«Хыпар» 10 (27889) № 01.02.2022
Мухтавлă ентешсен ĕçĕ-хĕлĕпе хавхаланса пуласлăхшăн тăрăшар
Иртнĕ эрнекун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Ăна итлеме Чăваш патшалăх филармонийĕн залне Чăваш Ен парламенчĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисен ертӳçисем, общество организацийĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, ыттисем хутшăнчĕç. Сăмах май, коронавирус инфекцийĕ сарăласран сыхланас тĕлĕшпе çирĕп мерăсем йышăннă: кашниех маларах икĕ хутчен ПЦР-тест панă, зал та çурма пушă — пухăннисем пукансене пĕрре урлă кăна йышăннă. 1 сехет те 20 минут патнелле тăсăлнă сăмахĕнче Олег Николаев республика пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕн мĕн пур сферинчи пысăк тĕллевсене анлăн çĕклерĕ: социаллă пурнăçпа культура, вĕрентӳпе сывлăх сыхлавĕ, экономика, цифра трансформацийĕ — тыл ĕçченĕсен çăмăллăхĕсене ĕç ветеранĕсеннипе танлаштарассинчен тытăнса республикăра хĕвел электростанцийĕ тăвасси таран. «Хыпар» Çырăва туллин пичетлет.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çыру
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн хисеплĕ депутачӗсем, паянхи пухӑва килнӗ хӑнасем, Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!
Эпир паян сирӗнпе ҫитес вӑхӑтри малашлӑхра Конституципе ҫирӗплетнӗ тӑрӑх мӗнле ӗҫсем туса пырасси пирки калаҫӑпӑр, вӗсене палӑртса хурӑпӑр тата мӗнле ӗҫсем туса пурнӑҫа кӗртсе пырассине ҫирӗплетсе хӑварӑпӑр.
2021 ҫул Чӑваш Ен халӑхӗн ӗҫ паттӑрлӑхӗн паллипе иртрӗ. Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ҫулталӑкра эпир хамӑра вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хаяр кунсен юхӑмне лекнӗнех туйса илтӗмӗр. Пирӗн асаттесемпе аттемӗрсен, асаннесемпе аннемӗрсен ӗҫри тата ҫапӑҫури хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн истори страницисенче асӑнмасӑр юлнӑ пулӑмсене тӗплӗн тӗпчесе палӑртас ӗҫе историксемпе пӗрле ача сачӗсенчи пепкесемпе шкул ачисем, студентсем, ялсемпе хуласенче тата поселоксенче пурӑнакан ентешсем хастарлӑн хутшӑнса хӑйсен пархатарлӑ тӳпине хыврӗҫ. Республикӑра ӑслӑлӑх конференцийӗсем, уҫӑ уроксем, музей куравӗсем, акцисем, фестивальсемпе конкурссем йӗркелесе ирттернӗ. Документлӑ тата илемлӗ фильмсем ӳкернӗ, литературӑпа музыка произ веденийӗсем ҫырнӑ, кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ, пӗрлехи информаци порталне туса хатӗрленӗ.
Ҫапла вара, Чӑваш Республики пирӗн Тӑван ҫӗршыв территорийӗнче хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫынсен тӗслӗхӗпе ӗҫ паттӑрлӑхӗн геройӗсене ӗмӗрлӗхех асра тытса пурӑнассине тытӑмлӑн татса панӑ Раҫҫейри пӗрремӗш регион пулса тӑчӗ.
Республикӑра асӑну кунне ҫирӗплетнӗ: Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен Асӑну кунӗ – юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ.
Паллах ӗнтӗ, тылри ик ҫӗр пин ытла ҫыннӑн чӑн-чӑн паттӑрлӑхӗ – Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартас ӗҫе хывнӑ калама та ҫук пысӑк тӳпе. Тыл ӗҫченӗсем эвакуациленӗ заводсене ҫӗнӗ вырӑнта ҫийӗнчех хута янине, уй-хирте, эвакуаци йӗркипе куҫса килнӗ госпитальсенче ырми канми вӑй хурса ӗҫленин пӗлтерӗшне палӑртмалла. Пирӗн тылри ӗҫ паттӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ темӑна Тӑван ҫӗршыва чунпа парӑннин ырӑ тӗслӗхӗ ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотлӑх тата ӑсхакӑлпа кӑмӑл сипет тӗлӗшӗнчен воспи тани парассин никӗсӗсен вырӑнне хурса халӑх хушшинче анлӑн сарас ӗҫе малалла тӑсмалла.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин Шупашкар хулине Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин статусне парасси ҫинчен тунӑ йышӑну аслӑ ӑрури йӑхташӑмӑрсен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи ӗҫ паттӑрлӑхӗпе хӑйсене шеллеменлӗхне тивӗҫлипе ҫирӗп летни пулса тӑчӗ.
