Комментари хушас

24 Нарăс, 2022

«Чăваш хĕрарăмĕ» 7 (1237) № 24.02.2022

Тăнăçлăх çемьерен пуçланать

Çĕршывра тăнăçлăх хуçалантăр тесе нумай тытăм тимлет. Йĕрке хуралçисем те куç хупмаççĕ. Куславккара пурăнакан Кудряшовсен çемйин тӳпи те пур ку ĕçре: Владимир Николаевичпа Светлана Николаевна Раççей ШĔМĕн районти уйрăмĕнче тăрăшаççĕ.

Куславккари вăтам шкултан вĕренсе тухсан Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумне çул тытнă Владимир Кудряшов. 1998 çулта çамрăк каччăна салтака кайма ят тухнă. Тăван çĕршыв умĕнчи парăмне пурнăçланă май Йошкар-Олари ракета çарĕнче механик- водитель тивĕçне пурнăçланă вăл. Хĕсметрен таврăнсан кĕçĕн сержант полицие, ун чухне милици-ха, вырнаçнă.

— Ун чухне каччăсем йĕрке хуралĕнче ĕçлеме ăнтăлатчĕç. Атте ĕмĕрĕпех тенĕ пек пушар хуралĕнче водительте тăрăшрĕ. Унăн çывăх тусĕ тивĕçлĕ канăва милицинче ĕçлесе тухнăччĕ. Вăл та йĕрке хуралне вырнаçма сĕнчĕ. Çапла стажировка тухнă хыççăн ПАИ инспекторне илчĕç, — каласа кăтартать чылай вăхăт çул çинчи хăрушсăрлăха тимленĕскер.

Тимĕр урхамаха «кӳлсе» тухсан темĕн те сиксе тухма пултарать. Инспекторăн пулăшма та, явап тыттарма та тивет. Тĕрлĕ должноçре, çав шутра полицин участок уполномоченнăйĕнче те, вăй хунă кил хуçи. Халĕ оперативлă дежурнăй тивĕçне пурнăçлать.

— Пушар тухсан е васкавлă пулăшу кирлĕ чухне те шăнкăравлаççĕ çынсем. Телефонпа улталасси анлă сарăлнă май ку тĕлĕшпе канаш ыйтакан та пур. Шăнкăрав йышăннă май асăрханулăх пирки те аса илтерме тивет, — тет Владимир Николаевич.

«Ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастпăр. Ахаль çемье эпир. Хамăр тивĕçе кăна пурнăçлатпăр», — теççĕ Кудряшовсем. Пушă вăхăт тупса çут çанталăкра пулма кăмăллаççĕ вĕсем. Кил хуçи пулла çӳреме юратать. Йывăр ĕç хыççăн чун-чĕрепе канма май парать ку. Пысăк та туслă çемйи те юлмасть майортан. Мăшăрĕ Светлана та, ачисем те сывă пурнăç йĕркине кăмăллаççĕ. Йĕлтĕр сырса чупма та, коньки çине тăма та ухата вĕсем. Хĕлле çунашкапа тăвайккинчен епле ярăнмăн-ха тата? Çут çанталăкра йышпа пулма пушшех аван. Выляса-савăнма кăна-и? Ĕç те кал-кал пырать. Виçĕ ачаллă çемьере кашнин валли тивĕç тупăнать. Амăшĕ пӳрт-çуртра тасатма тытăнсан та, кукăль çумпа хатĕрленсен те кĕçĕнни, иккĕри Андрей, çывăх çыннинчен юлмасть. Шăпах унпа декрет отпускĕнче халĕ кил ăшшин управçи. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Çурçĕрти халăхсем чăвашла ташлаççĕ

«Мăшăрăм çурçĕрте нефть уçлакан организацире ĕçлетчĕ. Эпĕ Шупашкарта пурăнаттăм, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче тăрăшаттăм. Унпа юнашар пулас тесех Нефтеюганск районĕнчи Пойковский хула шайĕнчи поселока куçмашкăн тĕв турăм», — калаçу пуçларĕ Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукал хĕрĕ Лариса Алексеева /Жамкова/. Халĕ çакăнти чăвашсен культурăпа йăла-йĕрке аталанăвĕн «Çăл куç» центрне ертсе пырать вăл.

