Комментари хушас

13 Кăрлач, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 1 (6400) № 13.01.2022

«Вăхăт вăрласа хайлавсем çыратăп»

«Çĕнĕ ятсем уçатпăр» литература конкурсĕ çулленех пире пултаруллă çамрăксемпе паллаштарать. Вĕсенчен пĕри — «Драматурги» номинацире çĕнтернĕ Екатерина Устинова. Тухтăр профессине алла илнĕскер литература анине те «сухалама» вăхăт çитерет.

Профессипе — тухтăр

Екатерина Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕнче çуралнă. Шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне çул тытнă.

— Эпĕ мĕн ачаран тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. «Ӳссе çитсен пире сиплĕн», — тетчĕ пĕрмаях атте. Шурă халатлисен ĕçĕ мана питĕ илĕртетчĕ. Атте-анне ку енĕпе кайма сĕннĕрен, çынсене пулăшас кăмăл пысăк пулнăран 2017 çулта медицина факультетне вĕренме кĕтĕм, педиатр специальноçне алла илтĕм. Диплом илсен те вĕренĕве малалла тăсас терĕм. Мускаври Н.И.Пирогов ячĕллĕ медицина университетне вĕренме кĕтĕм. 2020 çулта ЛФК тухтăрĕн профессине алла илтĕм. Студент çулĕсем маншăн чи телейлисем пулчĕç. Шел те, хăй вăхăтĕнче çакна ăнланмастпăр. Вĕреннĕ чухне темĕнле кăсăклă самант та пулнă. Пĕррехинче юлташсемпе çĕрĕпех зачета хатĕрлентĕмĕр. Ир енне куç хупăнма тытăнчĕ, çывăрса кайрăмăр. Зачета ĕлкĕреймерĕмĕр. Эпир университета чупса çитнĕ çĕре пирĕн ушкăн саланнăччĕ. Çапах мана ăнчĕ. Телее, ку преподавательпе эпир конференцие хатĕрленеттĕмĕр. Вăл мана пĕр сăмахсăрах зачет лартса пачĕ. Вăхăт иртнĕ май ку самант пирки кулса аса илетĕп. Ун чухне вара эпĕ питĕ аванмарланнăччĕ, — иртнине аса илчĕ Екатерина.

Тăван чĕлхене юратма тата хисеплеме пикене шкулти чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Юлия Кошелева хăнăхтарнă. Вăл хавхалантарнипе Екатерина «Тантăш» хаçатпа çыхăну тытма пуçланă. Чи малтанах ӳкерчĕксем, каярахпа сăвăсем, ребуссем ярса пама тытăннă.

— Кайран хайлавсем те çырăнма пуçларĕç. Пултарулăх конкурсĕсене хутшăнтăм. «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурс валли «Пурнăçра çĕр тĕрлĕ пăрăнăç» пьесăсен ярăмне хатĕрлерĕм. Паллах, калавпа танлаштарсан, ăна çырма йывăртарах пулчĕ. Пьесăри шухăш-туйăма геройсем урлă кăтартмалла-çке-ха. Тĕрĕссипе, эпĕ çĕнтерӳçĕсен йышне кĕрессе шухăшламан та. Манăн пултарулăха пысăк хак панăшăн питĕ савăнтăм. Ку таранччен миçе хайлав çырнине калама пултараймастăп. Вĕсенчен чылайăшĕ «Тантăш», «Çамрăксен хаçачĕ», «Çĕнтерӳшĕн», «Тăван Ен» хаçатсенче кун çути курчĕ. Юлашки çулсенче алла калем сайра хутра çеç тытатăп. 2020 çулта «Пирĕшти патне янă çыру» кĕнекере «Чарăнса ларнă сехет» калав пичетленчĕ. Хайлавсенчи сăнарсем ытларах — пурнăçран илнисем. Хăш-пĕр самант — чăн пулниех. Паллах, шухăшласа кăларнисем те пур. Литература маншăн — чун апачĕ. Пĕр-пĕр хайлава вуланă чухне те геройсен кăмăл-туйăмне хам витĕр кăларса вĕсен пурнăçĕпе пурăнатăп. Хама самантлăха урăх тĕнчене лекнĕ пекех туятăп, — чунне уçрĕ Екатерина. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Мĕн кĕтмелле Тигртан?

