«Хыпар» 19 (27898) № 22.02.2022
Çар çыннисем чăвашсене мухтаççĕ: «Питĕ маттур ачасем»
«Кăçал диплом илетĕп. Салтака каймалла пулать. Тен, çĕршыв умĕнчи тивĕçе контракт мелĕпе пурнăçламалла?» — çакăн евĕрлĕ калаçусене юлашки вăхăтра хресна ывăл Вадим час-часах пуçарать. Пурнăçăн анлă çулĕн юппине тухнă çамрăкăн чун пăшăрханăвне РФ Оборона министерствин Чăваш Республикинчи çар службине контракт мелĕпе суйласа илекен пункт пуçлăхĕн çумĕпе Алексей Сапаровпа сӳтсе яврăмăр.
«Пур çавăн пек професси — Тăван çĕршыва сыхласси. Унăн сумĕ нихăçан та чакас çук, — терĕ Алексей Александрович. — Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсем çултан-çул çирĕпленсе, вăйланса, çĕнĕ техникăпа пуянланса пыраççĕ. Çавна май пысăк ăсталăхлă çар çыннисем кирлĕ. Контракт службине хатĕр специалистсене йышăнса тӳрех пысăк должноçсене вырнаçтараççĕ. Çавăн пекех вăтам е аслă професси пĕлĕвĕ илнисене те хапăл тăваççĕ. Вĕсене тивĕçлĕ çар пĕлĕвĕ тата ăсталăх илме пулăшаççĕ».
Контракт мелĕпе икĕ е виçĕ çуллăха çар ретне тăрасси тата салтака каясси, паллах, çамрăк çынран хăйĕнчен килет. Вăл çавăн пекех çар чаçне те, служба ирттермелли региона та суйлама пултарать. Паллах, çирĕп сывлăх кирлĕ. Саккун тăрăх, контракт мелĕпе службăна 18-40 çулсенчи граждансене йышăнаççĕ. Алексей Сапаров пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре 25-35 çулсенчи ентешсем контракт çыраççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ çарта пулнă, унтан таврăнсан кунта йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ /сăмахран, ĕçе вырнаçаймаççĕ, хваттер тара илсе пурăнаççĕ тата ытти те/ çынсем. Контракт çирĕплетекенсен йышĕнче «гражданкăра» ĕçлесе 12 çул çурă стаж пухнисем те пур. Кун пеккисене çарта тепĕр çавăн чухлĕ вăхăт тăрсан пенсие маларах тухма ирĕк пурри илĕртет. Унсăр пуçне пурнăçне çарпа çыхăнтаракан хĕр те йышлă. Вĕсене медицина, радиоçыхăну чаçĕсенче ытларах курма пулать.
Çулталăкра, Алексей Александрович пĕлтернĕ тăрăх, контракт мелĕпе çара каяс текенсен шучĕ пĕр пинрен те иртет. Çак йышран «вĕтĕ ала витĕр кăларса» 500-не суйласа илеççĕ. Чăваш Енрен Тĕп çар округĕнчи хуласене /Самар, Екатеринбург, Челябинск/ каякан йышлă. Çавăн пекех Таджикистанра тăракан çар базин ят-сумĕ пысăк. Çакăн сăлтавне Алексей Александрович пысăк çăмăллăхсем панипе çыхăнтарчĕ. Сăмахран, унта виçĕ çул службăра тăни 9 çулпа танлашать. Пĕлтĕр 30 яхăн çын Çурçĕр тата Балти тинĕсĕсенче карапсем çинче служба тивĕçĕсене пурнăçлама тухса кайнă.
Чĕмпĕр, Иваново, Тула, Псков, Новороссийск хулисене суйлакансем те пур. «Чăваш ачисем служба тивĕçĕсене пурнăçлакан подразделени командирĕсенчен эпир час-часах ырă сăмахсем илтетпĕр. «Питĕ маттур ачасем. Малашне те сирĕнпе çыхăнăва татас марччĕ», — теççĕ» — мăнаçлăн пĕлтерчĕ Алексей Сапаров.
Çар тивĕçĕсене пурнăçлама çĕршыв тулашне каякансем те пур. «Эпир тӳрех кунтан ăсатмастпăр. Вĕсене ку енĕпе ĕçлекен çар чаçĕсем валли суйласа илетпĕр. Çар çыннисем пулса тăрсан, хăйсене лайăх енчен кăтартнă хыççăн тин чикĕ леш енне кайма пултараççĕ», — ăнлантарчĕ Алексей Сапаров.
