Комментари хушас

8 Нарăс, 2022

«Хыпар» 13 (27892) № 08.02.2022

Кивелнĕ профессисен шутне экологпа кассир та кĕнĕ

Экономика аталаннă май ĕç рынокĕнче те çултан-çул улшăнусем пулаççĕ. Çĕнĕ профессисемпе специальноçсем çуралаççĕ, çавна май кивелнисем, кирлĕ маррисем, ĕç рынокĕнчен тухса пыраççĕ. 2021 çулта кирлĕ профессисен шутĕнче инженер-робототехник, интернет хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен инженер, финанс аналитикĕ, проджект-менеджер, кредит консультанчĕ, стилист, тивĕçтерӳ инженерĕ, онлайн вĕрентекен, суту-илӳ менеджерĕ тата ыттисем пулнă. Рекрутинг агентствисен ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, пандеми тапхăрĕнче курьерсем, сутуçăсем, таксистсем чи кирлĕ специальноçсем пулса тăнă.

Яланхи пекех суту-илӳпе çыхăннă профессисене алла илнисем çитмеççĕ. Рекламăра, маркетингра ĕçлекенсем кирлĕ. Юлашки вăхăтра маркетплейссен /онлайн мелпе суту-илӳ тăваççĕ/ шучĕ ӳссе кайнă, çавăнпа вĕсенче ĕçлекен йышланать.

2020 çулта Мускаври «Сколково» шкулпа Стратеги пуçарăвĕсен агентстви Çĕнĕ профессисен атласне хатĕрленĕ. Унта 342 профессие кĕртнĕ: цифра лингвисчĕ, «ăслă» çулсен строителĕ, территори архитекторĕ, космогеолог, ИТ-медик, экоаналитик, биоэтик, игропрактик т.ыт. Мĕнле хăнăхусене алла илмеллине те палăртнă: проектсене пурнăçа кĕртекенсен ушкăнне ертсе пыма, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, отрасльсен хушшинче çыхăну йĕркелемелле, анлăн шухăшлама пултармалла, тĕрлĕ чĕлхене тата тĕрлĕ культурăна аван чухламалла, робототехникăпа программировани чĕлхине ăнкармалла… Ют çĕршывсенчи вĕренӳ заведенийĕсем ĕç рынокĕ ыйтакан профессисене вĕренӳ программине тӳрех кĕртеççĕ. Чикагăри /АПШ/ университетра молекулярлă диетологсене, ИТ-генетиксене, киберпротезсемпе имплант тăвакан специалистсене, сеть тухтăрĕсене, медроботсен операторĕсене, туризм режиссерĕсене, брендменеджерсене хатĕрлеççĕ. Лондонри университетра çамрăксем цифра офисĕсен архитекторĕ, нейросетьсен контролерĕ пулма вĕренеççĕ, интерфейссем тума хăнăхаççĕ.

Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕн директорĕ Сергей Кудряшов каланă тăрăх, хальхи вăхăтра экономикăра тĕрлĕ енлĕ пĕлӳ илнĕ специалист кирлĕ. Калăпăр, пулас строительсем хушма компетенцисене алла илеççĕ: инноваци моделированийĕ, ИТ-технологисем, проектсем тăвас енĕпе пĕлĕве тарăнлатаççĕ. Строительство отраслĕ вăйлă аталаннă тапхăрта /çĕнĕ шкулсемпе садиксем тăваççĕ, киввисене юсаççĕ/ çак компетенцисене пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕренӳ учрежденийĕсенчи ĕç хăнăхăвĕсене алла илме пулăшакан мастерскойсем те пысăк витĕм кӳреççĕ. Акă, «симĕс энергетика» вăй илет, ун валли те специалистсем кирлĕ. Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче 15 специальноçпа вĕрентеççĕ. Кăçал программăна çĕнĕ виçĕ специальноç кĕртнĕ: архитектура, дизайн тата нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăрасси тата ертсе пырасси. Абитуриентсем геодезист, çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен специалисчĕн, строительство мастерĕн специальноçĕсене ытларах суйлаççĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Хаксене ÿсме чарас тесен хамăрăн производствăна вăйлатмалла

Йăлана кĕчĕ теме те пулать: ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлу кашнинче тенĕ пекех коронавирус теминчен пуçланать. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ.