Туслăх çемми

Лариса Николаевна çемье çавăрнă чухне мăшăрĕ хыççăн Çĕпĕре тухса каясси çинчен шухăшламан. Анчах тунсăх пуснă вăхăтра кашниех çунат хушса инçе çула тухма ĕмĕтленет-тĕр. «Йĕппи ăçта — çиппи çавăнта», — ашшĕ ăса вĕрентниех хĕрарăма татăклă утăм тума пулăшнă. «Çывăх çыннăм Николай Жамков пирĕнтен уйрăлса кайрĕ пулин те унăн сăмахĕсем çаплипех хавхалантараççĕ. Аттен пулăшăвне туятăп. Ăна хамăн çитĕнӳсем çинчен каласа кăтартас ки-лет», — чунне уçать Лариса Алексеева. Ют çĕре хăнăхмашкăн, ахăртнех, никама та çăмăл мар. Çапах упăшкин тĕревне туякан хĕрарăм пур йывăрлăха та хыçа хăварнине пытармасть. Халĕ Николай Витальевичпа Лариса Николаевна виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ.

«Çăл куç» центр чăвашĕсем ытти наци çыннисемпе туслашнă. Ахальтен мар уявра тĕрлĕ халăх пĕрле пухăнса савăнать.

Ташă ушкăнĕ хастарлăхĕпе палăрнине калать Лариса Николаевна. Çакăнта ытти наци те чăвашла ташлама хăнăхать. Кăмăллă, çапла вĕт? Йăхташăмăрсем хăйсем те тĕрлĕ халăх ташшисен хăйне евĕрлĕхне ăса хываççĕ.

Центр ертӳçи Хĕрарăмсен клубĕн ĕç-хĕлĕ çинчен каласа кăтартать. Пĕрле канашлани кулленхи ыйтусене татма май парать вĕсене.

Пойковский хула шайĕнчи поселок пуçлăхĕ /халĕ Нефтеюганск район пуçлăхĕ/ Алла Бочко сĕннипе обще-ство организацийĕн тилхепине тытма килĕшнĕ чăваш хĕрĕ. «Влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем вырăнти халăхсене пĕрлештерессишĕн тăрăшаççĕ. Нацисене хăйсен йăли-йĕркине аталантармашкăн май туса параççĕ», — «Çăл куç» центрăн ĕçĕ кал-кал пынине çирĕплетет Лариса Николаевна.

Проектсен конкурсĕнче çĕнтерни йăхташăмăрсене ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме пулăшать. «Туслăх çемми-пе» /«В ритме дружбы»/ фестивале асăнса хăварас килет. Ăна пĕлтĕрхи çулталăка пĕтĕмлетнĕ май йĕркеленĕ. Çавна май чăвашсем Ханты-Манси тăрăхĕнче пурăнакансене наци ташшисемпе, халăх инструменчĕсен кĕввипе киленме май туса панă.

Наци культурисен центрĕн хореографĕ Ева Британ витĕмĕпе хĕрарăмсем ташă тĕнчинче хăйсене хăтлă туяççĕ. Çапах йăхташăмăрсем çакăнпа кăна çырлахасшăн мар. Лариса Алексеева тепĕр проект хатĕрлес шухăшпа çунатланать. Çак ĕç ăна чăваш халăх ташă ăстине чĕнсе илсе май парĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


Чапаев… тавлаштарать

Граждан вăрçин пĕр паттăрĕ те халăх фольклорне Василий Чапаев чухлĕ кĕреймен. Тĕнче пĕрремĕш тата Граждан вăрçисене хутшăннă Хĕрлĕ çар дивизийĕн пуçĕ Раççей историйĕн çак тапхăрĕнчи чăннипех те паллă çын пулса тăнă. Кунпа пĕрлех Василий Иванович пурнăçĕнче уçăмсăр юлнă самантсем те пур. Вĕсен тавра çĕр-çĕр тавлашу çуралать паян та — Чапаева нумай халăх «пирĕн» теме пăхни таранах.

Чăн тĕрĕслĕх — хут çинче. Ăна вăхăт та хуратаймĕ. Шупашкарти Вознесени чиркĕвĕн метрика кĕнекинче çырнинчен çакă паллă: Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕн Будайка ялĕнчи православи тĕнне ĕненекен Иван Степановичпа Екатерина Семеновна хресченсен çемйинче 1887 çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Василий ывăл çуралнă. Ку ялтан часах тухса кайнăран нумай çул Чапаев Самар кĕпĕрнийĕн Балаково хулинче çуралнă тесе шухăшланă. Василий Иванович хăть те хăш документра та хăй Шупашкарта çуралнине палăртнă-ха. Анчах унăн биографине нумай вăхăт никам та тĕпчемен. 1934 çулта экран çине Васильевсем ӳкернĕ «Чапаев» кинофильм тухнă. «Ку пирĕн Ваçук-çке!» — сиксе тăнă Будайка ялĕн çыннисем. Чăваш парти обкомне çыру янă, паттăр вĕсен ентешĕ иккенне çирĕплетнĕ. Çакăн хыççăн тин ăсчахсем Шупашкарти Вознесени чиркĕвĕн кĕнекинче Василий Чапаев çурални çинчен çырса хунине тупнă.

