Комментари хушас

19 Кăрлач, 2022

«Хресчен сасси» 2 (2890) № 19.01.2022

Эсир пĕччен мар…

Чăваш Енре «АгроВыбор» волонтерсен пĕрлĕхне йĕркеленĕренпе çулталăк иртрĕ. Вăл республикăри агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсене тата Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕсемпе преподавателĕсене пĕрлештерет. Пĕрлĕхе Надежда Сергеева ертсе пырать.

Надежда Александровна пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма хаваспах килĕшрĕ:

— «АгроВыбор» общество организацине 2020 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче, ЧР Ял хуçалăх министерствин пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Çĕнĕ çула кĕнĕ май малтанхи утăмсене пĕтĕмлетме те вăхăт.

Халĕ волонтерсен йышĕ 1 пин çынран та иртрĕ. Юлашки вăхăтра предприятиорганизацисем ырă кăмăллăх акцийĕсене хастар хутшăнаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Çав шутра аграрисем те. Мĕнпе çыхăннă çакă? «Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк», — тенĕ. Тепĕр çынна пулăшни, йывăр тапхăрта алă тăсни ырăпа таврăнать. Чĕререн калакан ăшă сăмаха илтни те мĕне тăрать?! Волонтерсен пĕлтерĕшĕ ӳссех пырать. Ахальтен-им, вĕсен ĕç-хĕлне, пуçарăвне çĕршыв ертӳçисем те ырласа йышăнаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ.

Пĕрлĕхшĕн çулталăк тухăçлă иртрĕ. Эпир тĕрлĕ мероприятие, акцисене хутшăнтăмăр. Çак тапхăрта «Аграрисем — ачасене», «Чăваш Енри АПК ветеранĕсемшĕн тăрăшни», «ЭкоАгро», «Агроконтроль», «АгроЗверополис», «Килсĕр чĕр чунсене пулăшасси», «Пурăн, вăрман», «Эпир — сывă пурнăç йĕркишĕн», «Кĕр парни» тата ытти проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта кăна мар, республикăри кашни районтах темелле. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Ăста алă тĕнчи

Кашни çыннăн хăйĕн шăпи, утăмĕ, тавра курăмĕ. Пĕри сăвă-юрă шăрçалать, тепри вара йăла-йĕркене пăхăнса асатте-асаннесен ĕçне малалла тăсать. Вĕсенчен пĕри — Шупашкарта çуралса ӳснĕ халĕ Питĕр хулинче пурăнакан Наталия Михайлова.

Иртнĕ çул Питĕрти чăвашсемшĕн асра юлнă: пĕлтерĕшлĕ мероприяти чылай иртнĕ унта. Сăмахран, тĕрлĕ юмах-халапри сăнарсене ăсталас енĕпе курав, асанне-кукамайсен тумтирне хатĕрлеме, пилĕк çыххи явса илемлетме вĕрентекен ăсталăх класĕсем тата ыт.те. Наталия Михайловна вĕсене пурне те хутшăннă, пĕрремĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ.

Шупашкар хĕрĕ — тĕрĕ ăсти те. Вăл Чăваш Енре, Питĕрте йĕркелекен куравсене те хутшăнать. Унăн ĕçĕсене яланах пысăка хурса хаклаççĕ. Акă «Эреш» куравра мăн асаттесемпе асаннесен тумтирĕсене ăсталас тĕлĕшпе çĕнтернĕ вăл. Çакна палăртма кăмăллă: Наталия Михайловна пире йĕтĕнпе кантăртан хатĕрлет, тĕртет. Ку ĕçе вăл лайăх чухлать. Çакна тума Шупашкарти 23-мĕш училищĕре вĕреннĕ. Çав вăхăтрах йывăçран тĕрлĕ ӳкерчĕк касса кăларас ăсталăха алла илнĕ, 5-мĕш разряда тивĕçнĕ. Пĕлĕвне ӳстерес тĕллевпе пĕр вăхăт Мария Симакова тĕрĕçĕ патĕнче ăс пухнă. Халĕ çак ăсталăха Питĕрти тĕрлĕ шкулти ачасене вĕрентет, ашшĕ-амăшне те явăçтарать.

