Тантӑш № 6 (4775) 17.02.2022
«Вĕлле хурчĕ пек ĕçчен пулмалла»
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекен Валентин Кондратьев пĕлӳ çуртне кашни кунах Мишеркассинчен çӳрет. Вун пĕрмĕш класра ăс пухаканскер мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе çитĕнет. Çавăнпа вĕренӳре те, спортра та маттур. Пĕчĕкрен çапла хăнăхнă — хăй умне лартнă тĕллевсене вĕçне çитермелле унăн. Валентин — шкулти вĕренекенсемшĕн ырă та çутă тĕслĕх.
Математика учителĕ те çĕнтереймест
Валентинăн юратнă предмечĕсем — географи, физика тата физкультура. Вăл вĕренӳре аван ĕлкĕрсе пырать, кашни урока тĕплĕн, тăрăшса хатĕрленет. Ăна ачаран тĕрлĕ çĕршыв, материксем, Раççейри ту-сăрт, юхан шывсемпе кӳлĕсем, тинĕссем кăсăклантараççĕ. «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскер волейболла, шахматла выляма юратать. Унсăр пуçне йĕлтĕрпе ярăнма, чупма килĕшет ăна. ГТО нормативĕсене те пурнăçланă, нумай пулмасть водитель правине илнĕ. «Шахматла выляма математика учителĕ Анатолий Михеев вĕрентнĕ пире. Маларах пачах та ку вăйăпа кăсăкланман. Халь Анатолий Федорович пирĕнпе выляма та шикленет, эпир ăна çавах çĕнтеретпĕр», — ăшшăн кулать Валентин. Районта кăна мар, шахматла выляса командăпа республи-ка шайĕнче те çĕнтернĕ Мăн Этмен ачисем. Валентин Кондратьев çавăн пекех районта иртекен «Зарница», «Орленок» вăййисенчен нихăш çул та юлман. Пултаруллă та хастаррине кура ăна яланах командира çирĕплетеççĕ. Пĕлтĕр шкулта çар хатĕрленĕвĕ иртнĕ. Унта та никам та мар, Валентин командир пулнă.
Валентин Кондратьев — шанчăклă тус та. Ăна ырă кăмăллă пулнишĕн, тус- юлташне яланах алă тăсса панишĕн, пулăшма тăрăшнишĕн учительсем те, пĕрле вĕренекенсем те хисеплеççĕ.
Шкултан таврăннă хыççăн гитара, укулеле калать Валентин. Никам та вĕрентмен ăна, музыка, ӳнер шкулне те çӳремен. Пултарулăхне хăй тĕллĕнех аталантарать вăл. Ку енĕпе тус-тантăшĕ те пулăшкалать. Ашшĕ-амăшĕ туянса панăскерне стена çинче ахалех тусан пуçтарса тăратас темен — арçын ача хăй тĕллĕнех вĕреннĕ. Килте хăнасем пуçтарăнсан тăванĕсен, тус-юлташĕ умĕнче яланах аллине гитара тытать халь каччă. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Школа кулинаров
Учащиеся 3-го класса, изучив по окружающему миру тему «Наше питание», решили открыть в классе «Школу кулинаров». Для начала они выяснили, кто такой кулинар. Дети получили задание: вместе с родителями отыскать или придумать интересные рецепты. Они должны были сами научиться готовить. Главное условие – блюда должны быть полезными для здоровья.
Вот настал долгожданный день. Ребята принесли фартуки, косынки, колпаки. Мы открыли «Школу кулинаров». В 3-м классе 8 мальчиков и 6 девочек. Каждый постарался порадовать своим блюдом. На первом занятии Диана Иванова приготовила свой любимый фруктовый салат. Под ее руководством дети нарезали фрукты на кусочки и заправили йогуртом. Салат всем понравился. Тимофей Кольцов приготовил торт из вафельных коржей. Их он намазал сгущенным молоком, начинкой стали кружочки банана и винограда. Торт украсили зефиром.
Карина Звонарева и Лиза Максимова порадовали одноклассников «Радугой на шпажке». Карина придумала сладкую «фруктовую радугу». Они нанизывали на шпажку кусочки банана, киви, яблок, винограда и мандарина. У Лизы получился овощной шашлычок из сыра, сосисок, огурца и маслин. Эти блюда готовить легко. Они могут стать главным украшением праздничного стола для детей. <...>
Нина МАКСИМОВА, учитель начальных классов.
