанаттăм вĕреннĕ çынсен ачисене! Вĕсем пай çинче пирĕн пек нушаланмастчĕç», — калаçăва пуçларĕ Петр Геннадьевич. Вăл Патăрьел районĕнчи Тури Туçара çуралса ӳснĕ, çак ялти пĕлӳ çуртне сукмак такăрлатнă. Шăпа ăна хăйĕн тăван шкулнех çавăрса çитернĕ.

Петр Шашкин 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне амăшĕ йывăр чирлесе çĕре кĕнĕ. Ун чухне икĕ пиччĕшĕ çеç шкултан вĕренсе тухнă. «Çапла çурма тăлăха тăрса юлтăмăр. Атте — анне пек мар вĕт. Çывăх çыннăм вилнĕ чухне эпĕ ни пĕчĕк марччĕ, ни ӳссе çитейменччĕ. Шăпах анне питĕ кирлĕ вăхăтчĕ. Ача чухне эпĕ питĕ йăвашчĕ, вăтанчăкчĕ. Больницăна асаннен аркинчен тытăнса кайнине астăватăп. Тетесемпе аппасем мана яланах хӳтĕлетчĕç, çавăнпах-тăр мана хам тĕллĕн аталанма йывăртарах пулнă. Анне вилни мана çапса хуçрĕ, питĕ хытă кулянтăм. Тете овчарка çури илсе килсе пачĕ, унпа йăпанса пурăнтăм вара. Хуйха унпа пайлаттăм. Йытта тĕрлĕ командăна вĕрентрĕм. Хĕлле унран çунашка кăкарса яраттăм та, вăл мана туртса ярăнтаратчĕ. Çавăнтанпа йытăсемпе кушаксене çав тери кăмăллама пуçларăм», — йывăр вăхăта аса илчĕ Петр Геннадьевич. Арçын ача шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ. Пĕчĕк чухне учитель пулма ĕмĕтленмен вăл. Ытларах ал ĕçĕпе, халăх промыслипе аппаланма юратнă, техникăпа кăсăкланнă. 10 класс пĕтерсен Мускаври энергетика институтне вĕренме кĕнĕ. Çулталăкран, 1986 çулта, ăна салтака илсе кайнă.

«Шăпах Афган вăрçи пыратчĕ. Вĕренекен студентсене вăхăтлăха çартан хăтарас йĕрке пĕтнĕччĕ. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе ракетăсен çарĕнче пурнăçларăм. Киле таврăнтăм та, пĕртăвансем пĕрле ларса канашларĕç.

«Эсĕ — чи кĕçĕнни, атте ватă, санăн ялта пурăнмалла, çавăнпа Шупашкара вĕренме килетĕнех пуль», — терĕç. Тетесемпе аппасем пединститутра вĕренетчĕç те, унта пыма ӳкĕтлерĕç. Çапла Шупашкара куçса килтĕм. Шăп çав çул пединститутра индустрипе педагогика факультетне уçрĕç. Унта пĕрремĕш курс студенчĕ пулса тăтăм», — калаçăва малалла тăсрĕ Петр Шашкин.

Çулла студентсене пионер лагерьне вожатăйра ĕçлеме янă. Петр яланах аслă вожатăй пулнă. Салтакран тин килнĕ яш курс старостин тилхепине 5 çул тытса пынă. «Манăн шухăшпа, хальхи вăхăтра ачасене пĕлӳ илме çăмăлрах. Интернетра темĕн тĕрлĕ информаци те тупма пулать. Паллах, унта лайăххипе пĕрле япăххи те пур. Пирĕн вара, вĕрентекенсен, лайăххине уйăрма вĕрентмелле. Эпĕ ӳснĕ вăхăтра касра пĕр телевизор кăначчĕ. Эпир кĕнеке вуласа ӳснĕ», — шухăшне палăртрĕ шкул директорĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Кĕтӳ пăхма кайсан уйра кăшкăрса юрлаттăм»

Унăн «Мăшăр пултăр юнашар» юрри юлашки вăхăтра питĕ анлă сарăлчĕ. Мăшăрпа килĕштерсе пурăнма сĕнекен юрăçа паян «Çамрăксен хаçачĕн» тĕпелне чĕнтĕмĕр. Сăлтавĕ те тупăнчĕ: Иван Архипов нумаях пулмасть «Трак ен» ентешлĕхе ертсе пыма тытăнчĕ.

Надежда Бабкинăпа — пĕр сцена çинче

— Ваня, атя-ха вулаканăмăрсене эсĕ ăçта çуралса ӳсни пирки аса илтерер.