Вăл асăннă хулари чăваш тĕрри кружокне те ертсе пырать. Пĕлӳ тенĕрен çакна каламалла: чăваш хĕрĕ хăй вăхăтĕнче Шупашкарти ӳнер училищинче, Питĕрти Халăх искусствин аслă шкулĕнче 5 çул вĕреннĕ. Çавăн пекех Раççей христиан гуманитари академийĕнче, Мода аслă шкулĕнче пĕлĕвне туптанă. Пултарулăх çул-йĕрĕ ăçтан пуçланнă-ха? 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне хĕрача амăшĕпе пĕрле хула çывăхĕнчи ялта пурăнакан кукамăшĕ патне кайнă. Вăл ăна арчинчи тĕрĕ-эреше кăтартнă. Куçа илĕртекен сурпана курсан 12 çулти хĕрĕн тĕрĕçĕ пулас ĕмĕт çуралнă. Вăл ун чухне çĕршывĕпе паллă ăста пуласси çинчен шухăшлама та пултарайман. <...>

Роза ПАВЛОВА, Светлана ФРОЛОВА, РФ педагогика ĕçĕн ветеранĕсем.

♦   ♦   ♦


Чун туртăмĕ

Канаш районĕнчи Калиновкăра пурăнакан Луиза Трофимовăн пултарулăхĕ çăл куç пек тапса тăрать. Уявсенче халăха савăнтарма, пĕтĕçтерме тăрăшать вăл. Çавна май Çĕнĕ çул умĕн Юр пике, Хĕл Мучи пулса ачасене, ял халăхне савăнтарать. Ятарлă тума та, пылак çимĕçе те хăех туянать хĕрарăм. Ачасене парнесемпе хавхалантарать. Ырă ĕçшĕн нимĕн те шеллемест.

Луиза Николаевна Шупашкарти трактор заводĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Тăван ялĕнче çĕр туянса çурт лартнă, пурăнма пуçланă. Канăçсăр чунлăскер ĕçсĕр лараймасть, мĕн те пулин пурнăçлатех. Е аллине йĕппе çип тытать, е урăх ĕç тăвать. Сăмахран, хур тĕкĕнчен тунă елка мĕне тăрать! Ăна ватти-вĕтти кăсăкланса тинкерет. Пĕр сăмахпа каласан, кунне-çĕрне ал ĕçĕпе ирттерет хĕрарăм.

Тирпей-илеме кăмăллаканскере ял-йыш тăван тавралăха варалани пăшăрхантарать. Хăй вăхăтĕнче вăл вăрмана çӳп-çап купирен пĕчченех тасатнă. Çумăр витĕр икĕ кун тăрăшнă: 27 мăшăр атă-пушмак, 3-4 мăшăр коньки тупнине халĕ те астăвать.

Памперс, пушă бутылкăпа пĕрлех виçĕ кĕтеслĕ салтак çырăвĕсене те асăрханă. Вĕсене курсан чунĕ ыратнă. Тӳсеймен хĕрарăм, авторăн тăванне кайса панă. Ачисем кивĕ çуртне пăснă май ытти япалапа пĕрле çырусене те кăларса пăрахнă иккен. <...>

Валентина МАКСИМОВА. Канаш районĕ.

♦   ♦   ♦


Лаша куççулĕ

Лаша çинчен çырас шухăш «Лошади. Ослы» кĕнекепе паллашнă хыççăн çуралчĕ. Ăна хамăрăн çуртпа юнашар çӳп-çап контейнерĕнче ăнсăртран тупрăм. «Вăхăт çитсен лашана та çакнашкал юрăхсăра кăлараççĕ», — тесе шухăшласа илтĕм ун чухне.

Эпĕ астăвасса Шупашкар районĕнчи Хачăкра «Знамя коммунизма» колхозăн лаша кĕтĕвĕ çаран çинче çӳретчĕ. Паян ферма çывăхĕнче çак чĕр чуна иккĕ-виççĕрен ытла асăрхамастăн. Вĕсене ютран килсе тĕпленнĕ «фермерсем» юсавлă тракторсем çитменрен усраççĕ. Виçĕ шăллăмран кашниех ачалăхра тилхепе тытса курнă, çав шутрах эпĕ те. Пĕррехинче уйран таврăннă анне çамрăк Снегиркăна кĕтĕве леçме мана хушрĕ.

«Уруна çирĕп хĕстер. Çамрăкскер вăркăнтарса хăварма пултарать», — асăрхаттарчĕ вăл. Ĕнесемпе сурăхсем хирĕç килнине кура лаша лăпкăн утрĕ. Сăрт хыçĕнчи хăйĕн кĕтĕвне асăрхасан пуçне сулла-сулла илчĕ те çил пек вĕçтерчĕ. Эпĕ йĕвене хыттăн туртни те килĕшмерĕ пулас. Кĕçех хыçалти урине çĕклерĕ те мана аяккалла ывăтрĕ.