Çар службинче контракт мелĕпе тăнин паха енĕ сахал мар. РФ Оборона министерстви çар çыннисен пурнăçне лайăхлатассишĕн, служба тивĕçĕсене пурнăçлама ăнăçлă условисем туса парассишĕн нумай тăрăшать. Тĕслĕхрен, контрактниксен шалăвĕ — 28-70 пин тенкĕ. Çак виçе, паллах, тĕрлĕ хушăмран /мĕнле должноç йышăннинчен, ыттинчен/ килет. Физкультура хатĕрленĕвĕн нормативĕсене пурнăçласан тата хушса параççĕ. «Хальхи вăхăтра спорт комплексĕсене çӳреме абонемент туянмалла. Çарта вара çакă пĕтĕмпех тӳлевсĕр. Сывлăхна çирĕплетсе пыратăн — сана уншăн укçа тӳлеççĕ. Спорт мастерĕн кандидачĕсен хушăмĕ, сăмахран, 90 процент, спорт мастерĕсен — 100 процент. Çарта спортпа вĕренĕвĕн хисепĕ питĕ пысăк», — терĕ Алексей Сапаров.
Урăх региона, кӳршĕ республикăри Йошкар-Олана пулсан та, каякансене пĕр оклад чухлĕ «подъемнăй» параççĕ. Çар чаçĕпе контракт çирĕплетсе çар çынни пулса тăрсан тумлантараççĕ, куллен апат-çимĕçпе тивĕç тереççĕ, хваттер параççĕ. Çемьеллĕ тĕк — ачасене садике, шкула вырнаçтараççĕ, мăшăрне ĕç тупса параççĕ.
РФ Оборона министерствин вузĕсенче вĕренсе ятарлă специальноç илме те майсем çителĕклĕ. «Сăмахран, гражданинăн С категориллĕ водитель удостоверенийĕ пур. Çарта тăнă вăхăтра вăл крановщике вĕренме, йывăр тиевлĕ автомашинăсемпе çӳремешкĕн категорие ӳстерме пултарать. Иккĕмĕш хут контракт çыракансем урăх хулари, тĕслĕхрен, Шупашкарти, вĕренӳ заведенийĕсене те кĕме пултараççĕ. Ун пеккисене çулталăкра икĕ хутчен вĕренӳ отпускĕ параççĕ, вырăна çитсе килнĕшĕн çул укçине саплаштараççĕ», — ăнлантарчĕ Алексей Сапаров. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Тухтăр самолета вĕçтерме пултараймасть
Тăван чĕлхе ыйтăвне сӳтсе явасси питĕ çăмăл-ши? Кам ӳркенмест — пурне те калаçтарать вăл. Пĕрисене чăвашсем авалтанпах усă курнă сăмахсем çĕнĕрен таврăнни канăçсăрлантарать. Теприсем вырăс тата ют чĕлхесенчен кĕрекеннисем йышланнипе кăмăлсăр. Виççĕмĕшсем паянхи орфографипе килĕшмеççĕ. Пур енĕпе те кăмăлсăр пулса алла калем тытакан та сахал мар.
Пуçа мĕн пырса çапать…
«Мĕн чухлĕ çын — çавăн чухлĕ шухăш», — темелли кăна юлать. Астăватăп-ха ачалăхăма. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринче шкула çӳреме пуçларăм. Пирĕн вăхăтра ача сачĕсем çукчĕ, воспитательсен вырăнĕнче асанне-кукамай пулнă. Кам пулăшнипе-ши — эпĕ, айванкка, хамăн ята çырма вĕрентĕм: Нача. Аппа «Надя» тесе тӳрлетсе парать, килĕшес килмест. Хам çырниех тĕрĕс пек. Пĕрремĕш класра: «Пирĕн радиво пур», — тесе çырнине астăватăп. Каллех тӳрлетрĕç, «радио» туса хучĕç. Эпĕ тарăхса хирĕçлетĕп: «Вĕсенни тĕрĕс мар, кукамай ун пек каламасть вĕт».
Халĕ редакцие чĕлхе ыйтăвĕсемпе килнĕ çырусенчен чылайăшĕ шăпах çав саманта аса илтерет: пуçа мĕн пырса çапать — çавă тĕрĕс шухăш тесе çирĕплетесшĕн.
Чăвашсен çĕнĕ çырулăхĕ йĕркеленнĕренпе пĕлтĕр 150 çул çитнине паллă турăмăр. Тĕнче цивилизацине, малтанхи çырулăх аталанма пуçланине шута илсен пирĕн, чăвашсен, тĕнче историйĕшĕн «ачалăх» пек кăна. Пĕрремĕш грамматика вара тата маларахах пулнине те пĕлетпĕр-ха. Вăл 1769 çулта Петербургра 600 экземплярпа пичетленсе тухнă. Ăна хатĕрлекенĕсен йышĕнче Ермей Рожанский чăваш та пулнă. Унта тури чăвашсен калаçăвне никĕсе хунă тăк, Иван Яковлевăн çырулăхĕнче — анатрисенне.
