Комментари хушас

7 Нарăс, 2022

Шупашкарта - паллă композитор

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççейри паллă композиторпа, Раççей халăх артисчĕпе Александр Чайковскипе тĕл пулчĕ. Унта çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ - ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков, ЧР культура министрĕ Светлана Каликова, Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ Максим Матросов, ыттисем хутшăнчĕç.

Хăна пирки çакна каламалла: вăл хăйĕн пултарулăхĕпе академи музыкин тĕрлĕ жанрне парăнтарнă. 9 опера, 3 балет валли пысăк произведенисем çырнă. Çавăн пекех унăн ораторисем, симфонисем те пур.

Шупашкарта мĕн тĕллевпе-ха? Иртнĕ çул вĕçĕнче Олег Николаев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне "Сăр чикки" опера лартма 5 миллион тенкĕ уйăрасси пирки хушу кăларнăччĕ. Шăпах ун валли музыка çырас тĕлĕшпе ĕçлеме пуçлĕ те Александр Чайковский. Асăннă ыйту тавра та калаçрĕç тĕлпулура. Сăмах май, оперăн пĕр пайне итлеттерсе кăтартрĕ. Чăн та, чуна пырса тивеççĕ унăн хĕлхемĕсем. Чăваш халăх кĕввипе те усă курнине палăртрĕ маэстро. Вăл ăна питĕ килĕшет иккен.  "Оперăпа ыранах ĕçлеме пуçлăпăр", - терĕ вăл.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: