Комментари хушас

27 Кăрлач, 2022

Сăвă вулакансем тупăшрĕç

"Çамрăксен хаçачĕн" редакцийĕ Чăваш пичечĕн кунне халалласа "Поэзи баттлĕ" ирттерчĕ.

Кăçалхипе иккĕмĕш хут иртнĕ тупăшăва чăвашлăхшăн çунакан, чăваш поэзине кăмăллакан Татьяна Матросова, Регина Чернова, Валентина Белова, Галина Плешкова, Лидия Ильдеркова, Елена Кириллова хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн студентки Татьяна Матросова çĕнсе илчĕ.

- "Поэзи баттлне" пĕлтĕр те хутшăннăччĕ. "Çĕнтереймесен тепĕр çул та килетĕп", - тесе шухăшланăччĕ", - савăнăçлăн пĕлтерчĕ пике.

Уява Типшĕм Сашукпа Дмитрий Моисеев юрăçсем, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студенчĕсем Николай Ильин, Анастасия Ильина, Надежда Еремеева илем кÿчĕç.

"Поэзи баттлне" хутшăннă мĕн пур çынна, "Çамрăксен хаçатне" кăмăлласа вулакансене тав тăватпăр! Яланах пирĕнпе пĕрле пулăр.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: