«Хыпар» 8-9 (27887-27888) № 28.01.2022
Амăшĕ Семена тÿрех кĕртмен
«Манăн ывăл 1942 çултах пуç хунă» тенĕ
«Несокрушимый» фильма 2018 çулта кинотеатрсемпе телеканалсем кăтартнă хыççăн тĕп герой прототипĕн, Тутарстанри Тури Услон районĕнчи чăваш ялĕнче — Ямпулатра — çуралса ӳснĕ Совет Союзĕн Геройĕн, «КВ-1» танк командирĕн Семен Коноваловăн тата экипажăн паттăрлăхĕ çинчен пĕлсе пĕтĕм çĕршыв тĕлĕнчĕ. 20-ри чăваш офицерĕ ертсе пынипе 1942 çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче пĕр танкран нимĕçсен колоннине хирĕç çапăçăва кĕрсе 16 танка, броньлĕ 2 транспортера тата 8 автомашинăна чăл-пар салатнă. Геройăн пурнăçĕпе паттăрлăхĕ çинчен Шупашкарта пĕлтĕр пичетленсе тухнă «Танго над пропастью» кĕнекен авторĕ Владимир Кашкаров тавра пĕлӳçĕ каласа кăтартрĕ.
Çивĕч ăс ăна та куçнă
— Унта чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Семен Коновалов, ашшĕ-амăшĕ, çуралнă ялĕн историйĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Хурçă пек çирĕп тымарĕ ăçтан-ши?
— Геройăн ашшĕ Василий Семенович Тăвай районĕнчи Анаткас Тушкилте ªЯмбулатовоº, амăшĕ Акулина Федоровна Турикас Тушкилте çуралнă. Анаткас Тушкилсем ирĕклĕ çĕр, çăра улăх-çаран шыраса 1904 çулта Хусан кĕпĕрнинчи Сĕве уесĕнчи Иваново вулăсĕнчи Крестниковăпа юнашар вырăна суйласа илнĕ, унта пурăнма куçнă. Чăваш Енри ялĕшĕн тунсăхласа çĕнĕ яла «Ямпулат» теме тытăннă. Паттăрăн ашшĕ çемйине тутар енне 1904 çултах куçарман, хăй çеç унта çитсе ял-йышĕ тулăх пурăннине курнă, хĕмленсе таврăннă. Çапла Коноваловсем 1905 çулхи çуркунне тăван ял-йышĕпе туслăн пурăнма куçнă, çурт-йĕр çавăрнă.
— «Коновалов» хушамат Герой çемйине мĕнле çыпçăннă?
— Семенăн аслашшĕ, ветеринарие хăй тĕллĕн вĕреннĕскер, выльăх-чĕрлĕхе сиплесе ырă ята тивĕçнĕ. Ăйăра тăватă уринчен тăлланă та çĕре тӳнтерсе çăмартине каснă. Хушамачĕ «коня валить» сăмахсенчен пулса кайнă. Семенăн ашшĕ Василий Семенович та, ветеринара вĕренменскер, выльăха сипленĕ. Çакă Коноваловсен çивĕч ăсне çирĕплетет. Вăл Семена та куçнă.
— Пулас танкист шкулта мĕнле вĕреннĕ?
— Семен Коновалов Тутар АССРĕнче 1921 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. 1-мĕш класа 1930 çулта çӳреме тытăннă. Учительсем ачасене пĕтĕм предмета чăвашла вĕрентнĕ. Вăл, тирпейлĕскер, çĕннине хаваспах ăса илнĕ. Илемлĕ çырнă, тетраде чернилпа вараламан, учитель ыйтăвĕсене туллин хуравланă. Лайăх вĕреннĕшĕн, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн, ывăлне тĕрĕс пăхса çитĕнтернĕшĕн амăшне Акулина Федоровнăна учительсем пĕрре çеç мар тав тунă. Семен чăваш тата вырăс чĕлхисене килĕштернĕ, ытти предмета та шĕкĕлченĕ. Кĕнеке нумай вуланă. Аркадий Гайдар, ытти писатель произведенийĕсемпе кăсăкланнă. 1938 çулта Майданри сакăр класлă шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă.
Пĕрремĕш çапăçу
— Хăйĕн пурнăçне Хĕрлĕ çарпа мĕншĕн çыхăнтарнă вăл?
