Комментари хушас

28 Нарăс, 2022

Тетте № 2 (330), 2022 çул

♦ "Манăн Тăван çĕршыв" рубрикăра Чăваш патшалăх академи драма театрĕ пирки вуласа пĕлме пултаратăр.

♦ "Тăватă кăчăркка, икĕ йăлтăркка, пĕр шĕверкке" - мĕн-ши ку? Хуравне "Тетте" журналăн тăваттăмĕш страницинче шырăр.

♦ Вулама юратакансене "Çăкăр тата ылтăн" араб юмахĕ кĕтет.

♦ "Чăваш Енĕн Хĕрлĕ кĕнекинче" шурă кăсăяпа йăрăмлă астрагал пирки вуласа пĕлме май пур.

♦ "Юр кĕлетке-кушак" сĕтелçи вăййи выляма хатĕр-и?

♦ Осетин хĕрачине тумлантарар-и?

♦ "Ăста алă" рубрика самолета касса кăларса çилĕмпе çыпăçтарма сĕнет.

♦ Шахтер, сутуçă, тимĕрçĕ е çĕвĕç профессийĕсем акăлчанла мĕнле пулнине пĕлес килет-и? Апла "Тетте вĕрентет" рубрикăпа халех паллашма васкăр.

♦ "Вăйă-кулă уçланки": Олеся Михайлова, Александр Плеханов, Сильвия Петрова яланхиллех "Тетте" тусĕсем валли кăсăклă вăйăсем хатĕрленĕ.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.