Ентешсем пуçтарăнсан...
Елчĕк районĕ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнине тата Паллă ентешсен çулталăкне халалласа Шупашкарта Елчĕк районĕн ентешлĕх кунĕ иртнĕ.
Уява килнисем çак район пурнăçне сăнлакан куравпа паллашнă, илемлĕ юрă-ташăпа киленнĕ. Сумлă хăнасем елчĕксене ĕçченлĕхĕшĕн, çирĕп тĕллевлĕхĕшĕн, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр пулнишĕн ырланă. Хастар ĕçпе палăрнисене сцена çинче чысланă.