— 1930 çулсенче çĕршыв патриочĕсене пăхса çитĕнтерессишĕн питĕ тăрăшнăран Семен çеç мар, нумай çамрăк çарпа флот училищисенче вĕренсе летчик, кавалерист, танкист, артиллерист е карап капитанĕ пулса тăнă. Шкултан вĕренсе тухсан вăл амăшне çар çынни пулма тĕллев тытнине пĕлтернĕ. «Çулна хăвах суйла, унпа санăн утмалла», — тенĕ амăшĕ. Ывăлĕ 1938 çулхи çурла уйăхĕнче Тенки районĕн комиссариатĕнчен хăйне çар училищине яма ыйтнă. 17 çул тултарнăскере документ çырса паман. «Сана илмеççĕ, килес çул вĕренме кĕрĕн», — тенĕ комиссар, каччă заявление илемлĕ çырнине асăрхаса писарьте ĕçлеме хăварнă.
— Кĕнекерен СССР Оборонăн Халăх Комиссариачĕ 1938 çулхи авăн уйăхĕнче 224-мĕш хушу кăларса училищĕсене вун çичĕ çултан тытăнса илме пуçланине, çар комиссариачĕ ыйтнипе 1938 çулхи раштав уйăхĕнче вăл Хусанти çуран çар училищине вĕренме кĕнине пĕлтĕм.
— Çапла. Ăна 1939 çулта Куйбышев хулине куçарнă, танк чаçĕсем валли кадрсем хатĕрлеме унтан 1941 çулта танк училищи туса хунă. Семена çав çул Совет Союзне хăйĕн ирĕкĕпе кĕнĕ Литвари Расейняй хулине куçарсан курсантсене броньлĕ танксене хирĕç тăма вĕрентнĕ. Семен Коновалов лейтенант Таураге хулинчи стрелоксен 125-мĕш дивизийĕнче танк взвочĕн командирĕ пулнă.
— Вăл вăрçă пуçланнине мĕнле аса илнĕ?
— 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ, ирхи 3 сехет. Бомба-мина ухлатса çурăлнăран казармăра пурте сиксе тăнă, стенана тăшман снарячĕ чăл-пар салатнă. Танкистсем çапăçăва 4 сехетре кĕнĕ, рота командирне йывăр амантнă, танкистсене çапăçăва Семен Коновалов ертсе кĕнĕ. Пĕрремĕш кун рота засадăри «БТ-7» тата «Т-26» танксемпе нимĕçсен 18 танкне çулăм хыптарнă, Шауляй хули патне чакнă чухне хăйĕн пилĕк танкне çухатнă. Коновалов экипажĕ фашистсен 5 танкне çунтарнă, утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Эстонири Аудру ялĕ патĕнче вара танка пăчлантарнă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Хăйĕнчен тăрăхлама вăтанмасть
Мулкач Куçми, Чăмлак Славик, Алексей Плиточкин, Шубашкаров депутат, Чĕкеç Мишши... Социаллă сетьсенче Вася Васин страницине çырăннисем ку сăнарсене паллаççех. Мĕн кăна шухăшласа кăларса халăха култармасть вăл? Паян К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма артисчĕн Василий Ивановăн тепĕр енлĕ пултарулăхĕ — блогер ĕçĕ — пирки сăмах хускатар.
Ăслă та, айван та пулмалла мар
Хăй вăл кун пирки: «Хобби те мар, ĕçсĕр аптăранăран ӳкерни кăна», — тесе хакларĕ. Паллах, ку сăпайланни. Театрта тĕп рольсем калăплакан артистăн, режиссер пулса çине-çине спектакль лартаканскерĕн, икĕ ача ашшĕн, студентăн ĕçсĕр аптăраса çӳреме вăхăт çук. «Васин мар» ярăмри çӳлерех асăннă сăнарсем — пандеми вăхăтĕнче тухнăскерсем. 2020 çулта чылайăшĕн, çав шутра артистсен те, дистанци мелĕпе ĕçлеме тивнĕччĕ. Куракансене мĕнпе те пулин кăсăклантарма театртан хушнă ĕнтĕ теттĕм малтан. Çук иккен, роликсем тăвассипе кăсăкланнăран Василий вĕсене хăй шухăшласа кăларнă. Хваттерте юсав тытăннă та ĕçленĕ май Алексей Плиточкин сăнарĕ калăпланнă. Вăрмана, пула çӳреме юратни куракансене Мулкач Куçмине — сунарçа, пулăçа — парнеленĕ. Кашни утăмра кăсăклине курма пĕлекен артист сюжет, мĕнле сăмах каласси пирки пуç ватмасть, вĕсем экспромт мелĕпе хăйсем çуралаççĕ. Чĕкеç Мишши сăвăç-романтика нумайăшĕ килĕштерет. Ун пирки видео ытларах кăларма ыйтаççĕ Васьăран. Кăмăл çуралнă чухне алă айĕнче куçлăх çукки чарать-мĕн. Ку Чĕкеç Мишшин тĕп атрибучĕ. Çавăнпа роликсем пит тăтăш тухаймаççĕ.
