Комментари хушас

27 Кăрлач, 2022

Тантӑш № 3 (4772) 27.01.2022

Тĕпчев ĕçĕ хыççăн чипс çиме пăрахнă

Вăл пĕрремĕш класранах шĕкĕр «5»-пе вĕренсе пырать. Унăн пухмачĕнче олимпиадăсемпе конкурссенче, ăслăлăхпа практика конференцийĕсенче мала тухнине çирĕплетекен дипломпа хисеп хучĕ туллиех. Вăл икĕ хут та Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Сăмахăм тантăшĕсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăнă Кӳкеçри 1-мĕш шкулта 9-мĕш кадет класĕнче ăс пухакан Коля Осипов пирки.

Вулама юратать

— Ывăлăма аталантарас тесе пĕчĕк чухнех сăвă вуласа, юрă юрласа параттăмччĕ. Ача садĕнчи воспитательсене тав тăвас килет: вĕсем тăрăшнипех Коля шутлама, вулама хăнăхрĕ. Ывăл конструктор пуçтарма кăмăллатчĕ, ун чухнех пĕр пуçланă ĕçе вĕçне çитерме пултарнине асăрхарăм. Кĕçĕн класранах Коля шĕкĕр «5»-пе вĕренсе пычĕ. Вăл кашни сас паллине, цифрăна тăрăшса йĕрлени асрах. Тăвансем унăн тетрачĕсене пăхса тĕлĕнетчĕç: тирпейлĕ, хитре çыратчĕ. Библиотекăран тухма пĕлместчĕ, кĕнеке хыççăн кĕнеке шĕкĕлчетчĕ. Çулсерен ирттерекен «Чи нумай вулакан» конкурсра яланах е 1-мĕш, е 2-мĕш вырăн йышăнатчĕ. Вăл паян та вулавăша килнĕ пĕчĕк ачасене хаваспах кĕнеке вуласа парать, вĕсен ыйтăвĕсене хуравлать, — палăртрĕ Хыркасси ялĕнчи библиотекăра вăй хуракан амăшĕ Ирина Геннадьевна. Шăпах вăл арçын ачана кĕнекесене юратма вĕрентнĕ те. Çакна Коля та çирĕплетет.

— Ялти библиотекăра вуламан ача-пăча кĕнеки те юлмарĕ пулĕ. Анне пĕрремĕш хут илсе килнĕ хайлава малтан çиелтен кăна пăхнине ас тăватăп, кайран сисмесĕрех унăн тыткăнне кĕрсе ӳкрĕм. Пĕр-пĕр кĕнекене алăран вĕçертес килменнипе хăш чухне уроксем тума та çĕрле кăна ларатăп. Тĕрлĕ жанр кăмăла каять, сюжечĕ кăна кăсăклă пултăр. Программăпа вулама тăрăшатăп, классикăна, тĕслĕхрен, Федор Достоевскин «Преступление и наказание», «Братья Карамазовы» хайлавĕсене, хисеплетĕп. Приключени, фантастика жанрĕсем те илĕртеççĕ. Хальхи вăхăтри авторсене кăмăллатăп. Андрей Васильевăн «Хранители клада» кĕнеки — чи юратни», — пĕлтерчĕ арçын ача. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Хамăрăн ентешсемпе мăнаçланатпăр

2022 çул — Чăваш Енре Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ. Умра — çĕнĕ ĕмĕтсем, çĕнĕ тĕллевсем. Пирĕн районта литературăра палăрнă 10 паллă çыннăн рейтингне ирттерчĕç. Татьяна Горбунова вĕрентекен кашни çыравçăпа тĕплĕн паллаштарчĕ. Вĕсем — Геннадий Воронцов, Иван Лисаев, Петĕр Ялкир, Александр Трофимов, Василий Лебедев, Розин Ярандай, Валерий Эзенкин.

Геннадий Воронцов — чи нумай сасă пуçтараканĕ. Вăл Ирчикасси ялĕнче çуралса ӳснĕ, пирĕн шкулта ĕçлеме тытăннă. Учительсем унăн нумай енлĕ таланчĕ пирки хавхаланса каласа кăтартрĕç. И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра деканра ĕçленĕ, наука ĕçĕсенче тарăн йĕр хăварнă. Пирĕнтен уйрăлса кайни чылай пулин те, Геннадий Ивановичăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çынсен асĕнче. Унăн еткерлĕхĕ пирки мăшăрĕпе ачисем урлă çыхăнса проект çырас кăмăл пысăк.

