«Хыпар» 33 (27912) № 29.03.2022
Ниме пăхмасăр кӗнеке хыççăн кӗнеке кăлараççӗ
Пушăн 26-мĕшĕнче Наци библиотекинче Чăваш тавра пĕлӳçисен пĕрлĕхĕн съезчĕ иртрĕ. Унта Тутарстанран, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Чăваш Енрен пуçтарăннă 123 делегат хутшăнчĕ. Пĕрлĕх председателĕ Сергей Сорокин канаш иртнĕ тапхăрта пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ.
— Съезда хатĕрленсе тата Тавралăха тĕпчекен общество йĕркеленĕренпе — 100, Чăваш тавра пĕлӳçисен пĕрлĕхне туса хунăранпа 30 çул çитнĕ май «Золотые крылья краеведения» кĕнеке кăлартăмăр, — терĕ вăл. — Чăваш халăх историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарас ĕçе Шупашкар районĕнчи «Чемен карти» тавра пĕлӳпе туризм центрĕпе почта тата сăвар-пăлхар халăхĕн музейĕ пысăк тӳпе хывнине палăртас килет. Унта тавра пĕлӳçĕсен шкулĕ ĕçлет, центр туристсене йышăнать.
Пĕрлĕхĕн хисеплĕ председателĕ Виталий Станьял форума видеоçыхăну мелĕпе хутшăнчĕ.
— Тавра пĕлӳçĕ хресчене аса илтерет, — терĕ вăл. — Хресчене темшĕн те сăмах тивет, тавра пĕлӳçе те пайтах патак лекнĕ. Анчах халăх ĕçне кам чарайтăр? Вăл ĕçленĕ те ĕçленĕ. Ку таран тунипе мухтанмалăх пур вара. Пĕрлĕхĕн малашнехи ĕçĕ ача-пăчапа, яш-кĕрĕмпе, хĕр-упраçпа, кил-йышпа çыхăнсан вырăнлă пулассăн туйăнать. Эппин, çул çӳревсене «Чемен карти» тавра пĕлӳлĕхпе туризм центрĕпе тачăрах çыхăнтармалла, Пăлхара, Пӳлере, Чалăма, Таяпана, Чĕмпĕре тата ытти çĕре хальчченхи пекех йышпа çӳресен аван пулĕ. Тăван тавралăх çинчен кĕнеке кăларассине манас çук. Нухрат çитерсе «Записки краеведа» альманах кăларса тăрсан селĕм пулмалла. Тавра пĕлӳçĕ ĕçĕ кирек мĕнле лару-тăрура та вилĕмсĕр. Эпир каятпăр, вăл юлать.
Татьяна Давыдова тĕпчевçĕ — Чăваш наци музейĕн тата филиалĕсен, Людмила Федотова вĕрентекен — Шупашкарти 60-мĕш шкулти 2000 çулта уçнă этнографи музейĕн, Николай Адер республикăн тĕп хулинче 2018 çулта хута янă «СССР музейĕ» комплекс тата Çĕмĕрле районĕнчи музей ĕçĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Николай Михайлович республикăра хывнă туристсен маршрутне халăх историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе палăрса тăракан ытти яла та кĕртме сĕнчĕ.
Пĕрлĕхĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи уйрăмĕн секретарĕ Елена Чубайкина Григорий Ямсков, Александр Можайкин, Григорий Мигушкин, Валериан Толстов-Атнарский, Михаил Хураськин тата ытти тавра пĕлӳçĕ иртнĕ ĕмĕрте ялсен историне тĕпченине, шкул музейĕсем уçнине палăртрĕ. Вĕсен ĕçне паян Николай Полозин, Галина Зотова, Лев Медведев, Александр Трофимов, Валерий Романов, Валерий Орлов, ыттисем тăсаççĕ.
