Çамрăксен хаçачĕ 7 (6406) № 24.02.2022
Çемье çавăрсанах нумай ача пирки ĕмĕтленнĕ
Шупашкарта пурăнакан Яковлевсем виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Вĕсем айккинченех телейлĕ çемье пек курăнаççĕ. Пушă вăхăта пĕрле ирттереççĕ, савăнма пĕлеççĕ. Усал йăласе мпе туслă мар ашшĕпе амăшĕ ачисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Амăшĕ пекех педагог
Кил ăшшин управçи Наталия Йĕпреç районĕнчи Пучинкере çуралса ӳснĕ. Амăшĕ Людмила Анатольевна тивĕçлĕ канăва тухичченех, 38 çул, шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Ашшĕ Михаил Васильевич пурнăçне спортпа çыхăнтарнă. Вăл кире пуканĕ йăтас енĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ. Наталийăн шăллĕ Владимир та çак енĕпех спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Халĕ вăл Санкт-Петербургра пурăнать.
Шкултан вĕренсе тухсан Наталия Канашри педагогика училищинче ăс пухнă. Амăшĕ те, кукамăшĕ те кĕçĕн классене вĕрентнĕ май вăл та çак енĕпех пĕлӳ илме шухăшланă. Диплом илсен Шупашкарти сывлăх енчен хавшакрах ачасен 2-мĕш шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтрах вăл аслă шкула куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. «Паллах, ятарлă шкулта ĕçлеме çăмăл мар. Кашни шăпăрланпа пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Анчах хамăн ĕçе юрататăп, çавăнпах мĕн пур йывăрлăх хăвăрт парăнать. Халĕ декрет отпускĕнче ларатăп, вăл вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп», — терĕ ачасене юратакан Наталия Яковлева.
Хăйсен ялĕнчи йĕкĕте качча тухнă
Яковлевсене шăпа мĕнле пĕрлештернĕ-ха? «Мăшăрпа Владиславпа эпир пĕр ялтанах. Пĕр ача садне çӳренĕ, кайран — шкула. Вăл манран çур çул кăна аслă. Владислав пĕр класра вĕреннĕ хĕр тусăмпа кӳршĕллĕ пурăнатчĕ. Эпир похода, клуба, уявсене пĕрле çӳреттĕмĕр. Çапла Владиславпа çывăхрах хутшăнма тытăнтăмăр. Хĕрпе каччăлла икĕ çула яхăн çӳрерĕмĕр. 2007 çулхи нарăс уйăхĕнче çемье чăмăртарăмăр. Кăçал пĕрлешнĕренпе 15 çул çитрĕ. Владислав мана хăйĕн ăс-тăнĕпе, анлă тавра курăмĕпе илĕртрĕ. Вăл питĕ сăпайлă та маттур каччăччĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен строителе вĕренсе тухрĕ. Халĕ пĕр организацире производствăпа техника пайĕн пуçлăхĕнче вăй хурать», — каласа кăтартрĕ Наталия.
2008 çулта çемьене «çĕнĕ кайăк» килнĕ. Халĕ Полина 7-мĕш класа çӳрет. 2011 çулта Яковлевсен çемйинче ывăл çуралнă. Андрей 4-мĕш класра ăс пухать. Иккĕшĕ те вĕренӳре «5» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пыраççĕ. 2020 çулта Егор çуралнă. Халĕ вăл 1 çулта. «Эпĕ çемье чăмăртасанах нумай ача пирки ĕмĕтлентĕм. Турри манна илтрĕ. Иккĕмĕш ача хыççăн тепĕр 9 çултан Егор çуралчĕ. Вĕсемсĕр мĕнле пурăнăттăмăрччĕ-ши? Пĕтĕм шухăш ачасем пирки çеç халĕ. Канăç çук пулсан та савăнатпăр, ку вăхăтлăх çеç вĕт — ачасем ӳсеççĕ. Аслисем кĕçĕннине пăхма пулăшаççĕ, кил-тĕрĕшри ытти ĕçе те тăваççĕ», — тĕпренчĕкĕсем пирки хавхаланса калаçрĕ 3 ача амăшĕ. Яковлевсем çемйипе çул çӳреме юратаççĕ. Çăмăл машинăна лараççĕ те пĕр-пĕр хулапа паллашма каяççĕ. Ку таранччен вĕсем Хусанта, Мускавра, Йошкар-Олара пулнă. Яла та час-часах çӳреççĕ.
Наталия тĕрлĕ тутлă апат пĕçерсе çемйине сăйлама тăрăшать. Кукăль-пӳремеч тăтăшах янтăлать. Чейпе ĕçмешкĕн печени таврашĕ, рулет час-часах пĕçерет. Мăшăрĕ Владислав арçын ĕçĕсене йăлтах пурнăçлать. Çĕнĕ хваттер туянсан юсав ĕçĕсене хăйсемех тунă, çынна укçалла ĕçлеттермен.