1908 çулта Василий Ивановичăн салтака кайма ят тухать. Паллă мар сăлтавсене пула çулталă-кран ăна «саппаса» ăсатаççĕ. Чапаев Балаковăри пуп хĕрĕпе Пелагея Метлинăпа паллашать. Çулта-лăкран 22 çулти каччă 17-ри пикене качча илет. Вĕсем 6 çул пĕрле пурăнаççĕ. Виçĕ ача /Александр, Клавдия, Аркадий/ çуратаççĕ.

Тĕнче пĕрремĕш вăрçи пуçлансан 1915 çулта Василий Чапаев фронта каять. Полк паллă ертӳçи Галацире, Волыньре, Буковинăра çапăçать. Виçĕ хутчен аманать, чир-чĕре тӳссе ирттерет. Апла пулин те ахаль рядовойран фельдфебеле çитет. Çапăçусенчи паттăрлăхĕпе хастарлăхĕшĕн ăна тăватă хутчен Георгий хĕресĕпе, IV степень Георгий медалĕпе чысланă.

Василий Иванович 1919 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Лбищенскри 6 сехете тăсăлнă хаяр çапăçура вилнĕ. Тĕрĕсрех — çухалнă.

Паллă ентешĕмĕре асăнса Шупашкарти илемлĕ скверсенчен пĕри шăпах Василий Чапаев ятне упрать. ВЛКСМ Чăваш обкомĕн тата республикăри тавра пĕлӳ музейĕн пуçарăвĕпе 1974 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче кунта Граждан вăрçин паттăрĕ ячĕпе музей /архитекторĕ Михаил Суслов/ уçнă. Унăн стени çинче — Михаил Фрунзе, Валериан Куйбышев, Михаил Тухачевский, Дмитрий Фурманов, Иван Кутяков барельефĕсем. Музей çуртне халăх укçипе ниме майĕпе хăпартнă. <...>

Татьяна НИКОЛАЕВА.

♦   ♦   ♦


Çĕр çинчи çăтмаха шыраса

Хĕвеллĕ кун. Çуркунне çывхарни, тавралăх хĕл ыйхинчен вăранни сисĕнет. Эпир Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс çывăхĕнчи хĕрарăмсен мăнастирне каятпăр. Ăна 2000 çулсенче Турă чури Владимир пуçарăвĕпе çĕнĕрен çĕклеме пуçланă. Халĕ çакăнта икĕ чиркӳре кĕлĕ тума пулать. Пурăнмалли çуртсем хăпартнă. Апат çимелли уйрăм вырăн пур. Ĕнесене хăтлă витесене хупнă. Пĕвере пулă ĕрчетеççĕ. Пыл хурчĕсем тытаççĕ. Ятарласа уйăрнă çĕр лаптăкĕнче пахча çимĕç ӳстереççĕ. Хирте тыр-пул çитĕнтереççĕ.

Историе аса илес тĕк, çакăнта 1903 çултах мăнастир хăпартма тытăннă. Çынсенчен, çав шутра вăрçăра пуç хунă салтаксен ачисенчен, çапăçу хирĕнчен сусăрланса тав-рăннисенчен, укçа пухма лекнĕ. 1905 çулта Тĕлĕнтермĕшсем тăвакан Николай чиркĕвне хăпартса лартнă. 1919 çулта мăнастире хупнă. Ун чухне унта 40 хĕрарăм пурăннă. Ва-лентина игуменья кĕлĕ туса пурăнмашкăн çĕр лаптăкĕ хăварма ыйтнă. Анчах унăн сă-махне никам та итлемен. Çĕре те, пурлăха та туртса илнĕ. 1921 çулта Ача çурчĕ уçнă... Мăнастире çĕнĕрен çĕклеме пуçланă тĕле çакăнта нимĕн те пулман.