Лару-тăру йывăррине палăртнă май Олег Николаев коронавирусран амбулаторисенче сипленекенсен шучĕ ӳссе пыни, стационарсенче сипленекенсен йышĕ питĕ хăвăрт пысăкланни çинчен пĕлтерчĕ. Çак условисенче Сывлăх сыхлавĕн министерстви хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тума тăрăшать. Тунтикунран медицинăпа консультаци центрĕ ĕçлеме пуçланă. Çынсем унта шăнкăравласа тухтăрсенчен канаш ыйтма пултараççĕ, унтан вара вĕсен сывлăхне дистанци мелĕпе сăнаса тăма пулать. Çакă та, сывлăх сыхлавĕн министрĕн Владимир Степановăн шучĕпе, больницăсене пырса пулăшу ыйтакансен шутне, медперсонал çине лекекен тиеве кăшт чакарма пулăшмалла.

Çивĕч тепĕр ыйту — хаксем. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов иртнĕ çулхи раштаврипе танлаштарсан кăрлачра, пĕр уйăхра, инфляци 1% çитнине çирĕплетрĕ. Анчах таварсен пысăк пайĕ, шел те, чылай ытларах хакланнă. Çав шутра — апат-çимĕç: хăйма, сысна ашĕ, сĕт, тип çу, кăлпасси, çăмарта тата ытти те. Çавăнпа ку ыйтупа ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмах илни, паллах, вырăнлă пулчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, ĕçме-çиме хакĕ хамăрăн производство калăпăшĕнчен нумай килет. Чи малтанах — çăкăр хакĕ. Çăкăр пĕçерме кирлĕ тулă чăваш Енре çителĕксĕр — 50% урăх регионсенчен кӳме тивет. Апла пулин те республика çăнăх авăртакансен, çăкăр пĕçерекенсен тăкакĕсене субсидилени çăкăр хакĕ хăвăрт ӳсесрен сыхланма май панă. Шупашкарти «Петровский» çăкăр завочĕ çăнăха республика тулашĕнчен кăна кӳрет, çавна май унăн продукцийĕ те хаклăрах. Министр шучĕпе, çак предприяти вырăнти çăнăхпа та усă курсан çăкăрăн вăтам хакĕ те пĕчĕкрех пулĕччĕ.

Сысна ашĕ хакланнинче те унăн пысăк пайне ютран кӳнин витĕмĕ курăмлă. Çав вăхăтрах министра хамăр самăртакан выльăха чĕрĕ виçепе сутни тивĕçтермест. Кунтах выльăх пусмалли цех ытларах кирлĕ. Регион «çиекен» ашăн тĕп пайĕ, 65%, чăх какайĕ. Ку енĕпе производство хăвачĕсене ӳстерме май килнĕ. Анчах республикăра инкубаци çăмарти çук. Чĕпĕ кăлармалли пĕр çăмарта хакĕ 18,5-рен 32 тенкĕ таран ӳссе кайнă. Çавна май Сергей Геннадьевич инкубаци çăмартине те Чăваш Енрех туса илес енĕпе ĕçленине палăртрĕ — çивĕчлĕх сирĕлмелле.

Çимелли çăмарта та пирĕн патра кӳршĕсеннинчен хаклăрах. Çакă та хамăр туса илекенни çителĕксĕрринчен килет. Çийĕнчен федераци шайĕнчи «Магнит», «Лента», «Перекресток», «Карусель» сетьсем хакăн «суту-илӳри хушăм» текен пайне ытла та пысăк тăваççĕ — 68-тан тытăнса 80% таран. Чăваш Ен паян çулталăкра вăтамран 300 миллион çăмарта туса илет. Хамăра çитмест. Темиçе çул каялла çăмарта туса илнĕ фабрикăсенчен пĕри чăхсене ашлăх çитĕнтерме тытăнни те такăнтарнă. Асăннă кăтартăва тата 30 миллион чухлĕ пысăклатмалла.

