Комментари хушас

27 Кăрлач, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 3 (6402) № 27.01.2022

Пуканесене те чăвашла калаçтарать

Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Валентина Белова декрет отпускĕнче те ахаль лармасть. Икĕ ача амăшĕ пуканесене чăвашла калаçтарма тытăннă. Валентина вĕсем пулăшнипе шăпăрлансене тăван чĕлхене юратма вĕрентесшĕн.

Виçĕ çухрăм утаттăм

Эпĕ Муркаш районĕнчи Çĕмĕртлĕх ялĕнче çуралнă. Ытларах юнашарти Елших ялĕнче пурăннă. Манăн ачалăх çав тери илемлĕ вырăнта иртрĕ. Эпĕ пĕчĕк чухнех сăвăсем çыраттăм. Малтанхи йĕркесенче çуралнă тавралăх сăнланнă.

Анне каласа кăтартнă тăрăх, эпĕ ача садне çӳренĕ чухнех сăвăсем шухăшласа кăларма пуçланă, рифмăлама тăрăшнă. Каярахпа район, республика шайĕнчи конкурссенчен çĕнтерӳçĕ пулса таврăнаттăм. Чемей шкулĕнче ăс пухнă чухне Валентина Васильева, Тамара Васильева вĕрентекенсем, София Алексеева директор хавхалантарнипе хама тĕрлĕ енлĕ аталантарма пултартăм.

«Букварьтен — илемлĕ литературăна çити» конкурса 6-мĕш класра чухнех хутшăнасшăнччĕ. Анчах кĕçĕнрех тесе йышăнмарĕç, тепĕр çул килме хушрĕç. Георгий Краснов çыравçă манăн пултарулăха тӳрех асăрхарĕ. Вăл ман çине питĕ шухăшлăн пăхрĕ те: «Валя, эсĕ ачасем валли сăвăсем çырма пултаратăн», — терĕ. 7-мĕш класс хыççăн мана конкурссăрах Чăваш наци лицейне вĕренме йышăнчĕç. Эпĕ вĕрентекенсен çемйинче çуралнă. Аннепе атте, Фаина Зиновьевнăпа Валерий Федорович Громовсем, шкулта учительте ĕçленĕ. Анне халĕ тивĕçлĕ канура. Манăн пурнăçра кукамай та Валентина Петровна питĕ пысăк вырăн йышăннă. Вăл та вĕрентекенре ĕçленĕ, тава тивĕçлĕ учитель, вăрçăра телефонистка пулнă. Кукамай питĕ пысăк чунлă çынччĕ. Вăл маншăн пĕрремĕш вĕрентекен. Кукамай 5 ача çуратнă. Эпĕ — унăн чи кĕçĕн мăнукĕ. Мана унăн ятне панă. Вăл манра хăйне куратчĕ. Кукамай Нихăçан та сивĕ сăмах каламан, ӳпкелемен, вăрçман. «Сана хӳтĕлесе тепĕр чухне вăл йăнăш тăвать», — тетчĕ анне. «Ах, анне, манăн шухăшпа, вăл питĕ тĕрĕс тунă. Пурнăçра йывăрлăхĕ нумай, хӳтĕлекен вара сахал», — теттĕм аннепе килĕшмесĕр. Çывăх çынсен юратăвне туйса ӳснĕ эпĕ. Çакă мана çĕкленме пулăшрĕ.

Кашни тунтикун кукамай мана пил парса лицея ăсататчĕ. Ун чухне эпĕ унăн сăмахĕсен тĕшшине ăнланман. Нискасси çулĕ çине виçĕ çухрăм утса тухаттăм. Хальхи пек çăмăл машина нумай чупман. Хамăрăн та çукчĕ. Çумăр çăвать-и, çил-тăман вĕçтерет-и — ниме пăхмасăр утма тиветчĕ. Тунтикун килтен çав тери каяс килместчĕ. Ирхи 6 сехет çурăра аннепе çула тухаттăмăр. Вăл мана çурма çула ăсататчĕ. Сивĕ, тĕттĕм… Эпĕ пĕчченех чарăну еннелле утаттăм. Тавах Турра, йытăсем тапăнса е урăх сăлтавпа хăраса курман.