Тылри ӗҫ паттӑрлӑхӗн темине анлӑн сарас ӗҫе шкул музейӗсене аталантарса, архив материалӗ сене тӗпчемелли наука центрне туса хурса, ҫавӑн пекех Наци музейӗнче те, республикӑри районсенче те ялан ӗҫлекен экспозицисем йӗркелесе малалла тӑсмалла. <...>
♦ ♦ ♦
Коронавирус: хальччен курман цифрăсем
Тиркевлĕ — çапла хакланă пулăттăм республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлури калаçăва. Ку хутĕнче Олег Николаев пухăннисемпе пĕрле сӳтсе явнă кашни ыйтупа тенĕ пекех кăмăлсăрланмалли самантсене асăрхарĕ, çавна май, паллах, должноçри яваплă çынсене те сăмах тиврĕ.
Банкетсем тăхтаççĕ
Канашлăва Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăва хатĕрлеме хутшăннă çынсене тав тунинчен пуçларĕ. Программа шайĕнчи документ аталану çулĕсене палăртать, халĕ ăна пурнăçламалла — «çынсем ырă улшăнусене туйччăр». Çакăнпа канашлури «ăшă» сăмахсем вĕçленчĕç — малалли чăннипех тиркевлĕ пулчĕ.
Чи малтанах — коронавируспа чирлекен йышланни. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, çынсем инфекци ертес тĕлĕшпе «Чăваш Ен хальччен кунашкал цифрăсене курман». Çавăнпа сыхлăхпа çыхăннă мерăсене пурнăçласси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе вара ӳпкелемелли самант пайтах.
Регион ертӳçи хушма вĕрентӳ организацийĕсем çав-çавах ĕçленипе кăмăлсăрланчĕ. Юлашки вăхăтра шкул ачисем йышлăн чирленине шута илсен — «кунпа шӳтлеме юрамасть». Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар влаçĕсене ку енĕпе пĕр тăхтамасăр мерăсем йышăнма хушрĕ — «паянтан вĕсен ĕçлемелле мар». Общество апатланăвĕ тĕлĕшпе те пăшăрхану пур: тивĕçлĕ чарусем палăртнине пăхмасăр хăш-пĕр кафе-ресторан банкетсем те йĕркелет, корпоративсем те ирттерет. «Йышăнусене çапла пурнăçлатпăр тăк — вĕсен мĕн усси?» тенĕ май республика Пуçлăхĕ тĕрĕслев ĕçне вăйлатма, чарусене уяманнисене явап тыттарас тĕлĕшпе çирĕп пулма хушрĕ.
Пирĕн çуртра вара — газ
Граждансен çурчĕсене газификацилессипе çыхăннă ыйтупа строительство министрĕ Павел Данилов сăмах илчĕ. Пĕлтĕр Президент хушăвне пурнăçласа тӳлевсĕр газификаци çинчен йышăну тунă хыççăн республикăра çынсенчен 2,9 пине яхăн заявка йышăннă. 764 кил патне газ илсе çитернĕ те ĕнтĕ, вĕсенчен 552-шне газ кĕртнĕ.
Кăçал ку ĕçе малалла тăсĕç. Ятарласа шутланă: газ кĕртмен çуртсен шучĕ 6,7 пинрен те иртет. Паллах, вĕсен хуçисем пурте газ кĕртес темĕç, çапах кăçал пурнăçламалли ĕç пурпĕр пысăк — граждансен 1,8 пин хуçалăхĕн карти патне газ пăрăхне илсе çитермелле. Ку енĕпе ĕçлекен организаци çине тăрса ĕçлет, çапах, Павел Владимирович каланă тăрăх, граждансенчен пурпĕр çăхавсем пур: ĕçсене тăсса яни, газ кĕртме хирĕçлени, ĕçсен хакне ӳстерни… Тăкаксем тенĕрен, министр палăртнă тăрăх, пĕр киле газ илсе çитерме кирлĕ укçа виçи 100 пин тенкĕ патнеллех кармашать.