Янтиковский район, Турмышская школа.
♦ ♦ ♦
Манăçми Чапаев
Нарăсăн 9-мĕшĕнче Граждан вăрçин геройĕ, Хĕрлĕ çар дивизийĕн командирĕ Василий Чапаев çуралнăранпа 135 çул çитрĕ. Ун пирки кашнинех пĕлмелле. Çак сумлă куна халалласа пирĕн класра та «Чапаевăн çапăçу çулĕ» ятпа мероприяти иртрĕ.
Чи малтанах класс ертӳçи электронлă майпа Василий Ивановичăн ачалăхĕпе, çамрăклăхĕпе паллаштарчĕ, çемйи пирки тата вăл еплерех паттăрла ĕçсем туни çинчен каласа кăтартрĕ. Эпир кăсăклансах итлерĕмĕр, Василий Иванович мĕн тери хăюллă, нимĕнрен хăраман çар çынни пулнине ăнлантăмăр. Çавăн пекех унăн хушамачĕ мĕнле пулса кайни çинчен каласа пани те пире кăсăклантарчĕ. Халĕ вăл «Чепай» сăмахран тухнине те пĕлетпĕр. Çавăн пекех класра кĕнеке куравĕ йĕркелерĕç. Вăл пур ачашăн та усăллă пулĕ тесе шухăшлатăп. <...>
Игорь КАЗАНЦЕВ, 8-мĕш класс.
Улатăр районĕ, Кивĕ Эйпеç шкулĕ.
♦ ♦ ♦
Пысăк чыса тивĕçрĕç
Тĕрлĕ çĕрте пысăк ӳсĕм тунă çамрăксене ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн стипендине парса хавхалантараççĕ. Пирĕн районтан ăна 19 каччăпа хĕр тивĕçнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ — Аслă Чементи вăтам шкулта вунпĕрмĕш класра вĕренекен Екатерина Ежовăпа Кристина Селиверстрова.
Иккĕшĕ те «5» паллăсемпе çеç вĕренеççĕ. Катя çак стипендие иккĕмĕш хут илме тивĕçрĕ. Кашни урока тĕплĕ хатĕрленет, хушма материал нумай вулать. Акăлчан, вырăс чĕлхи, обществознани тата физкультура предмечĕсене кăмăллать. Кашни çулах районта иртекен олимпиадăсенче малти вырăнсем йышăнать. Республикăра физкультурăпа ªвиçĕ хутченº, чăваш чĕлхипе тата литературипе призерсен йышне кĕме пултарчĕ. Çавăн пекех вырăс чĕлхипе, обществознанипе регионта лайăх кăтартусемпе палăрчĕ. Чӳк уйăхĕнче ЧППУ ирттернĕ куçаруçăсен конкурсне те хутшăннă Катя, унта призер пулса тăнă. Пĕлтĕр вăл вĕренӳре пысăк çитĕнӳсем тунăшăн тата пĕтĕм ĕçре хастар пулнăшăн Алла Салаева алă пуснă Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Катьăн тусĕ Кристина та маттур. Вырăс чĕлхи, обществознани, физкультура предмечĕсене килĕштерет. Районта физкультурăпа иртекен олимпиадăра çулсерен малтисен ретĕнче. Анатолий Кольцов тухтăр ертсе пыракан – «Медик волонтерсем» проектăн хастар членĕ, çавăн пекех регионта иртнĕ «Ăшă кăмăл саламĕ» конкурсăн дипломанчĕ. Унсăр пуçне хĕрачасем республикăри акăлчан чĕлхипе иртнĕ театр постановкисен конкурсĕнче, «Эткер» центр йĕркеленĕ «Маленькие герои большой войны» тата «Любите ли вы театр?» викторинăсенче, «Мир профессий» олимпиадăра призерсем пулса тăчĕç. Сăвă вулама та ăста Катьăпа Кристина, тĕрлĕ конкурса, пултарулăх каçĕсене хутшăнаççĕ, хисеп хучĕсене тивĕçеççĕ. <...>
Надежда КОШЕЛЕВА, вĕрентекен.
Патăрьел районĕ, Аслă Чемен шкулĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...