Социаллă сетьсенче вăл хăйне пур енлĕн те уççăн кăтартмасть, çемйине, шухăшĕсене пытарать. Ытларах кулăшлине сăнлама тăрăшать. Çивĕч пĕр-пĕр ыйту çĕклесен те шӳте çавăрать. «ТикТока, Инстаграма çынсем канассишĕн кĕреççĕ те унта ытлашши ăслăланмалла мар, çав вăхăтрах питĕ айванланни те килĕшӳсĕр. Соцсетьсенче эпĕ тĕрĕс мар çул-йĕрпе пыратăп. Блогерăн пĕр тема тупмалла та çавна тĕллевлĕн çутатмалла. Пуçа тăрук мĕн пырса кĕрет, çак самантра маншăн мĕн интереслĕ — çавна ӳкеретĕп те лартса хуратăп. Сăмахран, килте апат пĕçеретĕп-и — рецептпа çынсене паллаштарас килет. Тепĕр кунхине пулла каятăп. Мĕншĕн ӳкерес мар? Манăн роликсене темĕнле хаклакан та пур. Экспериментсем тăвас, шаблонсенчен хăтăлас килет. «Çын мĕн калĕ?» — ыйтуран хăраса хамăн тĕллеврен пăрăнмăп. Вăхăт иртнĕ май постсемпе видеосене хуратма та пултаратăп. Эпĕ ăна лартнă тăк çав самантра вăл мана кирлĕ пулнă», — палăртрĕ блогер.
Халăхпа çывăхлатать
ТикТокра унăн страницине 3866 çын пăхса тăрать, Инстаграмра — 5649. Унăн тусĕсен йышĕнче Василий вĕренекен театр институтĕнчи курс ертӳçи те пур. Чăваш драмтеатрĕн илемлĕх ертӳçи Валерий Яковлев та артистăн социаллă сетĕнчи ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланать. «Эсĕ мĕн айванланатăн унта?» — текелени те пулнă. Килтисем шарлама пăрахнă ĕнтĕ — пурпĕр усси çук. Кун пирки шӳт те каласа пачĕ артист: «Эпĕ айван пулнине малтан килтисем анчах пĕлетчĕç, халĕ ТикТок пур — никамшăн та вăрттăнлăх мар». «Пурнăç хăй пире соцсетьсем патне илсе çитерчĕ пулсан самана таппинчен юлмалла мар», — терĕ артист. Театр пурнăçĕпе çыхăннă роликсене сăнламашкăн вара чăннипех кăсăклă. Репетици саманчĕсене, спектакльти сценăсене, гримеркăна, костюмсене ытларах та ытларах курас килет. Социаллă сетьсем артиста халăха çывăх пулма пулăшаççĕ. Ытлашши çывăха та яраççĕ-и тен? Епле кил-çуртра пурăнни, ялта мĕн ĕçлени, мĕн тăхăнса çӳрени… — пĕтĕмпех курăнать. Интернетри тусĕсен комментарийĕсемпе ыйтăвĕсене хуравламашкăн Васин яланах вăхăт тупать.
Унăн роликĕсене ĕçтешĕсем те хутшăнаççĕ. Светлана Лукьянова артисткăшăн блогер ĕçĕ питĕ кăсăклă. Анчах хăйĕн страници валли видеосем ӳкерсе вырнаçтарма вăтанать-мĕн. Çапла, çапла, тĕлĕнмелле те — артистсем те именеççĕ. Малтанхи видеосем тухиччен Вася та вăтаннă, иккĕленнĕ. Тепĕр ĕçтешĕ Евгений Урдюков çăпата сырас тĕлĕшпе ăсталăх класĕ кăтартать. Нумаях пулмасть вара РС ФСР тава тивĕçлĕ артисчĕпе Владимир Семеновпа пĕрле урăм-сурăм, элес-мелес илемлĕ ташланă видеоролик тухрĕ. Ăна 15100 хутчен курнă. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Каланине тумасан хĕрĕсене те ятлама пултарать
Унăн шухăшĕпе çĕр çинче çынран интереслĕреххи тата хаклăраххи нимĕн те çук. Çакна вăл педагогика ĕçĕнче те, çемьере те асрах тытать. Сăмахăм Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче пурăнакан, Патреккел шкулĕнче физкультура вĕрентекен Александр Адюков тренер çинчен. Çав вăхăтрах вăл — виçĕ хĕр ашшĕ.