Çакăн çинчен каярахпа эпĕ юлташсене каласа кăтартрăм. «Эсĕ шикит Санькки пек пултараймастăн», — тесе хихиклетрĕç вĕсем. Монголсем пек чăн-чăн джигитла çӳрекен Александр Карикова çапла хисеплесшĕн пулчĕ вĕсенчен пĕри.

Вăрçă хыççăн çуралнă Николайпа Владимир Алексеевсем, Анатолий Мокин, Вениамин Сапожников вара чăннипех пултаруллăччĕ. Пĕвĕпе çӳллех мар, вăр-вар Наталия Парачкова та ватăличченех тилхепене аллинчен ямарĕ. <...>

Александр МОКИН. Шупашкар хули.

♦   ♦   ♦


Юхăннă хуçалăхран миллионера

Чăваш Енре ĕçре чапа тухнă çынсем сахал мар. Елчĕк районĕнче çуралса ӳснĕ Социализм Ĕçĕн Геройĕ Василий Зайцев та çĕршыв историйĕнче паллă йĕр хăварнă. Кăçалхи январĕн 5-мĕшĕнче Василий Васильевич çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Ăна асăнса ентешĕсем уява пуçтарăнчĕç.

Василий Зайцев Аслă Пăла Тимеш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Пуçламăш шкулта икĕ класс пĕтерсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хуçалăхра вăй хунă. Колхозсем йĕркеленсен Ворошилов ячĕллĕ хуçалăхра конюхра, учетчикра, уй-хир бригадин бригадирĕнче тăрăшнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вăл фронта кайнă. Смоленск, Ельня патĕнчи çапăçусене хутшăннă. 1942 çулта йывăр аманнă. Госпитальте сипленнĕ, анчах çар ретне тăма юрăхсăртан ăна киле янă. Тăван тăрăха таврăнсан Василий Васильевича Ворошилов ячĕллĕ колхоз председательне суйланă.

Вăрçă çулĕсенче Василий Зайцев ертсе пынипе хуçалăх пысăк çитĕнӳсем тунă. Çак тапхăрта пĕр гектартан тырă туса илесси 9-ан 18 центнера çитнĕ. 1943 çулта 1200 пăт тонна тулă туса илнĕ. 1945 çулта колхоза Ленин орденне парса чысланă. 1947 çулта хуçалăх 40 гектар çинче 35,2 центнер тырă пуçтарса кĕртнĕ. Ĕçри çитĕнӳсемшĕн 1948 çулта Василий Зайцева «Социализм Ĕçĕн Геройĕ» ятне панă.

Каярахпа Ворошилов ячĕллĕ колхоза кӳршĕри пĕчĕк хуçалăхсемпе пĕрлешсе татах пысăклатнă. Василий Зайцев 22 çул ăна ертсе пынă. 1959 çулта колхоз ятне улăштарнă май «Победа» пулса тăнă. Пултаруллă ертӳçĕсем, колхозниксем тăрăшнипе вăл миллионерсен йышне кĕнĕ. 1960 çулта унăн усă куракан çĕрĕсем 9200 гектара çитнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх – 1100, сысна 8000 пуç пулнă. 300 гектар çинче кантăр çитĕнтернĕ.

1964 çулта Василий Зайцева Сĕнтĕрвăрри районĕнчи А.Николаев ячĕллĕ хуçалăха ертсе пыма шанаççĕ. Юлса пыраканскере мала кăларма çăмăл пулман. 1971 çулта А.Николаев ячĕллĕ колхоза Хисеп орденĕпе наградăланă. Кунта председательте 1977 çулччен вăй хунă.

Василий Зайцева КПСС XXIV съезчĕн делегатне, Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă. Хастар çынна Ленин орденĕпе /тăватă хутчен/, Октябрь Революцийĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав /икĕ хутчен/ орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă. <...>

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Çурлатăри ĕç паттăрĕсем

Чăваш Енри хальхи истори патшалăх архивĕнче Муркаш районĕнчи Çурлатăри ялĕпе колхозăн кун-çулĕпе паллашма май килчĕ.

Пирĕн ялта 1930 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче 12 хуçалăха пĕрлештерсе «Парне» колхоз йĕркеленĕ. Унăн йĕркелӳçисем Иван Подинов, Федот Марков, Данил Орлов хастарсем пулнă. Çак çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ялти 64 хушма хуçалăх колхоза кĕнĕ.

