Комментари хушас

28 Пуш, 2022

Атайкассинче çĕнĕ клуб пулатех

«Эпир вун виçĕ çул хушшинче клуб ыйтăвĕпе ăçта кăна çитмерĕмĕр, пире пур çĕрте те пĕр япаланах калаççĕ. Анчах ĕç-пуç малалла кайни курăнмасть», - терĕ йышăну пӳлĕмĕнче Шупашкар районĕнчи Атайкасси ялĕн пуçаруллă ушкăнĕн ячĕпе Надежда Щербакова.

Паян РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева граждансене йышăнчĕ. Тĕл пулăва çавăн пекех ЧР культура министрĕ Светлана Каликова, ЧР вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров, ЧР строительство министрĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Максимов хутшăнчĕç. «Культурăна аталантарас тесе Шупашкар районĕсем ытти районсенчен лайăхрах ĕçлеççĕ. Çав тĕллевпе вĕсем муниципалитет укçи-тенкине те тăкаклаççĕ. Юлашки çулсенче кунта çĕнĕ йышши икĕ библиотека уçăлчĕ. Салапайкассинче çĕнĕ культура çуртне çĕклеме пуçланă. Атайкассинче клуб тума çĕрне виçсе шута илмелле. Паянхи кун унта муниципалитет шайĕнчи ĕçсене пурнăçламалла. Каярах нухратне уйăрĕç», - ăнлантарчĕ Светлана Анатольевна.

Палăртмалла: Атайкасси ял тăрăхĕнче демографи лару-тăрăвĕ лайăх. Халăх шучĕ çулсерен 3 процент таран ӳссе пырать. Ялта культурăпа кану мероприятийĕсене администраципе суту-илӳ çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче тара илнĕ пӳлĕмре /вăл 89,3 тăваткал метр лаптăк йышăнать/ ирттереççĕ. Кунта виçĕ пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленĕ. 2022 çултанпа республикăра клубсене çĕнетмелли ятарлă программа ĕçлет. Культура министерстви Атайкассинче 100 вырăнлă культура çурчĕ тăвассине ырлать. Ăна плана кĕртнĕ. Халĕ çĕр лаптăкне регистрацилес ĕçсем пыраççĕ. Çĕнĕ клуба 2024 çулта çĕклĕç.

Çĕмĕрлери 6-мĕш шкулта юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Шкул директорĕ Светлана Сазонова пĕлтернĕ тăрăх, вĕрентӳ учрежденийĕн тăррине, чӳречесене улăштарнă, спортзалпа акт залне, столовăя çĕнетнĕ. Паллах, пĕр пуçланă ĕçе кирек камăн та вĕçне çитерес килет. Çĕмĕрлесен те çаплах. Вĕсен çутăн фасадне улăштармалла, шкул территорине хăтлăлатмалла. Территорие асфальт сармалла, çутăсем /хунарсем/ лартмалла. Алла Салаева палăртнă тăрăх, укçа-тенкĕ уйăрччăр тесен Çĕмĕрлесен федераци программине кĕмелле. Çапла майпа, укçа-тенкĕ 2023-24 çулсенче кăна куçма пултарать. «Ĕç-пуçа хăвăртлатма, сире пулăшма майсем тупма тăрăшăпăр», - палăртрĕ Алла Леонидовна.

Муркашра пурăнакан Татьяна Суховăн 7 ача. Вĕсенчен 3-шĕ Муркаш шкулне çӳреççĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пĕлӳ çуртне сумка çакса тăваттăн утĕç. Татьяна Алексеевнăна пĕлӳ çуртĕнче çур çула яхăн логопед çукки питĕ пăшăрхантарать. Унăн тĕпренчĕкĕсене логопед пулăшăвĕ питĕ кирлĕ-мĕн. Тытăнчăклăрах калаçнипе ачасем начар паллăсем тивĕçеççĕ-мĕн. Çемье паян пĕр пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнать. Ачасене уроксене тĕплĕн хатĕрленме унта услови те, вырăн та çитмест… Паянхи кун Суховсем Муркаш районĕнче нумай ачаллă çемьесен хушшинче хваттер черетĕнче 8-мĕшсем. Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх, 2023 çулта вĕсене çурт туса парĕç. Çак тĕллевпе укçа-тенкĕ пăхса хунă ĕнтĕ. Муркаш шкулĕн логопечĕ паянхи кун декрет отпускĕнче-мĕн. Хальлĕхе унăн ĕçне «Путене» тата «Солнышко» ачасен логопечĕсем пурнăçлаççĕ. Анчах вĕсем шкул ачисене нумай вăхăт хушши йышăнаймаççĕ. Çавна май, Дмитрий Захаров Муркашсене Чăваш патшалăх педуниверситечĕпе çыхăнма сĕнӳ пачĕ. Тен, юлашки курссенче вĕренекенсем ĕçлеме пыма хирĕç мар? Тепĕр икĕ эрнерен çак ыйту патне тепре таврăнассине палăртрĕ Алла Салаева.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...