Çул-йĕр хуçалăхĕ хĕле хатĕр-и?
Шуçлакра автотранспорт инкек тÿсме пултарать
ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин «Чăваш Ен çул-йĕр управленийĕ» хысна учрежденийĕ çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан çулсене 2014-2015 çулсенчи хĕллехи тапхăра хатĕрлесси çинчен» хушу кăларнă. Унта пурнăçламалли тĕп мероприятисене палăртнă. Автоçулсене хĕлле йĕркеллĕ усă курма епле хатĕрленине тĕрĕслеме комисси туса хунă.
Подряд организацийĕсем çак кунсенче шуçлакран сыхлакан материал, рабочисемпе водительсене сивĕре кĕрсе ăшăнма тата канма ятарлă вырăнсем хатĕрлеççĕ, юр тасатакан тата хăйăр-тăвар сапакан техникăна юсаççĕ, тутăхнисене сăрлаççĕ.
Авăнăн 10-мĕшĕнче управлени директорĕн çумĕ Алексей Алексеев, «Чăвашавтоçул» АУОн çул-йĕре тытса тăрас енĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ Виталий Пименов Чăваш наци телекуравĕпе «Хыпар» журналисчĕсемпе Вăрмарти, Сĕнтĕрвăрринчи çул-йĕре юсакан управленисене çитсе курчĕç.
Вăрмарсем 3800 тонна хăйăр, 708 тонна тăвар кÿрсе килнĕ. Вĕсене тÿрех хутăштараççĕ: 1 пай тăварпа 9 пай хăйăр. Хĕлле шăнман пирки унпа усă курма меллĕ. «Хутăш пĕтĕмпе çичĕ пин тоннăна яхăн пулмалла. Вăл пире хĕл каçма çитет, - пĕлтерчĕ Вăрмарти управлени директорĕ Сергей Яковлев. - Тăвалла хăпаракан çул хĕрринчи хĕрлĕ ешчĕксене те çак хутăша саппас тултаратпăр. Водительсем йывăрлăха лексен тÿрех усă курччăр».
Çул-йĕре юсакан управлени территорийĕнче юр тасатакан техника, «КамАЗ» автомашина пилĕкшер. Хăйăр-тăвар хутăшне сапакан хатĕр - 4. Ăна автомашина кузовĕ çине шанчăклă çирĕплетеççĕ, çуркунне кăна илеççĕ. «Кун чухлĕ техника района çителĕклĕ, - терĕ Сергей Михайлович. - Автомашина шучĕ çулсерен хушăнать, авари пулсах тăрать, анчах пирĕн айăпа пула иртнĕ хĕлле çын вилнĕ е аманнă тĕслĕх пулманччĕ-ха. Çитес тапхăрта та районти çул-йĕре вăхăтра юртан тасатса, шуçлакра хăйăр-тăвар сапсах тăратпăр. Синоптиксем çанталăк улшăнасса пире 3 кун маларах пĕлтереççĕ. Çакă пире вут-кăварпа кĕрешекенсем пекех çула тухмашкăн яланах сыхă пулма май парать».
Мăнçырма ялĕ çывăхĕнче те пултăмăр. Кунта рабочисем Валерий Герасимов прораб ертсе пынипе шăтăк-путăклă çула асфальт сарса тикĕслеççĕ. 2014 çул валли уйăрнă кĕмĕл 400 метр тăршшĕ сарма çитет.
Сĕнтĕрвăрринчи çул-йĕр юсакан управлени валли лимитпа 15 млн тенкĕ /республикăран - 7, вырăнтан - 8/ уйăрнă. «Унпа тĕллевлĕ усă куратпăр, - тет управлени директорĕ Дмитрий Михайлов. - Эпир 160 çухрăм тăршшĕ çула пăхса тăратпăр, 57-шĕ - регион, 103-шĕ - вырăнти пĕлтерĕшлĕ».
Журналистсем ыйтусем пачĕç. Тăварлă хăйăр хĕлле атă-пушмака питĕ пĕтерет. Ку чухне урăх йышши материалпа усă курма май килмест-ши? Ку хутăш чи йÿнни иккен. Урăх йышшисем те пур, анчах хаклă. Çитменнине, хăйĕн техники кирлĕ. Пурне те хушса шутласан астрономиллĕ цифра пулать. Хальлĕхе республика ăна пурнăçлама хатĕр мар.
Çул-йĕр техники те кивĕ. Вĕри асфальта пусăрăнтарса якатакан каток та вун-вун çул каялла кăларнăскер. Юр хыракан хатĕр те вансах тăрать. Сĕнтĕрвăрринче ăна сварщиксем хулăн металл татăкĕсемпе шăратса çыпăçтарчĕç. Малярсем сăрларĕç. Тягачпа пĕрле çĕнĕрен туянма 4 млн тенкĕ кирлĕ. Çавăнпа та хальлĕхе мĕн пуррипех çырлахма тивет.
Хăйăр-тăвар хутăшне районсенче 2-3 вырăнта хатĕрлесен аван пулмалла та, анчах ку ĕç çĕр ыйтăвĕпе çыхăннă. Ăна туянма та кĕмĕл кирлĕ. Сĕнтĕрвăррисем хутăш купине çулленех Ворни ялĕ çывăхĕнче хатĕрлеççĕ. Пĕр вырăнтан районăн тĕрлĕ кĕтесне çитме вăхăт самаях иртет, топливо та тăкакланать.
Хĕллехи вăхăтра автотранспорта инкек-синкекрен асăрханма пулăшас тесен çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсен шухăшламалли çителĕклех.
Валентин ГРИГОРЬЕВ