Тăван Атăл, 1 №, кăрлач, 2022 çул
Николай Исмуков: «Философи — ăс-тăн, поэзи — чун апачĕ»
Николай Аверкиевич ИСМУКОВ — Чăваш халăх поэчĕ, философи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Раççей Федерацийĕн професиллĕ аслă пĕлĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕ. Унăн хисеплĕ ячĕсем çинчен кирек хăш кĕнекере те, интернетра та вулама пулать, çав вăхăтрах Николай Аверкиевич ăста ӳнерçĕ тата спортсмен пулнине эпĕ, сăмахран, пĕлменччĕ. Вăл тăватă енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ: çăмăл атлетикăра çӳллĕшне сикессипе, йĕлтĕрпе чупассипе, шахматла, шывра баттерфляй мелĕпе ишессипе. Пĕр хушă шкулта физкультура урокĕсене те ертсе пынă. Вăл хăйĕн сăнне портрет пек тунине курсан эпĕ тата та ытларах тĕлĕнтĕм: ӳнерте те пысăк ӳсĕмсемех тума пултарнă иккен. Çапах та вăл литература ĕçне суйласа илни, манăн шутăмпа, чăваш поэзине кăмăллакансемшĕн, паллах, ĕнтĕ пĕтĕм тăван литературăпа культурăшăн пысăк ăнăçлăх. Пирĕн калаçу та тӳрех литература пирки пуçланчĕ.
Николай Аверкиевич ИСМУКОВ — Чăваш халăх поэчĕ, философи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Раççей Федерацийĕн професиллĕ аслă пĕлĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕ. Унăн хисеплĕ ячĕсем çинчен кирек хăш кĕнекере те, интернетра та вулама пулать, çав вăхăтрах Николай Аверкиевич ăста ӳнерçĕ тата спортсмен пулнине эпĕ, сăмахран, пĕлменччĕ. Вăл тăватă енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ: çăмăл атлетикăра çӳллĕшне сикессипе, йĕлтĕрпе чупассипе, шахматла, шывра баттерфляй мелĕпе ишессипе. Пĕр хушă шкулта физкультура урокĕсене те ертсе пынă. Вăл хăйĕн сăнне портрет пек тунине курсан эпĕ тата та ытларах тĕлĕнтĕм: ӳнерте те пысăк ӳсĕмсемех тума пултарнă иккен. Çапах та вăл литература ĕçне суйласа илни, манăн шутăмпа, чăваш поэзине кăмăллакансемшĕн, паллах, ĕнтĕ пĕтĕм тăван литературăпа культурăшăн пысăк ăнăçлăх. Пирĕн калаçу та тӳрех литература пирки пуçланчĕ.
— Николай Аверкиевич, философ куçĕпе пăхас пулсан паянхи чăваш литературине мĕнлерех хак панă пулăттăр?
— Ĕлĕк çапла пулнă, халь — капла. Япала хакне çавăн пек танлаштарса виçнĕ чăваш. Этем пурнăçĕнче иртнĕ тапхăр хисеплĕрех, авторитетлăрах пулнă. Прозăра Илпек, Мранькка, Артемьев, Скворцов, Таллеров; поэзире Хусанкай, Ухсай, Айташ шайне çывхаракансем курăнмаççĕ. Пĕтĕмшле илсен, хальхи чăваш литератури вăтам шайра чарăнса тăнă. Паллах, паллă ятсем халĕ те çук мар, анчах вĕсене шутласа тухма алăри пӳрнесем те çителĕклĕ: Николай Максимов, Николай Теветкел, Юрий Сементер, Василий Кервен, Юрий Артемьев. Тата темиçе ят-хушамат асăнма пулать пулĕ.
Шел те, тепĕр чухне пирĕн культурăна ертсе пыракансем литературăна чухласа çитереймеççĕ. Вĕсем пур пулăма та хăйсен шайĕпе хаклаççĕ. Кĕнекесене пахалăх виçипе мар — хулăнăшĕпе, шучĕпе, авторĕ тĕрлĕ тĕлпулăва хутшăннипе, килопа — виçеççĕ. Юратнă авторĕсене вара вырăнти орден-медальпе чыслаççĕ, вăтам шайра татах та нумай çырма хавхалантараççĕ.
— Сирĕн литературăри пултарулăхра философи сĕмĕ уйрăмах палăрать. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, юлашки вăхăтра философие те, илемлĕ литературăна та хисепе хума пăрахрĕç пек. Халь наукăпа техникăна мала хураççĕ. Кун пирки мĕн шухăшлатăр? Философи наука мар-им?
— Республикăра пĕр журнал кăна та, ăс-хакăл культурине тишкернĕ хайлавсене пичетлеме кансĕртерех. Ятарлă ĕçсенче, статьясенче юлашки вунă-вун пилĕк çулта философипе наукăна чăнах та уйрăмшар хаклама пуçларĕç. Ку — тĕрĕс мар. Историлле пăхас пулсан, пур наука та /физика, хими, астрономи, астрофизика, космологи тата ытти те/ философирен тухнă, вĕсем — унăн ачисем. Амăшĕ çуратса ӳстернĕ вĕсене, çитĕнсе çитсен хăйсен хуçалăхĕпе хăй хальлĕн пурăнма пуçланă. Анчах амăшĕ вĕрентсе каланă сăмахсене тĕпе хурса килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса пынă. Халĕ те çаплах. Пĕртăван ачисен тата мĕнле пурăнмалла? Пĕр килтен тухнă, тĕрлĕ-тĕрлĕ наука философи тĕнчине те çĕнетсе пуянлатса пырать. Философи наукăран анлăрах, вăл мифологипе искусство ыйтăвĕсене ăс-хакăл шайĕнче тĕпчет. Мифологи – этемĕн ачалăхĕ, искусство — çамрăклăхĕ, философи — аллă çула çитсе пыракан арçын /АКМЭ/.
— Эпĕ астăвасса, «Ялавра» сирĕн «Чăваш философийĕ пур-и?» ятлă умлăн- хыçлăн виçĕ статья тухнăччĕ. Философи наукине чăн чăвашла çырса кăтартма та пулать иккен.
— Философи — культурăн пĕр пайĕ çеç мар, унăн тĕшши, унăн чунĕ. Вăл халăхăн ĕмĕрхи, яланлăх идеологийĕ. Нимĕçсен, французсен, вырăссен философийĕ пур пулсан, мĕншĕн чăвашсен, чи авалхи халăхăн, философийĕ пулмалла мар? Анчах чăваш халăх ăслăлăхне эпир этнографи, мифсемпе халапсен, халăх сăмахлăхĕ шайĕнче пăхса тухнипех çырлахнă. Вăл та вышкайсăр кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ ĕç пулнă паллах. Халăх кăмăл-туйăмне, шухăшлавне категори çӳллĕшне хăпартмалла — çавăн пек тĕллев пирĕн умра. Çав вăхăтрах халăхăн паянхи астăвăмĕнче çирĕпленсе юлнă тарăн шухăшсене тупса палăртмалла.
— Курăмлă, ĕненмелле пултăр тесен пĕрер тĕслĕх илсе кăтартаймăр-и?
— Сăмахран, «Тĕнчен тĕнни çук» /У Вселенной нет волокового окна/ тенĕ чăваш. Аллитерацишĕн, сăмаха янравлă пултăр тесе çеç каламан ăна вăл. Тепĕр тесен, чĕлхе структури тĕнче тытăмĕпе килĕшӳллĕ текен шухăш та пур /Витгенштейн/. Пирĕн тĕнче — шал енчен çĕлесе хунă уçлăх /Наш мир внутренне зашнурованная Вселенная/. Çакăнтан пуçламалла сӳтсе явма палăртнă ыйтăва.
Е тата: «Ыранпала иртни хушшинче шухăш икĕ пая пайланать ¹¹ хура хуйăх юлать сылтăма, сулахая телей сулăнать». Этемĕн пуç мими пĕр-пĕринчен уйăрми икĕ пĕр пек пайран тăрать, çав вăхăтрах вĕсен ĕç пĕлтерĕшĕ /функцийĕ/ пачах урăхла. Сулахай пайĕ малашлăх, шухăш, лайăх кăмăл-туйăм паллисемшĕн явап тытать, сылтăмми иртнĕ вăхăта, начар кăмăла, сисĕм-туйăм шайĕнчи пĕлĕве тытса тăрать. Ахальтен мар чăваш юмçисем хăрушă тĕлĕксем асаплантаракан чирлĕ çынна шыв юхăмне хирĕç сулахай тăнлавпа тăратнă: начар аса илӳ шывпа юхса кайтăр, ун вырăнне лайăх кăмăл-туйăм килтĕр! Çак вăрттăнлăха медицина науки нумай пулмасть кăна уçса палăртнă /проблема функциональной асимметрии симметричного мозга/.
Философи тĕрлĕ наука çитĕнĕвĕсене пĕтĕмлетет, вĕсене каласа е çырса пама философиллĕ чĕлхе кирлĕ. Астăвăм /память/, ăстăвăм /сознание/, хирĕç тăру /противоположность/, хирĕçлев /противоречие/ сăмахсене пĕрле çырмалла. Пĕтĕмлетсе каланă сăмахсем чĕлхе аталанăвне кăтартаççĕ. Анчах юлашки вăхăтра çавăн йышши сăмахсене уйрăм çыраççĕ. Икĕ «ăслай» чăваш орфографине пăтратса ячĕç.
Чăваш философине тĕпчесе «Философия в пространстве национальной культуры» кĕнеке кăларнăччĕ эпĕ /Мускав, 2011 ç./. Ăна Мускаври, Хусанти, Чăвашри Патшалăх университечĕсен профессорĕсем пысăк хак панăччĕ /Н.А. Исмуков. Çырнисен пуххи, 2020. 6 том, 73-101 стр./.
Пур наукăра та мĕн те пулсан çĕнни каламалла. Этнофилософи — ăслăлăхăн пĕр пайĕ, пĕр юхăмĕ. Ăна аталантарас тĕлĕшпе чуна парса ĕçлемелле пирĕн. Çапла шухăшлатăп эпĕ. Маларах асăннă Кандидат тата доктор диссертацийĕсене хӳтĕлемелли Канашра наци культурине тĕпчекен ĕçре хăйне май çитĕнӳсем те пулнă. Вĕсене палăртса хăварас килет.
Тĕплĕнрех вулас тесен...