Ирех тăраççĕ

Матăшкăсем кăнтăрлахи апат хатĕрлетчĕç. Мана та хăйсемпе пĕрле сĕтел хушшине чĕнчĕç. Агафон атте кĕлĕ вуланă хыççăн яшка илсе килчĕç. Унтан пĕçернĕ рис, ăшаланă пулă çитерчĕç. Сĕтел апат-çимĕçрен тулли пулнине палăртса хăварас килет. Ĕне сĕтĕнчен хăйма та, тăпăрч та, сыр та тунă. Хăйсем пуçтарнă хурăн çырлипе хура çырлана сахăрпа пăтратса шăнтнă. Тăварланă хăяра юратса çинине асăрхарăм. Икерчĕ те, хуран кукли те пĕçерсе лартнă. Пыл та пур. Апатланнă хыççăн Агафон атте татах кĕлĕ вуларĕ.

Шăпах çак кун Виталия матăшкă 74 çул тултарнă. Ăна пурте пухăнсан саламларĕç, чечек çыххи парне-лерĕç. Хĕрарăмăн сăн-питĕнче кулă вылярĕ.

Агафон атте каласа кăтартнă тăрăх, пĕр вăхăтра çакăнта 12 матăшкă пурăннă, халĕ — 7-ĕн. Чи кĕçĕнни — 60-а çывхарать, чи асли — 81 çулта.

Кунта пурăнакансем 4 сехет иртсенех тăраççĕ. 5 сехет çурăра ирхи кĕлĕ пуçланать. Турă амăшĕн Ивер турăшĕпе хĕреслĕ çӳреве кулленех тухаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, мăнастирте кĕлĕ тăвасси малти вырăнта пулни паллă.

Пысăк шалу илĕртмен

Еввула матăшкă çакăнта 5 çул пурăнать. Пил илсе Тутарстанран килнĕ вăл. Мăнастирте хăтлăх тупнă Захария матăшкăпа пĕрле Хусанти чиркӳре юрланине, çар заводĕнче ĕçленине аса илчĕ хĕрарăм. Вĕсен амăшĕсем те тĕне ĕненнĕ. Хĕрĕсем туслашнăшăн хĕпĕртенĕ.

Еввула матăшкă çемье çавăрман. Унăн çывăх тăванĕсенчен пиччĕшĕ пур.

«Маркетинг пайĕнче ĕçленине кура пĕтĕм тĕнчепе çыхăну тытнă тесен те юрать. Çав вăхăтшăн тунсăхламастăр-и?» — тăсатăп калаçăва. «Тивĕçлĕ кану ӳсĕмне çитсен те, шалу пысăк пулнине кура, чылайăшĕ ĕç пăрахасшăн пулмарĕ. Манăн вара пурнăçăма чиркӳпе кăна çыхăнтарас килетчĕ. Çавăн-пах ĕçрен кайсан çунат хушăннăн туйăнчĕ. «Турă, тинех санпа пĕрле пулăп», — хама чи телейлисен йышне кĕртсе хавхалантăм», — çийĕнчех хурав тупрĕ хĕрарăм. Вăл укçа- тенке мар, чун тасалăхне мала хурать.

«Çамрăк чухне кино, спектакль курма çӳренĕ. Ресторана кĕрсе ларнă. Çакă чунра йĕр хăварнах. Анне ун чухнех Турă çулĕ çине тăма ыйтатчĕ. Хăй вăхăтĕнче çемье çавăрма та ĕмĕтленнĕ. Савакансем те пурччĕ. Çапах Пӳлĕхçĕ çырнинчен иртеймĕн. Ăна пуриншĕн те тав тăватăп. Турă мана алă çинче йăтса утнине туятăп. Çамрăк чухне турăш парнеленĕччĕ мана. Унта сурăх йăтса пыракан Турра сăнланă. Ытти сурăх ун хыççăн пыратчĕ. Халĕ унăн аллинче хама куратăп», — хĕрарăмăн куçĕнче савăнăç куççулĕ йăлтăртатрĕ.

Сăмахпа кӳрентернине те çылăх шутне кĕртрĕ вăл. «Аннене пурăннă чухне ытларах хакламаллаччĕ, юратмаллаччĕ. Çакăншăн ăна çухатсан хама ӳпкелерĕм. Çылăх каçарттарсан тин лăплантăм», — ăнланта-рать Турă йĕркипе пурăнакан хĕрарăм. Çакăнта киличченех кăмака хутмашкăн вĕренес килнĕ унăн. Халĕ ку ĕçе те хăнăхнă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.