2022 çул — Хура «Кăвак» Шыв Тигрĕн çулталăкĕ. Ку чĕр чун тĕрĕслĕхшĕн çунать, нимрен те хăрамасть. Астрологсем палăртнă тăрăх, çулталăк тĕрлĕ пулăмпа пуян пулĕ. Тигр пурне те ăнăçу илсе килмĕ, хăшне-пĕрне пуçран шăлмĕ.

Йĕкехӳре 2022 çул пурнăçа икке пайлĕ.

Шăпа Йĕкехӳресене самаях тĕрĕслĕ, кĕтмен парнесемпе савăнтарĕ. Ăнăçăва тивĕçес тесен тар тăкма тивĕ.

Укçа-тенкĕ. Улшăнусем кĕтмелле. Тепĕр чухне нимĕн те ăнмасть пек туйăнĕ. Анчах кирек мĕнле кризисран та тухма пулать. Финанс лару-тăрăвне лайăхлатас тесен лăпкă пулмалла, кашни япалана чĕре çывăхне илмелле мар.

Сывлăх. «Йӳнни йӳнеçтерет» каларăша асра тытмалла. Сывлăха çирĕплетме пулăшакан эмелшĕн укçа хĕрхенме, перекетлеме юрамасть.

Юрату. Пĕччен Йĕкехӳресене тимлĕç. Анчах ултав серепине лекесрен асăрханмалла. Савнин сăмахĕсене итличчен вăл хăйне мĕнле тыткаланине сăнамалла. Мăшăрлисен хăйсене алăра тытмалла. Ку уйрăмах кăмăл-туйăма пырса тивет. Ăна пула çемьери хутшăну пăсăлма пултарать.

Вăкăр

Романтикăллă тĕлпулусемпе пуян çул. Карьерăра та ăнĕ. Эппин, кĕсьере укçа-тенкĕ шăкăртатĕ. Çанă тавăрса ĕçлемелле çеç.

Укçа-тенкĕ. Ку енĕпе веçех йĕркеллĕ. Паллах, çак çул кĕтмен расхутсемсĕр пулмĕ. Инвестици хывасси пирки шухăшлама пултаратăр. Ку ыйтăва лайăх тишкерĕр, çынсен шухăшне ытлашши ан тимлĕр. Çывăх çынсене çеç шанăр, вĕсем тĕрĕс çул кăтартĕç. <...>

♦   ♦   ♦


«Эпир — расна çынсем, пире пĕрлештерекенни — юрă»

Икĕ маттур чăваш пикине Людмила ТЕРЕНТЬЕВĂПА Мила ПУХОВА-ЧЕРНОИВАНОВĂНА туслăх çиппине пĕр тĕвве çыхма юрă пулăшнă. Паян çак дуэт — пирĕн рубрика тĕпелĕн хăни.

— Людмила, калаçăва санран пуçлар пуль. Пурнăçу мĕн ачаран юрăпа çыхăннă. Репертуарунта ытларах — халăх юррисем. Мĕншĕн чуну шăпах çак юрăсене суйларĕ-ха?

— Эпĕ Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче кун çути курнă. Аттене Шетмĕ Михали сăвăç пек пĕлеççĕ. Чăваш чĕлхин илемне туятчĕ вăл, рифмăласа калаçатчĕ. Тăван халăх юррисене юратма унран вĕрентĕм. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен итлесе çитĕнтĕм. Вĕсем чун валли пулнăран маншăн питĕ çывăх. Çапах эпĕ хальхи юрăсене те кăмăллатăп. Виçĕ çул каялла пысăк сцена çине Владимир Рыбкинăн «Саламлатăп» сăввипе хайланă юрăпа пĕрремĕш хут тухрăм. Концерта тăвансем килчĕç, мана чечек çыххипе парне айне турĕç. Çакă мана питĕ хавхалантарчĕ, мĕншĕн тесен халăх умне ун чухне хăюсăррăн тухрăм. Халĕ кĕвĕ ăстипе Петр Романовпа тачă çыхăнса ĕçлетĕп.

— Пултарулăх пушă вырăнта çуралмасть. Ача аслисене курса çитĕнет.