Кукамай куç умĕнче вилчĕ

Юлашки çулĕсенче кукамай пирĕн патра пурăнчĕ. Хăй Комсомольски районĕнченччĕ, малтан та хăнана килсен кăштах пурăнса каятчĕ. Эпĕ 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Пурнăçĕнчи юлашки саманчĕсем манăн куç умĕнче пулчĕç. Чунĕ тухас патне çитсен вăл никама та мар, мана чĕнчĕ. «Кукаму хăйне паян кăшт япăхрах туять. Сана чĕнет», — тесе вăратрĕ анне. «Мĕншĕн çывăрмастăн?» — тесе ыйтрăм кукамай патне пырсан. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Мускавра пурнăçа «0» паллăран пуçларăм»

Анатолий Звездинский. Кам-ха вăл? Хăш тăрăхран? Мĕнлерех çын вăл? Тутар Республикинче кун çути курнă чăвашпа çывăхрах паллашас тĕллевпе ăна рубрика тĕпелне йыхравларăм.

«Шупашкарта Çăлтăр пулăттăм»

— Анатолий, хушамату хитрее — Мадюков, анчах темшĕн хăвăн валли Звездинский хушма ят илнĕ. Чăвашлараххине суйлас кăмăл пулмарĕ-и?

— Темле хуравламалла ĕнтĕ… Ара, Мускавра тĕрлĕ халăх хушшинче пурăнатăп-çке. Шупашкарта тĕпленнĕ пулсан Анатолий Çăлтăр пулăттăм.

— Çак хушма ят сана пурнăçра пулăшса пырать-и?

— Мĕн пур ĕçре пулăшса, çул уçса пырать. «Эпĕ Звездинский», — тесенех урăхла калаçма пуçлаççĕ. Пурнăçра тĕрĕс хушма ят суйлани ĕмĕт патне хăвăртрах илсе çитерет.

— Эсĕ, Тутарстанри Аксу районĕнче Çĕнĕ Аксу ялĕнче пурăнса тутарсен йăли-йĕркине курса çитĕннĕ чăваш, епле майпа Мускава парăнтарас тенĕ?

— Чăваш Енре чăвашсем юрласа калаçаççĕ пек туйăнать, кунта маттур çын чылай. Чăваш Республикинчен аякра кун çути курнă пулин те эпĕ хама чăн чăваш тесе шутлатăп, Шупашкартан тухма пĕлместĕп. Кунта манăн мăшăрăн тăванĕсем пурăнаççĕ. Çине-çине концерт лартатăп. Мускавра пурăнакан чăвашсемпе те çывăх хутшăнатăп. Мăшăрăм — Каçал тăрăхĕнчи Нĕркеç ялĕнчен. Унăн ывăлне хамăн ача пекех çитĕнтертĕм. Вăл та мана тăван ашшĕ вырăннех йышăнать. Эпĕ пилĕк ачаллă çемьере çуралнă, чи асли. Икĕ йăмăк кӳршĕ яла качча тухрĕ. Икĕ шăллăм тăван ялта тымар ячĕ. Вĕсемпе кашни кун телефонпа çыхăнатăп. Кашни çулах аннен çуралнă кунĕнче яла каятăп. Çимĕкре вара мăшăрăн ялне çул тытатпăр.

— Чăваш Енре юрласа çӳресе хăвăн юратăвна тупрăн апла.

— Вăл — манăн иккĕмĕш мăшăр. Пĕрремĕш арăмпа, вырăс хĕрарăмĕпе, Пермь хулинче паллашрăм. Унта эпĕ медицина академийĕнче кардиолога вĕренсе тухрăм, виçĕ çул больницăра ĕçлерĕм. СССР аркансан пĕр хушă ĕç укçи памарĕç. Ĕçе пăрахса сад центрĕ уçрăм. Агронома вĕрентĕм. Çак ĕçре 15 çул вăй хутăм, лавккара чечексем, вăрăсем сутрăм. Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть. Мăшăртан уйрăлсан Мускава тухса кайрăм. Пурнăçа «0» паллăран пуçларăм темелле. Малтан савăт-сапа лавккине кладовщике вырнаçрăм. Тăрăшулăха кура директора лартрĕç.

— Кур-ха, çут çанталăк сана тĕрлĕ енлĕ пултарулăх панă иккен…

— Эпĕ вĕренме ӳркенместĕп. Виçĕ аслă пĕлӳ илтĕм. Малтан Чистайри медицина училищинче фельдшера вĕрентĕм. Унтан медицина, агрономи, культура енĕпе аталанас тесе ăс пухрăм. Кун-çулăм питĕ интереслĕ. Кĕçĕн Аксура ĕçленĕ чухне васкавлă медпулăшу машини çинче виçĕ хутчен ача çураттарма тиврĕ. Чистайри больницăра практикăра пулни аса килчĕ. Ача çуратмалли блока шыраса тупрăм та шала кĕтĕм. Алăка уçрăм çеç — тин çуралнă ача кăшкăрса ячĕ. Кĕтменлĕх пулнăран хăранипе шарт! сикрĕм /кулать. — Авт./. Пурнăçăм кирек епле çаврăнса тухсан та эпĕ пурпĕрех сцена çинче юрлаттăм. Мĕншĕн тесен мĕн ачаран чăваш юррисене шăрантарас килетчĕ. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Пулас ветеринар йытă кӳлсе ăмăртать