Юрий тата унăн ывăлĕ Сергей Ювенальевсем сăвар-пăлхар халăхĕн культурине, алă ĕçĕн ăсталăхне, хĕç-пăшалне тĕпчесе çырнă 5 кĕнеке кăларнине, 6-мĕшне пичете хатĕрленине, экспонатсем янтăласа республикăра 20 ытла музей уçма пулăшнине пĕлтерчĕç. Туризма аталантарма хутшăнакан Людмила Пронюхина Раççей академикĕсем 1733-1746 çулсенче Çĕпĕр экспедицине ирттернине, вĕсенчен пĕри Герхард Миллер 1733 çулта Хусан кĕпĕрнинчи чăвашсемпе çармăссен пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе, çав шутра киремете кĕлтунипе, кăсăклансах паллашнине, экспедицирен таврăнсан Атăл тăрăхĕнче курни-илтни пирки 120 страница çырнине аса илчĕ, туристсем çак темăпа та кăсăкланнине палăртрĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ыранхи кун лайăх пуласса шанаççӗ
— Ывăлăм Григорий кадет корпусне питĕ килĕштерчĕ. Унтан 11-мĕш класс вĕренсе тухмасăр тăван тăрăха каясшăн мар. Ачасемшĕн пурăнатпăр вĕт. Çавăнпа эпĕ кирек мĕнле пулсан та тĕпренчĕкĕмпе юнашар пулăп, — шухăшне палăртрĕ Украинăран хӳтлĕх шыраса Чăваш Ене тарса килнĕ Елена Викторовна. Гелыхсен çемйи Донецк халăх республикинчи Горловка хулинче пурăннă.
«Сакăр çул çапла чăтрăмăр»
Çуралса ӳснĕ тăрăхне, çемье çавăрса тĕпленнĕ кил-çурта мирлĕ пурнăçа аркатакансене пула пăрахса тухса кайма çăмăл мар паллах. Анчах пурнăç хаклă, вăл — пĕрре. Ирĕксĕрех чăматан пуçтарса пуйăса ларма тивет. Ăçта куç курать — çавăнта.
Еленăпа Дмитрий Гелыхсем Украинăра çуралса ӳснĕ пулин те Мускавра паллашнă. Хĕрпе каччă Раççейĕн тĕп хулинче вăй хунă. Елена Викторовна çав вăхăтра унта ĕçлесе пурăнакан Чăваш Енри хĕрарăмпа паллашнă. Çавăнпа-ши — çирĕм çул каяллах унăн Шупашкара килсе курас ĕмĕт çуралнă.
Çемье çавăрсан Гелыхсем Горловкăра тĕпленнĕ. Икĕ пӳлĕмлĕ хваттер, хĕрпе ывăл пулнă, юнашар çуртра амăшĕ пурăннă. Тата мĕн кирлĕ тулли пурнăç валли? Тăнăçлăх, таса тӳпе. Шел, çĕршыври хирĕç тăру лăпкă пурăнма паман. 2014 çултанпах кĕрлекен хăрушă хĕç-пăшал сасси, урамра виле пытарма каякансене час-часах курни… пĕтĕм кĕлеткене чĕтрене ертнĕ.
— Çулла шăрăхра чӳречесене, паллах, уçаттăмăр. Унта кисренни, кунта темĕн ӳксе çурăлни хыттăнах илтĕнетчĕ, питĕ хăрататчĕ. Чӳречесене хупма тытăнтăмăр. Кантăк пурпĕрех чĕтренетчĕ. Çĕмĕрĕлес тĕк тӳрех саланса каясран ăна скотчпа хĕресле çыпăçтараттăмăр. Шывсăр, электричествăсăр, çăкăрсăр ларни те, темĕн те пулнă. Хулара комендант сехечĕ вăйраччĕ. Каçхи вунă сехет хыççăн ирхи пиллĕкчен урама тухма юрамастчĕ. Тухсан тепĕр чухне путвала сикме тиветчĕ, унтан вара ирхине тин тухаятăн. Çакăн пек ларутăрура ыран мĕн кĕтессине пĕлместĕн. Сакăр çул çапла чăтрăмăр. Упăшка Крымра строительте ĕçлетчĕ, халĕ те унтах. Эпĕ ачасене вĕрентсе воспитани парассишĕн вĕсемпе юнашар пултăм. Хĕрĕм Дарья çирĕм çула кайнă. Вăл Донецкри аслă шкулăн юридици факультетĕнче вĕренетчĕ. Халĕ Дарья манăн аннепе пĕрле Воронеж хулине эвакуаципе килнĕ. Вĕсене ача-пăча кану лагерьне вырнаçтарнă. Дарья унти аслă шкулта малалла вĕренет. Эпир 14-ри ывăлпа кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкара реабилитаци курсне килнĕччĕ. Украинăра çар операцийĕ пуçланнине кура кунтах юлма тиврĕ. Пире Донецк тата Луганск халăх республикисенчен эвакуаципе килнисемпе пĕрле Муркаш районĕнчи «Хĕрлĕ парăс» санаторие вырнаçтарчĕç. Григорий тăрăшса вĕреннине кура Горловкăра ăна 5-мĕш класа интеллект гимназине янăччĕ. Кунта вăл кадет корпусĕнче вĕренме ĕмĕтленчĕ. Çавăнпах унта вырнаçтарма тăрăшрăм, — каласа кăтартрĕ Елена Гелых.
Кадет тумĕ илĕртнĕ
Григорий Гелых 9-мĕш класра вĕренет. Тăрăшуллăскер алла час-часах кĕнеке тытать. Вĕсемпе каникул вăхăтĕнче тĕл пулнă май экзаменсене хатĕрленнине асăрхарăм. А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнчи Григорий вĕренекен класс воспитателĕ Венера Вазикова пĕлтернĕ тăрăх, каччă тантăшĕсенчен пĕр çул кĕçĕнрех те. Тавра курăмĕ ачалăхран уйрăлсах çитеймен пулсан та вăл тăрăшса, лайăх паллăсемпе вĕреннине каларĕ. Юлташсем те хăвăрт тупнă вăл. Хăйне кӳрентернине туйман.
— Мана кадет тумĕ питĕ илĕртрĕ. Вĕренме пуçласан пĕрремĕш кунхине урокра ахаль тумпа лартăм. Малтан пăшăрхантăм, эпĕ çеç çапла çӳретĕп пуль тесе шухăшларăм. Ытти кадет çине ăмсанса пăхрăм. Мана виçĕ кунранах çĕлетсе тăхăнтартрĕç. Питĕ хĕпĕртерĕм. Нихăш предмета та уйăрмастăп. Пурне те вĕренмелле. Горловкăра физкультура юлашки çулсенче пачах пулман тесен те юрать. Çавăнпа кадет корпусĕнче кĕлеткене пиçĕхтерме самаях йывăр. Çапах эпĕ тăрăшатăп. Манăн атте пĕр метр та тăхăр вун пилĕк сантиметр çӳллĕш. Эпĕ ăна вун пилĕк сантиметр кăна çитейместĕп. Кĕлеткем çӳллĕ-ха, физкультурăпа туслашса тĕрекленмелле çеç. Гантель кирлĕччĕ те…
Çитĕнсен çар çынни пулма ĕмĕтленетĕп. «Чăваш кадет корпусĕ, Шупашкар, атте, анне, кушак» чăвашла сăмахсем вĕрентĕм, тата пĕлес килет, — Чăваш Ене килĕштернине пытармарĕ вăл. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
«Телепередача валли чăвашла калаçакан ача тупма йывăр»
Телекуравпа ача-пăча валли чăвашла пĕртен-пĕр кăларăм «Çăлтăрчăксем» тухса тăрать. Ăна Юлия Адюкова йĕркелесе эфира кăларать.
