Волонтерсене общество транспортĕнче тӳлевсĕрех çӳретеççĕ
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/02/img-a5fefd4c6d027065424a9683be6cd9ec-v.jpg)
Волонтерсен юхăмĕ вăй илсе пынă май ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнакан хастарсене пулăшмалли тата вĕсен ĕçне çăмăллатмалли майсем туса параççĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тата «Эпир пĕрле» регионти штаб пуçарнипе волонтерсене хавхалантармалли мерăсем çирĕплетнĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти троллейбуссемпе тӳлевсĕрех çӳретеççĕ, столовăйсенче апатланмашкăн талон параççĕ. Çавăн пекех вĕсем кирлĕ медпулăшу илме тата реабилитаци тухма пултарĕç. Ординатурăна вĕренме кĕмешкĕн балсем хушса парĕç. Вĕренӳ учрежденийĕсен йышăнăвĕпе волонтерсен ĕçне хутшăнакансене хушма стипенди тӳлеççĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, «Эпир пĕрле» регионти штаб ертӳçи Леонид Черкесов шухăшĕпе, ку хавхалантарусене медучрежденисене пулăшакан волонтерсем уйрăмах тивĕç. «Вĕсен ĕçĕ питĕ пысăк тата яваплă. Волонтерсем чирлекенсене эмелсемпе, апат-çимĕçпе, ытти кирлĕ таварпа тивĕçтереççĕ, колл-центрсенче шăнкăравсем йышăнаççĕ, поликлиникăсенче «хурал» тăраççĕ», — терĕ Леонид Ильич. Вăл Шупашкар хулин 1-мĕш клиника больницинчи волонтерсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/02/img-8a34f0eb5a443427247a566af164b61e-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/02/img-17d1d4df937cdadeb6ccd32505de8ec1-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/02/img-0051dd8f7a8c87b3dd7b4ee7b1c7e703-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/02/img-b1464b8e586e7777d4020fa22a292b9d-v.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/02/img-d7e873e8df9e4a09e6dc2706990c5189-v.jpg)