Чăваш патшалăх аграри университечĕн 4-мĕш курс студентки Виктория Вохминцева пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри «Ветспециалист, спортсменка тата чиперкке!» илем конкурсĕнче «Спорт мисĕ» номинацире çĕнтерсе 30 пин тенке тивĕçнĕ. Пулас ветеринар преми çумне хăйĕн укçине хушса нарт туянасшăн. Мĕн валли?

Вăкăр кушак çури пек туйăннă

Йошкар-Ола хулинче çуралса ӳснĕ пике ветеринари медицинипе зоотехни факультетĕнче вĕренет. Ветеринар пуласси — унăн ача чухнехи ĕмĕчĕ.

— Çемçе теттесемпе вылянă вăхăтра та ветеринарччĕ эпĕ. Килте пĕр сăн ӳкерчĕк упранать: унта эпĕ, 3 çултискер, ветрянкăпа чирленĕ, йĕри-тавра çемçе тетте, вĕсене сиплетĕп. Хам астăвасса, чĕр чунсене яланах юратнă эпĕ. 6-ра чухне йытă усрама тытăнтăмăр. Манăн килти зоопарк йышне ӳстерсех тăрас килетчĕ. Шучĕшĕн мар, чĕр чунсене пăхассишĕн, — аса илчĕ пике.

Хăш профессие алла илесси пирки иккĕленӳ пулман. Виктория Шупашкарти аслă шкула, килĕ патне çывăхрах, кашни канмалли кун килсе çӳрес тесе, вĕренме кĕме шухăшланă. Чăваш Ене çул тытнăшăн вăл пĕртте ӳкĕнмен. Алла диплом илсен унăн аспирантурăна кайма та кăмăл пур. Анчах халех мар, темиçе çул иртсен. «Чи малтан студентсене вĕрентмешкĕн опыт пухмалла», — палăртрĕ çамрăк.

Виктория вĕреннĕ вăхăтра тĕрлĕ çĕрте практика тухма ĕлкĕрнĕ. Пĕрремĕш курсра Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» хуçалăхра ăсталăхне туптанă. Унта унăн пĕлĕшĕ Дмитрий Паторов тĕп ветеринарта ĕçленĕ. 1 уйăха тăсăлнă практикăра хĕр мăйракаллă шултра выльăхпа ĕçленĕ, пăру пăхнă.

— Аттепе аннен килĕнче йытă-кушаксăр пуçне нимĕнле чĕр чун та çук. Хăй вăхăтĕнче тимĕр шапа, арлан, шиншилла усранă. Унччен ĕнесенчен хăраттăм. Вĕсем пысăк, эпĕ вара пĕчĕк. Вăкăрсем хăйне евĕр. Пырса тăрсан вĕсем мана çулласа илеççĕ. Усал курăнаççĕ пулсан та вĕсем ачашланма юратакан кушак çурисем пекех туйăнчĕç, — йăл кулнă май каласа кăтартрĕ Виктория.

Вĕреннĕ вăхăтрах вăл «Кинологи», «Фелинологи», «Çамрăк выльăх-чĕрлĕхĕн чирĕсем» курссем витĕр тухса пĕлĕвне тарăнлатнă. Фелинологи — кушаксене тĕпчекен ăслăлăх, çапах пике йытăсене ытларах юратать. Унăн — икĕ хам-хам. Иккĕшĕ те якут лайкисем, иккĕшĕ те шурă тĕслĕ. Вĕсем пĕр ăратран, пĕр пекех пулни ăнсăртран пулса тухнă.

— Шаман — 4 çулта, Граф пĕрре тултарать кăна-ха. Вĕсене пĕр питомникрен илсе килнĕ. Эпир шухăшланă тăрăх, вĕсем аякри тăвансем. Тен, йăнăшатпăр та пуль. Аçасем пулсан та иккĕшĕ тӳрех пĕр чĕлхе тупрĕç. Ача чухне «Балто» мультфильм курма кăмăллаттăм. Унта йытăсене кӳлсе çунапа чупаççĕ. Теттесемпе хам та çапла выляттăм. Анчах манăн та çавнашкал ăмăртусене хутшăнма, çуна туртма пултаракан ăратри йытă тупăнасса шухăшламан. Шаманпа Граф кăмăлĕпе расна. Çак ăратри йытăсен чупасси юнра теççĕ. Эпĕ вĕсене ниме те вĕрентмен, çуна кăкарсан ăна сĕтĕрсе тӳрех чупса кайрĕç. Ку мана питĕ хавхалантарчĕ, — юратнă йыттисем пирки ăшшăн калаçрĕ хĕр.