Сĕт тĕлĕшпе республика кăтартăвĕсем пысăк, çĕнĕ фермăсем те хута каяççĕ. Анчах чĕр тавара вырăнтах тирпейлес тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçлетпĕр. Сĕт тирпейлекен предприяти ытларах кирлĕ. Сергей Артамонов иккĕленмест: çавнашкал производствăсем валли кирлĕ оборудовани туянмалли тăкаксен пĕр пайне бюджетран саплаштарни ку енĕпе те лава вырăнтан хускатма пулăшмашкăн тивĕç. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ялшăн тăрăшнипе мăнаçланать

Чăваш Республикинче «Муниципалитетăн чи лайăх служащийĕ» конкурса çуллен ирттереççĕ. Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Сергеева çак конкурсăн «Хула ял тăрăхĕнчи муниципалитетăн чи лайăх служащийĕ» номинацийĕнче çĕнтернĕ.

Ку должноçра вăл 2006 çултанпа тăрăшать. Администраци пуçарнипе Енĕш Нăрваш тата Кушкă ялĕсенче чылай объекта хута янă. Ял тăрăхĕнче вăтам пĕлӳ паракан шкул, ача сачĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, сакăр лавкка, культура çурчĕ, икĕ библиотека, музей, виçĕ фермер хуçалăхĕ, çыхăну уйрăмĕ, перекет банкĕ ĕçлеççĕ. Чиркӳ ял-йыша тĕн йăли-йĕркине тытса пыма пулăшать.

Вырăнти администраци тĕллевне пĕлетпĕр ĕнтĕ. Вăл — çынсен пурнăçне лайăхлатасси. Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе Роман Егоров пуçлăх, унăн çумĕ Людмила Сергеева /сăн ӳкерчĕкре/ тата Любовь Николаева тĕп эксперт специалист вăй хураççĕ. Иртнĕ тапхăрта татса панисене палăртар-ха. Ятарлă программăпа килĕшӳллĕн 2018 çулта Енĕш Нăрвашри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса лартнă палăка юсанă тата Мухтав скверне 1 миллион та 543 пин тенкĕлĕх хăтлăлатнă. Спонсорсем уйăрнă укçапа çĕнĕ гранитпа мрамор плитасем туяннă, вĕсем çине çĕршыва ирĕке кăларассишĕн çапăçнисен ячĕсене çырнă, ĕмĕр сӳнми çулăм çинчи çăлтăра, унта газ парса тăмалли хатĕре çĕннипе улăштарнă, кăвак чăрăшсем лартнă.

— Администраци мана «Енĕш Нăрваш ялне хăтлăлатма граждансене явăçтарасси» проекта хатĕрлеме шанчĕ, — терĕ Людмила Николаевна. — Шанăçа тӳрре кăларассишĕн чылай вăй хума тиврĕ. Проекта республика шайĕнче çирĕплетсен строительсем 2018 çулта палăк тавра тата скверта илемлĕ брусчатка сарчĕç, электрохунар юписем, саксем, çӳп-çап пухмалли урна вырнаçтарчĕç. Ял хастарĕсемпе пĕрле кунта йывăç-тĕм лартрăмăр, клумбăра çуллен чечек çитĕнтеретпĕр. Администраци çак проекта мĕншĕн пурнăçлама сĕнчĕ-ха? Вăй питти çынсем пирĕн ялсенчен çеç мар, ыттисенчен те хуласене пурăнма куçаççĕ. Вĕсенче хăварас тесен социаллă пурнăçпа экономикăна лайăхлатмалла, ку тĕллевсене пурнăçлама тата ялсене хăтлăлатма хăйсенех явăçтармалла. Мĕншĕн çавнашкал проект хатĕрленине ăнлантарнă чухне çӳлерех палăртнă йĕркесем çине пусăм турăм. Проектпа ял-йыша паллаштартăмăр. Юсав тăкакĕн пĕр пайне саплаштарма çынсем укçа халăхран пухма сĕнчĕç, 150 пин тенкĕ пуçтарчĕç. Халĕ стела çинче фронтран таврăнайманнисен те, таврăннисен те ячĕсем пур. Скверта çуллен, çу уйăхĕнче, Çĕнтерӳ кунне халалласа ирттерекен мероприяти ачасен чун-чĕрине ырă витĕм кӳрет. Вĕсем Енĕш Нăрвашпа Кушкăран фронта тухса кайнисем те Çĕнтерĕве тӳпе хывнине лайăх ăнланаççĕ. Скверта десантниксемпе моряксене хисеплесе стелăсем вырнаçтарчĕç. 2019 çултанпа кунта Тинĕс-çар флотĕнче, Сывлăш-десант çарĕсенче хĕсметре тăнисем те пухăнаççĕ. Вĕсенчен ачасем ырă тĕслĕх илеççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Питĕ шавлă, мăнастире тухса тарас килет»

