Комментари хушас

10 Нарăс, 2022

«Чăваш хĕрарăмĕ» 5 (1235) № 10.02.2022

Сакăр вуннăра çемье пурнăçĕ пуçланать кăна-ха

Пурнăç юрату çинче никĕсленет теççĕ. Çак туйăм çынна çунат хушма, ырă малашлăха шанма, пĕр-пĕрне тĕрев пама пулăшать. Шупашкарта пурăнакан Эду­ард Королев пĕлтĕр, 80 çул тултарсан, çемье çавăрнă. Унăн арăмĕ 70-е çывхарать. Сăмах май, вĕсем иккĕшĕ те хăй вăхăтĕнче мăшăрсăр юлнă.

«Упăшка çĕре кĕрсен тепĕр хут качча тухасси çинчен шухăш­ламан», — чунне уçать Лариса Самойлова. Вăл Улан-Удэре çуралнă. Çывăх çыннисем пĕчĕк хĕрне Шупашкара илсе килнĕ. Çавăнпах унăн аса илĕвĕсем республикăн тĕп хулипе çыхăн­нă. 20 çулта качча тухнине, икĕ пепкине çут тĕнче парнеленине, чĕрĕк ĕмĕр пĕрле пурăнсан мă­шăрне çухатнине куçĕ умне кă­ларать вăл.

«2010 çулхи çурла уйăхĕнче пĕлĕшĕн çуралнă кунне паллă тумашкăн кайнăччĕ. Шăпах çавăн чухне пулас мăшăрпа паллаш­ма тӳр килчĕ. Арçын шӳтлеме юратни, кашни сăмаха виçсе ка­лани тыткăнларĕ. Унăн яшта­ка кĕлетки те, сăнĕ те илĕртрĕ. Унашкаллисене хĕрарăмсем юратаççĕ. Каярах, раштав уйăхĕ­нче, кафере тепĕр хут тĕл пул­тăмăр», — хавхаланса каласа кăтартать Лариса Гавриловна. Ахăртнех, çав самантра пĕр-пĕрне телей кӳме пултарни­не туйнă вĕсем. Кăрлач уйăхĕ­нче, çывăхрах паллашас тĕллев­пе, Египета çул тытнă. Каялла таврăнсан иккĕшĕ пĕрле пурăн­ма пуçланă. Эдуард Авенирович ăна çийĕнчех качча тухма ыйтнă. Хĕрарăм вара шухăшласа пăх­ма шантарнă. 10 çул иртсен тин Эдуард Королевăн арăмĕ пулма килĕшнĕ вăл.

«Мăшăрлану керменĕнче мĕнле хушамат йышăнасси­не ыйтрĕç. Эпир ун çинчен калаçман. Сăмах чĕнме тăхтаса куçа мăчлаттарса тăтăм. «Хăвăн ирĕк», — суйлама ирĕк пачĕ упăш­ка. Документсене улăштарас мар тесе хамăн хушамата хăвартăм. Унпа юнашар хăтлă. Вăл хĕрарăмăн кăмăлне тупма пĕлет. Мана хаклă япала нумай парне­ленĕ. Пахалăхлă çи-пуç, пушмак илсе панă. Апат пĕçерттермен. Юлашки вăхăтра кăна ури ырат­нăран утсах çӳреймест вăл. Çавăнпа хамах плита умне тă­ратăп», — тет кил хуçи арăмĕ. Сăмах май, хăйĕнчен 12 çул аслă çынпа пĕрлешнĕшĕн пĕр чĕптĕм те ӳкĕнмест Лариса Самойлова. Çакнашкал утăм туни вара хăш-пĕр пĕлĕшне килĕшмен. Вĕсем хĕрарăм арçынран чылай кĕçĕнрех пулнине аса илтернĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Вăтаннипе мала каяймăн

И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнерпе музыка вĕрентĕвĕн факультетĕнче студентсен ĕçĕсемпе киленетĕп. Стена çинчи картинăсенче — хăйне уйрăм тĕнче. Çакăнта тĕрлĕ вăхăта, пулăма сăнланă. Çарамас кĕлеткеллĕ хĕрарăмсен илемĕ тыткăнлать. Кама ӳкернĕ-ши вĕсем? Хăшĕ-пĕри çурăмпа ларнă. Çавăнпах паллаймăн та.

Пĕлӳ илме пулăшас тесе

Шупашкарта пурăнакан Вален­тина Калюковăна çак факульте­тра вĕренекен хĕрĕ Татьяна натурщица пулма сĕннĕ. Хастар хĕрарăм ку ĕçĕн пĕлтерĕшне туй­са çийĕнчех килĕшнĕ. Çитменни­не, хушма укçа никамшăн та ыт­лашши пулас çук. Ун чухне 50 çултан иртнĕ вăл.

