Пахчи-пахчи, улма пахчи...
Кивĕ калушĕсемпе аттисем йăл кулаççĕ. Чечеклĕ, хĕвел шевлиллĕ шыв пичкисем те савăнăçпа çиçеççĕ. Улма йывăççисен тураттисем çинче - чăпар çунатлă лĕпĕшпе тĕкĕл тура, вир кайăкĕпе ылтăн пыл хурчĕ... Пахча варринче пысăк симĕс пальма мăнаçлăн сарăлса ларать. Вăштăр çилпе чÿхенсе ларакан черчен шупка кăвак шăнкăрав курăкĕ çинчен куçа илме çук. Акă ăçта вăл тĕлĕнтермĕш çăтмах пахчи! Ку çеç-и, йĕри-тавра - куçа йăмăхтаракан вун-вун тĕрлĕ чечек. Кобея, ипонея, наперстянка, агератум, питуни, астрăпа цини... Кил хуçисене çăвĕпех савăнтарса ларнă ырă шăршăллă кĕл чечексем çеç çурăлса пĕтме ĕлкĕрнĕ. Сад пахчинче темиçе тĕрлĕ улмуççипе груша, иçĕм çырли. Арпусĕ те йăран тулли. Ăмăртмалла çитĕннĕ тейĕн, пĕри тепринчен шултрарах. Уçырмара пурăнакан Анатолийпе Регина Матвеевсен пахчинче ку. Пĕр-икĕ çул каялла ывăлĕ Алеша Канаша кайсан пластик кĕленчесенчен ăсталанă пальмăна асăрханă. Килне çитсен хитре йывăçа ашшĕ-амăшне кăтартма ÿкерсех илнĕ. "Эпир те çав кунран пластик кĕленче пуçтарма тытăнтăмăр. Çÿп-çап купи çине пăрахнисене те тиркемесĕрех илсе килтĕмĕр. Çапла майпа пирĕн пахчара та пальма "ÿссе ларчĕ", - каласа кăтартать Регина Ильинична.
Матвеевсен хĕрĕ Ирина пĕчĕккĕллех ÿкерме юратнă, кайран ялти ÿнер шкулне çÿренĕ. Çапах та çитĕнсен темшĕн художник пулас темен, юрист профессине алла илнĕ. Анчах та ÿкерес ăсталăха, турă панине ниçта та пытараймăн. Халĕ те пушă вăхăт тупăнсанах никам хистемесĕр аллине сăрăпа киçтĕк тытать Ирина. Сад пахчине юмах тĕнчине çавăраканĕ шăпах вăл. "Ашшĕ пекех ылтăн алăллăскер. Юрăхсăра тухнă кăларса пăрахмалли япаласене те илемлетсе çĕнĕрен "чун кĕртет", - тет амăшĕ. Тĕрĕсех калать Регина. Анатолий Евгеньевич ăста платник пулни кайăк вĕçсе тухмалла мар çавăрнă хуралтăсенчен те курăнать.
- Пÿрчĕ умĕнчи хитре чечексем çинчен куç илмесĕр иртсе кайкаланă-ха. Малтан вара Матвеевсем патне пĕртте кĕрсе курман. Кайран ялта çынсем вĕсен пуян та илемлĕ, никамăннипе танлаштарма çук илĕртÿллĕ пахчи пирки калаçма пуçларĕç. Эпир те курма вĕçтертĕмĕр, çавнашкал хитре пурăннинчен питĕ тĕлĕнтĕмĕр, - каласа кăтартать ялти культура çурчĕн пуçлăхĕ Юлия Николаева.
Матвеевсем иртнĕ çул республикăра иртнĕ конкурса хутшăнса "Канмалли чи хăтлă кĕтес" номинацире 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Кăçал районта мала тухнă.
Регина Ильинична пире мăшăрĕ ăсталанă беседкăра пылак та сĕтеклĕ арпуспа, тутлă иçĕм çырлипе, пан улми-грушăпа хăналарĕ. Пахчинче типтерлĕх хуçаланать, ниçта пĕр çум татки те кураймăн. Хăяр-помидорĕ, купăсти-пăрăçĕ те питĕ ăнса пулнă. Ку хуçисенчен нумай килет пулĕ çав. Юратса, ăшă кăмăлпа ÿстереççĕ вĕсем калчасене. Вăл кăна та мар, çемье ÿркенменни, çĕр ĕçне чунтан парăнни куç кĕрет. Ăш пиллĕ те тарават, пĕрмай лайăххи патне ăнтăлакан çынсен пурнăçĕ те хитре. Вĕсем ăмсанмаççĕ, ĕçрен хăрамаççĕ, кÿршĕ-арша та мĕн пур ыррине кăна сунаççĕ.
Елена АТАМАНОВА.
Канаш районĕ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.