Хăйне евĕр спорт тĕсĕпе — йытă кӳлсе çунапа ăмăртассипе — кăсăкланасси çакăнтан пуçланнă та. Халĕ Виктория — Мари Республикинчи çак спорт федерацийĕн членĕ. Вăл тăватă ураллă тусĕпе Шаманпа ăмăртусене хутшăнать. Спортсменсемпе йытăсем тĕрлĕ дисциплинăра вăй виçеççĕ. Чупаççĕ, сăмахран. Çакна каникросс теççĕ. Байкджорингра спортсмен велосипед çинче ларса пырать, йытти — çумра. Виктория шăпах çак дисциплинăна кăмăллать. Хĕл çитсен йытăсене çуна кӳлсе ăмăртаççĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


«Чĕре айĕнче чун тĕвĕленни асамлăх пулчĕ»

Амăшĕн хӳттисĕр юлнă хĕре çемьене илсен Ефремовсен икĕ ача çуралнă

Ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă ачана ăшăлăх парнелесси пирки Ефремовсем ахальтен шухăшламан. Вăрмар районĕнчи Пинер ялĕнче пурăнакан Иринăпа Владимир пӳртре шăпăрлан сасси янăраманнипе пĕчĕк Сашăна çемьене илме йышăннă. Хĕрача пӳрте хаваслă сассипе тултарнă кăна мар, вĕсен пурнăçне те çутатнă.

Икĕ эрнери Сашăна илнĕ

«Мăшăрпа Владимирпа пĕр ялтанах, 2000 çулта çемье çавăртăмăр. Вăл манран 8 çул аслăрах. Эпир иксĕмĕр те нумай ачаллă çемьере çуралнă. Унăн икĕ пĕртăван, манăн — улттă. Пĕрлешнĕ хыççăн тăван тăрăхран инçе каймарăмăр, ялтах тĕплентĕмĕр. Манăн ниепле те çие юлмарĕ. Больницăсене тăтăш çӳремен эпир, ытлашши тĕрĕсленмен. Ултă çул пурăнсан ача усрава илме тĕв турăмăр. Паллах, ку питĕ яваплă утăм. Ун чухне эпĕ 25 çултаччĕ. Çак утăма тăвиччен темĕн те илтме тиврĕ, пирĕн пепке çукки пирки куçранах калакансем те тупăнчĕç. Çывăх çынсемпе тăвансем пирĕнпе пĕр шухăшлă пулчĕç, хавхалантарчĕç, ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă ачана илессине хирĕç пулмарĕç.

Мăшăрпа иксĕмĕр те темшĕн хĕр пирки ĕмĕтлентĕмĕр. Çемьене тин çуралнă пепкене илесси пирки шухăшларăмăр. Пирĕн ăна мĕн пĕчĕкрен пăхса ӳстерес килчĕ. Пĕррехинче 9 уйăхри ачана курма кайрăмăр, Хусана та çитрĕмĕр. Пĕр больницăра 2 эрнери хĕрача пуррине ăнсăртран пĕлсен тӳрех унта çул тытрăмăр. Ăна амăшĕ çуратнă хыççăн пăрахса хăварнă, докуменчĕсене те кăтартрĕç. Унта пепкен ятне-шывне палăртнăччĕ. Пĕчĕк Саша хĕп-хĕрлĕ выртатчĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр вăл пирĕн хĕр пулнине тӳрех ăнлантăмăр, ăна киле илсе килтĕмĕр. Ачана хамăрăн хушаматпа çыртарас шухăш та пурччĕ. Анчах документри пекех хăварма сĕнчĕç. «Çавах хăвăр пăхса ӳстеретĕр вĕт, кун пек вара çитĕнсен вăл патшалăхран пулăшу тивĕçме пултарĕ», — терĕç. Ун чухне хуняма та пурăнатчĕ. Мăнукĕшĕн вăл питĕ савăнчĕ, ăна хытă юрататчĕ. Манăн çывăх çынсем те кăмăллăн йышăнчĕç.

Çапла эпир ашшĕпе амăшĕ пулса тăтăмăр. Хăнăхманнипе малтан кăшт йывăртарах килчĕ. Кăкăр сĕчĕ çитерме çук, ача валли ятарлă хутăш туянаттăмăр. Упăшка мана пулăшсах пычĕ, каçсерен апат çитерме черетпе тăраттăмăр. <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.