«Чăваш хĕрарăмĕ» 2 (1230) № 20.01.2022
Сивĕ шыв: чăмакан та, ишекен те пур
Кăрлачăн 19-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Кăшарни паллă тăваççĕ. Çак кун çылăх каçарттарса чунпа тасалас, чир-чĕре хăвалас тĕллевпе вакка чăмса тухасси тахçанах йăлана кĕнĕ. Хĕллехи сивве пăхмасăр пăрлă шыва сикме хăюлăх çитерекен сахал мар, çавăнпа асăрханулăх çинчен манманни, ятарлă вырăнсем малтанах хатĕрлени пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енре кăçал ун пекки 120 таран янтăланă. Çут çанталăкри шыв-шурта — 40, чиркӳсен çумĕнче — 80.
Шупашкарти Арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕн çывăхĕнче «Моржсен çурчĕ» вырнаçнă. Тĕп хулари 4 вакка шăпах çав таврашра каснă. Кăшарни умĕнхи каç та, кăрлачăн 19-мĕшĕнче те кунта халăх йышлăн килет. Пĕрисем питне, ал-урана йĕпетнипе çырлахаççĕ пулсан теприсем вакка чăмса ӳтпе-чунпа тасалаççĕ.
Хĕллехи тапхăрта пăрлă шыва çулталăкра пĕр хутчен кĕнипе кăна çырлахман хастарсем те республикăра йышлăн. Çак ĕçе пурнăçăн кулленхи йĕркине кĕртнĕ вĕсем. «Моржсем» тетпĕр ун пеккисене. Уйрăм ушкăнра — хĕллехи ишев енĕпе йĕркелекен ăмăртусене хутшăнакан спортсменсем, аквайсерсем. Кĕлетке хĕллехи пиçĕхĕвĕпе ишев «Аквайспорт — Чăваш Ен» федерацийĕн хастарĕ Татьяна Александрова, Шупашкарта пурăнаканскер, Атăлта сивĕ тапхăрта 17 çул шыва кĕрет. Шел, нумаях пулмасть операци чăтса ирттернине пула шăпах Кăшарни умĕн хăнăхнă процедурăна ирттерме вăхăтлăх чарăннă вăл. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Кăмăла каяканнине суйласчĕ
«Куç хăрать те алă тăвать», — теççĕ ĕç тавра сăмах пуçарсан. Хальхи вăхăтра професси анлă тĕнчипе ачасене пĕчĕкренех паллаштараççĕ. Шкул ӳсĕмĕнчисем валли организаци-предприятие экскурси йĕркелени, специалистсене тĕл пулăва чĕнни, паллах, пурнăç çулне суйлама пулăшать.
Студентăн хырăмĕ яланах выçă теççĕ-и-ха? Çавăнпах уншăн укçа ĕçлесе илесси те пĕлтерĕшлĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ вăхăтра, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, пĕрле вĕренекен каччăсем ача садне хуралçа вырнаçнăччĕ. Хăшĕ-пĕри ăмсанатчĕ те вĕсене. Яшсем вĕренӳре те ĕлкĕрсе пыратчĕç, стипендисĕр пуçне хушма укçа та илетчĕç. Хастаррисен тĕслĕхĕпе хавхаланнă хĕрсем те ĕçе вырнаçма кайрĕç. Хула вĕçĕнчи пĕр садикре хуралçă кирли çинчен илтнĕ вĕсем. Вăхăт нумай иртрĕ-и, сахал-и, хайхисем каялла çаврăн-са килчĕç. Ача сачĕн ертӳçипе чуна уçса калаçнине пытармарĕç. Пуçлăх вĕсене ĕçе илме хирĕç пулман. Хуралçăн тавралăха юртан тасатмаллине пĕлсен ĕçе вырнаçас шухăша пăрахăçланă чиперккесем. Садикпе çыхăнтаракан çулсене уçасси хăратман-ха вĕсене. Ара, ялта çитĕннĕскерсем унашкал ĕçе хăнăхнă. Юр хӳсе лартнă кунсенче лекцисене кая юласран шикленнĕ-мĕн.
Çапах пире, студентсене, ăнăçрĕ тесен те юрать. Кĕркунне ушкăнĕпех ял хуçалăхне çĕр улми пуçтарма илсе кайрĕç. Пурин те укçа ĕçлесе илме май килчĕ. Миххи-миххипе пахча çимĕç парса ячĕç. Унсăр пуçне пулас журналистсенчен чылайăшĕ çуллахи практика вăхăтĕнче хастарлăхĕпе палăрчĕ. Çакăншăн шалу пачĕç. Енчĕк каллех хулăнланчĕ.
Унтанпа пĕрле вĕреннисен ачисем те студентсен йышне кĕчĕç. Вĕсене те ĕç ыйтăвĕ канăç памасть. Пĕлĕшĕн хĕрĕ техникумра пĕлӳ илнĕ чухне сутуçа та, официанта та вăхăтлăх вырнаçрĕ. Теприн ывăлĕ те пушă вăхăтпа тĕллевлĕ усă курчĕ. Каникулта строительсен йышĕнче мăн çынпа танах тар тăкрĕ вăл.
Çул çитмен çамрăксен, сăмахран, ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕмĕте пурнăçламашкăн май пурри çинчен аса илтерсех тăратпăр. Вĕсене тавралăха хăтлă-латмашкăн тата тасатмашкăн явăçтараççĕ. Шалу илес кăмăллисен тĕрлĕ организацие курьера вырнаçма пулать. Çавнашкалах çамрăксене шкул çумĕнчи лагерьсенче воспитатель, вожатăй пулăшуçин тивĕçне пурнăçламашкăн шанаççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем документсемпе ĕçлеме пултараççĕ. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...