Çапах ваттисем «Чăваш кĕнекине ĕне çинĕ» каларăша та манас марччĕ. Анчах вăл мĕнле пулнă-ши? Авалхи тĕрĕсенчи пек-ши? Шăпах аваллăхри çырулăха тĕпчекенсем пулсан тем пекехчĕ-ха. Çук вĕт, паянхи килĕшмест, тавлаштарать вĕсене.
Редакцие Николай Адертан, Ваттисен канашĕн председателĕнчен, çыру килчĕ /авторăн пунктуаципе орфографине улăштармăпăр. — Ред./: «Чăваш çырулăхне тури чăвашсен пуплевĕсене, пĕрремĕш чăваш грамматикăри янравлă хупă саспаллисене вырăна хурса тӳрлетес. Вăл пĕрремĕш çырав пулнине шута илсе те... Юсав ĕçне пуçăнма чи малтан 1992-1994 çулсенче Чăваш Патшалăх Канашĕ тĕплĕн сӳтсе явмасăр, васкаса, ним ăнланмасăр йышăннă «сăмахсене уйăрса çыртаракан правилăсене» регламента пăснăшăн пăрахăçламалла. Реформăн авторĕсен, ĕçе кĕртекен депутатсен ячĕсем паллă: Иван Андреев, Юрий Виноградов, Атнер Хузангай, Алексей Леонтьев, Петĕр Краснов… Ку «çĕнĕллĕх» ял кулли çеç мар, ку – тĕнче кулли! Тĕнчипех, пĕтĕм халăх, вырăссем те, сăмахсене пĕрлештерсе тепĕр сăмах çуратаççĕ. Эпир вара каялла чакрăмăр… Чăваш орфографине пăсса çĕнетсе, ăна аталанма майсем тупмалла, меслетсене çăмăллатса орфографине тĕпрен юсама тивет. Çак ĕçе пирĕн, мĕнпур чăвашсен, вырăсланнисен те, юлашки вăйсемпе те пулин пĕр каварлă пулса чиновниксене, депутатсене халăха кирлĕ пек тутарас… Тата мĕнле указ-приказпа уйăх ячĕсене пуçа çĕмĕртерекен хресчен шучĕпе çырмалла паян? Тĕттĕм халăхра кун шучĕ пулман, уйăхсем çине пайлани те вырăссенчен кĕнĕ. Ку паянхи мал енĕ мар, юлса пыни. Пĕр пуçланă тăк, виçесене те ĕлĕкхилле «кĕренкке, хăлаç, пăтакка» теес пулать ĕнтĕ…»
Агроном ĕçĕ ветеринаршăн ют
Николай Адер хускатнă ыйтусемпе, автор хăй палăртнă пек каласан, «реформа авторĕсене» те паллаштартăмăр. Вĕсенчен пĕри, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Виноградов, хăйĕн шухăшне çийĕнчех пĕлтерчĕ. «Николай Адер çырăвне Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин чĕлхе комиссийĕнче пăхса тухмалла. Иван Андреев профессорăн «Структура именных синтагм в чувашском языке» статйине /«Ученые записки» ЧНИИ. Вып.39. С.78-105/ уйрăммăн брошюра пек пичетлесе кăлармалла. Çынсем вуласа паллашчăр. Вара нумайăшĕн шухăшлавĕнче чăваш орфографийĕн пĕрле е уйрăм çырас ыйтăвĕ уçăмланĕ», — кĕскен палăртрĕ вăл. Петр Краснов депутатăн та хуравĕ кĕске пулчĕ: «Николай Адер çырăвне хурав пама вăл чĕлхеçĕ мар. Ыйтăва чĕлхеçĕсен татса памалла».
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçченĕнчен, истори ăслăлăхĕсен кандидатĕнчен Алексей Леонтьевран та хурав илтĕмĕр. «Агроном ĕçне ветеринар та, зоотехник та тăваймаççĕ, ĕне суса, хăмла ӳстерсе орден-медале тивĕçнĕ çын та хурçă шăратаймасть… Вĕренсе пĕлӳ илеймесен. Чĕлхе ыйтăвĕсене вара хăшĕ-пĕри чĕлхеçĕсенчен те аванрах «пĕлет» иккен. Орфографин çĕнĕ правилисене 30 çул каялла çирĕплетнĕ. Нумай çул сӳтсе явнă. Республика шайĕнче чĕлхе комиссийĕ пур. Чĕлхепе çыхăннă мĕн пур ыйтăва çав комиссие ярса пани вырăнлăрах пулĕ. Ваттисен канашĕн пуçлăхне чăваш кĕллипе паллашма сĕнетĕп: «Сюльде Тор Серде Патша […] Озяр; Паз Ивыл Херембере Пор Малушбла […] бола Сине Тыр бола Хоронла Подоба Печкель Срабола Чокомбала Савза Чук-ту ватым таза-чок-Паз Санатып таву Тавурут сирлах аслы Сюльде Тор Серде-Патша; Харалыхна Сывляхна Ирлыхна батыр! Пермяшкин батыр Перегтня бар, Яксильми дивлетня батыр». Çак текстах чăвашларан чăвашла Николай Никольский куçарнă: «Çӳлти Турă, çĕрти патша, çырлах, ан пăрах, каçар; пур ывăл-хĕрĕмпеле, пур мулăмпала, хурăнташ-ăрупала, хуранпа, пăтăпа, пичке сăрапала, чунăмпала савса чӳк тăватăп, таса чунпа асăнатăп, тав тăватăп, çырлах, аслă çӳлти Турă, çĕрти патша, хура халăха сывлăх, ырăлăх пар, перекет пар, иксĕлми тивлет пар». Ваттисен канашĕ теççĕ пулсан тăван халăхшăн куллен кун çак кĕлле вуласчĕ…» — тенĕ вăл.
Чăваш халăх писательне Юхма Мишшине, çĕр-çĕр кĕнеке авторне, юлашки 20-30 çулти чĕлхепе çыхăннă лару-тăру, Николай Адера канăçсăрлантарнă пекех, пăшăрхантарать. «Хыпар» редакцине килнĕ çырупа вăл та паллашрĕ. «Сăмахсене уйрăм çырнине эпĕ те хирĕç. Хăй вăхăтĕнче «Вучах» хаçатра çак пулăма хирĕçлесе статья та пичетленĕччĕ. Унта манăн шухăша ырласа паллă ученăйсем те алă пуснăччĕ. Икĕ уçă сасă хушшинчи янăравсăр хупă сасă вырăнне янăравлине çырмалли пирки «Республика» хаçатра çырнăччĕ. Чĕлхе çинчен манăн халĕ «Тăван чĕлхе — ытарайми чăваш чĕлхи» кĕнеке тухрĕ. Унта чăваш чĕлхипе çыхăннă ыйтусене çырса кăтартрăм. Манăн шухăшпа, «Шупашкар» мар, «Шубашкар» тесе çырмалла. Тахçанах кĕртмелле пулнă. Чĕлхене аталанма чармалла мар. Ĕлĕк-авалах пирĕн чĕлхере янравлă хупă сасăсем пулнă. Çар пуçĕсем хăйсен çыннисене тăшмана хирĕç ертсе кайнă чухне: «Удăрья!» тесе кăшкăрнă. «Утăрья!» темен вĕт, вăл янăрамасть те». <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Илья ТРОФИМОВ: Çине тăрса ĕçлеме пушă вăхăт тупăнчĕ
Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнчи Илья Трофимовăн килти архивĕнче ял, район историйĕпе çыхăннă пин-пин документ упранать. Хăшне-пĕрне çеç асăнар: районти кашни ялăн, шкулăн, чиркĕвĕн кĕске историйĕ, ял, çĕр планĕсем, паллă çынсем çинчен çырнисем, авалхи сăн ӳкерчĕксем… Илья Матвеевич ĕмĕр тăршшĕпе вĕренме, çĕннине пĕлме тăрăшать. Унăн механик, агроном дипломĕсем те пур. Кунсăр пуçне вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетне пĕтернĕ. Мĕншĕн? Çак тата ытти ыйту хуравне унпа калаçнă май тупрăмăр.
Лаша витинчи хыпарсем
— Илья Матвеевич, эсир — ял хуçалăх ĕçченĕ. Сире истори специальноçĕ, тĕрĕссипе, кирлех те пулман темелле…
— Эпĕ мĕн ачаран ваттисем каласа панине тимлесе итлеттĕм. Каярахпа çырса пыма тытăнтăм. Истори факчĕсене тĕпчесе пĕлме тăрăшаттăм. Çапла майпа ватăсен аса илĕвĕсене истори докуменчĕсемпе танлаштараттăм. Çак туртăм мана университета илсе çитерчĕ, истори специальноçне алла илтĕм. Эпĕ — вăрçă ачи, 20-мĕш ĕмĕрĕн чи сивĕ çанталăкĕнче çуралнă. Хама астума пуçланă чухне салтаксем вăрçăран таврăнатчĕç.