1935 çул пуçламăшĕнче колхозниксен пухăвĕ «Парне» ята пăрахăçласа колхоза Совет Союзĕн Маршалĕ Семен Буденный ятне панă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн ăна 1946 çултан пуçласа 1951 çулччен Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Воробьев ертсе пынă. Ун чухне колхозниксем «Пур ĕçе те вăхăтра тата пысăк тухăçлăхпа» девизпа тăрăшнă. Нимĕнле йывăрлăхран та хăраман вĕсем. Пур ĕçе те хальхи пек тракторкомбайнпа мар, лашапа тата алă вĕççĕн тунă. «Тумастăп», «каймастăп», «ĕçлеместĕп» сăмахсене пĕлмен ял ĕçченĕ. Мĕн хушнă — çавна пурнăçланă. Ял хуçалăх ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман.

1951 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче ялти клубра колхоз пухăвĕ иртнĕ. Унта Муркаш ял советне кĕрекен хуçалăхсене пĕрлештерес ыйтăва пăхса тухнă. «Авангард», «Заря», «Знамя труда», Буденный тата Сталин ячĕллĕ колхозсене пĕрлештерессине ырланă. Пухура 87 колхозник пулнă, пурте майлă сасăланă. Ку вăхăтра Муркаш ял совет территорине 5 ял — Муркаш, Çĕньял Муркаш, Шаптак, Çурлатăри, Малиновка — кĕнĕ. Пухура пĕрлештернĕ хуçалăха «Знамя труда» ят панă. Колхоз председателĕ пулма Евтихий Андреева, унăн заместительне Алексей Воробьева суйланă. Социализм Ĕçĕн Геройĕ Евтихий Андреев миллионер хуçалăха пĕр улшăнмасăр 30 çул ертсе пынă. Колхозăн ĕне ферми Çурлатăри ялĕнче вырнаçнă пулнă. Çавна май ял ĕçченĕсем пурте тенĕ пекех дояркăра вăй хунă. Чуна парса тăрăшакан, пултаруллă çын чылай унта. Вĕсем ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Ĕне ферминче вун-вун çул ĕçлесе чапа тухнă çынсемпе паллаштарас килет вулакана.

Петр Оньков — ĕç ветеранĕ, мухтавлă ветеринар. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçичченех вăл выльăх тухтăрĕнче ĕçленĕ. Вăрçăран таврăнсан ăна «Знамя труда» колхозăн ĕне фермине ертсе пыма шаннă. Çак ĕçре вăл тивĕçлĕ канăва тухиччен 30 çул ытла тăрăшнă. Выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс апатлантарнăран, ăратлăха лайăхлатнăран ĕне ферми çултан-çул тупăш пама пуçланă. Ĕçри çитĕнӳсемшĕн Петр Павловича Ленин орденĕпе тата медальсемпе наградăланă. Вăл çавăн пекех СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин тĕп комитечĕн бронза медальне тивĕçнĕ. <...>

Геннадий МОИСЕЕВ.

♦   ♦   ♦


Çĕмĕрткасси хастарĕсем

Муркаш районĕнчи Çĕмĕрткассинче пурĕ те 40 кил хуçалăхĕ. Йӳçкасси ял тăрăхне кĕрет вăл.

Ял вырнаçнă вырăнта авал çĕмĕртлĕх пулнă. Халĕ те кашнин пахчинчех çитĕнет вăл. Çуркунне, çĕмĕрт çеçкене ларнă вăхăтра, таврана ырă шăршă сарăлать.

Çĕмĕрткассинче сумлă та хисеплĕ ĕçченсем пурăнаççĕ. Çав шутра Валентин Тимофеев, Анатолий Тимофеев, Зиновий Кутузов… Кашниех хăй вăхăтĕнче яваплă вырăнсенче вăй хунă. Зиновий Кутузов — Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ. Вăл уй-хир бригадин бригадирĕ, колхоз председателĕ, партком секретарĕ, «Ударник» совхоз директорĕнче тăрăшнă. Йӳçкассинче çĕр улми вăрлăхĕ туса илессипе лаборатори уçсан ăна 16 çул ертсе пынă. Ун чухне «иккĕмĕш çăкăр» 350 гектар йышăннă. Паха вăрлăха çĕршывĕпех сутнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан вара Зиновий Кутузов Йӳçкассинче чиркӳ тума хутшăнчĕ. <...>

Илья ЯКОВЛЕВ. Муркаш районĕ, Хурăнкасси ялĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.