Юля хальлĕхе — студентка, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ н вырăс, чăваш филологийĕсен тата журналистика факультетĕнче 4-мĕш курсра вĕренет, кăçал диплом илме хатĕрленет. Шкулта чухнех хастарлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрнă вăл. Чăваш наци радиовĕнче штатра тăман корреспондент та пулнă. Студент пурнăçĕ пулăмсемпе тата пуянрах, кăсăклăрах. Наука конференцийĕсенче тухса калаçма тĕпчевсем, хаçат валли статьясем çырмалла, ăмăртусене, мероприятисене хутшăнмалла. Пĕр çулхине вăл Китайра иртекен «Атăл-Янцзы» форумра пулнăччĕ. Юля вĕреннĕ хушăрах ĕçлеме те ĕлкĕрет. Ăна 1-мĕш курс хыççăнах Чăваш наци телекуравне редакторта ĕçлеме илнĕ. Тӳрĕ эфир ертсе пыма та шаннă ăна. «Ир пулсан» кăларăм шăпах çавнашкал тухать. Çынсем çывăрса тăнă тĕле Юля ĕçре ĕнтĕ, сенкер экранран хитрен йăл-йăл кулса ларать. Унтан вĕренме каять, кайран каллех — ĕç… Çул çинче 1 сехет сая кайнăшăн та пăшăрханать вăл. Ара, çав хушăра темĕн те тума пулать вĕт! Кашни каç вăл «Республика» программа валли сюжетсем хатĕрлет, кайран «Çăлтăрчăксен» сценарине çырать. Канмалли кунсенче те вăл çав ĕçсемпе тăрмашать. Унăн шухăшĕпе, çамрăк чухне çапла кирлĕ те — пĕтĕмпех ĕлкĕрмелле, пушă вăхăт пулмалла мар. Тăрăшуллă пикене пĕлтĕр Раççей Правительствин стипендийĕпе хавхалантарнă.
Журналистикăри пĕрремĕш утăмĕсене Юля «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçатĕнчен тума тытăннă. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл кашни эрнере статья-заметка шăрçаласа редакцие ярса пама тĕллев лартнă. Кайран радиора Алина Герасимова аслă редакторпа «Ачалăх урхамахĕ» ертсе пыма тытăннă. «Алина Васильевна вĕрентни мана паянхи кун та сценари çырнă, сюжетсене пĕр-пĕринпе çыхăнтармалли «кĕпер» хывнă чухне питĕ пулăшать», — ĕçтешне ырлать Юля Адюкова. «Çăлтăрчăксем» кăларăм ăна ĕçе вырнаçсанах тыткăнланă. Те хăй шкул саккинчен тин кăна уйрăлнăран-ши, те «Тантăш» хаçат, «Ачалăх урхамахĕ» валли чылай материал хатĕрлеме тивнĕрен-ши — ача-пăча теми унăн чунне çывăх пулнă. Пĕр вăхăт «Çăлтăрчăксем» тухма пăрахнă хыççăн ăна çĕнĕрен пуçарма шăпах Юльăна сĕннĕ. Вăл малтанах шикленнĕ. Кăларăма ертсе пыракан ачасем кирлĕ-çке.
«Хамăн та йăмăк пур-иç», — чухланă вăл саcартăк. Аслă Елчĕк шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Машăна тата унăн тантăшне Даниил Патшина сĕннĕ. Ачасене Юльăпа Машăн амăшĕ Любовь Адюкова Шупашкара илсе çӳренĕ. «Уроксем хыççăн килетчĕç те каçхине студире кăларăма çыртараттăмăр. Хулара çĕр каçнă хыççăн ирхине 4 сехетре тăрса çула тухатчĕç. Ачасен — шкула вĕренме, аннен ĕçе каймалла-çке», — пĕрремĕш кăларăмсене епле хатĕрлени пирки каласа кăтартрĕ Юля. Машăпа Даниил ӳснĕ май халĕ «Çăлтăрчăксене» урăххисем ертсе пыраççĕ: Таня Патшинăпа Давид Портнов. Вĕсем те Елчĕк районĕнчен.