Физкультурăна юратни мăшăр тупма пулăшнă
Александр Адюковпа Патреккел шкулĕнче тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл пуçламăш классене хоккей вăййин вăрттăнлăхĕсене кăтартатчĕ. Педагог хăйĕн ĕçне çав тери юратни палăрчĕ: кашни ачапах питĕ тимлĕ вăл, кашнинех хăйĕн чун ăшшине парнелет…
«Шкулта вĕреннĕ вăхăтра физкультура урокĕсене кăмăллаттăм. Вера Мисякова уроксене епле ирттернине киленсе сăнаттăм. Паллă спортсменччĕ вăл. Йĕлтĕрпе лайăх чупатчĕ. Çăмăл атлетика енĕпе те пултаруллăччĕ. Çавăн пекех пире физкультурăпа Виталий Афанасьев та туслаштарнă. Вăл та уроксене хăйне евĕрлĕ ирттеретчĕ. Вĕсен ĕçне хисеплесе физкультура енĕпе каяс терĕм. Ялти шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Тутар Республикинчи Теччĕри педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Диплом илсен çарта тăтăм. Унтан таврăнсан Аслă Елчĕкри спорт шкулĕнче тренерта ĕçлерĕм. Эпĕ ача чухне чупма, йĕлтĕрпе ярăнма, хоккейла выляма кăмăллаттăм. Тунмастăп: ачасене питĕ юрататăп. Çавăнпа вĕсемпе ĕçлеме сĕре килĕшет», — чунне уçрĕ Александр Алексеевич.
1990 çулта вăл Елчĕк шкулне ĕçлеме куçнă, физкультура учителĕнче вăй хунă. Унăн чылай вĕренекенĕ республика шайĕнче çăмăл атлетсен тата йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсенче призер пулнă. Каярахпа ăна Аслă Елчĕк шкулĕн директорĕ пулма шаннă. 8 çул ертсе пынă вăл вĕрентӳ учрежденине.
«Шел те, ача шучĕ çултан-çул сахалланса пычĕ. Тăван ялта физкультура вĕрентекенĕнче ĕçлеме вырăн пулмарĕ те Патреккел шкулне куçрăм. Кунта ĕçлеме пуçланăранпа 14 çул иртрĕ. Пилĕк çулта спорт мастерĕн икĕ кандидатне хатĕрлерĕм. Каярахпа, Шупашкарта пĕлӳ илнĕ вăхăтра, тепĕр хĕр çăмăл атлетикăпа спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене тултарчĕ. Манăн çула суйлакансем те пулчĕç. Аслă Елчĕк шкулĕнчен виççĕн физкультура вĕрентекенне кайрĕç. Патреккел шкулĕнчен те пĕр ача физкультурник пулма кăмăл турĕ. Училищĕре вĕренекенсем, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнисем тренер пулса тухрĕç. Патреккел шкулĕнче хоккейла выляссине аталантарма пуçланăранпа 9 çул çитрĕ. Çак тапхăрта район шайĕнчи «Ылтăн шайба» хоккей ăмăртăвĕнче нумай çул çĕнтертĕмĕр. Сочире хоккейла выляс енĕпе Чăваш Республикин чысне те хӳтĕлеме тӳр килчĕ. Çавăн пекех Чĕмпĕр облаçĕнче, Пушкăрт Республикинчи Салаватра хамăрăн ăсталăха кăтартрăмăр. Тăватă çул каялла Салаватра тăваттăмĕш пулнă тăк, 2020 çулта 16 команда хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Куçса çӳрекен кубока тивĕçрĕмĕр. Халĕ тĕп тĕллевĕм — шкул ачисем сывлăхлă ӳсчĕр тесе тăрăшасси, вĕренекенсене спорта ытларах явăçтарасси. Ял ачисене уçă сывлăшра конькипе, йĕлтĕрпе нумайрах ярăнтарма тăрăшатăп. Çулла Пăла шывĕ хĕррине илсе кайса çуран чуптаратăп. Спортзалта уроксене сахал ирттеретĕп», — каласа кăтартрĕ Александр Алексеевич.
Ăна физкультурăпа спорта юратниех мăшăр тупма пулăшнă. Унăн арăмĕ Любовь Германовна — Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпаран. Вăл та хăй вăхăтĕнче спортсменка пулнă. Йĕлтĕрпе ярăнма юратнă. Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче вĕреннĕ чухне ăмăртусене хастар хутшăннă. Республика шайĕнчи ăмăртусенче те йĕлтĕрпе чупса район чысне нумай çул хӳтĕленĕ. Районта вара яланах 1-мĕш вырăн йышăннă. Александр Аркадьевич ăна пĕр ăмăртура куç хывнă. Хăйĕнчен вунă çул кĕçĕн чиперккене вĕçертмен вара, çемье çавăрнă. Александрпа Любовь Адюковсен — виçĕ хĕр. Аслисем «йăваран» вĕçсе тухнă ĕнтĕ. Асли Катя Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумне пĕтернĕ. Халĕ 61-мĕш садикре ĕçлет. Катя илеме питĕ юратать. Çуллахи вăхăтра пахчара темĕн тĕрлĕ чечек ӳстерет. Вĕсем кĕркуннечченех хĕм сапаççĕ. Ача чухне вăл йĕлтĕрпе чупса нумай награда çĕнсе илнĕ. Вăталăххи Юлия И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш, вырăс филологийĕпе журналистика факультетĕнче пĕлӳ илет. Вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлет, «Çăлтăрчăксем» телекăларăма ертсе пырать. Чăвашлăхшăн çунакан хĕр вăл. Пултарулăхĕпе ăсталăхĕшĕн хăй вăхăтĕнче «Орленокпа» «Артек» лагерьсенче те каннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине икĕ хутчен тивĕçнĕ. Юля халĕ Мускав правительствин стипендине илсе тăрать. Кĕçĕнни Мария /сăмах май, ăна асламăшĕн ятне панă/ Елчĕк шкулĕнче 8-мĕш кадет класĕнче пĕлӳ илет.