— Юрласси аннерен куçнă-тăр. Анчах вăл ĕçкĕ-çикĕре юрламастчĕ, сăпайлăччĕ, именетчĕ. Манăн питĕ артистка пулас килетчĕ, анчах пултараймасран хăраттăм. Пĕррехинче пичче манран кулчĕ те çак туртăм пăчланчĕ. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне çын умĕнче юрласа-ташласа курман. Килте пĕччен чухне «Эх, юррăм, янăра» кĕнекене алла тытаттăм та юрлаттăм. Килте аслисем ку профессипе çăкăр çимелĕх укçа ĕçлесе илейместĕн тесе шухăшланă. Атте чăваш литературине юратма хăнăхтарчĕ. Халĕ унăн сăввисене вулатăп та вăл пурнăçа мĕн тери тарăннăн туйнине ăнкаратăп. Хутран-ситрен эпĕ те сăвă çыркалаттăм. Çапах мана çут çанталăк аттен пултарулăхне паман. «Сирĕнтен нихăшĕ те манăн çулпа утмасть», — тесе кулянатчĕ атте. Вара эпĕ университета чăваш филологи факультетне вĕренме каяс терĕм.

— Аçун сăввисемпе юрă хайлас кăмăл пур-и?

— Пур паллах. Хальлĕхе ерçеймерĕм-ха. Аттен сăввисемпе Илья Степанов, Юрий Шепилов, Станислав Гаврилов чылай юрă хайланă. Вĕсене ялти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ ушкăн та юрлать. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем районта унăн ячĕпе конкурссем йĕркелеççĕ. Пире те çав уявсене чĕнеççĕ. Вăрçă çинчен çырнă сăввисене итленĕ чухне куççуль тухать.

— Аслă пĕлӳ илнĕ самант патне таврăнар-ха…

— Шкулта вĕреннĕ чухне нимĕç тата чăваш чĕлхисене юрататтăм. Нимĕçле аван калаçаттăм. Икĕ чĕлхерен пĕрне суйлама çăмăлах пулмарĕ. Аслă шкула документсене кайса париччен нумай шухăшларăм. Чăваш чĕлхи çĕнтерчех. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче аслă курсра ăс пухакан пĕр студенткăпа калаçса кайрăм. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Ялта кахал валли çеç ĕç çук»

«Ĕçчен çын валли яланах ĕç тупăнать, кахал валли — çук», — тет Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьел ялĕнче пурăнакан Алексей Анисимов. Мăшăрĕпе Наталийăпа пĕрлешсен çемье хуларан яла куçса килнĕ.

«Шупашкартах юласси пуçра та пулман. Упăшка унта 3 кун та пурăнаймастăп тесе шӳтлет», — палăртрĕ Наталия Валериевна.
Вĕсем тĕп хулара вĕреннĕ вăхăтра паллашнă. Наталия пулас мăшăрĕн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕпе туслă пулнă. Çапла пĕр ушкăна лексен пĕр-пĕринпе калаçу пуçарнă. Сăмах хыççăн сăмах… Ун чухне Алексей И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн географи факультетĕнче вĕреннĕ. Наталия Н.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн студентки пулнă. Пĕр вăхăт хĕрпе каччăлла çӳренĕ хыççăн çамрăксем çемье çавăрнă.

— Эпĕ Патăрьел районĕнчи Сител ялĕнче çуралса ӳснĕ. Патăрьел районĕнчен Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьеле качча килтĕм. Кун пирки малтанах пĕлмен те. «Пирĕн ял чăвашла çапла çырăнать», — терĕ мăшăрăм, — аса илчĕ 42 çулти Наталия Анисимова.

— Вăл — çемьере кĕçĕнни. Яла куçса килсен хуняçапа пĕрле тăван килĕнче пурăнма тытăнтăмăр. Хуняма çĕр çинче çукчĕ ĕнтĕ. 8 çултан хуняçа та çĕре кĕчĕ.
Яла таврăннă хыççăнах çемье пуçĕ шкула ĕçе вырнаçнă, ачасене географи предметне вĕрентнĕ. Наталия Валериевна пĕрремĕш тĕпренчĕкĕ Дима çулталăк çурăра чухне садикре поварта тăрăшма тытăннă. Вăл качча тухиччен çак специальноçе те алла илме ĕлкĕрнĕ.

