Комментари хушас

10 Нарăс, 2022

Тантӑш № 5 (4774) 10.02.2022

Пурнăç уттинчен юлмасăр

— Манăн пĕрремĕш вĕрентекен — Нина Максимова. Вăл малтанхи кунранах хастар та çирĕп, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулма, кирек мĕнле ĕçе те ячĕшĕн мар, тĕплĕ, тирпейлĕ тума вĕрентетчĕ. Нина Александровна каланисем пĕтĕмпех пуçа кĕрсе вырнаçнă, халĕ те нимĕн те манăçман. Шкулти çитĕнӳсен вăрттăнлăхĕ çакăнтан та килет пулĕ. Эпĕ кăна мар, класри пур ача та яваплă, маттур. Çавăн пекех туслăха малти вырăна хурса хаклама пĕлетпĕр. Анне Кристина Иванова — вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ. Вăл та чунпа çирĕп, пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулма тата тăван чĕлхене яланах мала хума хистет, — телефонпа шăнкăравласан хавхаланса калаçу пуçарчĕ Тăвай районĕнчи Тăрмăш шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Лиза Иванова.

Хастар ертӳçĕ, маттур волонтер

Лиза тата унпа пĕрле вĕренекен Лиза Васильева, тăххăрмĕш класри Иван Петров кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Паллах, ку пысăк çитĕнӳ. «Ялти пĕчĕк шкулта пĕр çултах виçĕ ача стипендине тивĕçни пире хавхалантарать. Вĕсем пирĕн вĕренӳре те, спортра та малта. Шкул чысне çӳле çĕклекен пултаруллă вĕренекенсемшĕн хĕпĕртетпĕр, вĕсемпе мăнаçланатпăр», — тет шкул директорĕ Светлана Николаева.

Ачаран пур çĕрте те хастар, пĕрремĕш класранах ертӳçĕ пулма хăнăхнă Лиза Иванова — шкулти «Меридиан» ача-пăча организацийĕн председателĕ. «Тĕрлĕ мероприятие хатĕрленетпĕр, уйăхлăхсем, лигăсем, акцисем йĕркелетпĕр. Çапла майпа шкул пурнăçне туллин çутататпăр, уявсем ирттеретпĕр. Кашни çулах юпа уйăхĕнче хăй тытăмлăх кунĕ хăйне евĕр иртет. Директор, вĕрентекен вырăнĕнче пулса курма кăткăс та, çав вăхăтрах интереслĕ те. Кăрлачăн 19-мĕшĕнче — пирĕн шкулăн çуралнă кунĕ. Çак паллă кун кашни çулах тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттеретпĕр. Кăçал асăнмалăх видеоролик хатĕрлерĕмĕр. Паллах, «Меридиан» ĕçĕсене хамăр тĕллĕн çеç мар, вĕрентекенсемпе канашласа пурнăçлатпăр. Пуçа пырса кĕнĕ çĕнĕ шухăш-тĕллевпе директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Людмила Матросова класс ертӳçи патне васкатпăр. Вăл пире яланах пулăшать, кашнинчех тата та тăрăшса ĕçлеме, шкул чысне çӳле çĕклеме хавхалантарать», — палăртать Лиза.

Шкулти волонтер юхăмĕ вăйлă аталаннă. Унăн ертӳçи — çак пĕлӳ çуртĕнчен вĕренсе тухнă Андрей Федоров клуб ĕçченĕ. Вăлах шкул ачисене информатикăпа экзаменсене хатĕрленме пулăшакан та. Иртнĕ çул Тăрмăш ял тăрăхĕн администрацийĕпе пĕрле «Культура çурчĕ çумĕнчи территорие хăтлăх кĕртесси тата Тăрмăшри Советски урамĕнче ача-пăча лапамĕ вырнаçтарасси» проекта хастар хутшăннă волонтерсем. Администраци ĕçченĕсемпе пĕрле тăван ялта тата таврари ялсенчи кашни кил тăрăх çӳресе сасă пухнă, аслă ăрурисене интернетпа усă курма хăнăхтарнă. «Проектпа килĕшӳллĕн ял тăрăхĕн администрацине культура çурчĕн умне хăтлăх кӳме укçа-тенкĕ уйăрĕç. Çапла майпа çĕнĕ карта тытас, саксем вырнаçтарас тĕллевлĕ. Эпир килсерен сасă пухнин усси пулчех, пирĕн те пăртак витĕм пур. Вăхăт тупса ялти ватăсене те пулăшма ĕлкĕретпĕр. Чылайăшĕн çурт номерĕ кивелнĕччĕ, вĕсене ылмаштарас ĕçе хутшăнтăмăр. Пирĕн тăрăхра, Тăрмăш юхан шывĕ хĕрринче, канмалли хитре вырăн пур. «Хура çăл» çут çанталăк палăкĕ шутланать. Кăçал çулла шкул ачисемпе пĕрле ун таврашне çӳп-çапран тасатрăмăр. Çĕнĕ çул тĕлне скверти чăрăша хитре теттесемпе илемлетрĕмĕр, йĕри-тавра йăлтăрккасем çакрăмăр», — волонтер ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăпайлăн каласа кăтартать Лиза. <...>

Елена АТАМАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.