«Типтерлĕ-тирпейлĕ çын кăна натурщицăра ĕçлеме пултарать. Акă, сăмахран, студентсем мун­чари хĕрарăмсене ӳкереççĕ. Çав вăхăтра хускалмасăр лармал­ла», — ĕç хăйне евĕрлĕхĕ çине пусăм тăвать хĕрарăм. Пулас ху­дожниксем кĕлетке хăйне евĕрлĕ­хне, кашни пĕркеленчĕке тĕрĕс кăтартчăр тесе тепĕр чухне аял­ти кĕпе-йĕме те хывма тивет. «Малтанах вăтанаттăм-хăраттăм. «Çакă студентсене пĕлӳ илме пу­ лăшĕ», — аван марланнине парăн­ тарма хăнăхтарчĕç педагогсем. Ӳнер тĕнчине хаклама пĕлниех натурщицăсен йышĕнче хамăн вырăна тупма май пачĕ», — тет Валентина Владимировна хăйĕн ăсталăхне палăртса. Вăрттăнлăха уçас тăк — ку ĕçре тумтир тăхăн­сан — сахалрах, çарамаслан­ сан ытларах тӳлеççĕ. Çапах укçа ĕçлесе илнине мар, студентсе­не ăсталăха туптама пулăшнине мала хурать вăл.

Валентина Калюкова натурщи­цăна вырнаçиччен çĕршыв шайĕн­ чи аслă шкулсенче вĕренекенсен ĕçĕсемпе паллашнă. Нумай кĕне­кери картинăсене тишкерме лекнĕ унăн.

«Студентсем ӳкернине кур­са хамăн та çак ĕçе пуçăнас ки­летчĕ. Илем çуралнине сăнани­ех вăй-хăват хушатчĕ. Вĕрен­ текенсем художниксен пурнăçĕ тавра каласа кăтартни асра юлатчĕ», — аслă шкулта чун киленĕçне тупнине çирĕплетет хĕрарăм. Валентина Калюковăна сăнланă картинăсене кĕнекесе­не кĕртнĕ. Çав ĕçсене хамăр тă­рăхри, республика тулашĕнчи куравсенче кăтартнă. Сехечĕ-сехечĕпе пĕр хускалмасăр лар­машкăн, паллах, вĕçĕ-хĕррисĕр чăтăмлăх кирли куç кĕрет.

«Пултарулăх лаççине кĕриччен шыв сахал ĕçни, апат виçеллĕ çини хама хăтлăрах туйма пу­лăшатчĕ. Кĕлетке илемне упрас тесе каçхи 6 сехет хыççăн апат­ланман», — сыпăнать калаçу. Тивĕçлĕ канăва тухсан та çак ĕçе пăрахман хĕрарăм. Тĕрлĕ сă­нар кăтартас тесе атлас пушмак та, сăран сумка та ятарласа ту­яннă. Вăрăм юбка, пиншак хăех çĕленĕ. Çав вăхăтрах педагогика университечĕн профессорĕсен­чен кулленхи пурнăçра килĕшӳллĕ тĕссем суйлама вĕреннĕ.

Çакăнта ĕçлекен Миша Гри­горян художник та натурщицăна хăйĕн мастерскойне пĕрре мар чĕннĕ. Студентсен ĕçĕсем хĕра­рăма хăйне те килĕшнĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Шыва юратмалла, хисеплемелле

Хăрушсăрлăх ыйтăвне сахал мар хускататпăр хаçатра. Анчах ун пирки тăтăшах аса илтермелле. Раççей МЧСĕн республикăри управленийĕн пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн пай пуçлăхĕ Сергей Аршинов шыв, пăр çинчи хăрушсăрлăх пирки чарăнмасăр сехечĕ-сехечĕпе калаçма пултарать. Аслисемпе ачасен хушшинче ку тĕлĕшпе профилактика ирттересси унăн тĕп тивĕçĕ тесе палăртать вăл.

— Асăрханулăха нихăçан та çухатмалла мар. «Хĕлле», «сивĕ» тени хăрушсăрлăхпа пĕр килмест. Юлашки вăхăтра акă Раççейре машинăсем те пăр айне кайнă тĕслĕхсем пирки вуласа пĕлетпĕр. Малтанхи çулсенче пирĕн республикăра та пулман мар кун пекки. 2013 çул асрах. Ун чухне УАЗик – халăхра «буханка» тетпĕр-ха ăна — пăр айне кайнăччĕ. Икĕ\çын вилнĕччĕ. Пăр тăрăх çул хывнăччĕ пулăçсем. Хайхи автомашина айккинерех пăрăннă… Пăр питĕ ултавлă. Пĕр вырăнта хулăн вăл, юнашарах — çӳхе. Шыв юххипе те, çавра вырăн пуррипе те, çăл тапнипе те çыхăннă ку.

