Комментари хушас

26 Кăрлач, 2022

«Хресчен сасси» 3 (2891) № 26.01.2022

Фермер ĕçĕ сумлă, тупăшлă

Республикăра пĕрремĕш агрокласс 2016 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Тракри вăтам шкулта уçăлнă. Унăн тĕллевĕ — çамрăксене АПК отрасльне явăçтарасси тата ялсене чĕртсе тăратасси.

Унтанпа агроклассен хисепĕ ӳссех пычĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем кашни районтах пур темелле. Вĕсенче вĕренекенсен йышĕ те ӳсет. Вĕрентĕве учительсем кăна мар, Чăваш патшалăх аграри университечĕн преподавателĕсем те хутшăнаççĕ. Çамрăксем теорие ăса хывнипе пĕрлех хуçалăхсенче пулса лару-тăрупа, улшăнусемпе паллашаççĕ, аграри университетĕнче экскурсире пулаççĕ, мероприятисене хутшăнаççĕ. Çакă яш-кĕрĕме пулас профессие тĕплĕ шухăшласа суйлама пулăшать. Нумайăшĕ шкул хыççăн пĕлĕвне аграри университетĕнче малалла тăсать. Юлашки çулсенче диплом илнĕ хыççăн умри çул-йĕрне ял хуçалăхĕпе çыхăнтаракансен йышĕ ӳсни те савăнтарать.

Халиччен Чăваш Енре агроклассем кăна пулнă. Çитес вăхăтра çĕршыври пĕрремĕш агрошкула Муркаш районĕнчи Кашмаш ялĕнче уçма палăртнă. Кунта иртнĕ çул пĕлӳ çурчĕ хута янă. Унта аграри шкулĕ валли майсем çителĕклех. Малтанлăха палăртнă тăрăх, çак шкулта ытти район ачисем те вĕренме пултарĕç. Апла педагогсен те çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхма тивет.

Çак кунсенче Кашмаш шкулĕнче вĕрентекенсем Чăваш патшалăх аграри университетĕнче экскурсире пулчĕç. Вĕсем чаплă оборудованисемпе пуянлатнă лабораторипе, вĕренӳ аудиторийĕсемпе кăсăкланчĕç. Университет ректорĕ Андрей Макушев хăнасене аслă шкулти лару-тăрупа, вĕрентӳ ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕ паллаштарчĕ. Çамрăксем пĕлӳ илнĕ вăхăтрах АПК отраслĕнче практикăра пулаççĕ, диплом илсен ĕç тупса вырнаçаççĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Юр айĕнчи калча

Кĕрхи культурăсем хĕл мĕнле каçасси тата çуркунне вăй илесси çанталăкран та килет. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем республикăри уй-хирти калча хĕл мĕнле каçнине тĕрĕслеççĕ.

Кун пирки тĕплĕнрех филиалăн ӳсен-тăрана хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Татьяна ПЫРКИНА каласа кăтартать: — Кăçал çулталăк пуçламăшĕ ăшă, юрлă килчĕ. Январь уйăхĕн пĕрремĕш тата иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче пĕлĕтлĕ пулчĕ, юр та вĕçĕмех çурĕ. Сывлăш температури 9,2 градус сивĕпе танлашрĕ. 15 кун хушшинче 29 мм хулăнăш юр ӳкрĕ /пĕр уйăх нормин 92%/. Чи пĕчĕк температура вара январĕн 5-мĕшĕнче пулнă — 20,2 градус.

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ӳсен-тăрана хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен пайĕн специалисчĕсем кашни эрнерех республикăри уй-хирте кĕрхи культурăсене тишкереççĕ.

