Комментари хушас

13 Авăн, 2014

95-ри Чĕкеç аппа кăмпа пуçтарать, çĕр улми кăларать...

Эпир çитнĕ чухне Чĕкеç аппа кăмпа тасататчĕ. Ăна пахчи хыçĕнчи катаран карçинккапах пуçтарса килнĕ. «Хĕл валли тăварласа хурасшăн. Çĕр улмипе çиме питĕ тутлă. Каярах тепре каятăп-ха», - терĕ Чĕкеç аппа.

Çемьере вĕсен пĕтĕмпе ултă ача пулнă, анчах пĕри те нумай пурăнайман. Чире пула пĕрин хыççăн тепри вилсех пынă. Ашшĕпе амăшĕ аптраса çитнĕрен кĕçĕн хĕрне Чĕкеç ят хурса пăхас тенĕ. Хут çинче вара - Татьяна. Кайăк, чĕр чун ячĕпе чĕнсе, тен, тĕрĕсех тунă-ши вăл вăхăтра? Чĕкеç пĕртте чирлемен, таса-сывă çитĕннĕ. Иккĕн çеç ÿснĕ вĕсем çемьере. Пĕртен пĕр шăллĕ Алексей тăватă çул каялла ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă.

- Атте анне вилсен тепре авланчĕ. Эпĕ ун чухне хĕр шутне кĕме тытăннăччĕ ĕнтĕ. Ама çури анне урăхларах çав, хăвăнни пек мар. Унăн ăшшине туйсах курман. Вĕсен тепĕр икĕ ача - хĕрпе ывăл - çуралчĕ, - каласа кăтартать Чĕкеç аппа.

Нушине вăл çамрăклах нумай курнă. Вăрçăчченхи выçлăха та чăтса ирттернĕ. Çăкăрсăр, пĕр пĕрчĕ кĕрпесĕр ларнă кунĕсем пайтах пулнă. Канаша çур çĕрте çăкăр илме кайнисене те аса илчĕ. Çук, кашнинчех пушă алăпа таврăнма тивнĕ. Харсăртараххисем ача-пăчана лаша çунисем патне те пыртарман. Вăрçă вăхăтĕнче Тăвай районĕнчи Эльпуçĕнче йĕпе-сапине, çил-тăманне пăхмасăр чылай вăхăт хушши окоп чавнă. Тылра аслисемпе тан хăйне хĕрхенмесĕрех ĕçленĕ хĕр упраç.

Уçырмаран аякра мар вырнаçнă Кармамие качча тухнă Чĕкеç. Мăшăрĕпе пĕрле пилĕк ача çуратнă. Шел, пĕр хĕрĕ тăватă çулта чухнех чеччепе чирлесе вилнĕ.

-Кун кăтартмарĕ мана Ваçук. Ĕçетчĕ те çапăçатчĕ, ун пек арçынпа пурнăç тăваймăн. Ĕçлеме тесе кайран аякка тухса кайрĕ те унтах авланчĕ. Пĕр ачана хăйĕнпе илсе каясшăнччĕ, ĕçекен арçынна хĕр те, ывăл та памарăм. Тăван яла уйрăлса килсе ачасемпе пĕрле хам тĕллĕнех çурт лартрăм. Аслă хĕр Зоя çитĕннĕччĕ ĕнтĕ. Вăл укçа-тенкĕпе нумай пулăшрĕ, - чунне уçать Чĕкеç аппа.

Телейлĕ халь Татьяна Петровна. Ывăлĕ Георгий Канаш хулинче пурăнать. Алюш килтех, ытти ывăл-хĕрĕ ялта тĕпленнĕ. Ачисем амăшне тунсăхлама памаççĕ, килсех çÿреççĕ. Куç тулли тăхăр мăнук кинемин. Ашшĕпе амаçури амăшĕнчен çуралнă Варуç та Чĕкеç аппана хăй амăшĕ пекех юратать. Сĕт, юр-вар йăтать ун патне. Май пур таран пулăшать ватăскере.

Чĕкеç аппан сад тулли улма-çырла. Сарă слива тураттисене аран йăткаласа ларатчĕ. Çÿлте çакăнса тăракан тутлă та сĕтеклĕ пан улмисене патакпа кăна çапса антарать кинеми. Улма йывăççисемпе пахча хыçĕнчи хурăн-çăкасемпе йăмрасене юратнă ачисемпе мăнукĕсен ячĕпе лартса ÿстернĕ вăл.

- Тавах турра, вăй пур-ха ман. Ура утать, куç курать, çавăнпа та пĕр вырăнта ларас килмест, - тет 95 çулти ватă. Çав вăхăтрах пире те хăй çулне çитме пиллет ăш пиллĕ кинеми.

Хĕл валли чей курăкĕ, хурăн милĕкĕ нумай хатĕрленĕ Чĕкеç аппа. Вĕсене типтерлĕн мачча тăррине çакса хунă. Ахаль чейрен юн пусăмĕ ÿсет-мĕн. Ывăлĕ пушанасса кĕтсе тăмасть, мунчине те хăех хутать. Ытти çулти пекех кăçал та сухан çыххи явнă, çĕр улми те кăларнă... Хăйне йăпанмашкăн чăхсем усрать.

 

Елена АТАМАНОВА.

Канаш районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.