Комментари хушас

28 Пуш, 2022

Тивӗçе пурнăçлакан çеç мар

Нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕн республика фончĕн директорне Светлана Барановăна çирĕплетнĕ.

Хушăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă. Кăрлач уйăхĕнче Светлана Павловна Фонд ертӳçин тивĕçне пурнăçлама тытăннăччĕ.

Светлана Баранова 1967 çулта çуралнă. Уралти политехран вĕренсе тухсан инженера вырнаçнă. Унтан Оренбург облаçĕнчи Гай хула администрацийĕнче тăрăшнă. Кайран Екатеринбургри управляющи компанисенче ертӳçĕре ĕçленĕ, пĕр çул Капремонт фондне ертсе пынă. 2018-2020 çулсенче Севастопольти Капремонт фончĕн ертӳçи пулнă.

www.hypar.ru