Комментари хушас

24 Кăрлач, 2022

Музейра – Раççей чемпионачĕ

Раççей шахмат чемпионачĕн суперфиналĕ кăçалхи авăн уйăхĕнче Шупашкарта иртес шанăç пысăк.

Ун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей шахмат федерацийĕн директорĕпе Марк Глуховскипе тата сăнав канашĕн членĕпе Игорь Бурштейнпа тĕл пулсан калаçнă. Олег Николаев суперфинала Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче ирттерме сĕннĕ. «Программăн пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсенчен пĕри — спортăн çак дисциплине аталантарасси çеç мар, регионти ӳнерпе культура туприне кăтартасси те. Çакнашкал мероприятисем шахматпа кăсăклантараççĕ çеç мар, региона туристсене илĕртме те пулăшаççĕ, мĕншĕн тесен Раççейри тата чикĕ леш енчи çынсем турнирпа кăсăкланаççĕ», — палăртнă Марк Глуховский.

www.hypar.ru Bycarinrussia.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: