Комментари хушас

30 Пуш, 2022

«Хресчен сасси» 12 (2900) № 30.03.2022

Иртнипе малашлăх пĕр тĕвĕре

Иртнĕ эрнере республикăра Ял хуçалăх министерствин анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта пухăннисем иртнĕ çулхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕç, çавăн пекех малашлăхри плансемпе паллашрĕç. Унсăр пуçне хуçалăхсем çур акине хатĕрленнине, патшалăх пулăшăвĕсем çинчен, çавăн пекех йывăр лару-тăрури çивĕч ыйтусене тишкерчĕç. Агропромышленноç комплексĕн 2021 çулхи кăтартăвĕсемпе ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарчĕ.

Ĕне те, техника та

Пандеми, ют çĕршывсен санкцийĕсем тата ытти чăрмав… Иртнĕ çул çанталăк та çĕр ĕçченне чăрмав кӳчĕ. Шăрăх, типĕ пулнипе Чăваш Республикинче пĕлтĕр синкерлĕ лару-тăру йĕркине палăртнă. Çапах та аграрисем йывăрлăха пăхмасăр малаллах талпăнаççĕ.

2021 çулта республикăри хуçалăхсем 555, 5 пин тонна тĕш тырă пуçтарса илнĕ. Кашни гектартан вăтамран — 19 центнер. 2020 çулта вара 32,2 центнер пулнă. Çĕр улмине пĕлтĕр 321,4 пин тонна, пахча çимĕçе 118 пин тонна пухса кĕртнĕ. Аш-какай туса илесси — 0,01%, çăмарта — 4,8%, сĕт 1,5% ӳснĕ.

Чăваш Ен апат-çимĕçпе хăйне туллин тивĕçтерет-ши? Республикăри тухăç кăтартăвĕсем Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктрининче палăртнă хисепсенчен те пысăкрах. Сăмахран, çĕр улмине икĕ хут, аш-какая 100%, сĕт тата сĕт-çу продукцине 1,4 хут ытларах туса илнĕ.

Паллах, патшалăх пулăшăвĕсĕр çĕр ĕçченне çăмăл мар. Ял хуçалăхне халĕ тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал 18% ытларах пулать.

2020 çулта аграрисем 1,5 пин единица ял хуçалăх техникипе оборудование 2,9 млрд тенкĕлĕх туянма пултарнă, çав шутран патшалăх пулăшăвĕпе — 1,16 млрд тенкĕлĕх. Çакă пĕтĕмпех хуçалăхсем техника туянсан 40% каялла тавăрса панă çăмăллăхпа усă курнăран паллах. Паха вăрлăх туянсан патшалăх тăкака 80% саплаштарать. Унсăр пуçне тĕрлĕ грантпа тивĕçтерет. Сăмахран, «Агростартап» грант валли уйăракан укçа виçине кăçал пысăклатĕç. Пĕлтĕр 51 млн тенкĕлĕх пулнă, 14 грант уйăрнă. Кăçал валли маларах уйăрнă 60,8 млн тенкĕ çумне тепĕр 60 млн тенкĕ хушма йышăннă. Унсăр пуçне кăçалтан хушма хуçалăхсене те курăмлă пулăшу парĕç. Вĕсем «Самозанятость» программăпа регистрациленсен асăннă пулăшăва тивĕçеççĕ. Паллах, килĕшмесен унтан тухма та пултараççĕ. 2022 çултан вĕсене çĕр улми, пахча çимĕç, аш-какай, сĕт туса илнĕшĕн патшалăх тăкаксене саплаштарать. Сăмахран, ĕне, техника туянма укçа уйăрса парать. Анчах ĕнене 3 çул хушши сутма юрамасть. Техникăна кивĕреххине те туянма пултараççĕ, 5-6 çултан аслăрах маррине. 90 лаша вăйĕллĕ таран. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Ютринчен пĕрре те кая мар

Çĕршыва хирĕç санкцисем кĕртнĕ май импорта хамăрăн таварпа улăштарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енре ку енĕпе ĕçлекен ятарлă центр йĕркелеме палăртаççĕ.

Республикăри аграрисем ют çĕршывран кӳрсе килекен çĕр улми вăрлăхне 1-2 çултан вырăнтипе улăштарасшăн. Ун валли çирĕп никĕс пур темелле. Ку енĕпе «Слава картофелю» агрофирма уйрăмах ăнăçлă ĕçлесе пырать. Вăл федерацин Атăлçи округĕнче «иккĕмĕш çăкăр» туса илессипе малтисенчен пĕри. Юлашки çулсенче кунта паха вăрлăх çитĕнтерессипе курăмлă утăмсем тăваççĕ. Ятарлă лаборатори те уçнă.

