Паллă юрăçа асăнса
Наци библиотекинче паян паллă юрăç, педагог, общество ĕçченĕ Мефодий Денисов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă асăну каçĕ иртрĕ.
"Композиторсем хăйсен юррисене ăна сĕнетчĕç. Мефодий Иванович никама та хирĕçлемен", - аса илчĕ Раççей халăх артисчĕ Юрий Васильев юрăç чăваш культурипе тĕрлĕ хулара, çĕршывра паллаштарнине палăртса.
Мефодий Ивановичăн ĕçтешĕсем, пĕлĕшĕсем, Шăмăршă районĕнчи ентешĕсем, ывăлĕн Игорĕн çемйи унпа çыхăннă кăсăклă самантсене аса илчĕç. Вĕренекенĕсем вара вăл юрланă юрăсене шăрантарчĕç. Мефодий Денисов хывнă çулпа паянхи кун çамрăксем утаççĕ.
www.hypar.ru Алина Ильина сăн ÿкерчĕкĕсем