Хăйсем вăй çитерейменнисене патшалăх пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова газ оборудованийĕ туянма кайнă тăкаксен пĕр пайне — 20 пин тенкĕрен ытла мар — саплаштармалли çăмăллăх çинчен каларĕ. Унпа тыл ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем, вăрçă ачисем, инвалидсем, сахал тупăшлисем, нумай ачаллă çемьесем усă урма пултараççĕ. Çак пулăшупа 170 çынна тивĕçтерме планланă — нумай мар, чăннипе вара пĕлтĕр пĕр çынран та заявлени пулман. Кăçал 6 çын саплаштару тӳлевне ыйтса çырнă… «Ту шăши çуратнă» — вырăссен çак каларăшне аса илтерекен ларутăру вĕт. Ăнсăртран мар ĕнтĕ Олег Николаев та граждансене çак çăмăллăх пирки тĕплĕн ăнлантарса парас енĕпе ĕçлеме хушрĕ — унпа май пур таран ытларах çын усă урма пултартăр. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
ÇЫРĂВА ХАКЛАÇÇĔ
Леонид ЧЕРКЕСОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ:
— Республика Пуçлăхĕ тĕплĕ те анлă программа докуменчĕпе паллаштарчĕ. Çырура ĕçе пĕтĕмлетесси, çулталăклăх тĕллевсене палăртасси йăлана кĕнĕ. Паян вара Олег Алексеевич вăрахлăх тĕллевсе не палăртрĕ. Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен республика пĕр кунпа, çулталăкпа кăна пурăнма пултараймасть. Паян эпир ыранхи кун никĕсне хыватпăр, малашлăха палăртатпăр. Ку анлă ыйтусене пырса тивет: социаллă сфера, экономика, пурнăçăн хăтлă условийĕсене йĕркелесси — хулара та, ялта та.
Социаллă тӳлевсемпе пособисене индексацилессипе, вĕрентекенсене, çамрăксене пулăшассипе, производство хăвачĕсене ӳстерессипе, ял хуçалăхне, логистикăпа транспорта, туризма, ытти сферăна аталантарассипе çыхăннă пысăк плансем палăртнă.
Çырăва Патшалăх Канашне кăна мар, пĕтĕм Чăваш Ен халăхне адресланă. Олег Алексеевич республикăн, федерацин влаç органĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх, бизнес, граждан обществин институчĕсем пĕрле ĕçлесси çине пусăм тăвать.
Патшалăх Канашĕ Çырура палăртнă тĕллевсене пурнăçлассине саккунсем кăларса тĕревлес тĕлĕшпе тимлĕ пулĕ. Çитес кунсенчех ĕçсен тивĕçлĕ планне хатĕрлĕпĕр. Депутатсен корпусĕ Çырура çирĕплетнĕ тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлесси, суйлавçăсем, Чăваш Енре пурăнакан мĕн пур çын кĕтнине тӳрре кăларасси пирки иккĕленместĕп.
Кристина МАЙНИНА, ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ:
— Республика Пуçлăхĕ Çырăвăн уйрăм сыпăкне цифра трансформацине халалларĕ. Çак сыпăк малашлăхпа, аталанупа çыхăннă, мĕншĕн тесен цифра трансформацийĕ мĕн пур отрасле пырса тивет. Енчен те отрасльсем çак ĕçе вĕçне çитерсен, ман шутпа, пурнăç улшăннине республикăра пурăнакан кашни çын туйса илĕ. Мĕншĕн тесен цифра аталанăвĕ — мĕн пур процеса трансформацилемелли никĕс шайĕнчи инструмент: коммуникацие ансатлатасси, патшалăх бизнеспа, граждансемпе çыхăну тытассине çăмăллатакан платформăсем йĕркелесси…
Республика Пуçлăхĕ палăртнă тĕллевсем чăннипех питĕ пысăк. Çав шутра — цифра инфратытăмне аталантарассине пырса тивекеннисем. Ку енĕпе пĕтĕм республикăра ĕçлемелле. Калăпăр, çыхăнăва çĕнĕ шая çĕклесси. Хальлĕхе хăвăрт интернет пур çĕрте те çук-ха. Ку ыйтăва 2024 çул вĕçленнĕ тĕле татса памалла. Çак тĕллевсене пурнăçлас енĕпе çине тăрса ĕçлетпĕр. Олег Алексеевич палăртнă ĕçсене туллин пурнăçлăпăр.