— Эпĕ 1985 çулта Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнче çуралнă. Çемьере виçĕ ывăл ӳсрĕмĕр. Эпĕ — чи кĕçĕнни. Аттепе анне ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ. Упи шкулĕнче пĕлӳ илтĕм. 1-мĕш класра юрлама пуçларăм. Астăватăп-ха: пĕрремĕш учительница Анна Ильина Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунне халалланă конкурсра сцена çине кăларчĕ. Çавăнтанпа эпĕ сцена çинче тесен те юрать. Атте те çамрăк чухне юрланă. Унăн сасси питĕ хитре.

— Апла эсĕ ача чухнех юрăç пулма ĕмĕтленнĕ?

— Тӳррĕн калама йывăртарах. Пĕчĕк чухне такам та пулас килетчĕ. Космоса вĕçесси пирки те шухăшланă. Çуллахи каникулта кĕтӳ пăхаттăмччĕ. Уя тухаттăмччĕ те кăшкăрса юрласа çӳреттĕмччĕ. «Э-э-э, Ваня паян кĕтӳре», — тетчĕç ял çыннисем. Музыка учителĕ Галина Борисова пире Красноармейски салине конкурссене илсе çӳретчĕ. Тĕрĕссипе, вĕсене темшĕн юратмастăмччĕ. 1-мĕш класрах ирĕклĕ кĕрешӳ секцине çӳреме пуçларăм. Çавăнпа спорт енĕпе те каяс килетчĕ, музыка енĕпе те вĕренес кăмăл пурччĕ. Республика шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсенче кĕрешеттĕм. Пĕчĕкчĕ, имшерччĕ эпĕ. 3-мĕш класра 22 кг кăна таяттăм, çавăнпа 1-мĕш классемпе кĕрешеттĕм. Анчах чунăм юрă-кĕвĕ еннеллех туртрĕ. Район шайĕнчи конкурссене кайсан мана газ уçлакан станци çумĕнчи культура çуртĕнче ĕçлекенсем асăрханă. Райцентрти шкула вĕренме чĕнчĕç. «Санăн пирĕн клуба çӳремелле», – терĕç. Çапла 7-мĕш класранпа Красноармейскинчи 2-мĕш шкулта ăс пухрăм. Унта куçсан пурнăç пачах улшăнчĕ.

— Мĕнпе асра юлчĕ пурнăçунти çак тапхăр?

— Пĕрре Чулхулара Газпромăн пысăк концерчĕ иртрĕ. Пысăк сцена çинче Ефим Шифринпа, Надежда Бабкинăпа юрлама тӳр килчĕ. Ман умĕн сцена çине Ефим Шифрин кулăш ăсти тухрĕ, унтан — эпĕ, ман хыççăн — Надежда Бабкина. Залра Чăваш Республикин ун чухнехи премьер-министрĕ Энвер Аблякимов ларнă. «Ăçтан килнĕ ку чăваш ачи?» — тенĕ вăл. Шупашкара таврăнсан Культура министерствинче ĕçлекенсем патне ыйтса çырса янă-мĕн… Пĕррехинче Волготрансгаз Турцие кайма путевка пачĕ. Тĕрĕк халăхĕсен пĕтĕм тĕнчери фестивалĕнче юрларăм. Тепĕртакран тӳлевсĕр путевкăпа Кипр утравĕ çине ячĕç. Эпĕ ун чухне 15 çултаччĕ. Мĕнле конкурса чĕннĕ — пур çĕре те хутшăнаттăм. «Утренняя звезда» кăларăма та чĕннĕччĕ. Шел, лекеймерĕм унта.

— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсĕ профессипе — ветеринар.

— 8-мĕш класра чухне тухтăр пулас ĕмĕт тĕвĕленчĕ. Медицина кĕнекисене вулаттăм. Шкул пĕтерсен документсене медфака патăм. Анчах унта конкурс питĕ пысăкчĕ: пĕр вырăна 10 çынччĕ. Иккĕленӳллĕ пулнипе документсене Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине кайса патăм. Унта выльăх тухтăрне вĕрентĕм. 3-мĕш курсра чухне политикăпа интересленме пуçларăм. Диплом илсен РФ Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăхĕн тата патшалăх управленийĕн Раççей академийĕнче пĕлĕве ӳстертĕм. Икĕ хĕрлĕ диплом манăн. Анчах сценăран эпĕ нихăçан та пăрăнман. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.