— Виçĕ ачана пурнăç парнелерĕмĕр. Дима — студент, пĕлтĕр И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕчĕ. Максим шкулта 9-мĕш класра вĕренет, Юля — 2-мĕш класра. Мăшăр учительте 10 çул ĕçлерĕ. Вĕрентекен шалăвĕпе 3 ачаллă çемьене тăрантарма çăмăлах мар. Ĕçне пăрахса пĕчĕк бизнес йĕркелерĕ, тимĕр-тăмăрпа ĕçлет. Ялтан инçе кайман, кунтах тăрăшать. Пĕр вăхăт ют тăрăха ĕçлеме кайкалани те пулнă-ха, — калаçу çăмхине кустарчĕ кил ăшшин управçи. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


Кашни пиллĕкмĕш скульптор – Елчĕк тăрăхĕнчен

Эпĕ тăтăшах тăван Елчĕк ен пурнăçĕпе кăсăкланатăп, унта çуралса ӳснĕ паллă çынсен кун-çулне тĕпчеме тăрăшатăп. Елчĕк тăрăхне çĕр ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем тата спорт чемпионĕсем кăна мар, искусствăпа культура ĕçченĕсем те чапа кăларнă. Кăçалхи кĕркунне республикăри паллă художник-тĕпчевçĕ Юрий Викторов профессор тăрăшнипе «Мастера чувашской скульптуры» кĕнеке-альбом кун çути курчĕ. РФ тата ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕ ӳнер тĕнчинче уйрăмах палăрнă 22 скульптор çинчен çырса кăтартнă.

Кĕнеке-альбомăн тĕп геройĕсенчен пĕри – Елчĕк районĕнчи Турхан ялĕнче 1954 çулта çуралнă Петр Пупин. Эпĕ унăн ашшĕне, Мичурин ячĕллĕ колхозăн пахча çимĕç бригадине чĕрĕк ĕмĕре яхăн ертсе пынă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орден кавалерĕн ятне илнĕ Степан Ивановича, тата унăн мăшăрне Зинаида Яковлевнăна, 11 ача амăшне, лайăх пĕлнĕ. Вĕсен ывăлĕ Петĕр ача чухнех аппăшĕсенчен тĕслĕх илсе тĕрлеме, чаршав, минтерсемпе ал шăлли эрешлеме юратнă. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра вăл районти чи пултаруллă художник шутланнă Алексей Турхан ертсе пынă рисовани кружокне çӳренĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче Петĕрĕн чи юратнă преподавателĕ тата наставникĕ хăйĕн ентешĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ художникĕ, талантлă скульптор Юрий Ксенофонтов пулса тăнă. Вăл пилленипех Петр Степанович хăйĕн малашнехи пурнăçне скульптура калăплассине халалланă. Институтран вĕренсе тухсан вăл РСФСР ӳнер фончĕн Чăваш Енри пултарулăх производство мастерскойĕнче виçĕ çул ытларах вăй хунă. 1980 çулсенчех хăйĕн ăсталăхĕпе искусствăна юратакан чăвашсене тĕлĕнтерме пултарнă. 40 çул каялла Шупашкарта Чăваш Енри художниксен ĕçĕсен куравĕ иртнĕ. Ятарлă жюри çамрăк скульпторăн «Пир тĕртекен», «Аслă поэта асăнса», «Амăшĕ», «Атăлпи» ĕçĕсене пысăк хак панă. 1985-1986 çулсенче Петр Степанович Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Пысăк Атăл» тата Мускавра йĕркеленнĕ «Совет Раççейĕ» куравсене хутшăннă. Вĕсем ăнăçлă вĕçленнĕ хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институчĕн профессорĕ, РСФСР халăх художникĕ Николай Овчинников сĕннипе 34 çулти Петр Пупина СССР художниксен союзне йышăннă.

«Мастера чувашской скульптуры» кĕнеке-альбомра икĕ пĕртăван – Аслă Елчĕкре çуралса ӳснĕ Ильяпа Владислав Немцевсем — çинчен вуласа пĕлме уйрăмах кăсăклă. Илюш — искусствăна юратакан пысăк çемьери пĕрремĕш ывăл. Лайăх астăватăп: манăн шăллăм Василий унпа институтра пĕр курсра вĕреннĕ. Эпĕ вĕсемпе пĕрле 1970 çулсен пуçламăшĕнче ăста скульпторăн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн доценчĕн Юрий Ксенофонтовăн мастерскойĕнче час-часах пулнă.

Кĕнеке-альбомра ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ, 1990 çулсенче Пĕтĕм Раççейри куравсене хутшăнма пуçланă Владислав Зотиков çинчен çырнă очерк та питĕ илĕртет. Владислав Алексеевич хăй тĕп наставникне, пирĕнтен ир уйрăлса кайнă Юрий Ксенофонтова тăтăшах тав тăвать. <...>

Петĕр ЛАШТАЙ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.