Тепĕр тĕслĕх те асрах. Пĕррехинче ĕçтешпе Шупашкарти кӳлмеке пулăçсемпе тĕл пулса хăрушсăрлăх тавра калаçма кайрăмăр. Çут çанталăк тусĕсем хывнă сукмакпа утатпăр. Пирĕнтен пĕр вунă метр малта пулăç пырать. Хулĕ çине ятарлă ещĕк çакнă паллах. Сукмакран пĕр утăм кăна айккине пусрĕ хайхи — пĕр ури пăр айне анса та кайрĕ. Юрать-ха çухалса каймарĕ вăл, эпир чупса çитнĕ тĕле питĕ хăвăр туртса кăларчĕ. Вырăна тишкернĕ май кунта çăл тапнине палăртрăмăр. Пĕрре кăна та мар! Пулăçсем темле майпа сукмака шăпах икĕ çăл хушшипе хывнă! Çынсем инкеке ан лекчĕр тесе ку вырăна кĕме юраманнине палăртса карталарăмăр, — каласа кăтартать Сергей Вячеславович. Профилактика ĕçĕ пĕр самантлăха та чарăнмасть. Пăр хулăнăшне виçсех-тĕрĕслесех тăраççĕ ятарлă службăсем. Вырăна çитсе пулăçсемпе куллен калаçаççĕ. Çав вăхăтрах пăр çине тухнă кашни çын вăлтапа лармасть вĕт. Уçăлса çӳрекенсем те пур. Хĕллехи вăхăтра Атăл урлă çуран утакан мĕн чухлĕ сăмахран. Сулахай çыранра пурăнакансене те ăнланма пулать: автобуспа таçтан çаврăнса çӳриччен Атăл урлă çуран каçсан тӳрех Шупашкар варрине çитсе тухаççĕ-çке вĕсем. Хăйсем валли ятарлă сукмак хываççĕ. Йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллакан та нумай. Çемйипех Атăл леш енне çитиччен ярăнакан та йышлă, хыр вăрманĕ илемĕпе, паха сывлăшĕпе илĕртет вĕсене. Кун пек чухне те хăрушсăрлăх пирки манмалла мар.

— Сăнатăп та: сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансен те пĕлменни чылай. Сăмахран, пăр çине тухнă чухне йĕлтĕр патакне нихăçан та кантрипе явса тытмалла мар. Ăнсăртран ура айĕнчи пăр катăлас тăк ăна часрах пăрахса йĕлтĕре вĕçертмелле вĕт. Патакка ытлашши айккине те ывăтмалла мар, вăл çăлав хатĕрĕ те. Тĕпнерех тытсан шĕвĕр вĕçĕпе пăртан çакланса хамăра сĕтĕрсе кăларма пулать. Йывăр кутамккана икĕ хул çине çакни меллĕ паллах. Анчах ку та тĕрĕс мар. Пăр çине тухнă чухне ăна пĕр хул урлă ямалла. Çынсем утса хытарнă сукмак çинче шанчăклă-ха. Анчах та ытти çĕре харсăрланса-паттăрланса кĕмелле мар, — асăрхаттарать Сергей Аршинов.

Пирĕн республика шывпа пуян. Республикăри кирек хăш яла пырса кĕрсен те е çырма, е кӳлĕ-пĕве таврашĕ пур. Ялта пурăнакансем те хĕлле пăр тăрăх каçса çӳреççĕ. Сăмахран, икĕ ял сăрт тăрринче ларать. Вĕсен хушшинче — пĕве. Çулла айккинчен çаврăнса çӳренĕ-ха вĕсем. Хĕлле тӳртен кайса çула кĕскетес килет. Пĕр енчен пĕве-кӳлĕ таврашĕ сивĕ чухне пăр айне каясран хăрушсăр пек туйăнать. Ара, ун айĕнче шыв юхмасть-çке. Анчах та пачах апла мар. Час-часах çăл тапса выртать вĕсен айĕнче. Пĕчĕк кăна хăйсем, анчах та вăйĕ пысăк вĕсен.

Тепĕр чухне тата хăшĕ-пĕри: «Мĕнех вара, ура анса кайсан пăртан алăпа çакланса тăратăп. Кăшкăратăп та — пырса хăтараççĕ», — тесе шухăшлать. Шыв мĕн таран сивĕ пулнине шута илмеççĕ вĕсем. Пусăран тин кăларнăскер ăшне чикер-ха алла. Нумай тăраятпăр-и? Е акă тата апат хатĕрлеме пуçласан шăннă какай пĕр самантрах алла касма, çунтарма пуçлать. Шывра вара пĕтĕм организм çапла шăнса ларать. <...>

Татьяна НАУМОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.