Александр Адюковăн шухăшĕпе, физкультурăпа спорта юратни çемьене çывăхлатать. «Эпир çуллахи вăхăтра пахча шăварса, ытти ĕçе туса пĕтерсен пурте пĕрле велосипедпа ярăнма тухатпăр. Пирĕн ачасем амăшĕ пекех сăн ӳкерĕнме юратаççĕ — велосипедпа ярăннă вăхăтрах фотосесси тăватпăр. Кашнинчех 10 çухрăма яхăн парăнтаратпăр. Хĕллехи вăхăтра канмалли кунсенче çемье пуçтарăнсан йĕлтĕрпе ярăнма тухатпăр», — пурнăçĕпе паллаштарчĕ çемье пуçĕ. Апла пулин те Адюковсен хĕрĕсем физкультура енĕпе кайман. Мария ав медицинăна кăмăллать. Çав енĕпе пĕлӳ илесшĕн. «Физкультурник — хĕрарăм ĕçĕ мар. Ăмăртусене кайсан хушăран 4-5-ре таврăнатпăр. Канмалли кунсенче ачасене турнирсене илсе çӳремелле. Килте пулаймастăн. Çавăнпа хĕрĕмсене хистемен, хăйсем кăмăлланă, чун туртнă ĕç суйлама ирĕк панă», — ăнлантарчĕ Александр Алексеевич. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Сăмахпа каланипех ĕç тăваймăн
— Ĕлĕкхи чухлĕ хăмла ӳстерес тĕк республика 6-7 миллиард тенкĕ тупăш илĕччĕ. Мĕн чухлĕ çухататпăр, — калаçăва пуçланă май палăртрĕ «Чăвашхăмлапром» пĕрлĕхĕн директорсен канашĕн председателĕ Геннадий Горланов.
Хăмла çук...
Совет саманинче хăмла туса илесси Чăваш Республикин халăх хуçалăхĕн чăннипех те ăнăçлă отраслĕ шутланнă. Çулталăкра унăн производстви 2700-3200 тоннăпа танлашнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче самана улшăнни хăмлаçăсен ĕç-хĕлне те сиенлĕ витĕм кӳнĕ. 2000 çулсем тĕлне производство калăпăшĕ 300 тоннăна çити анса ларнă. Хăмла лаптăкĕсем 20 хута яхăн сахалланнă, 2,5 пин гектар йышăнакан плантацисене тĕпрен аркатнă. Хăмла татакан-типĕтекен 158 комплексран çиччĕ кăна юлнă. Хальхи вăхăтра вара 110 гектар çеç тухăç парать, 300 ытла гектар плантацие çум курăк пуснă...
Çакнашкал лару-тăру, Геннадий Семенович ăнлантарнă тăрăх, хăмла тирпейлемелли, упрамалли технологисем çукран сиксе тухнă: «Эпир мĕншĕн анса лартăмăр-ха? 1993 çулсенче рынок экономики аталаннă май пирĕн çĕршыва чикĕ леш енчен питĕ нумай хăмла илсе килчĕç. Сăра завочĕсем ют патшалăх продукцийĕ çине ытларах пăхма пуçларĕç. Çавна май хамăрăн сутăнмарĕ. Ун чухне пирĕн хăмла тирпейлемелли технологисем те пулман. Европăра, Америкăра тахçанах гранула, экстракт çине куçнă. Эпир вара пысăк михĕсене пусарса тултарнă. Çав çулсенче эпир тĕнче стандарчĕсене тивĕçтерекен пахалăхлă хăмла туса илеймен. Çапла майпа конкуренцие хирĕç тăраймарăмăр».
Халĕ вара çĕнĕ йышши оборудовани те, технологи те пур. «Чăвашхăмлапром» пĕрлĕхре, акă, 2016 çулта нимĕçсен технологи линине вырнаçтарнă. Кун пекки, сăмах май, тĕнчере те сахал. «Анчах... хăмла çук, — ассăн сывларĕ Геннадий Семенович. — 2020 çулта республикăра 185 тонна, 2021 çулта 153 тонна туса илнĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн предприяти хăй вăй çитернинчен 5 проценчĕ чухлĕ çеç ĕçлет».