Петĕр Ялкир Çĕн Ирчемес ялĕнче çуралнă. Пурăннă пулсан вăл нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче 100 çул тултарĕччĕ. Шкулта вĕренекенсем ялти çынсемпе çыхăнса ун пирки тĕплĕнрех пĕлесшĕн, унăн сăввисемпе конкурс ирттересшĕн. <...>

Евгения НИКИФОРОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мăн Этмен шкулĕ.

♦   ♦   ♦


Отмечены наградой

В Москве подвели итоги Всероссийского конкурса на премию ВДПО им. В.А. Гиляровского, посвященного юбилейной дате – 130-летию Российского пожарного общества. В конкурсе приняли участие журналисты и коллективы СМИ из 20 регионов страны. Представленные журналистами Чувашии работы получили высшую оценку. В номинации «Лучший материал на радио» сразу два первых места присуждены программам «Путешествие в страну безопасности» и «Приключения тети Моти и Софии Прекрасной». За создание обучающих передач для детей и их родителей отмечены наградой ученица гимназии №4 Анастасия Нягина и ученица 61-й школы София Никитина.

Сегодня мы поближе познакомимся с одной из победительниц. София учится в 3-м классе. С детства увлекается танцами, участвует в разных конкурсах и не раз становилась их победителем. София выразительно читает стихи и занимается плаванием. В школе учится на «4» и «5». Некоторое время назад мечтала стать врачом, сейчас же увлеклась радиожурналистикой.

Как рассказала старший инструктор Галина Никитина, по совместительству и мама Софии, девочка с детства принимает активное участие в подготовке познавательных программ. <...>

Подготовила Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   


«Тантăш» лауреачĕ

«Хунав» пултарулăх кружокне çӳрекен ачасем республикăра тухса тăракан ача-пăча кăларăмĕсемпе — «Тантăшпа» тата «Теттепе» — туслă. Вĕсен заметкисем, сăвă-калавĕ, ӳкерчĕкĕсемпе вăййисем çак кăларăмсенче час-часах кун çути кураççĕ. Çулталăкĕпех хаçатпа тачă çыхăну тытакан «Тантăш» хаçатăн чи хастар юнкорĕ, хаçат тусĕ» ята тивĕçет. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче çак пысăк хисепе пирĕн шкулти 8-мĕш класра вĕренекен Алина Тимофеева тивĕçнĕччĕ. 2021 çулхи пĕтĕмлетӳ тăрăх, 7-мĕш класри Ирина Кошелева лауреат пулса тăчĕ. Çак ятпа Иринăна вĕрентекенсемпе шкул ачисем те саламларĕç.

Ирина пултарулăх кружокне пуçламăш класранпах çӳрет. Вăл «Хунав» кружокăн старости. Пултаруллă хĕрача шкул пурнăçĕ пирки ачапăча кăларăмĕсене тăтăшах заметкăсем ярса тăчĕ. «Тантăш» хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсен слетĕнче пулса курни те çырас ĕçре нумай хавхалантарчĕ. Хаçат ирттерекен конкурссенче çĕнтерӳçĕ ятне пĕрре мар тивĕçрĕ.

Юратнă «Тантăш» хаçат редакцийĕ Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалланă пултарулăх ăмăртăвĕнче те хастарлăхпа палăрчĕ. «Тантăш» («Пионер сасси») хаçат — 90 çул» викторинăра, «Санăн хушамату мĕне пĕлтерет?» пултарулăх конкурсĕнче çĕнтерӳçĕсен йышне лекрĕ. Маттурскер вĕренӳре те лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче район шайĕнче иртнĕ предмет олимпиадисенче те çирĕп пĕлĕвĕпе палăрчĕ. Чăваш чĕлхипе тата литературипе призер, вырăс чĕлхи тата истори предмечĕсемпе çĕнтерӳçĕ ячĕсене тивĕçрĕ. Республикăра чăваш чĕлхипе тата тăван ен культурипе иртнĕ интернет олимпиадăра та призерсен йышне лекрĕ. <...>

Юлия КОШЕЛЕВА, «Хунав» кружок ертӳçи.

Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.