Комментари хушас

20 Кăрлач, 2022

Тантӑш № 2 (4771) 20.01.2022

Камера умĕнче хăйне ирĕклĕ тытнă

Вăрмар районĕнчи Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта ăс пухать вăл. Пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлменскер пушă вăхăта пĕрре те сая ямасть: кĕнеке вулама, ӳкерме кăмăллать, килте амăшне пулăшать. Ал-ĕçне ăста, çыхма пĕлет маттурскер. Сăмахăм Даша Алексеева пирки пырать.

Амăшĕ Ирина Михайловна каласа кăтартнă тăрăх, хĕрача мĕн пĕчĕкренех хастар, çаврăнăçуллă тата пуçаруллă. Кирек епле ĕçе те никам хушмасăрах пурнăçлать. Акă, амăшĕ ĕçрен таврăннă çĕре урай çăвать, кил-çурта тирпейлет. Çуллахи каникул вăхăтĕнче пахчари йăрансене çумлать е шăварать.

— Ача мĕнле пуласси çемьери воспитанирен нумай килет. Пирĕн килте икĕ хĕрпе пĕр ывăл. Аслисене мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтартăмăр. Даша та маттур, тăрăшуллă, каланине итлет, — терĕ Ирина Михайловна.

Вунпĕр çулти хĕрача кружоксене çӳрет, хăйне аталантарать, тĕрлĕ конкурса хутшăнса малти вырăна тивĕçет. Пĕлтĕр вăл районта иртнĕ «Туслăх хĕлхемĕнче» çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Даша районти «Стэп» ташă кружокне çӳреме те ĕлкĕрет. Хăйсен ушкăнĕпе вĕсем Хусан, Йошкар-Ола, Зеленодольск, Шупашкар хулисенче иртнĕ конкурссене хутшăнса малти вырăнсене тивĕçнĕ.

— «Стэп» ташă кружокне виçĕ çултанах çӳретĕп. Римма Николаевна ертӳçĕ тĕрлĕ ташă вĕрентет. Манăн ăна тав сăмахĕ калас килет. Вăл пулăшнипех эпĕ ЮТВ телеканал ирттерекен «Мини Мисс Краса Чувашии» конкурсра «Хореографи» номинацинче çĕнтерме пултартăм, — терĕ вунпĕр çулти хĕрача.

ЮТВ телеканал яланах тĕрлĕ проект йĕркелет. Вĕсен йышĕнче ачасем валли те пур. Пĕррехинче Ирина Михайловна телеканалпа конкурс пирки илтнĕ. Çак савăнăçлă хыпара тӳрех хĕрачана пĕлтернĕ. Даша, паллах, кунта хутшăнма хаваспах килĕшнĕ.

Кастинга килнисене жюри членĕсем хапăлласах йышăннă. Чи малтанах ачасем собеседовани урлă тухнă, тĕрлĕ кăсăклă ыйтăва хуравланă. Даша ытти ача пекех пăлханнă. Кастинг вĕçленсен конкурса малалла кам хутшăнасси тӳрех паллă пулнă. Вĕсен йышĕнче хăй те пуррине пĕлсен хĕрача калама çук савăннă. Ун хыççăн репетицисем пуçланнă. Эрнере икĕ-виçĕ хутчен иртнĕ. Вăрмар районĕ Шупашкартан çывăхра вырнаçман пулин те ăна пăхса тăман Алексеевсем — çăмăл машинăпа хулана вĕçтернĕ. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   ♦


Маленькие звездочки

Каждый знает, что участие в конкурсах и олимпиадах помогает ученику расширить кругозор, углубить знания по предмету. В нашей школе достаточно много учащихся, принимающих активное участие в конкурсах, олимпиадах и научно-практических конференциях. Мы хотим рассказать об учениках 4-го класса Анастасии Павловой и Дмитрии Васильеве. Они настоящие «маленькие звездочки».

«Настя очень старательный ребенок. Она участвует во многих конкурсах. Еще в первом классе становилась призером республиканского конкурса. Тогда Настя выступала с сочиненной ею сказкой перед большой аудиторией. Во втором классе она стала победителем в конкурсе чтецов, организованном Чувашской епархией. Девочка не только участвует в конкурсах, но и хорошо учит-ся. В ее дневнике одни пятерки», – рассказала классный руководитель 4-го класса Наталья Иванова.