— Апла эсир Çĕнтерӳ кунне те астăватăр пулĕ?
— Паянхи пекех. Эпĕ çав вăхăтра кӳлме вĕрентнĕ вăкăрсемпе ака тăвакан шкул ачисем патне хире кайнăччĕ. Илемлĕ хĕвеллĕ кунччĕ, избач васкаса пычĕ те: «Çĕнтерӳ, Çĕнтерӳ!» — тесе хавасланса кăшкăрчĕ. Манран аслăрах юлташсем сике-сике: «Ура, ура!» — кăшкăрма пуçларĕç. Манăн атте 1941 çултах вăрçа кайнă. Вăл 1945 çулхи чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче киле таврăнчĕ. Кăкăрĕ çинче — «Паттăрлăхшăн» медаль. Канаш станцийĕнчен Патăрьел урлă çуран çитнĕ. Аттене курма пынă çынсем: «Илюш, ку сан аçу мар вĕт», — тесе шӳтлесе те илнĕччĕ. «Атте, атте!» — хирĕçлесе кăшкăрнăччĕ эпĕ.
— Аçăрпа çыхăннă ытти самант та асăрта çырăнса юлнă-ха ĕнтĕ.
— Эпĕ аттепе аннен аслă ачи пулнă, атте Матвей Кириллович Совет-финн вăрçине те хутшăннă. Анне Евдокия Васильевна колхозра ĕçленĕ. Тăван çыннăм вăрçăран таврăнсанах колхоз лашисене пăхма пуçларĕ. Конюхсем ун чухне лаша витисен çывăхĕнчи хуралтăрах çĕр каçатчĕç. Эпĕ атте патне куллен чупаттăм, ялти, районти, çĕршыври хыпарсене çавăнтан пĕлсе таврăнаттăм. Ун чухне пĕчĕк пулнăран аслисенчен ял мĕнле пуçланни, йăхсем пирки ыйтма вăтанаттăм-ха. Çавăнпа часрах пысăкланас килетчĕ.
Кушкă батальонĕ
— Эсир çав вăхăтшăн тĕлĕнмелле хуçалăхра — Ленин орденне тивĕçнĕ «Победа» колхозра — ĕçленĕ.
— Колхоз историйĕнчи çак пулăма паллă тума районтан, республикăран, Мускавран ентешсем, ертӳçĕсем, хăнасем йышлăн пуçтарăннăччĕ. 1967 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Кушкăри пасар лапамĕ çав кун кĕрлесе тăчĕ. КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Семен Ислюков колхоз ялавĕ çине Ленин орденне çакрĕ. Хуçалăх ертӳлĕхĕпе пĕрле эпĕ те, вырăнти комсомол организацийĕн секретарĕ, сăмах каларăм. Çавăн чухне хамăн пурнăçа тăван колхозпа ĕмĕрлĕхе çыхăнтарма тĕв турăм. Хам пекех ялта тĕпленнисен, кунта çуралса ӳссе тĕнче тăрăх саланнă ентешсен кун-çулне тĕпчесси пурнăç тĕллевĕ пулса тăчĕ.
— Тавра пĕлӳ ĕçне пурнăçлама хăçан пуçларăр?
— Мана колхозăн политвĕренӳ пӳлĕмĕн ертӳçине суйларĕç. Çав çулсенче марксизм-ленинизм университечĕн икĕ факультетне пĕтертĕм. Унсăр пуçне историк дипломĕ те пурри тавра пĕлӳ ĕçне ăнланса туса пыма пулăшрĕç. Ку енĕпе «Манăн Тăван çĕршывăн батальонĕ» ĕçсем, икĕ серипе кăларнăскерсем, пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Пĕрремĕшĕнче Владимир Галошевпа пĕрле Кушкăра çуралса ӳснĕ çынсенчен вăрçăра паттăрлăх кăтартнисем çинчен каласа кăтартрăмăр. Иккĕмĕшĕ вăрçă вăхăтĕнче тылра ырми-канми вăй хунă ентешсен ячĕпе тухрĕ. Каярахпа вĕсем çинчен кино та ӳкернĕ. Елчĕк районĕн черетлĕ юбилейĕ тĕлне район историне тĕпчеме пуçларăм. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Килти ĕнине кÿлсе колхоз анине сухаланă
Пелагея Столярова Хĕрлĕ Чутай салинче çуралса ӳснĕ. Пĕтĕм кун-çулĕ тăван хутлăхĕпе çыхăннă. 1930 çулта кун çути курнăскерĕн ачалăхĕ çăмăл пулман: мĕн пĕчĕкренех нуша кулачне тутанма, ирсĕр вăрçă хĕн-асапне астивме пӳрнĕ ăна. Çамрăклăхĕ те выçăпа тутă хушшинчи кĕрешӳре иртнĕ. Çапах ача ачах, çамрăк çамрăках: май килсенех выляса кулма, юрласа ташлама мехел çитернĕ. 92 çулти хисеплĕ ватă çыннăн аса илмелли, каласа кăтартмалли пайтах.