— Предприяти аталанса пыни, унăн продукцине хапăлласа туянни ĕçченсене малашлăха шанма хавхалантарать. Çывăх вăхăтра пирĕн чĕр тавар туса илесси татах ӳсмелле. Кăçал производство калăпăшне пысăклатасшăн, — палăртать агрофирма директорĕ Хасиятулла Идиатуллин.

Компанин хунавран вăрлăх çитĕнтерме çĕнĕ йышши лаборатори, теплица комплексĕ пур. Çакă производствăна туллин — çĕр улми вăрлăхне хунавран пуçласа элита таранах — йĕркелеме май панă. Агрофирмăра унччен ют çĕршывран турттарнă сортсене /«ривьера», «ред скарлетт»/ вырăнтах туса илме тытăннă. Унсăр пуçне Раççейри çĕнĕ сортсемпе те /«гулливер», «метеор», «краса мещеры», «пламя»/ ĕçлеççĕ. Вĕсем те пахалăх тĕлĕшпе ютсенчен пĕрре те юлмаççĕ. Хасиятулла Идиатуллин палăртнă тăрăх, асăннă сортсем пирĕн тăрăхра та аван çитĕнеççĕ. Иртнĕ çул 48 хунавран 10-шĕ çеç çимĕç паман.

Çĕр улми вăрлăхĕ туса илмелли ятарлă теплицăра çулталăкра хунава икĕ хутчен лартса хăвараççĕ: март тата июль вĕçĕсенче. Çакă пĕр лаптăкрах икĕ хутчен тухăç илме май парать. Март вĕçĕнче куршаксене 24 пин хунав лартма палăртнă. Çулталăкра теплицăра 500 пин вăрлăх çитĕнтерме пулать. Агрофирма ăна ятарлă холодильникра упрать. Хальхи вăхăтра унта 253 çĕр улми. Май уйăхĕнче ăна ана çине куçараççĕ. 2021 çулта Чăваш Енре çĕр улми лаптăкĕ 18 пин гектар йышăннă. Кăçал вара унăн лаптăкне 30 процент пысăклатмалла. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, çулталăкран паха вăрлăхпа хамăр республикăна кăна мар, кӳршĕри регионсене те тивĕçтерме тытăнăпăр. Малашне ку енĕпе импортран ирĕклĕ пулăпăр.

«Ольдеевский» агрофирмăра та лаборатори уçса çĕнĕ производство хута ярасшăн. Кунта темиçе çул ĕнтĕ энтомофаг — усăллă кăпшанкăсем — ĕрчетеççĕ. Халиччен унпа предприятин теплицисенче культурăна çитĕнтерме, сăтăрçăсемпе кĕрешме усă курнă. <...>

Лариса НИКИТИНА хатĕрленĕ.

 


Чăваш Енрен - Тутарстана

Ĕнер, мартăн 29-мĕшĕнче, Етĕрнери культура çуртĕнче «Тылри паттăрлăх» патриотизм марафонĕ уçăлнă. Унта регионсен хушшинчи «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Чăваш Ен территорийĕнче окоп чавнă çĕрте вăй хунă Атăлçи халăхĕсен ĕç паттăрлăхĕ» ятпа наука-практика конференцийĕ иртнĕ. Пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие Чăваш, Тутар, Мари, Мордва республикисенчен ăсчахсем, историксем, тавра пĕлӳçĕсем хутшăннă. Çавăн пекех уяв каçĕ те йĕркеленĕ. Мероприятие хутшăннисене «Шăнра туптаннă ăраскал» фильмăн пĕр сыпăкне кăтартнă. Сăмах май, ăна Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă Клавдия Петрова /Канаш районĕ/ аса илĕвĕ тăрăх ӳкернĕ.

Чăваш наци музейĕ çак кун тĕлне «Чăваш Енпе Тутарстанри хӳтĕлев чиккисем — тылри паттăрлăх» курав уçнă. Унта Чăваш Республикин патшалăх архивĕн фондĕнчи вăрттăн документсемпе, çавăн пекех килти архивсенчи сăн ӳкерчĕксемпе тата документсемпе, Сăрпа Хусан тăрăхĕсенче окоп чавнă çĕре хутшăннă çынсен аса илĕвĕсемпе паллашма пулать. Курава Тутарстанри наци тата А.Н.Туполев ячĕллĕ Хусан наци тĕпчевпе техника университечĕн истори музейĕсен фончĕсенчи документсемпе, сăн ӳкерчĕксемпе пуянлатнă. Унсăр пуçне Чăваш тата Тутар республикисенчи ăсчахсемпе историксем конференцие хутшăннисемпе паттăрлăх урокĕсем ирттернĕ.