Хĕрĕпе пĕрле кружока çӳренĕ
Наталийăн тепĕр чун киленĕçĕ — тĕрлесси — пур. Вăл ку ĕçпе 4-5 çул каяллах аппаланма пуçланă. Çемçе теттесене, чĕр чунсене чăваш тĕррипе илемлетме тытăннă. Хĕреслесе тĕрлеме Наталийăна амăшĕ вĕрентнĕ. Чăваш тĕррипе вара Шупашкарти 62-мĕш шкулта тăрăшакан учитель Ольга Владимировна паллаштарнă. Ун патне хĕрĕ Полина ал ĕçĕн кружокне çӳренĕ. Тĕпренчĕкне илме пынă чухне Наталия хăй те кăсăкланса кайнă. Педагогран ирĕк ыйтса вăл та Полинăпа пĕрле кружока çӳреме тытăннă. Çапла чăвашла тĕрлеме вĕреннĕ. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Мăшăр кинона чĕнмест, чечек парнелемест…»
Тӳрĕ эфирта çемьене мĕнле упраса хăвармалли пирки калаçнă
Çемьери телее, юратăва, çирĕп хутшăнусене епле упраса хăвармалла? Çак тата ытти ыйтăва Чăваш Республикин «Контактра» социаллă сетьри официаллă ушкăнĕнче йĕркеленĕ тӳрĕ эфирта сӳтсе яврĕç. Республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене ЧР Юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертӳçин заместителĕ Алексей Вязов, çемье психологĕ Марина Назарова хуравларĕç.
Куçран ачашшăн пăхмалла 15 çул ытла пĕрле пурăнакан, виçĕ ача ӳстерекен Олегпа Татьяна Язевсем çемье пурнăçĕн опычĕ пирки каласа кăтартрĕç. Алексей Вязов малтан «Яланлăхах пĕрле — çемье пурнăçĕн чи пысăк тĕллевĕ» проектпа паллаштарчĕ. Ăна республикăри ЗАГС органĕсенче пурнăçа кĕртеççĕ.
Проектăн тĕп тĕллевĕ — çемьесене çирĕплетесси. Психологсем мăшăрланас текенсемпе, уйрăлас шухăшпа килнисемпе калаçаççĕ, çемьери хутшăнусене лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ. Çамрăксем кулленхи йывăрлăхсене чăтса ирттерме хатĕр-и е çук-и? Çакна та сӳтсе яваççĕ. Паллах, психологпа тĕл пулни çемьери йывăрлăхсене татса параймасть. Çапах çакăн пек калаçу хыççăн çынсем шухăша путаççĕ, хутшăнусене упраса хăварас тесен мĕн тумалли пирки пуç ватаççĕ. Кăмăллă саманта каласа хăварар: уйрăлма шут тытнă мăшăрсенчен чылайăшĕ çемьери лару-тăрăва психологпа сӳтсе явнă хыççăн ку шухăша пăрахăçланă, заявление каялла илнĕ. Юлашки пилĕк çулта ку енĕпе лару-тăру аванланни сисĕнет.
«Сирĕншĕн çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре?» — ыйтрĕ Язевсенчен Алексей Вязов тӳрĕ эфира килнĕ ыйтусене хуравлама пуçличчен. «Çемьере «эпĕ» тени мар, «эпир» сăмах тĕп вырăнта пулмалла. Мăшăрсен пĕр-пĕрне итлеме тата илтме, ăнланма пĕлмелле, йышăнусене пĕрле тумалла. Тавлашуллă самант сиксе тухсан хăçан мĕн каламаллине пĕлмелле е сăмах чĕнмелле мар», — шухăшне пĕлтерчĕ çемье пуçĕ.
Çемье пурнăçĕн малтанхи тапхăрĕнчи туйăмсене мĕнле сыхласа хăвармалла-ха? «Паллах, малтанхи вăхăтра мăшăр пĕр-пĕрин патне хытă туртăнать, вĕсен хушшинче хĕрӳлĕх хуçаланать. Вăхăт иртнĕçемĕн чăн-чăн юрату сӳнмест, вăл тата пысăкрах та тарăнрах туйăма куçать. Ун пек чухне çумри çынна пушшех те лайăхрах ăнланма, хисеплеме тата хаклама пуçлатăн. Унăн çитменлĕхĕсене /вĕсем вара пурин те пур/ мар, чи малтан лайăх енĕсене курма тăрăшмалла», — терĕ Олег. «Хăшĕсем пĕрлешнĕ хыççăн çулталăк çитмесĕрех уйрăлаççĕ.
Вĕсем пĕр-пĕрне илтмеççĕ, ăнланмаççĕ, пулăшмаççĕ. Çынна пĕрмаях «Эсĕ пултараймастăн», «Яланах йăнăшатăн» тесен вăл хăйĕн пирки япăх шухăшлама пуçлать. Паллах, унăн лайăх хутшăнусем йĕркелеме кăмăлĕ çук. Пурăна-киле çав çыннăн «Кунтан тарсан лайăхрах мар-ши?» текен шухăш çуралать. Мăшăра /савнине/ пĕрмаях хавхалантарсан, ырă сăмахсем каласан вара унăн çак хутшăнусене татах çирĕплетес килет. Çамрăк мăшăрсен çакна ăнланмалла: çитменлĕхсем пирки тăтăшах каласа эсир пĕр-пĕринчен сивĕнсе, ютшăнса пыратăр. Япăххине иртнĕлĕхре хăвармалла, ырă йăласене вара çĕнĕ çемьере малалла тăсмалла», — сĕнчĕ Марина Назарова.