12-ре утă çулнă
Салари Совет урамĕнче кун çути курнă вăл. Кайран çак çурта качча килнĕ. Анчах çамрăк мăшăр тĕп килтен уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрнă. Унта пурăнаканĕсем тĕнчерен уйрăлсан Пелагея Матвеевнăпа унăн хĕрĕ Вера чи çывăх тăванĕн çуртне туяннă.
Пăлаки Матвейпе Васса Мазуркинсем ӳстернĕ пепкисенчен виççĕмĕшĕ пулнă. Шел, вĕсенчен паян Пелагея Матвеевнăсăр пуçне 1934 çулта çуралнă Зоя Самылкина çеç пурăнать.
Ачалăхне мĕнрен аса илме пуçларĕ- ха тыл ĕçченĕ? 5-6 çултах колхоз уйĕнче çум çумланинчен, тырă вырма çӳренинчен, пучах пуçтарнинчен, çĕр улми кăларса асапланнинчен.
Вăрçă тухнă çул 12-ри Пăлаки утă çулма вĕреннĕ. Ашшĕ, хуçалăхăн уй- хир ĕçĕсене ертсе пыраканскер, вăрçа тухса кайнă. Шкула та çӳренĕ хĕрача, ун хыççăн хуçалăхри, килти ĕçсене пуçăннă. Çуллахи вăхăтра аслисемпе танах вăй хума тивнĕ. Килти хуçалăхра ĕне, пăру, сысна, сурăх усранă. Çавăн чухлĕ ачана тăрантармалла пулнă-çке. Хăйсен ĕнине кӳлсе Ирçе çаранĕнчен колхоз уттине турттарнине те, çĕр улми анине сухаланине те лайăх астăвать вăл. Пăлакин амăшĕ колхоз валли çăкăр пĕçерсе тăнă. Унăн вара ачисене утă çулма вĕрентес килнĕ. Вăрçă тухнă çул амăшĕ хăйĕн çак тивĕçне пĕр кинемее парса ывăлне Петĕре Ирçе çаранне утă çулма илсе кайнă. Темиçе кунран арçын ача хăй тĕллĕнех аппаланма пуçласан çак ĕçе 12-ри Пăлакие хăнăхтарас тенĕ.
«Ай-уй, çав çаран тем вăрăмăшчĕ. Анне харăсах икĕ паккуспа çулса пыратчĕ, мана хăйпе юнашар тăрататчĕ. Вăхăтран-вăхăт çавана лапаткаласа паратчĕ, эпĕ мĕнле ĕçленине куç илмесĕр сăнатчĕ. Ĕçлес вăхăтне манпа аппаланса самай çухатрĕ пулсан та унран иртсе каякан пулаймарĕ. Каçхине кам мĕнле ĕçленине кура çăкăр паратчĕç. Анне, хăй тăрăшнине кура, кашнинчех икĕ нормăна тивĕçетчĕ. Ывăл-хĕрне выçă лартас темен ĕнтĕ, вăй-халне шеллемен», — аса илчĕ кинемей.
1941 çулхи йĕпе-сапаллă кĕре те, шартлама сивĕллĕ хĕллене те лайăх астăвать вăл. Пĕррехинче вĕсен урамне салтаксем килсе тулнă, ăçта пăхсан та çар çыннисем пулнă. Пăлакисен пилĕк стеналлă пӳртĕнчен штаб туса хунă. Вĕсем валли мăн хуранпа апат пĕçернĕ. «Мĕнле сивĕччĕ ун чухне. Салтаксем, питĕ çамрăк каччăсем, çӳхе тумпа, пилоткăпа кăначчĕ. Тем те пулнă, темĕнле нушана та чăтса ирттернĕ çав ун чухне», — куç умне кăларчĕ иртнине ватă.