Типçырма икĕ хула хушшинче вырнаçнă: пĕр енче — Шупашкарăн çĕнĕ микрорайонĕ, тепĕр енче — Çĕнĕ Шупашкар. Ял çумĕпех автоçул иртет, çавăнпа ялта автозаправка, автомастерской туса лартнă. Ял çыннисене çул çӳреме меллĕ. Анчах пурăнма лайăх-ши унта? Çак ыйтăвăн хуравне тупас тесе Типçырмана çитсе килтĕм.

Шывсăр нушаланаççĕ

Типçырмана 1854 çулта Шăмăш ялĕн çыннисем пуçарнă. 1931 çулта ялта «Пысăк Атăл» колхоз /председателĕ — Исаак Алексеев/ йĕркеленнĕ. 1957 çулта Типçырма, Шăмăш та­та Чиканкасси ялĕсенчи ху­çалăхсене пĕрлештерсе М.Во­допьянов ячĕллĕ колхоза чă­мăртанă, каярахпа «Россия» хуçалăх туса хунă. 1964 çулта Кадыков ячĕллĕ совхоз йышне кĕнĕ. Хальхи вăхăтра Типçырма Шупашкар районĕнчи Çĕньял ял тăрăхне кĕрет. 200 ытла çын /2013 çулта 95 çын пулнă/ пурăнать. Çĕнĕ çынсем йышлăн килсе тĕпленнĕ пулин те авалхи халапсене астăвакансем те пур. Акă, сăмахран, пĕрне ĕненес тĕк, ялта Тимуш ятлă пуян пурăннă. Вăл усал çын пулнă, арăмне пушăпах хĕненĕ. Ăна ялта никам та юратман. Тимуш тесен ял халăхĕн сехре хăпнă. Большевиксем влаçа ярса илсен ăна çемйипех Çĕпĕре янă. Типçырма… Ахальтен çапла ят паман ăна. Ялта мĕн ĕлĕкрен шыв тĕлĕшпе ыйту çивĕч тăнă. Типçырма çывăхĕнчи çырмасенче темиçе çăл пулнă-ха, анчах каçчен вĕсенче шыв чакнă, тăватă сехетчен ăсса ĕлкĕрейменнисем шывсăрах юлнă. Ир валли çăлсем каллех тулнă. Килти пусăсем халĕ те типе-типе лараççĕ. Пăрăхри шыв та аран çеç юхать. Ял çыннисем каланă тăрăх, Кăкшăм шывĕ хĕрринче тилĕсем пурăнаççĕ, тискер кăвакалсем чĕп кăлараççĕ, пĕвене тăрна та килет.

Типçырмасем мĕн авалтан çĕр çинче ĕçлесе пурăннă. Колхоз вăйлă пулнă. Тырă пысăк тухăç панă. Лаша, сурăх, чăх фермисем кĕрлесе тăнă. Килĕрен ĕне-сурăх тытнă. Халĕ ялĕпе те 3 ĕне кăна. Ачасем те колхозниксене пулăшнă. Ĕçрен ютшăнман. Фермăра та, уйра та тăрăшнă. Урамсене, пахча хыçĕнчи лапамсене тирпейлесе тăнă. Халĕ хăшĕ-пĕрин пахчинче хыт хура кăна ашкăрать, выльăх тытманнипе курăка çулса та пуçтармаççĕ. Ялта ĕлĕк КБО, столовăй, автопарк, почта, перекет касси, ытти ĕçленĕ. Çавсенчен райпо лавкки кăна упранса юлнă. Çул хĕрринчи Типçырмара хальхи вăхăтра реклама агентстви, тĕрлĕ тавар сутакан фирма тата ытти предприяти хӳтлĕх тупнă.

