Çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн кăçалхи юлашки сессийĕн кун йĕркине çирĕплетиччен Юрий Попов спикер трибуна умне хăй вăхăтĕнче темиçе суйлавра халăх депутачĕн мандатне илнĕ, республика ертÿлĕхĕнче ĕçленĕ Александр Петрова чĕнсе кăларчĕ. Александр Петрович çак кунсенче 80 çул тултарнă. Юбиляра Юрий Алексеевич пурнăçри паллă пулăмпа ăшшăн саламларĕ, хаклă парнепе чысларĕ.
Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов парламентăн çулталăкри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕк мар: 90 саккун тата 223 постановлени йышăннă. 90 саккуна Чăваш Ен Пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетнĕ.
Юпа уйăхĕнче Федераци Канашĕнче Чăваш Ен кунĕсем ăнăçлă иртнĕ. Патшалăх Канашне килекен çын шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Енчен пĕлтĕрхи çак тапхăрта 1150 çын хăйне хумхантаракан ыйтăвăн хуравне шыранă тăк, кăçал - 1600 çын. Пынисен 20 процентне ку е вăл ыйтăва татма пулăшнă.
Спикер Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин ертÿçисем Федераци Пухăвне тата Патшалăх Канашне янă Çырусенчи тĕллевсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ: «Пĕлтерĕшлĕ икĕ документ çитес çул кăна мар, малашлăхра мĕнле ĕçлемеллине кăтартрĕ. Çитес çул вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хăш-пĕр саккунне çĕнĕрен пăхса тухса улшăнусемпе хушăмсем кĕртме тивет. Ку ыйту пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарассине, ĕç ресурсĕсемпе тухăçлă усă курассине, хамăр экономикăна инвесторсем ытларах явăçтарассине, ытти вун-вун ыйтăва пырса тивет.
Патшалăх Канашĕн сессийĕн кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн депутатсем Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн «Раççей Федерацийĕн Аслă сучĕпе Раççей Федерацийĕн прокуратури çинчен» пайне улшăнусем кĕртес ыйтăва тишкерчĕç. Документа Патшалăх Думи 2013 çулхи чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче йышăннă, тепĕр 5 кунран ăна Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕ ырланă. Çапах та, патшалăх Конституцийĕн 136-мĕш статйипе килĕшÿллĕн вăл Раççей Федерацийĕнчи субъектсен иккĕ-виççĕмĕш пайĕ йышăнсан кăна вăя кĕрет. Çапла тусан малашне пирĕн çĕр-шывра пĕр аслă суд органĕ кăна пулать. Арбитраж судне асăннă судăн юрисдикцине кĕртĕç. Чăваш парламентарийĕсем асăннă саккуншăн пĕр саслă пулчĕç.
Чăваш Республикин 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи бюджетне кăçал кăна улшăнусемпе хушăмсем виçĕ хут кĕртнĕччĕ. Халĕ, акă, ку ыйтăва тăваттăмĕш хут çĕклерĕç. Сăлтавĕ ырă. Республика бюджечĕн тупăш пайĕ тата 170,9 млн тенкĕлĕх ÿснĕ. Хушма укçапа ял хуçалăхне аталантарма /илнĕ кредитсен процент ставкине субсидилеме, страховани тÿлевне саплаштарма, элита вăрлăх туяннă чухне унăн хакне чакарма, аш-какайлăх выльăх-чĕрлĕх самăртма йышăннă программăна пурнăçа кĕртме тата ытти те/ усă курма палăртаççĕ. Укçан пысăк пайĕ федерацин «Раççей Федерацийĕнче 2006-2015 çулсенче физкультурăпа спорта аталантарасси çинчен» тĕллевлĕ программине пурнăçа кĕртме кайĕ. Вăл шутран - Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» пăр стадиона реконструкцилĕç, Шупашкарта маунтинбайк центрне тума усă курĕç. «Этнос Чăваш Ен» /Этническая Чувашия/ комплекса тума 59,6 млн тенкĕ уйăрма йышăннă.
Чăваш Республикин республика бюджечĕн параметрĕсем улшăннă май кăçалхи çапла пулĕ: тупăш пайĕ 35595,6 млн тенкĕ /малтан палăртнинчен ÿсĕм - 19%/, вăл шутран - хăйĕн тупăшĕ - 538,1 млн тенкĕ, тавăрса памалла мар килни - 5129,3 млн тенкĕ, тăкак 38402,8 млн тенкĕпе /ÿсĕм - 24,1%/ танлашĕ. Асăннă саккун проекчĕпе республика бюджечĕн дефицичĕ улшăнмасть, вăл 2807,2 млн тенкĕ шайĕнче юлать. Депутатсем ăна икĕ сасăлавпа йышăнчĕç.
Кун йĕркинчи ытти 27 ыйтупа та депутатсем тухăçлă ĕçлерĕç. Чăваш Республикин медицина страхованийĕн территори фончĕн бюджетне /икĕ вулавпа/, «Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă экономика аталанăвĕн стратегийĕ çинчен» /иккĕмĕш вулавпа/, Чăваш Республикин «Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене патшалăхăн уйрăм полномочийĕсемпе тивĕçтересси çинчен» /иккĕмĕш вулавпа/ саккунĕсене пĕр саслăн улшăнусемпе хушăмсем кĕртрĕç.
Юрий СТЕПАНОВ