«Çăлтăрчăксем» — Чăваш Енри ача-пăча хыпарĕсемпе паллаштаракан кăларăм. Унта ертӳçĕсемсĕр пуçне тепĕр виçĕ корреспондент /ачасем/ ĕçлет: Настя Ларшникова, Лилия Львова, Ульяна Патшина. Вĕсен йышне тата ӳстересшĕн редактор. Юля пулăшуçăсене мĕнле шыраса тупать-ха? Пĕр-пĕр уява, мероприятие кайсан чăвашла хитре калаçакан ачана асăрхасанах хăйĕн патне йыхравлать. Анчах сюжет ӳкермелле чухне корреспондентăн урокран ыйтса кайма тивет. Ачасем чун хавалĕпе хавхаланса ĕçлеççĕ. Уявсенче телерадиокомпани вĕсене парне парать. Çĕнĕ çулта акă НТРК логотипĕллĕ футболкăпа савăнтарнă. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Ялта канализаци пулӗ
Юлашки çулсенче пурăнмалли вырăнсене хăтлама федераци, республика тата муниципалитет бюджечĕсенчен укçа нумай уйăраççĕ. Пархатарлă ĕçре тĕрлĕ шайри влаçпа депутатсем, старостăсем тата хăйсене «эпĕ никам та мар» текенсем пулăшаççĕ. Шупашкар районĕнчи Алькешре пурăнакан Калиса Мулюкова пенсионерка та хăйне çав категорие кĕртет.
Унпа 2021 çулхи çу уйăхĕнче, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Алькешре пурăнакансемпе тĕл пулма кайсан, паллашнăччĕ. Вице-премьер çавăн чухне вĕсемпе пурăнмалли пӳртсенчен таса мар шыва юхтарса кăларма урамсенче пăрăх хывассипе çыхăннă ыйтăва сӳтсе яврĕ. Унтанпа вунă уйăх иртрĕ.
«Хыпар» журналисчĕсем нумаях пулмасть Алькешре ял хастарĕсен ушкăнне ертсе пыракан Калиса Мулюковăпа тата ăна пулăшакан пултаруллă хĕрарăмсемпе тĕл пулчĕç. Пире чи малтанах Çамрăксен, Чечек, Хусан, Пионер тата Космонавтсен урамĕсенчи 206 пӳртре пурăнакан çемьесене канализаципе тивĕçтермелли проект шăпи кăсăклантарчĕ.
— Ăна кăçалхи çулла туллин пурнăçласса шанатпăр, — терĕ Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралса ӳснĕ Калиса Васильевна.
— Ĕçĕ нумай юлман: стадион патĕнче хура шыва пухмалли сооружени тăваççĕ. Ăна хута ярсан каяша унта тытса хăварĕç, тасатнă шыва Шупашкар канализацине юхтарĕç. Ĕçе малалла шутарассишĕн Калиса Васильевнăн проект тăвакан организацие, ытти инстанцие сахал мар чупма, пысăк е пĕчĕк пуçлăхсемпе тĕл пулса калаçма тивнĕ. Ял-йыш пухăвĕ 2016 çулта Çĕньял тăрăхĕн администрацийĕнчен проекта пурнăçа кĕртме ыйтнă, документсем хатĕрлеттермешкĕн кашни килтен 4 пин тенкĕ пухма йышăннă, проект тăвакан организацие суйласа илес тĕлĕшпе ĕçлеме, унпа çыхăну йĕркелеме Шупашкарти эрех завочĕн ветеранне Калиса Мулюковăна шаннă. Халăх ĕçне çапла пуçăннă вăл. Документсем тунăшăн проекта янтăлакан организацисенчен пĕри те тепри укçа нумай ыйтнă.