Пăлакин аппăшĕ, 1925 çулта çуралнă Маруç, Мишеркасси, Утаркасси çывăхĕнче окоп чаваканскер, пĕр каçхине килне мунча кĕме таврăннă. Анчах хапха умĕнче тăракан дневальнăйсем ăна «штаба» кĕртмен. Кӳршĕре пурăнакансенчен тахăшĕ: «Ку Мазуркинсен хĕрĕ», — тесе ĕнентерсен кăна хĕрача тăван килĕн алăкне уçса кĕме пултарнă.
Ашшĕ урăх авланман
Пăлакин амăшне те Сăр хĕрринче хӳтĕлев чикки тума каймашкăн хушнă. Анчах çиччĕмĕш ачине Нинăна халь-халь çуратмаллискер вырăнне унăн 16-ри хĕрне явăçтарнă. Кӳршĕре пурăнакан Хветуçăн та çак нушана тӳсме тивнĕ. Халсăр, чирлĕ пулнă вăл. Упăшкине вăрçа ăсатнă хĕрарăм килте 3-4 çулсенчи ачипе тăрса юлнă. Сыватмăша кайса справка илнĕ тĕк пепкине хăйĕнех пăхса çитĕрмелле пулатчĕ-тĕр. Мăнтарăн хĕрарăмĕ больницăна çитеймен, окоп чавма вара — тухса кайнă. Ан кай-ха — тĕрмене хупаççĕ. Мĕн чухлĕ ĕçлеме мехел çитернĕ-ши? Халран кайнăскере лашапа килне леçсе ярсан виçĕ кунранах чунĕ тухнă унăн.
Кĕр енне тырă пуçтарма вăхăт çитсен Пăлаки аслисемпе танах вăй хунă. Тырă вырса, пуçтарса кĕртнĕ хыççăн пĕчĕкскере капан тума хутшăнтарнă. Ку нимех те мар-ха, ăна капан тăррине тăратнă.
«Васса колхоз çăкăрне пĕçерет те ачисене çăкăр çитерет», — çапла сăмах тухни те пулнă ял çинче. Амăшĕ çак ĕçе хăй ирĕкĕпех пурнăçлама чарăннă. Салари 6-7 хĕрарăма та шанса панă çак ĕçе. Анчах вĕсен çăкăрĕ Вассанни пек тутлă, кăпăшка пулман ахăр. Пăлаки амăшнех пĕçерттернĕ. «Çăкăрне шутпа пĕçернĕ-çке, ăçтан хуçса илейĕн? — тет иртнине аса илсе ватă çын. — Курăк яшкине колхозăн çăнăхне пĕр ывăç ярса çăратнă-тăр».
Пăлакин амăшĕ ырă чĕреллĕ пулнă. Пĕррехинче утă çулса таврăнакан выçă ачасене хĕрхенсе пĕр çӳхи çитернĕ. Ывăннăскерсем ăшă пӳртре ĕшенсех кайнă, лапка çине выртса хуп турттарнă. Çав вăхăтра амăшĕ колхозран çăнăх илсе килнĕ, ытти ĕçпе аппаланнă. Пӳртри ачасем пирки аса илсен: «Ай-уй, шăпăрлансем халăх валли пĕçернĕ çăкăра вăрласа каймарĕç-ши? — тесе шикленнĕ. Тĕлĕнмелле те, вĕсем выçă пулсан та пĕр татăк та хуçса илмен.
Шел, амăшне ачисемпе ырă курса пурăнма тивмен. 1949 çулта шăлĕ шыçса кайнипе больницăрах куçне хупнă. Кĕçĕн ывăлĕ те тăваттăра кăна пулнă. Ашшĕ урăх авланас темен. Мăнтарăнсене пĕчченех пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Пĕррехинче, вăрçă чарăнсан пулнă ку, Кĕсмен çырминче ĕçленĕ вăхăтра Пăлакие правленине чĕнтернĕ. Учетчицăн тивĕçĕсене шанса панă ăна. Шăпах çав çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе Николай Столяровпа çемье чăмăртанă. Ĕнерхи салтак специальноç илес тесе Шупашкарти коопераци техникумне вĕренме кĕнĕ. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Мадуровăн çăлтăрне ачисем сÿнме памĕç
Мухтавлă ентешĕмĕр, скульптор тата график, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ Федор Мадуров пурнăçран уйрăлни пирки хурлăхлă хыпар çитрĕ.
