Комментари хушас

"Хыпар" Издательство çурчĕн коллективĕ Олег Мустаев пурнăçран вăхăтсăр кайнишĕн хурланнине пĕлтерет

Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Елчĕк районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ

Олег Николаевич МУСТАЕВ

пурнăçран уйрăлнă. Вăл 56 çулта пулнă.

Олег Мустаев 1965 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралнă. Лаш Таяпа вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне пĕтернĕ. Диплом илсен Чĕмпĕр хулинче тĕпленнĕ. 1989-2007 çулсенче Чĕмпĕр облаçĕн телекурав тата радио хыпарлав комитечĕн наци телекăларăмĕсен йĕркелӳçинче тата аслă редакторĕнче ĕçленĕ, телевиденире «Еткер», радиора «Хамăр ял» программăсене ертсе пынă. 2007 çулта Чĕмпĕр облаçĕнчи «Пирĕн ĕмĕр» телерадиокомпанин наци телекăларăмĕсен тĕп редакторĕ пулса тăнă.

Олег Мустаев чăваш наци юхăмĕн хастарĕ пулнă. 1992 çулта ăна Чĕмпĕр облаçĕнчи «Еткер» чăваш фончĕн президентне суйланă. Тĕп ĕçе общество ĕçĕпе шайлаштарса пырса Олег Мустаев халăха интернационаллăх воспитанийĕ парассине, чăваш наци культурине чĕртсе тăратассине, тăван халăх йăли-йĕркине аталантарассине пысăк тӳпе хывнă. Олег Николаевич пуçарнипе Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вĕренӳпе консультаци пунктне уçнă, Чĕмпĕр облаçĕн искусство тата культура политикин министерстви çумĕнче Чăваш культурин центрне йĕркеленĕ, И.Я.Яковлев ХIХ ĕмĕрте лартнă чиркĕве чĕртсе тăратнă, Чĕмпĕр облаçĕнче чăваш наци культура автономине йĕркеленĕ, чăвашлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ытти вун-вун ĕç тунă. 2016 çулта Олег Мустаева Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн председательне, 2017 çулта Чăваш наци конгресĕн вице-президентне суйланă.

Олег Мустаев çут тĕнчерен уйрăлни чăваш тĕнчишĕн пысăк çухату пулса тăчĕ. Унăн çутă сăнарĕ, ырă ĕçĕсем халăх асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕç.

Тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле хурланатпăр. 

«Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.