Елчӗкри ветерансем те авточупӑва тухнӑ
Украинӑри операцие хутшӑнакан Раҫҫей салтакӗсемпе пӗрле пулнине кӑтартса шӑматкун Елчӗкри ГСВГ (Германири совет ҫарӗсен ушкӑнӗ) ветеранӗсем авточупӑва тухнӑ.
Чи малтан вӗсем тӗп лапамра Германире тӗрлӗ ҫулта службӑра тӑнӑ салтаксене халалласа лартнӑ стела умне пухӑннӑ. Донбасри мирлӗ халӑха хӳтӗлессипе РФ Ҫарӗ ирттерекен операци пирки, РФ Президенчӗ тата Правительстви пулӑшни ҫинчен калаҫнӑ. Унтан
"Z" тата "V" сас паллисемпе паллӑ тунӑ машинӑсем район центрӗн тӗп урамӗсемпе иртнӗ.
www.hypar.ru Yaltch.cap.ru