Федор Иванович çинчен аса илсенех куç умне унăн паллă ĕçĕсем — «Телей» триптих, Никита Сверчков портречĕ, «Шупашкар — Чĕмпĕр» çул çинчи кану вырăнĕнчи «Вăхăт тата пурнăç» ансамбль, Третьяков галерейинчи «Кавар» тата «Кĕтни» композицисем, «Ильинка» кану çуртĕнчи «Вăйă карти» монументлă композици, «Чăваш амăш» композици, Никита Бичуринăн монументлă бюсчĕ тата ытти — тухса тăраççĕ. Пирĕншĕн, Шупашкарта пурăнакансемшĕн, вăл ăсталанă «Мускав çулĕ çинче» композици уйрăмах хаклăччĕ. 1989 çулта «Раща» çаврăнура вырнаçтарнăскер кулленех пин-пин чăваша тата хăнана кĕтсе илсе ăсатса янăн туйăнатчĕ. Каярахпа ăна «Шупашкар: 500 çул» парка куçарчĕç.
Юлашки çулсенче Федор Мадуров хăйне тахçантанпах кăсăклантарнă темăпа — халăх пултарулăхĕн, чăваш тĕнĕн ыйтăвĕсемпе — ĕçлерĕ. Йывăçа халăхра усă куракан майсемпе касса эрешлес, авалхи палăксен ĕмĕлкисене хатĕрлес енĕпе ӳнерçĕсен хушшинче ăна çитекен çукчĕ те пулĕ. Унăн шухăшĕпе, скульптура произведенийĕсем — турăсен çурчĕсем. Федор Иванович вара вĕсене халăха çывăхрах тума тăрăшатчĕ. Ун пирки Чăваш ӳнер искусствин этнофутуризмĕн чи курăмлă представителĕ тетчĕç. Вăл чăваш историйĕпе мифологийĕнчи паттăрсен сăнарĕсен портречĕн ярăмне хатĕрлерĕ.
Çак ĕçсен вăрттăнлăхĕсем ун патне несĕлĕсенчен юнпа куçса пынă ахăр. Федор Мадуровăн мăн аслашшĕсенчен пĕри Петербурга тунă вăхăтра I Петĕр патĕнче атăçăра ĕçленĕ. Анчах тĕн енĕпе патшапа пĕр шухăшлă пулманран ăна Самар кĕпĕрнине ăсатнă. Хушамат пама тытăнсан вăл Чувашов пулса тăнă. Хăй чăваш пулнине никамран та пытарман пулсан та каярахпа йăх ятне — Матур — тавăрас тенĕ.
1960 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ӳнерпе графика факультечĕ уçăлсан Федор Мадуров унăн чи пултаруллă студенчĕсенчен пĕри пулса тăнă. Аваллăха хисеплекенскер çулленех археологи экспедицийĕсене хутшăннă, тăван халăхĕн кун-çулне тĕпченĕ. 1974 çулта вара, çĕршыври чи лайăх тата пултаруллă ӳнерçĕсемпе БАМа çитсе килнĕ. Унти строительсен ĕçне тĕплĕн çутатас тĕллевпе вĕсемпе пĕрле Усть-Кутран пуçласа Звезднăй таран çуран утса тухнă.
Федор Иванович 1966 çултанпа Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри, регионти тата республикăри куравсене хутшăннă. Ятарлă куравĕсем 1992 тата 2002 çулсенче Шупашкарта, çавăн пекех 1995 çулта Чĕмпĕрте иртнĕ. 2017 çулта Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче иртнĕ куравĕнче, ӳнерçĕ çуралнăранпа 75 çул çитнине халалланăскерте, унăн скульптурисемпе графикисем тата живопиçĕ вырăн тупнă.
Мадуровăн бронзăран хатĕрленĕ ӳнер произведенийĕсенчен чылайăшĕпе унăн тĕп хулари музей çуртĕнче паллашма май пур. Вăл çавăн пекех чăваш тĕнне тытса пыракансен «Кременчук» комплексне те йĕркеленĕ. Унăн паллă ĕçĕсем Чăваш патшалăх ӳнер музейĕн, Третьяков галерейин, Вырăс музейĕн пуххисенче упранаççĕ.
Ӳнерçĕн ачисем те ашшĕн çулнех суйланă. Ывăлĕ Дмитрий Мускаври С.Г.Строганов ячĕллĕ аслă ӳнер-промышленноç училищинче скульптор-монументалист профессине алла илнĕ, хĕрĕ Дина — металпа ĕçлекен художник, живописец. Вăл та Дмитрий вĕреннĕ училищĕне пĕтернĕ. Шăпах вĕсем Мадуровсен ӳнер ĕçĕнчи çăлтăрне сӳнме памĕç.
Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ художникĕн, Чăваш Ен комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕн Федор Мадуровăн ырă ячĕ пирĕн чĕрере упранĕ.
Надежда СМИРНОВА.