Алена ЕЛИЗАРОВА, ЧР ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ:
— Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕ паянхи ансат мар лару-тăрура уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çырура влаç органĕсен умĕнчи çĕнĕ тĕллевсене палăртнă, паянхисене çĕнетнĕ, тивĕçлĕ хушусем панă.
Пирĕн ведомствăна пырса тивекен ыйтусене илес тĕк — Çырăвăн регионăн ĕçлев службине модернизацилессипе çыхăннă пунктне палăртас килет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăха ĕçпе тивĕçтерекен пайсенчен кадр центрĕсем йĕркелесси çинчен каларĕ. Вĕсем ĕç паракансене пĕлӳллĕ тата ăста кадрсене явăçтарассипе çыхăннă ыйтусене хăвăрт татса пама, ĕç ресурсĕсен тухăçлăхне пысăклатма пулăшĕç. Сăмах технологи енĕпе çĕнелесси çинчен кăна мар, ĕç принципĕсене улăштарасси пирки пырать. Çĕнĕ форматлă ĕçлев служби çын карьерине пайăррăн йĕркелесе пымалли пулăшупа тивĕçтерĕ. Çĕнелнĕ кадр центрĕсем Канашра тата Улатăрта ĕçлеççĕ те ĕнтĕ. Олег Алексеевич ытти центр та 2024 çул тĕлне «çĕнĕлле» ĕçлеме пуçламаллине çирĕплетрĕ. Кăçалах Çĕмĕрлери халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çĕнетĕпĕр.
Тĕпрен илсен, Çыру социаллă тĕллевлĕ пулчĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Ен Пуçлăхĕ регионăн социаллă тӳлевĕсене тата пособийĕсене инфляципе шайлашуллă индексацилеме хушрĕ. Трансфертсен ӳсĕмĕ 8,86% танлашĕ. Ку Раççей Правительстви федераци пособийĕсемпе тӳлевĕсене индексациленин виçинчен те /8,4%/ пысăкрах.
Юрий ПОПОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн президенчĕ:
— Пирĕн профиль министерстви, республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ял хуçалăхне аталантарас енĕпе тимлĕ пулни куçкĕрет. Патшалăх пулăшăвĕн тĕрлĕ программи, çав шутра ял хуçалăх техникипе оборудованийĕ туянассине, выльăх ĕрчетмелли комплекссен строительствине субсидилемелли программăсемпе усă курса республикăн агропромышленноç комплексĕ Атăл тăрăхĕнчи округра кăна мар, пĕтĕм çуршыв шайĕнче лидерсен ретне тухрĕ.
Çав вăхăтрах Олег Алексеевич ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен умне çĕнĕ тĕллевсем лартать. Пĕрремĕшĕнчен, чĕрĕ продукци сутассине чакарса хатĕр продукци калăпăшне пысăклатмалла. Урăхла каласан, тирпейлекен отрасле çĕнĕ шая çĕклемелле. Иккĕмĕшĕнчен, çĕр улмипе пахча çимĕç вăрлăхне хатĕрлессине ӳстермелле, ăратлă выльăх çитĕнтерессине аталантармалла. Виççĕмĕшĕнчен, инкубаци çăмартине туса илесси тата хăмла çитĕнтересси — Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак çул-йĕре хăватлă аталану никĕсĕ вырăнне хурса хаклать. Олег Алексеевич чăваш хăмлин, Раççейĕн симĕс ылтăнĕ шутланнăскерĕн, ĕлĕкхи чапне тавăрма чĕнсе каларĕ.
Андрей МАКУШЕВ, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ:
— Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура ял хуçалăхĕн уйрăм ыйтăвĕсене кăна мар, ялпа, ял хуçалăх производствине пулăшассипе çыхăннă ыйтусене анлăн палăртни килĕшрĕ. Çав шутра — уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене, çынсем ялта хăйсем тĕллĕн ĕçлессине пулăшасси те. Паллах, ял-салана аталантарас, унта ĕçлесе пурăнакансене пулăшас тĕлĕшпе тимлĕх пысăкки савăнтарчĕ. Олег Алексеевич депутатсене ял туризмне аталантарас енĕпе çине тăрса ĕçлеме чĕнсе калани те пирĕн пысăк мар Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн регионĕсен пĕр йышĕнчи аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Николай КОНОВАЛОВ хатĕрленĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...