Комментари хушас

24 Нарăс, 2022

Тантӑш № 7 (4776) 24.02.2022

Уçăлма тухнă чухне те мечĕкне пĕрле илет

Нумаях пулмасть Шупашкарти 61-мĕш шкулти хĕрачасен футбол команди федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи финал ăмăртăвĕнчен таврăннă. Раççейри «Шкулсене — мини- футбол» проект шайĕнче Чулхула облаçĕнче иртнĕ турнирта çамрăк спортсменсем Атăлçи тăрăхĕнчи чи вăйлă командăсемпе вăй виçнĕ, 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. 7-мĕш класра ăс пухакан Юлия Мазякина «Чи лайăх вылякан» пулса тăнă.

Командăна мала туртакан

«Пирĕн пĕлӳ çурчĕ «Шкулсене — футбол» пилотлă проекта хутшăнать, çавна май эпир, физкультура вĕрентекенĕсем, футбол секцине аталантарас ĕçе тимлетпĕр. Унта тĕрлĕ ӳсĕмри ачасем çӳреççĕ, вĕсене темиçе командăна уйăрнă. Арçын ачасем кăна мар, хĕрачасем те мечĕк тапма юратаççĕ. Паянхи куна пирĕн шкулта хĕрачасен икĕ ушкăнĕ аталанать. 3-4- мĕш классенче ăс пухакансемпе ĕçлеме тытăнтăмăр кăна, çапах та çакна çирĕплетсех калама пултаратăп: вĕсем арçын ачасенчен пачах та кая юлмаççĕ. 2007- 2008 çулсенче çуралнисем тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнма ĕлкĕрчĕç те. 2020 çулта та федерацин Атăлçи тăрăхĕнче мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕччĕ. Ун чухне те хĕрачасен футбол команди 3-мĕш пулчĕ. Кăçал та тупăшăва эпирех кайма тивĕçрĕмĕр. Турнирта Атăлçи тăрăхĕнчи чи вăйлă 8 команда вăй виçрĕ. Тупăшусем нарăсăн 4-9-мĕшĕсенче иртрĕç, кашни кун икшер командăпа выляма тиврĕ. Ăмăртăва 8 хĕрачапа кайрăмăр. Вĕсем çаксем: Настя Голубева, Настя Константинова, Валерия Костина, Валерия Торговцева, Ангелина Пластинина, Виктория Петрова, Карина Иванова тата Юлия Мазякина. Судьясем Юлийăна «Чи лайăх вылякан» ята парса йăнăшмарĕç. Хĕрача хăйĕн командинчи ытти выляканпа танлаштарсан — чи маттурри, мечĕке туйса тăраканни, мала туртаканни. Команда çитĕнĕвĕнче унăн тӳпи пысăк», — палăртрĕ шкул командин тренерĕ, 61-мĕш шкулти физкультура вĕрентекенĕ Сергей Лесин.

Улми йывăççинчен аякка ӳкмест

Юлия футболла тепĕр арçын ачаран та ăста вылянине палăртать тренер. Çакăнтан тĕлĕнме те кирлĕ мар. Унăн амăшĕ Елена Мазякина хăй вăхăтĕнче хĕрарăмсен «Волжанка» футбол командин вăйăçи пулнă, ашшĕ те ăста футболист. Çывăх çыннисене кура Юлия та пĕчĕклех мечĕкпе туслашнă.

«Ача чухне футболпа, хоккейпа кăсăкланаттăм. Колледжра, кайран аслă шкулта вĕреннĕ чухне те футболла вылянă, тĕрлĕ хулара иртекен ăмăртусене хутшăннă. Çичĕ çул каялла пĕр организацинче вăй хунă вăхăтрах «Энергия» спорт шкулĕнче тренерта ĕçлеме тытăнтăм. Ун чухне Юлия улттăраччĕ. Тренировкăсене ăна пĕрле илсе çӳрерĕм. 11-12 çулсенчи хĕрачасемпе пĕрле мечĕк хăваласа чупатчĕ. Ыраттарни те, ӳкни те пулнă, йĕрсен те ыттисенчен юлмастчĕ. Пĕрремĕш класа кайсанах Юлия Сергей Лесин тренер патне футбол секцине çырăнчĕ. Пĕр кунта икĕ тренировкăна çитетчĕ вăл: каçхи 4 сехетре шкулти ачасемпе футболла вылятчĕ, 6 сехетре — манăн вĕренекенсемпе. «Ывăнтăм, паян тренировкăна каймастăп», — тенине пĕртте илтмен хĕрĕмрен.

Пĕчĕк чухне юр ирĕлсе пĕтессе, çерем тухасса чăтăмсăррăн кĕтетчĕ, халĕ те çаплах. Уçăлма тухас пулсан мечĕк яланах пĕрле илеттĕмĕр, пĕр-пĕрне тапса памалла выляттăмăр. Хапха йĕркелени те сахал мар пулнă. Гол тапса кĕртсен Юлия ахăлтатсах кулатчĕ, савăнатчĕ. Килте пуканепе вылятчĕ пулсан урама мечĕксĕр тухмастчĕ. Вăл арçын ачасемпе ытларах туслăччĕ. Футбол тесен кунĕпех картишĕнче вăхăта ирттерме пултарать, киле хăваласа та кĕртеймĕн. Каникулсенче стадионтах «пурăнать». Ятласан та Юлия хваттерте те мечĕк тапсах çӳрет. Çавна пула мĕн кăна çĕмĕрмерĕ пуль, çав шутра стена çинчи сехете те», — ӳпкелешсе мар, кулса калаçрĕ хĕрача амăшĕ. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   


Встреча с известной поэтессой

В рамках международного дня родного языка и Года выдающихся земляков в Чувашии в нашем детском саду прошла литературная встреча с заслуженным работником культуры Чувашской Республики, членом Союза писателей, известной чувашской поэтессой и публицистом Альбиной Любимовой ӳЮратуӲ. Дошколята с нетерпением ждали знакомства с ней. Но каково же было удивление детей, когда перед ними предстала привлекательная и добрая женщина в чувашском национальном костюме, рассказывающая интересные истории из своей творческой жизни.

Из рассказа Альбины Васильевны воспитанники узнали, что поэтесса написала тысячи стихотворений, что на ее стихи сложено огромное количество песен. Особый интерес у юных слушателей вызвали стихи про маму и семью. А когда Альбина Васильевна начала расспрашивать у ребят об их родителях, то дети рассказывали о своих семьях с любовью и нежностью. Вос-питанники также с большим интересом и вниманием слушали стихи на тему Родины. Рассказы о значении родного языка в жизни каждого из нас, о том, что язык наших прадедов несет в себе духовные и культурные ценности, которые необходимо передавать из поколения в поколение, дети слушали, затаив дыхание. Не менее яркие эмоции вызвало рассматривание цветных иллюстраций, представленных в книгах поэтессы. Также ребята вместе с гостьей поиграли в игру «Рифмы», спели чувашскую песню на слова Раисы Сарпи и музыку Людмилы Кинер «Тухрăм эпĕ урама» и станцевали танец «Атьăр ташша пуçлар-и те…».

Альбина Юрату своим добрым и отзывчивым сердцем произвела на ребят большое впечатление и полностью завоевала доверие юных слушателей. <...>

Ольга БУЛАТКИНА, Лариса ФЕДОРОВА, воспитатели.

Нина ОРИШЕВА, музыкальный руководитель.

Чебоксары, 140-й детский сад.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.