Паян республикăра Етĕрне, Вăрнар, Çĕрпӳ, Вăрмар районĕсенчи пилĕк хуçалăхра кăна хăмла туса илеççĕ. «Вĕсем те ертӳçĕсен пуçарулăхĕ çинче кăна тытăнса тăраççĕ, — терĕ Геннадий Семенович. — Хамăр енчен начар мар ĕçлесе пыратпăр, çуркунне килĕшӳсем туса хуçалăхсене укçа-тенкĕпе пулăшатпăр. Вĕсем çав укçапа çитĕнтернĕ хăмлана кĕркунне туянса тирпейлетпĕр».
Чăваш хăмлине хальхи вăхăтра Раççейри вун-вун регионти тата кӳршĕллĕ патшалăхсенчи сăра вĕретекен предприятисем туянаççĕ. Унăн пахалăхĕ ют çĕршывра туса кăларнинчен пĕрре те кая мар. Геннадий Семенович пĕлтернĕ тăрăх, предприяти пĕлтĕр Чăваш Енре туса кăларнă продукцин экс-порчĕ енĕпе 3-мĕш вырăн йышăннă. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Инстаграмра курнипе çырлахман – Мексикăнах çитнĕ
Ют çĕршыва каяс тенĕ чухне чылайăшĕ Турцие, Египета суйлать. Анчах пурте мар. Авалхи майя цивилизацийĕпе кăсăкланни Шупашкарта пурăнакан Ольга Павловăна Мексикăнах илсе çитернĕ. Унта вăл пĕлтĕр пулнă.
— Мексикăра пулса курма, Кариб тинĕсĕпе киленме тахçанах ĕмĕтленеттĕм. Паллах, эпĕ пляжра канма çеç кăмăлламастăп, мана çĕршывăн историйĕ, культури, паллă вырăнĕсем кăсăклантараççĕ. Мексика шăпах çавăнпа илĕртрĕ, — пуçларĕ сăмахне çул çӳревçĕ. Çапах чи малтан хăйĕнпе паллаштарар. Ольга Чăваш патшалăх аграри университетĕнче ветеринара вĕренет.
Пушă вăхăтра килсĕр кушаксемпе йытăсене пулăшма тăрăшать. Вĕсене клиникăна илсе кайса сиплет, унтан лайăх хуçа тупса парать. Çав вăхăтрах ӳсен-тăран, тăпра валли им-çам туса кăларакан компанире те ĕçлет.
Хăна çуртĕнчен иртсен — çаратаççĕ
Çул çӳрев пирки калаçнă май чи малтанах Ольга Павлова Чăваш Енри тата Мексикăри вăхăт уйрăмлăхĕ 9 сехет пулнине палăртрĕ. Кăнтăрти çĕршывпа паллашма вăл Канкун хулинчен пуçланă.
— Унта тӳрех хăвна çăтмахри пек туйса илетĕн, — терĕ вăл. — Çамрăк хула, 50 çултан кăшт çеç иртнĕ. Çапах асăрханулăх çинчен пĕр самантлăха та манмалла мар. Хĕрсене хăна çуртĕнчен аякка кайма сĕнмеççĕ. Ылтăн алка- вăчăрана та çын курăнмалла çакса çӳреме тăхтамалла. Экскурсовод ăнлантарнă тăрăх, унта вăрă-хурах нумай. Анчах хăна çурчĕсем ларакан çĕрте нимĕнрен те хăрамалла мар. Вĕсем пурте пĕр тăрăхра вырнаçнă, пĕри тепринчен илемлĕрех. Çавăнтах тавралăха сăнамалли «пысăк урапа» та, суту-илӳ центрĕсем те пур. Кимĕ тара тытса ярăнма пулать. Çапах чи илĕртекенни — Кариб тинĕсĕ, пляж тата хаваслă кăмăл-туйăмлă çынсем.
Вырăнта пурăнакансем, тĕпрен илсен, испанла калаçаççĕ. Раççей çыннисем Мексикăна ытлах çӳремеççĕ пулас. Оля вырнаçнă хăна çуртĕнче вăл каннă вăхăтра Хусантан пĕр хĕр тата Мускавран амăшĕпе хĕрĕ çеç пулнă, ыттисем пурте — Европăран тата Нью-Йоркран.
— Маншăн ку питĕ тĕлĕнмелле пулчĕ, мĕншĕн тесен унччен Раççей çыннисем таçта та нумай пек туйăнатчĕç, — пытармарĕ хĕр.
Чей тесенех çухалса каяççĕ
Раççейре чей мĕнне пĕлмен çын çук. Анчах тĕнчере ăна пачах тутанса курман, ун пирки илтмен çынсем те тĕл пулаççĕ. Акă Мексикăнах илер. Оля палăртнă тăрăх, Канкунра техĕмлĕ çак ĕçмене аван пĕлеççĕ, кафе-ресторанти менюра та пур вăл. Анчах ытти хулара чей тенине илтсенех официантсем çухалса каяççĕ. Чей вырăнне сивĕ каркадэ параççĕ, ăна хамайка теççĕ. Хайхи каркадэне Оля Чичен-Ицăра тутанса курнă та питĕ килĕштернĕ.
— Эпĕ эрех-сăрапа туслă мар, ăна пачах ĕçместĕп, — аса илӳ çăмхине сӳтрĕ çул çӳревçĕ. — Анчах текила тутанса пăхмасăр тӳсеймерĕм. Ăна тăварпа тата лаймпа тутă кĕртеççĕ, питĕ хăйне евĕрлĕ. Мексика кухни-не каçса кайсах ырлаççĕ пулин те мана çав териех тĕлĕнтермерĕ. Анчах унта пулсан кесадильяна, гуакамолене, такоса, начоса, фахитаса тата ытти çимĕçе çисе курмаллах.
Сăмахран, кесадилья шаурма евĕрлĕрех, гуакамоле вара авокадо салачĕ пекрех. Такос — конверт пек хатĕрленĕ сэндвич. Начос — эпир пĕлекен чипс пек, анчах ăна соуспа е салатпа çиеççĕ. Фахитаса аш-какайпа пахча çимĕçрен хатĕрлеççĕ. Пирĕн çул çӳревçĕ пиçсе çитнĕ улма-çырлана ытларах килĕштернине палăртрĕ. Çав вăхăтрах вăл кăнтăр хĕвелĕн питтинче тăван тăрăхри кваспа окрошкăшăн тунсăхланă. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Атте» тесе чĕнес килни чĕремрех упранать»
«Атте питĕ хитре пулнă пирĕн…» — ассăн сывларĕ çак кунсенче 85 çул тултарнă кинемей. Рена Павлова Вăрмар районĕнчи Пинерте пурăнать. Çывăх çынни Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне вăл тăваттăра çеç пулнă. Текех ăна курайман, «атте» тесе чĕнеймен…
Амăшĕ выртса макăрнă
Рена Тимофеевна Шупашкар районĕнчи Шăнкас ялĕнче 1937 çулта çуралнă. Пилĕк ачаран чи кĕçĕнни пулнă вăл. Ашшĕ Тимофей Федотов, 1892 çулта çуралнăскер, вăрçă пуçланиччен тир заводĕнче ĕçленĕ. Мăшăрĕ Мария Демидова колхозра вăй хунă. Германи совет çĕрĕ çине тапăнса кĕрсен Шупашкар районĕн çар комиссариачĕ çемье пуçне вăрçа кайма повестка панă. 49 çулти арçыннăн ӳсĕмне пăхмасăрах алла пăшал тытма тивнĕ.
— Куç умĕнче — атте алăкран тухса кайнă чухне çаврăнса пăхни, — куççульленсе калаçрĕ ашшĕне пĕртен-пĕр самантпа асра хăварнă хĕрарăм. — Нуша нумай куртăмăр, халăх мĕн чăтнă — эпир те çавнах тӳсрĕмĕр. Халăхпа пĕрле. Çиме те, тăхăнма та нимех те çукчĕ…
Рена Тимофеевнăн ашшĕ Тимофей Федотович 1944 çулта аманса çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче 261-мĕш эвакогоспитальте вилнĕ. Ăна Ленинград хули çывăхĕнчи Пискаревка масарĕнче пытарнă.
— Атте çыру чылай çырнă. Эпĕ пĕчĕкрех пулнă та вĕсене вулайман. Анне каласа кăтартнă тăрăх, кашни çырăвĕнче ачисем çинчен ыйтнă, пире лайăх пăхма каланă. Пĕррехинче вара вилни çинчен хут килни асрах. Ăна вуласа анне выртса йăваланса макăрчĕ, — куçĕ шывланчĕ кинемейĕн. — Шăнкасри тĕп килте, тен, аттен çырăвĕсем упранаççĕ те пулĕ, анчах унта халĕ никам та пурăнмасть.
«Пысăк пул!..»
Рена Павловăн пиччĕшĕсем Валентинпа Василий Тимофеевсем те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Василий çапăçу хирĕнче пуç хунă. Вăл вилни çинчен пĕлтерсе хут килнине Рена Тимофеевна астумасть. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем Василий Тимофеев 1943 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче ĕмĕрлĕх куç хупнине, ăна юлташĕсем Ленинград облаçĕнчи Капшински районе кĕрекен Коломна ялĕ çывăхĕнчи вăрманта пытарнине пĕлнĕ.