Хальхи вăхăтра калчан тĕм çыххинче сывлăш температури 0,9-3,9 градус сивĕ, юр 11-55 см хулăнăш пулни паллă. Çакă культурăна хĕл каçма лайăх условисем туса парать. Кĕрхисем малашне мĕнле пуласси хĕллехи тата çурхи çанталăкран килет. Çакна та палăртмалла: хăш-пĕр хирте 0,1-1 см хулăнăш пăрланнă вырăнсем те пур. Сĕнтĕрвăрри районĕнче лару-тăру уйрăмах çивĕч. 120 гектар пăр хупланни палăрнă /0,8-1,2 см/. Ку тăрăхра 420 гектар çинчи кĕрхисем çур енне пĕтме пултарасси шухăшлаттарать /12%/.

Юр айĕнчи кĕрхи культурăсен лару-тăрăвне пĕлмешкĕн филиал специалисчĕсем монолит илеççĕ. Тепĕр майлă каласан, акнă лаптăкри çĕре касса ăшă вырăна лартаççĕ, вăл мĕнле аталаннине сăнаççĕ. Ака-сухана хатĕрленнĕ май хуçалăхсенче филиал специалисчĕсен сĕнĕвĕсене шута илеççĕ, кĕрхисене апатлантарма, сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен сыхлама препаратсем туянаççĕ.

2021 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти районсен хушшинчи уйрăмĕ В.Иванов фермер хуçалăхĕн хирĕнче монолит илнĕ. Кунта кĕркунне «московская-56» кĕрхи тулă акса хăварнă. Хĕл лариччен ӳсен-тăран тымар ярса аталанма, çăраланма та ĕлкĕрнĕ. Монолит илнĕ тапхăрта калчан тĕм çыххинче сывлăш температури 9 градус сивĕ пулнă, юр 5-8 см хулăнăш выртнă, çиелти пăр хулăнăшĕ — 0,5 см. Тăпра вара 20 см тарăнăш шăннă. Специалистсем тишкернĕ хыççăн культура хĕл йĕркеллĕ каçнине палăртнă, пурĕ 8% кăна юрăхсăр. Калчара кăвакăш сарăлни, кăшлакан чĕр чунсем сиенлени курăнман. <...>

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


«Атте çуртне хупас килмерĕ»

Валерий Краснов Ирĕк Килтĕш — Раççей Художникĕсен союзĕн пайташĕ. Сакăр çул вăл тăван ялĕнче — Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхальте — пурăнать. Ял-йышпа пĕрлех утă çулать, вутă çурать, пахча çимĕç çитĕнтерет, унсăр пуçне чăваш халăхĕн кун-çулне сăнлакан картинăсем ӳкерет. Паян вăл — пирĕн патра хăнара.

Ӳкерет, юрă çырать

— Валерий Алексеевич, ӳнерçе ялта пурăнма йывăр мар-и? Пултарулăха аталантарма пулать-и унта?

— Ӳнерçе ялта çеç мар, хулара та çăмăл мар. Ĕçлемелле, унсăрăн нимĕн те пулмасть. Çитĕнӳ тăвас тесен вара çыннăн хускалмалла, чупмалла. Çавна май эпĕ те час-часах хулана çӳретĕп, ӳнерçĕсемпе, çыравçăсемпе тата паллă ытти çынпа курса калаçатăп. Çакă тавра курăма анлăлатма пулăшать. Эпĕ хам тĕллĕн хулара куравсем, концертсем йĕркелетĕп. Юрать, тăвансем пулăшаççĕ.

Ачаранах пĕччен çӳреме кăмăллаттăм. Çавна май шăвшава питех килĕштерместĕп. Ялта пурăнма мана пĕрре те кичем мар. Унта ирĕклĕ, ӳнерçе шăпах çакă кирлĕ. Ĕç çукки çеç пăшăрхантарать мана. Ӳнер енĕпе виçĕ диплом илнĕскер паян Михаил Федоровăн «Арçури» поэминчи Хĕветĕр пек хăрăк турат пуçтарса пурăнатăп. Районти ӳнер шкулĕнче те, вырăнти шкулта та ман валли ĕç çук. Анчах эпĕ пуçа усмастăп картина хыççăн картина ӳкеретĕп. Çитес вăхăтрах «Кĕмĕл тумлă халăх» пысăк ĕçе тытăнасшăн. Халĕ ку енĕпе материалсем пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтаратăп. Акă Чĕмпĕр облаçĕнче Ивановка ялĕ пур. Унта пăлхарсен хулашне туса хунă халĕ. Аслă Таяпа хулашĕнче нумай çӳрерĕм. Иртнĕ çул унта археологсем ĕçлерĕç, ĕлĕкхи мунча тупрĕç. Çакăнта курни-илтнине «Кĕмĕл тумлă халăх» картинăра усă курăп. Унта чылай çын сăнланĕ. Çав вăхăтри тумсене ӳкерес шухăш та пур.

— Хальхи вăхăтра мĕнле картинăпа ĕçлетĕн?

— Паян кун «Энтюкка çырминче» картинăпа ĕçлетĕп. Хамăр тăрăхри вырăнсене сăнлатăп. Çырмана Энтюкка арçын ятне панă. Çавăн пекех тепĕр пысăк ĕç пуçларăм — «Çирĕк çулçи çиле май». Унта вăйă вĕçленнĕ самант пулĕ. Картинăра хамăр ял çыннисем, хуларан килнисем пур, çав шутрах хам та. Икĕ çак картинăна пĕр вăхăтрах ӳкеретĕп. Пĕр-пĕрне чăрмантармаççĕ вĕсем.

Эпĕ тăван халăх кун-çулне, историне ӳкерме кăмăллатăп. Ял çыннипе юнашар пурăнсан çеç ăна тĕрĕс сăнлама пулать. Апла пулсан унпа пĕрле çĕр чавмалла, пахча çимĕç ӳстермелле, пĕр çăл куçран шыв ĕçсе пурăнмалла…

— Юлашки вăхăтра эсĕ картина ӳкернисĕр пуçне юрă та çырма пуçларăн. «Ирĕк Килтĕш» хушма ят та суйласа илтĕн. Сăвă-юрăпа халăх умне те тухатăн. Çак ăсталăх епле аталанчĕ?

— Шкулта вĕреннĕ чухне сăвă-юрă çырман. Гитара сасси вара тыткăнлатчĕ. 16 çул тултарсан унпа хам тĕллĕн вĕрентĕм. Анне балалайка каланă, аттерен вара ӳнер ăсталăхĕ куçнă. Ун чухне теттесем питех пулман. Атте пире ĕне, сурăх, качака ӳкерсе паратчĕ. Эпир çакăншăн питĕ савăнаттăмăр. Каярахпа ӳнер ĕçне ятарласа вĕрентĕм, академи таранах. «Ирĕк Килтĕш» хушма ят пирки: Килтĕш — пирĕн яла пуçарса яракан арçын ячĕ.

Сăвва-юрра малтанах вырăсла çыраттăм, унтан – чăвашла. Пăлхар, тăван халăх, Аттила çинчен çыртăм. Пĕлтĕр Сăрпа Хусан чиккисене тăвакансен çулталăкне халалласа «Вăрçă ачисем» юрă çыртăм, конкурса та хутшăнтăм. Çакăн валли юрра вунă тĕрлĕ çырса хатĕрлерĕм, вĕсенчен пĕрне суйласа илтĕм. Унпа Алексей Енейкин тележурналист клип та ӳкерчĕ. Ăна интернетра лайăх йышăнчĕç. Çакă мана хавхалантарчĕ.

— Художника юрă çырас ĕç чăрмав кӳмест-и? Е хавхалантарать-и?

— Икĕ çак ĕç пĕр-пĕрне пачах та хирĕçлемеççĕ. Кĕвве эпир итлетпĕр, картинăна куратпăр. Унта мĕн пурри юрă-кĕвĕре те çителĕклех: ритм, хускану, хумхануллă самантсем… Мана вĕсем хавхалантараççĕ. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.