Ялта клуб та, шкул та çук, çавăнпа çынсем библиотекăна пуçтарăнаççĕ. Регина Федорова библиотекарь каланă тăрăх, вулавăша Типçырмасем, Шăмăшсем, Янашкассисем çӳреççĕ. Библиотека вырăнĕнче ĕлĕк пуçламăш шкул пулнă, каярахпа ял канашĕ вырнаçнă. «Ватă çынсемпе ачасем ытларах çӳреççĕ. Вĕсемпе калаçни кăмăла çĕклет. Кĕнеке, хаçат-журнал вулама кăна мар, тĕрлĕ ыйтупа килеççĕ. Компьютерпа тĕрлĕ ĕç туса пама ыйтаççĕ. Юлашки вăхăтра Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленекен йышланчĕ», — терĕ ĕçе Çĕнĕ Шупашкартан çӳрекен çамрăк специалист. Регина Валерьяновна — Янашкасси хĕрĕ. Шăмăш шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти коопераци техникумĕнче пĕлӳ илнĕ, халĕ культура институтĕнче вĕренет. Çавăн пекех вăл Питтукассинчи библиотекăра та ĕçлет. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ухватпа мăйран тытса йăтассипе хăратнă

Матренăпа Петр Романовсен малтан çуралнă ачисем пĕчĕклех вилнĕ. Хĕрне Галинăна çухатас мар тесе амăшĕ питĕ асăрханнă. Куçран вĕçертес мар тесе хăйĕн çумĕнчен яман. Упăшкине вăрçа ăсатма та пĕрле илсе кайнă.

Ун чухне Галя 5-ре пулнă. Икĕ эрнери йăмăкне пăхма çынна парса хăварнă. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăшра пурăнаканскерсем хăйсен лашине кӳлсе Çĕмĕрлене çул тытнă. /Вăрçа каякансем унти сбор пунктĕнче пуçтарăннă/. Пĕлĕшĕсем патĕнче çĕр каçма юлнă вĕсем. Ирхине Матренăн кăкăрĕ карăнса кайнипе ыратнă. «Ĕм-ха, никам та курмĕ сана», — Гальăна вăрттăн тулалла илсе тухнă амăшĕ. Хĕрача именнĕ, аванмарланнă. Çапах амăшне «пулăшнă». «Çĕмĕрлере пĕчĕк пасар пурччĕ. Çавăнта хĕп-хĕрлĕ пан улми курнă та манăн чăтма çук çиес килнĕ. Аннене ирĕксĕртен тенĕ пек илтертĕм. Пĕр çăвар çыртрăм та – йӳ-ӳçĕ!» — ашшĕне ăсатма кайнă чухнехи хăш-пĕр саманта аса илчĕ Галина Лапаева. Ăна леçнĕ хыççăн Çĕмĕрлерен тухса вăрманалла çывхарнă. Амăшĕпе хĕрĕ курах кайнă: Петьăн фуфайки тăрса юлнă. Анчах хĕрарăм лашине темшĕн каялла çавăрман, малаллах уттарнă. Кайран амăшĕ кĕçĕн хĕрне, хайхи кăкăр ачине, йăтса каллех упăшкипе тĕл пулма кайнă. Вĕсен ун чухне курнăçма май килнĕ-и — Галина Петровна калаймасть. Çĕмĕрлери пунктран салтаксене Вăрнара илсе кайнă. Унта вĕсене тумлантарнă, вĕрентнĕ, казармăра пурăнтарнă. Кайран дивизисем йĕркелесе тĕрлĕ хулана ăсатнă. Фронта тухса каяс умĕн Матрена упăшки патне Вăрнара çитме пултарнă. Петр Семенович вăрçăран таврăнман. Матрена хăйĕн лашипе Сăр хĕррипе окоп чавнă çĕрте ĕçленĕ. Дзотсем, çĕр пӳртсем валли вăрмантан юман пĕренесем турттарнă. Лаша пурри çемьене выçă лартман. Амăшĕ çынсене те ĕçлесе панă, колхозра та тар тăкнă. Лавкка валли тăвар, çăнăх турттарнă. Ачасене кукамăшĕ ытларах пăхнă. Асламăшĕ те çав ялтах, тепĕр урамра, пурăннă. Гальăна та ачаран уя илсе тухнă амăшĕ. Пăрçа çапса тĕшĕлеме çӳренĕ. Хирте ӳксе юлнă пăрçана, тырă пучахне пуçтарнă.