— «Вĕсем хапсăннă кĕмĕле темĕнле тăрăшсан та пуçтарса çитереймĕпĕр, сахалрах илекен проектанта тупмалла», — терĕç çынсем, — аса илчĕ Калиса Васильевна. — Килĕшĕве тăваттăшĕпе çирĕплетмерĕмĕр, шырава тăсрăм. Пиллĕкмĕшĕ укçа сахалрах илме шантарчĕ, документсене хатĕрлеме ăна патăмăр. Проект тăвасси 2021 çулхи çуллачченех тăсăлчĕ. Ăна экспертиза витĕр кăлариччен Алькеш хастарĕсене ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов йышăнчĕ. Урамсене пăрăх хывмашкăн бюджетран укçа уйăрма ыйтрăмăр, вăл пулăшма пулчĕ. Чăн та, 2021 çулхи çу уйăхĕнче объекта республикăн Инвестици политикин канашĕн ларăвĕнче тишкерчĕç, ăна инвестицин адреслă программине кĕртсе Чăваш Ен бюджетĕнчен хушма 34 миллион тенкĕ уйăрма йышăнчĕç. Алькешсем пысăк пулăшушăн республика Правительствине тав тăваççĕ. Объекта укçа-тенкĕ хывма суйласа илнĕ подряд организацийĕ 2021 çулхи авăн уйăхĕнчи суйлав хыççăн проекта пурнăçа кĕртме тытăннă: урамсенче экскаваторпа çĕр чавнă, пăрăх тăснă, ăна çĕрпе хупланă, кашни пӳрт умне тата пăрăхсем хĕресленнĕ вырăнсене пусăсем вырнаçтарнă. Вăл ĕçе вĕçлесе пырать ĕнтĕ.
— Объекта вырăнти пуçару программипе килĕшӳллĕн хута яраççĕ, — палăртрĕ Калиса Мулюкова. — Документсене тутарма ял-йышран 900 пин ытла тенкĕ пухрăмăр. Çапах ялти 400-е яхăн кил хуçалăхĕнчен çурри кăна канализаци тума кĕмĕл хывни пăшăрхантарчĕ, мĕншĕн тесен ĕçе вĕçлесен нимене малтан хутшăнманнисем те унпа усă курасшăн пулĕç. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Хуйхă килсе çапсан кăна килеççӗ»
Çамрăксем хăйсене юлташĕсем Турă çуртĕнче курасран шикленеççĕ Чăн Таса Турă Амăшĕн Хусанта курăннă сăнне асăнса Шупашкар районĕнчи Алькешре лартнă чиркӳ авалхисен шутне кĕрет. Хăйĕн мăнаçлăхĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе илĕртет вăл. Маларах кунта аякран пуç çапма килекен те йышлă пулнă. Валерий Андреев протоиерейпа паянхи лару-тăру çинчен калаçрăмăр.
«Мана çак чиркӳре тĕне кĕртнĕ», — терĕм Валерий аттене. «Миçемĕш çулта?» — мана куçран чăр! пăхрĕ пачăшкă. «Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕнче», — хуравларăм эпĕ. «Апла эпĕ тĕне кĕртнĕ сана», — çапла сыпăнса пычĕ пирĕн калаçу. Хăй вăхăтĕнче вăл вырсарникунсенче 100-шер ачана шыва кĕртнĕ. Халĕ вара уйăхра пĕр-икĕ ача кăна илсе килеççĕ-мĕн.
