Комментари хушас

3 Нарăс, 2022

Тантӑш № 4 (4773) 03.02.2022

Пĕр шкултан — виçĕ стипендиат

Тĕрлĕ çĕрте пысăк ӳсĕм тунă пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ЧР Пуçлăхĕн стипендине параççĕ. Акă Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчен çак хавхалантарăва кăçал тӳрех виçĕ вĕренекен илме тивĕçрĕ. Пултаруллăскерсемпе çак кунсенче эпир те çыхăнтăмăр.

Чи телейлисен йышĕнче

Кăрлачăн 25-мĕшĕнче асăннă стипендие илме тивĕçнĕ 29 Татьянăна ЧР Правительство çуртне пухрĕç. Çак уявпа вĕсене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ, вĕренӳре, ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Ку çеç мар-ха. Стипендиатсен йышĕнче тăваттăшĕ шăпах кăрлачăн 25-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вĕсене те республика ертӳçи асăнмалăх парнепе хавхалантарнă. Телейлисен йышне Татьяна Чернова та лекнĕ.

Таня «5» паллăсемпе вĕренет. Шкул, район, республика шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурса, олимпиадăна хутшăнса пĕрре мар палăрнă вăл. 2020 çулта Таня Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадинче физика тата информатика предмечĕсемпе районта çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Çав çулах дистанци мелĕпе иртнĕ «Маленькие герои большой войны» викторинăра виççĕмĕш вырăна тухнă. Хĕрача тĕрлĕ енлĕн аталанать. Сăмахран, видео ӳкересси, роликсем калăпласси те килĕшет ăна. Çавна пулах вăл 2019 çулта «История нашего отряда «ЮИД» видеороликсен конкурсĕнче районта пĕрремĕш, республикăра иккĕмĕш пулнă. Район шайĕнче иртнĕ «Хам аталанатăп, ыттисене аталантаратăп» конкурсра та вăл пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Пултаруллăскер, вĕренӳре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскер 2019 çулта Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕнче те пулса курнă.

— «Хам аталанатăп, ыттисене аталантаратăп» конкурс малтан район шайĕнче иртрĕ. Унта палăрса республика тапхăрне лекрĕм, призер пулса тăтăм. Кунта «Артек» центра кайса килни те пулăшрĕ тесе шухăшлатăп. Унта эпĕ çĕннине нумай илтĕм. Кайран хам мĕн пĕлнине шкул çумĕнчи лагерьте кăтартса парас тĕллевпе ятарлă проект ĕçĕ хатĕрлерĕм, Ман шухăшпа, интереслĕ пулса тухрĕ, — терĕ Таня.

Палăртса хăвармалла: кăçал вăл регион шайĕнчи олимпиадăра астрономи предмечĕпе призерсен шутне кĕнĕ. Нумаях пулмасть республикăра «В объективе туриста» çамрăк туристсен конкурсĕнче «Эмоции юного туриста» тата «Турмаршрут: через тернии…» номинацисенче виççĕмĕш вырăна тухнă. Тăрăшуллă, ĕçчен хĕрачана класра старостăна çирĕплетнĕ.

— Çак стипендие илме тивĕçнишĕн савăнтăм. Пултаруллă та маттур вĕренекенсен йышĕнче эпир те пур-çке! Ытти мĕн пур шкул ачине те малалла талпăнма, тăрăшса вĕренме, пĕтĕм ĕçре хастар пулма сĕнетĕп. Çапла майпа вĕсем те çак стипендие илĕç, — палăртрĕ вăл. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.