Ялти шкулта 8 класс вĕреннĕ хыççăн Галина колхозра вăй хунă. Клубра тирпейлӳçĕ те пулнă, амăшĕ вырăнне бригадăна та ĕçлеме тухнă. «Эпир нушаллă, выçăллă-тутăллă ӳсрĕмĕр. Анчах пурнăçа хаваслăх кĕртме пĕлеттĕмĕр», — вăрçă ачисем çапла каланине пĕрре мар илтме тӳр килнĕ. Хальхинче те çак сăмахсем янăрарĕç. Хĕлле ларма пуçтарăннă, çулла клубра купăс каласа ташланă. Электричество та пулман вĕт, краççын лампин çутипе савăннă. Клуба кӳршĕ ялсенчен те килнĕ. Пĕр каçхине çак районти Енкĕлтри Николай та юлташĕсемпе Туктамăш клубне çитнĕ. Çавăнта паллашнă та вĕсем. Кайран тĕл пулма пасара çӳренĕ. Ĕлĕкхи пасар çынсемшĕн тĕлĕнмелле вырăн шутланнă. Унта тем туянассишĕн кăна мар, ахаль курма та кайнă. Çамрăксем вара паллашма, савни тупма çӳренĕ.

«Хĕрсем капăрланса вун-вун çухрăмран килетчĕç. Пĕр-пĕрне шыраса тупма çук халăх йышлăччĕ. Çывăхри ялти пĕр хĕр каччăсене пăхтарассишĕнех 2-3 хутчен кĕпи-саппунне улăштарса тухатчĕ. Кашни кĕтесре купăс калатчĕç, юрлатчĕç, ташлатчĕç. Кайран тытăнатчĕç çапăçма! Эрех ĕçмесĕрех вăрçăнатчĕç. Те хĕр пайланă?.. Пасар курмашкăн эпĕ пĕчĕклех каяттăм», — каласа кăтартрĕ Галина Лапаева. «Вара савни мĕн те пулин туянса пачĕ-и?» — аса илме ыйтрăм ăна. «Капрон тутăр илнĕччĕ. Хура тĕслĕскер. Çавна хитре тенĕ-ши вара?» — пулчĕ хурав.

Кольăпа вĕсем 2 çула яхăн çӳренĕ. 1961 çулта Микулнă кунĕнче Кольăсем патне Хĕрлĕяр Анка хăнана килнĕ те: «Тавай сана паян авлантаратпăр!» - тенĕ. Çапла вара хăйсен лашипех хĕр илме тухса кайнă. Анкăна хăйматлăх тунă. Галя вĕсемпе ларса килме килĕшнĕ. «Каккуй хирĕçлеме?! Юратнипе пĕр-пĕрне курасшăн кăна тăнă!» — пытармарĕ вăл. Николай ялти пĕрремĕш каччă пулнă тесен те йăнăш мар, вăл тракторпа ĕçленĕ. Ют ял хĕрĕсем те ăна куç хывнă. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Людмила САЧКОВА: Роман çырасси çирĕп вĕрен явассипе танах

Людмила Сачковăн ятне тĕрлĕ ӳсĕмрисем пĕлеççĕ. Чăваш чĕлхипе литературин учебникĕсенче унăн «Шăпăрлан», «Эсĕ кайрăн та…» пьесăсен, «Чĕкеçĕм, чĕкеç» повеçĕн сыпăкĕсем, «Пасара кайсан», «Кĕтӳ хăваланă чух», «Оля-Улькка», «Ăмсану», «Çиçĕм Натюш», «Пыра ларнă çăкăр», «Тилĕ яла килни» тата ытти калавĕ пичетленнĕ. Аслă ăрурисем унăн «Ытарайми куçсем», «Ăс-хакăл хăвачĕ», «Сиксе юхать хула çырми» тата ытти нумай кĕнекине вулаççĕ. Иртнĕ çул Людмила Николаевна вăтам çулти ачасем валли «Çиçĕмпе туслашни» кĕнеке кăларчĕ. Çĕнĕ тата маларах çырнă произведенисем пирки вĕсен авторĕпе калаçрăмăр.

Проза — жанрсен аслашшĕ

— Чăваш патшалăх университетĕнче пĕр ушкăнра вĕрентĕмĕр, çавăнпа сана начар мар пĕлетĕп. Анчах çыравçă ĕçĕ пирки ыйтса пĕлмелли пайтах. Кала-ха: проза саншăн юратнă жанр-и?