«Ĕлĕк паломниксем валли ятарлă çурт пулнă. Унта çĕршер çын çĕр выртатчĕ. Халĕ килсе çӳрекен çук. Пӳрт пушах ларать. Маларах халăх чиркĕве ытларах çӳретчĕ. Мăнкунра 2 пине яхăн çын пуçтарăнатчĕ. Шел те, венчете тăракан та çукрах паян. Ялта шкул пур чухне чиркӳ çумĕнче вырсарни шкулĕ те ĕçлетчĕ… Маларах Алькешре йывăçран тунă чиркӳ пулнă. Ăна 1746 çулта хута янă. 1915 çулта чиркĕве кирпĕчрен хăпартнă. Ăна 1917 çулхи утă уйăхĕнче сăвапланă. 1940-1947 çулсенче храм ĕçлемен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче унта тимĕрçĕ лаççи пулнă. Каярахпа лента тĕртекен фабрика вырнаçнă. Унтан вăл Кӳкеçе куçса кайнă. Ватă çынсем каланă тăрăх, 1946 çулта колхоз чиркӳ çуртне тырă хунă. Турă çуртне лашасемпех кĕрсе тухнă. Чиркĕве хупсан икĕ çамрăк унăн тăррине хăпарса кайнă. Хĕресне антарайман, иккĕшĕ те ӳксе вилнĕ. Чанĕсене вара антарнă. Пурăна киле, чиркĕве çĕнĕрен уçас тенĕ чухне, чанĕсене Воронежра саккас парса тутарнă», — чиркӳ кунçулĕпе паллаштарчĕ Валерий атте. Сăмах май, ку храм республика пĕлтерĕшлĕ культурăпа архитектура палăкĕсен шутне кĕрет. 1996 çулта Шупашкар — Чăваш Ен епархине килсен II Алексий Патриарх Алькеш чиркĕвне те çитсе курнă.
Валерий Андреев протоиерей 1971 çултанпа священникре ĕçлет. Маларах вăл тăватă çул Пăрачкаври чиркӳре вăй хунă. Унтан Канаш чиркĕвĕнче — 6 çул, Шупашкар районĕнчи Шемшерте çулталăк çурă ĕçленĕ. 1983 çултанпа — Алькешре. 8 теçетке çула ярса пуснă Валерий атте 51 çул пачăшкăра тăрăшать. Вăл ача чухнех Шупашкар районĕнчи Мăнал чиркĕвне çӳренĕ.
«Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне атте Григорий Васильевич, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен йывăр аманса таврăннăскер, вилчĕ. Пире ытларах анне Перасковья Николаевна воспитани панă. Анне Турра ĕненекен çынччĕ. Мана чиркĕве чи малтан шăпах вăл илсе кайнă. Пурăнсан-пурăнсан чиркĕве çӳрекенсене хĕстерме пуçларĕç. Мана, аслă классенче вĕренекенскере, куншăн шкул директорĕ те асăрхаттарнăччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Шупашкарти Введени соборне каяттăм. Священнике тухма мана Николай владыка пулăшрĕ», — чунне уçрĕ Валерий атте. Пурнăçĕнче çак çула суйланăшăн çамрăк мар священник халĕ çӳлти аттемĕрпе пĕрлех амăшне те тав тăвать. «Анне хăйĕн ĕмĕрне Турă хушнă пек пурăнса ирттерчĕ. Унăн сăмахĕнчен тухмарĕ, кун-çулне Турă аллине пачĕ», — терĕ Валерий Григорьевич.
Алькеш чиркĕвĕнче авалхи турăшсем упранса юлман. Вăрçă çулĕсенче йăлтах салатнă. «Турăшсем кăна мар, храмра иконостас та çукчĕ. Турăшсене пăтасенчен кăна çакнăччĕ. Астăватăпха: икĕ машина çăка кӳрсе килнĕччĕ. Пĕр платникпе тăватă çулта иконостас туса лартрăмăр: касса эрешлерĕмĕр, сăрларăмăр. Хамăн ачасем те пĕрле ĕçлерĕç. Сăмах май, Юлия матăшкăпа эпир икĕ ывăлпа пĕр хĕр ӳстертĕмĕр. Шел, халĕ çамрăксем чиркĕве çӳремеççĕ. Хуйхă пулсан кăна килеççĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...