— Ваççа пичче 1920 çулта çуралнăскер пулнă. Вăрçа тухса кайнă чухне мана çĕклесе илчĕ те: «Пысăк пул!..» — терĕ. Çапла тухса кайрĕ. Валентина ăсатнине астумастăп. Вăл чĕрĕ-сывă таврăнчĕ. «Вăрçă чарăнас умĕн чутах вилеттĕм, таврăнаймасан та пултарнă эпĕ», — пичче çапла калани асра. Сăмах май, анне Валентин çинчен каласа кăтартнине астăватăп. Вăрçă пуçланиччен пирĕн çемье лаша та усранă. Пĕррехинче çĕрле килте пурте çывăрнă чухне Валентин урок вĕренсе ларнă. Такамсем чӳречерен пăхнине сиссе вăл аттене вăратнă. Атте хăвăрт тумланса тухнă. Çав çынсем лаша вăрлакансем пулнă. «Ай, Турах, çак ача систермен тĕк лашана илсе тухса каятчĕç», — тенĕ атте. Самана улшăнсан лашана, çунине, урапине колхоза панă. Эпĕ ӳснĕ вăхăтра кашкăр нумайччĕ. Урамрах çӳретчĕç. Аппана Зойăна ялтан тепĕр хĕрпе пĕрле вăрçа ăсатрăмăр. Салтак юррине хурлăхлăн юрласах тухса кайрĕç. Сыв пуллашнă чухне аппа питĕ макăрчĕ. Хăйĕн ирĕкĕпе кайман-çке-ха Зоя. Çемьере арçын çук çынсене хисеплемен паллах, вĕсен хĕрĕсене те вăрçа янă. Атте çуккипе аннене питĕ йывăр килчĕ. Вăл пире пурпĕрех ура çине тăратрĕ. Пурте пĕлӳ илтĕмĕр, — ассăн сывларĕ Рена Павлова. — Аттепе пурăнса кураймарăм. «Атте» тесе чĕнес килни ĕмĕр тăршшĕпех чĕрере упранчĕ. Аннене мĕнле йывăр пулнине çитĕнсен ăнланма тытăнтăм. Юрать, ĕне çăлса хăварчĕ вăрçă вăхăтĕнче. Ялта выçăпа вилекен те нумай пулчĕ. Анне колхозра та, килте те питĕ вăйлă ĕçленĕ. Хăçан çывăрнă-ши вăл? Çывăх çыннăм хăçан выртнине те, хăçан тăнине те курман эпĕ. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Ăçта çитсе курмалла?
Хамăр тăрăхра тата республика тулашĕнче пурăнакансем, ют çĕршыв хăнисем Чăваш Енри хăш вырăнсене çитсе курма кăмăллаççĕ? Паян эпир вулакансене рейтингăн чи çӳлти пилĕк объекчĕпе паллаштарăпăр.
2005 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта СССР космонавт летчикĕн, авиацин генерал-майорĕн, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕн Андриян Николаевăн вил тăпри çинче часавай уçăлнă. Унăн çӳллĕшĕ — 16,5 метр. Часавая ун чухне Улатăр епископĕ, арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕн настоятелĕ Савватий атте сăвапланăччĕ. Халĕ часавай, Андриян Николаевăн тăван çурчĕ, Космонавтика музейĕ тата космонавтсен А.Г.Николаев ячĕллĕ аллейи музейĕн пĕрлехи комплексĕ пулса тăнă. Унта çулленех пин-пин турист çитсе курать. Тĕнче уçлăхĕн паттăрне Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалта пурăнакан Анжелина Малеева та пуç тайнă:
— Эпĕ ялти шкулта ачасене математика, тăван ен культурине вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухрăм. Çав вăхăтрах тавра пĕлӳпе те кăсăкланатăп, республикăри паллă вырăнсене çитсе курма тăрăшатăп. Мăшăрпа Шуршăлти Космонавтика музейĕнче те пултăмăр. Андриян Николаев яланлăхах канлĕх тупнă вырăнта — часавайра — уйрăмах хумхануллă. Вăл ача чухнех çăлтăрсене сăнама юратнă. Юлашки кĕнекине те çакăн пек сăмахсемпе вĕçленĕ: «Тĕлĕкре тăван яла тата ун çинчи çăлтăрсене час-часах куратăп». Часавай тăрри витĕр курăнакан материалтан пулнăран таса тӳпе ялтăртатса тăрать. Лăпкă каçсенче Шуршăл çийĕн пин-пин çăлтăр вăййа тухать. <...>
Надежда СМИРНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...