— Çапла. Сăвă çыркаласа пăхнă, мана тек илĕртмерĕ вăл. Драматургипе те аппаланкаланă, ку жанр та чуна çывăхах маррине туйрăм. Прозăпа малтанах çырнă, халĕ акă хайланăçем хайлас килет, чуна кăтăкласах тăрать. Çырнă чухне те савăнса çыратăп, кĕнеке тухсан пушшех хĕпĕртетĕп.

— Эсĕ калавсем, повеçсем çыраттăн, роман çырма ăçтан шут тытрăн?

— Калавĕсемпе повеçĕсене халĕ те шăрçалатăп. Пĕлтĕр кун çути курнă «Çиçĕмпе туслашни» кĕнекене вунă калавпа пĕр повеç кĕнĕ. «Шашкăлла выляни», «Шампик», «Чакаксем йăва çавăрни» тата ытти калаври персонажсем çут çанталăкăн тĕлĕнмелле тупсăмĕсене тупма ăнтăлаççĕ, пурнăç вăрттăнлăхĕсене уçасшăн. Ӳссен вĕсем ăсчахсем, космонавтсем, тĕпчевçĕсем пуласшăн. «Хир курма кайни», «Хырлăхра», «Пăши», «Çырла хушшинчи çĕлен» калавсенче çамрăк вулакансем тăван тавралăхăн ытарми илемлĕ çут çанталăк пархатарне туйса илеççĕ, çакă йăлтах куç умне чĕррĕн тухса тăрать… «Илĕртӳллĕ тӳпе айĕнче» повеçре вара пиллĕкри Энтрин чун пуянлăхĕ, çивĕч ăс-тăнĕ тыткăна илет…

Истори хăй килчĕ

— «Çиçĕмпе туслашни» калавунта та çут çанталăкăн хăватлă вăйне пĕлме ăнтăлакан хĕрача сăнарĕ асра юлмалла чĕрĕ пулса тухнă. Çапах роман патнех таврăнар-ха.

— Пысăк калăпăшлă произведенисене çыравçăсем ытларах чухне тăван тăрăхри пулăмсене тĕпе хурса çыраççĕ. Роман çырас шухăш пуçра тахçанах явăнатчĕ. Пĕррехинче, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче, пирĕн ялти К.Лекарев тавра пĕлӳçĕ /хăй вăхăтĕнче чылай хушă шкул директорĕнче ĕçлерĕ/ мана чĕнсе илчĕ те: «Эпĕ хамăр ялăн историне тĕпчетĕп, нумай архивра пултăм — Мускавра Патшалăхăн документлă акчĕсен тĕп архивĕнче, Хусан, Чĕмпĕр, Шупашкар архивĕсенче хамăр ял çинчен мĕн пуррине йăлтах тишкертĕм. Пирĕн ялăн /Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт/ историйĕ питĕ пуян. Атя-ха, иксĕмĕр пĕрле историллĕ роман çырар», — терĕ. Эпĕ аптăраса кайрăм: ун чухне чылай çамрăкчĕ, ăсталăхăм та çителĕксĕрччĕ. Чăвашрадиора ĕçлеттĕм, вăхăт та сахалччĕ, вĕçĕмех командировкăсене çӳреттĕм… Хутшăнаймарăм çав ĕçе.

— Халĕ ӳкĕнместĕн-и?

— Питĕ ӳкĕнетĕп. Тепре те пырса калаçрĕ, ялăн авалхи масарне илсе кайса кăтартрĕ. Унти пĕр вил тăпри çинче чул палăк пур. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Хусан археологĕсене чĕнсе илсе çав масара чавтарнă вăл. Чул юпа айĕнче шпорăллă атă тăхăннă салтакăн виллине тупнă. Кун пирки ятарлă справка çырса панă, халĕ вăл шкул музейĕнче упранать. Анчах эпĕ каллех сăмах параймарăм, хамăн чунра çавăн пек хăват пуррине ĕненмерĕм… Пурăна киле вăл тавра пĕлӳ кĕнекисене кăларчĕ. Эпĕ темиçе ярăм радиопередача хатĕрлерĕм. <...>

Надежда СМИРНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.