«Тылри паттăрлăх» марафон мероприятийĕсем апрелĕн 5-мĕшĕнче — Чăваш Енри Çĕрпӳ, апрелĕн 19-мĕшĕнче — Куславкка районĕсенче, апрелĕн 21-мĕшĕнче Тутарстанри Кайпăç, апрелĕн 22-мĕшĕнче — Теччĕ, апрелĕн 23-мĕшĕнче

— Пăва, апрелĕн 24-мĕшĕнче Апастово районĕсенче иртмелле. Майăн 4-мĕшĕнче Хусанти /Атăлçи/ федераци университетĕнче наука-практика конференцине йĕркелĕç. Унта Чăваш тата Тутар республикисен ăсчахĕсем, историкĕсем хутшăнĕç. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

♦   ♦   


«Туйăм маларах систерчĕ»

Украинăран хăйсем тĕллĕн килнисем те пур. Çĕмĕрлере пурăнакан Юлия Ионова Украинăра лару-тăру çивĕчленнине кура кăçалхи февральте тăватă мăнукĕпе Чăваш Ене таврăннă. Хĕрĕпе кĕрĕвĕ вара унтах юлнă. Хваттерне, пурлăхне пăрахса хăварас килмен. Тамилла, Егор, Никита, Анна халĕ кукамăшĕпе пурăнаççĕ. Çывăх çыннисемпе куллен телефонпа çыхăнаççĕ.

— Чăваш Ене 2014 çулта, Украинăра хирĕçтăру пуçлансан, куçса килтĕм. Эпĕ ку тăрăхранах. Çĕмĕрле районĕнчи Волга поселокра çуралса ӳснĕ. 1970 çулсенче шкул пĕтерсенех Украинăна тухса кайнă. Çемье çавăрнă, çурт-йĕрлĕ, ача-пăчаллă пулнă. Шăпа ватлăхра каллех тăван çĕршыва çавăрса çитерчĕ. Çĕмĕрле хулин администрацийĕ мана беженец шучĕпе хваттерпе тивĕçтерчĕ, — ăнлантарчĕ Юлия Петровна. — Хĕрĕм Валентина çемйипе Луганск халăх республикинчи Свердловск хулинчех юлчĕ. Эпир çыхăнăва татман. Тăватă ача амăшне пулăшмашкăн час-часах вăрăм çула тухаттăм. Шел, юлашки вăхăтра унта лару-тăру каллех çивĕчленме тытăнчĕ. Хулара шкулсем, ача сачĕсем хупăнчĕç. Мăнуксем килтен тухмасăр тенĕн ларатчĕç. Массăллă информаци хатĕрĕсем те чуна ыраттаракан хыпарсем сарма тытăнчĕç. Ырă мар пулăма сиснĕн февралĕн 21-мĕшĕнче мăнуксене пуçтартăм та васкавлăн çула тухрăмăр. Хĕрпе кĕрӳ те хирĕçлемерĕç: кун пек хăйсене те лăпкă-çке. Свердловск Ростов облаçĕнчен инçех мар вырнаçнă. Çавăнпа автобуспа тӳрех унта çул тытрăмăр. Çул çинче талăк ытларах пулнă хыççăн Çĕмĕрлене çитрĕмĕр. Тепĕр кунне, февралĕн 24-мĕшĕнче, Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçланнине пĕлтĕмĕр. Ачасене хăрушлăхран вăхăтра çăлса хăварма пултарнишĕн савăнтăм. Тĕрĕссипе каласан 2014 çултанпа лăпкăлăх пирки маннă темелле.

Луганск халăх республикинче юлнă Валентина Юмак тĕпренчĕкĕсемпе уйрăлма тивнине, тунсăхланине пăхмасăр вĕсен шăпишĕн, пурнăçĕшĕн пăшăрханмасть. Хальхи вăхăтра ывăлĕсемпе хĕрĕсем шанчăклă алăра, хӳтлĕхре пулни йывăрлăха чăтса ирттерме вăй-хал хушать тейĕн. Асăннă республикăра пурăнакансенчен нумайăшĕ эвакуациленнĕ ĕнтĕ.

Çав хушăрах хăрушлăха пăхмасăр юлнисем те сахал мар.

— Хĕрĕр унти лару-тăру пирки мĕн пĕлтерет? Тăванĕсем патне килме шухăшламасть-и? — ыйтрăм унран.