Я решила побеседовать с Настей.

– Привет, Настя. Можешь рассказать, в каких конкурсах ты участвуешь?

– Привет! Я стараюсь участвовать в конкурсах разного уровня. Вот, например, мне очень нравится республиканский конкурс видеороликов «Эпӗ пĕчĕкçĕ чӑваш».

– Недавно ты приняла участие и в ХХI республиканском конкурсе-фестивале научно-исследовательских и творческих работ «Великие сыны России» в секции «Святые и святыни земли русской».

– Жюри по достоинству оценило наше выступление, мы с одноклассницей Анастасией Павловой вернулись с дипломами и подарками.

– Кто тебе помогает готовиться к конкурсам?

– Помогают мне мои самые близкие люди: моя учительница Наталья Геннадьевна и мама.

– Чем ты любишь заниматься в свободное время?

– Я хожу на секцию по волейболу. Еще в свободное время люблю рисовать.

– Ты молодец, Настя. Желаю тебе дальнейших успехов.

Хочется познакомить читателей и с Димой Васильевым. Вот, что рассказала о нем классный руководитель Альта Мадурова: «Дима с первого класса очень активный и в учебе, и в спорте. Он участвует во многих конкурсах, олимпиадах, занимает призовые места. Например, в прошлом году в республиканском конкурсе «Письмо с фронта» он удостоился 2-го места. В олимпиаде по информатике на школьном уровне он стал победителем. Дима учится на отлично, любую работу выполняет добросовестно, аккуратно и своевременно. Дружит со спортом». <...>

Беседовала Ангелина СЕМЕНОВА, 8-й класс.

Урмары, Урмарская школа имени Г.Е. Егорова.

♦   ♦   


Çĕнтерÿçĕсен ретĕнче те курасчĕ-ха

Даша Машинова — Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» конкурсăн финалне тухнă пултаруллă çамрăксенчен пĕри. Шупашкарти 56-мĕш шкулта 10-мĕш класра ăс пухаканскер çĕнтерӳçĕсен йышне лекеймен пулин те пысăк опыт пухнă.

Хĕрача виççĕмĕш çул Шупашкарти «Кванториум» технопаркра Дмитрий Антипов вĕрентекен ертсе пынипе программировани енĕпе аталанать.

— Малтанах ташă кружокне, ӳнер шкулне çӳреттĕм, 8-мĕш класра «Кванториумпа» туслашрăм. «Пысăк тăхтав» конкурса пĕлтĕр те хутшăнтăм, анчах ун чухне йăлтах ăнлансах пĕтереймерĕм пулас. Кăçал тĕплĕн хатĕрлентĕм, пĕрремĕш тапхăрта шкул ачисене тĕрлĕ профессипе паллаштаракан «Санăн пуласлăх» мини- приложение тăратрăм. Вăл çапларах ĕçлетчĕ: «Вконтакте» социаллă сетьре ачасем патне хыпар килет, манăн приложенипе усă курса вĕсем пĕр-пĕр професси çинчен хатĕрленĕ пысăках мар видеороликпе паллашаççĕ. Финалта пирĕн командăна вĕрентӳ технологийĕсемпе çыхăннă тема лекрĕ. Ăна тĕпченĕ май эпир вĕрентӳ сферине ура хуракан сăлтавсене тишкертĕмĕр, вĕсен шутне ачасем пĕлӳ илесси çине çăмăлттайла пăхнине тата цифровизаци аталансах кайманнине кĕртрĕмĕр. Вĕрентӳ пахалăхне лайăхлатма ятарлă лапам хатĕрлеме, ун урлă онлайн тата офлайн мероприятисем ирттерме сĕнтĕмĕр, — пĕлтерчĕ аслă класра ăс пухакан.

«Пысăк тăхтав» конкурсăн финалĕ икĕ çул та Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕнче иртнĕ. Пин-пин ача пулса курма ĕмĕтленекен лагерь Даша чунĕнче те тарăн йĕр хăварнă.

— «Артекра» питĕ килĕшрĕ, кашни уйăхрах кайса канма хатĕр. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.