Пĕр-пĕрне хавхалантармалла тенĕрен, тепĕр ыйту та çакăнпах çыхăнчĕ. «Çичĕ çул пĕрле пурăнатпăр, 2 ача ӳстеретпĕр. Упăшка мана асăрхамасть те тейĕн: кинона чĕнмест, чечек парнелемест, ăшă та ачаш сăмахсем каламасть. Мĕн тумалла-ши?» — пăшăрханчĕ Татьяна. Психолог хĕрарăм арçынна тĕрлĕ мелпе хавхалантарма пултарнине палăртрĕ. Тĕслĕхрен, куçран ачашшăн пăхмалла е çурăмĕнчен лăпкамалла. «Çынна кăштах çеç тимлĕх кирлĕ. Вара вăл сире тӳперен çăлтăр та татса пама хатĕр пулĕ. Арçын парнепе савăнтарасси, ăшă та ачаш сăмахсем каласси чи малтан хĕрарăмран хăйĕнчен килет», — терĕ вăл. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Пушарта турăшпа хĕрес çунман
Çур çĕр иртни 3 сехетре кил хуçи Дмитрий Сариев пĕренесем çатăртатса çуннă сасăпа вăранса кайнă. Пушар иккен! Вăл часрах арăмĕпе пилĕк ачине вăратса урама илсе тухнă, шăпăрлансене тепĕр урамра пурăнакан аслашшĕ патне чупма хушнă.
Дмитрий çулăма сӳнтерес тесе каялла пӳрте кĕнĕ, арăмĕ Екатерина та ун хыççăнах ыткăннă. Вĕсем ваннăйпа туалетран витрепе шыв йăтнă. Йăлтах питĕ хăвăрт пулса иртнĕ. Кил хуçи пушара сӳнтерме май çуккине ăнлансан мăшăрне пӳртрен тухмалли пирки кăшкăрса пĕлтернĕ. Анчах кранран шыв тултаракан Екатерина çакна илтмен. Дмитрий урама чупса тухнă. Пĕтĕмпех çăра тĕтĕм ăшĕнче пулнă. Тавралла пăхкаланă — мăшăрĕ çук. Вăл Екатерина тухманнине ăнланнă та каялла пӳрте вирхĕннĕ. Çав вăхăталла йывăç çуртăн çуррине çулăм ярса илнĕ. Дмитрий аран-аран сывлакан Екатеринăна урама йăтса тухнă…
Çак хăрушă пушар нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Улатăр районĕнчи Явлей салинче Сариевсен çемйинче пулнă. Дмитрипе Екатерина 5 ача ӳстереççĕ. Чи асли — 13 çулта, кĕçĕнни — 5-ре. Çĕрле ачасем чупса çитсе усал хыпар пĕлтерсен аслашшĕ часрах пушарнăйсем патне шăнкăравланă. Çăлавçăсем 40 минутран çеç çитнĕ. Пушар сӳнтерекен тăватă машина килнĕ. Улатăртан, Атратьрен, Киререн. Анчах çав вăхăт тĕлне йывăç çурт йăлтах çунса кĕлленнĕ. Сариевсем нимĕн те илсе тухайман. Малтан Дмитрипе Екатерина пушара хăйсем тĕллĕн сӳнтерме тăрăшнă, кайран вара ялкăшса çунакан çурта пырса кĕме май та пулман. Çи-пуç, документсем, сĕтел-пукан… — пĕтĕмпех çунса кĕлленнĕ. Çав каç Сариевсем телефона заряд илме розеткăна чикнĕ. Тĕрĕслев палăртнă тăрăх, çулăм çавăнтан тухнă.
Темиçе кунран çунса кĕлленнĕ пĕренесене тирпейлеме пуçланă. Ырă çынсем айккинче юлман, Сариевсене пулăшма килнĕ. Ачасем кăмрăк ăшĕнче хăйсен теттисене шыранă, анчах нимĕн те тупайман. Вĕсем юратнă теттисене шыранине курсан аслисен куçĕсем шывланнă. Хуралса ларнă пĕренесен хушшинче Афон тăвĕ çинчен илсе килнĕ турăш тата Апостолсемпе пĕр тан çветтуй Нина хĕресĕ тупăннă. Вĕсене çулăм тĕкĕнмен. Каярахпа Сариевсем кăмрăк ăшĕнче хăш-пĕр документа тупнă. тĕне кĕнине ĕнентерекен свидетельствăсем, çар билечĕ. Дмитрипе Екатеринăн туйĕнчи сăн ӳкерчĕксен альбомĕ те çунман. «Çакă çемье хаклăхне нимĕн те тĕп тăвайманнине çирĕплетет», — тесе çырнă Дмитрий Сариев Инстаграмри страницинче. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...