— Валентинăпа кулленех çыхăнатпăр. Каланă тăрăх, Луганскра хĕç-пăшал сасси илтĕнет пулсан Свердловскра лăпкăрах, пемеççĕ. Çавна май юлашки вăхăтра унта Мариупольтен тарса пыракансем нумайланнă. Пурте хӳтлĕх шыраççĕ. Хĕрĕм пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн хваттерсем йĕркеллех, арканман. Апла малашне пурăнма кĕтес пур. Çак кунсенче вăл та Чăваш Ене килессине пĕлтерчĕ.

Тамилла та амăшĕпе, юлташĕсемпе час-часах çыхăнăва тухать-мĕн. Тантăшĕсенчен хăшĕ-пĕри эвакуациленнĕ, теприсем вара вырăнтах юлнă. Пурте лару-тăру йĕркеленессе, унчченхи лăпкă пурнăç таврăнасса кĕтеççĕ. Тамилла та тăван ене таврăнма, ашшĕ-амăшĕпе, юлташĕсемпе тĕл пулма ĕмĕтленет.

— Аслă мăнукăм Чăваш Енрех çуралнă. Хĕрĕм шкул пĕтерсен ăна малалла вĕрентме Шупашкара илсе килтĕм. Кунтах каччăпа паллашса пĕрлешрĕ. Вĕсен хĕрача çуралчĕ. Анчах çамрăксем кĕçех уйрăлчĕç. Шел, ун хыççăн çыхăнусем татăлчĕç, ашшĕне Тамилла пурнăçĕ, шăпи кăсăклантармарĕ. Кун хыççăн Валентина пĕчĕк ачипе пирĕн пата, Украинăна пурăнма куçрĕ. Каярахпа çемье çавăрчĕ, виçĕ ачана кун çути парнелерĕ, — каласа пачĕ Юлия Петровна.

— Лару-тăру йĕркеленсен каялла кайма е Чăваш Енрех тĕпленсе пурăнма шухăшлатăр? — кăсăклантăм эпĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


«Тăраниччен çăкăр çиес килетчĕ»

«Ачалăхăм питĕ кĕске пулчĕ. Сакăр çултах алла çурла тытрăм, 4-мĕш класра утă çулма вĕрентĕм. Çиме — апат, çие тăхăнма тумтир пулман. Çанталăк сивĕтичченех çара уран çӳренĕ, тĕрлĕ курăк пуçтарса çинĕ. Çапах аслисемпе танах ĕçленĕ: утă çулнă, тырă вырнă, фермăра та вăй хунă, ĕне сунă, сурăх пăхнă. Апла пулин те уроксене сиктермен. Тăраниччен çăкăр çиес килетчĕ», — аса илет иртнине Клавдия Широкова.

Унăн ачалăхĕ Шупашкар районĕнчи Анаткас Тушкил ялĕнче иртнĕ. Вăл тăхăр çулта чухне ашшĕпе пиччĕшне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайнă. Шел, иккĕшĕ те каялла таврăнайман. 1950 çулта Шемшерти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хĕр учитель профессине суйланă. Вĕсен йăхĕнче вĕрентекенсем татах та пулнă. Пиччĕшĕпе аппăшĕ те çак ĕçе алла илнĕ. Клавдия Михайловна малтанах Муркаш районĕнчи Кашмашри шкулта вăй хунă. 1950-1960 çулсенче шкулта ĕçлеме çăмăл пулман: пӳлĕмсем сивĕ, чернил та шăннă. Кĕнекесемпе тетрадьсем çитмен. Мĕн çине çырма май пулнă — çавăнта çырнă. Çапах та вăл парăнма шут тытман: ачасене тарăн пĕлӳ пама тăрăшнă, чăваш чĕлхине юратма вĕрентнĕ. Пурнăçра яланах тӳрĕ кăмăллă, таса чунлă пулмаллине каланă. Вăл вожатăйра та тăрăшнă, унсăр пуçне вулавăшра ачасене кĕнекепе тивĕçтернĕ. Общество ĕçне хастар хутшăннă.

Клавдия Михайловнăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 40 çул ытла, педагогика стажĕ вара — 33 çул. Мĕн чухлĕ шкул ачи, ашшĕ-амăшĕ тав туман-ши ăна? Шучĕ те çук. Чылай вĕренекен унăн ĕç-хĕлне суйланă. Çакăншăн вăл питĕ савăнать. Эппин, ĕçлени харама кайман.  <...>

Елена МАКСИМОВА,

Муркаш районĕнчи ветерансен канашĕн ертӳçи.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.